Республика кунӗнче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, экономика канашлӑвӗ иртет. Кӑҫал та унта чылаййӑн пухӑннӑ. Унта Чӑваш Енӗн логотипне хӑтланӑ.
Логотипа республика ҫыннисем, тӗрлӗ специалистсем (тӗслӗхрен, дизайн, этнографи, истори тытӑмӗнчисем) хатӗрленӗ. Логотип ҫаврашка евӗр.
Мӗне пӗлтерет-ха ҫав ҫаврашка? Вӑл — пӗрлӗх, вӗҫӗ-хӗррисӗрлӗх. Ҫаврашка тӗрлӗ тӗслӗ. Кӑвакки шывпа ҫыхӑннӑ. Шыв Чӑваш Ен ландшафчӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ шутланать. Вӑлах тасалӑха палӑртакан тӳпене кӑтартать. Симӗс тӗс республикӑри ҫутҫанталӑк пурлӑхне уҫса парать.
Логотипӑн пайӗсем пӗр-пӗринпе пӗрлешмесен те вӑл пӗрлӗхе кӑтартать. Ҫак элементсем — чӑваш орнаменчӗн паллисем.
Ҫаврашка варринчи хӗвел вӑя, ӗмӗрлӗх ҫамрӑклӑха, пурнӑҫ вӑйне кӑтартать.
Логотипа Finjecto команин генеральнӑй директорӗ Антон Хреков кӑтартнӑ. Ку паллӑ Чӑваш Ене инвесторсене илӗртмелли май пулӗ.
Паян Шупашкарта Пӗтӗм чӑвашсен культурӑпа экономика форумӗ иртмелле. Ӑна Республика кунне халаллаҫҫӗ. Форума Чӑваш наци конгресӗ пуҫарнӑ.
Мероприятие регионсенчен тата ют ҫӗршывсенчен килнӗ чӑваш наципе культура автономийӗсен ертӳҫисемпе тата хастарӗсене тата xaмӑp тӑрӑхри ӗҫлӗ ҫынсене кӗтеҫҫӗ. Ӗҫлӗ тӗлпулу 17 сехетре Шупашкар хула администрацийӗнче пуҫланать.
Форум тӗллевӗ пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби ҫапларах ӑнлантарнӑ: «xaмӑp республикӑна экономика, наука тата культура тӗлӗшӗнчен лайӑхрах аталантарас, ҫӗpшывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан ӗҫлӗ чӑвашсемпе тачӑ ҫыхӑнса, пӗp-пӗрне пулӑшса ӗҫлес тӗллевпе ирттереҫҫӗ». Кунсӑр пуҫне «ку ҫыхӑну Чӑваш наци конгресӗн шайне ӳстерме, хамӑрӑн культурӑпа йӑла-йӗркене анлӑрах аталантарма» май пapасса шанаҫҫӗ.
Чӑваш Ен инвестици енчен лайӑх аталаннӑ тесе палӑртнӑ. Нумаях пулмасть Питӗрте иртнӗ пӗтӗм тӗнчери экономика канашлӑвӗнче кун пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ.
Ҫапла майпа пирӗн республика ку енӗпе чи лайӑх 10 регионсен йышне кӗнӗ. Владимир Путин канашлура лайӑх регионсене ятран та асӑннӑ. Вӑл каланӑ списокра ҫаксем пулнӑ: Калуга облаҫӗ, Тутарстан, Белгород, Тамбов, Чӗмпӗр облаҫӗсем, Краснодар енӗ, Ростов, Кострома облаҫӗсем, Чӑваш Республики, Тула облаҫӗ.
ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Юрий Попов кӑҫал Чӑваш Ен кунӗсем Патшалӑх Думинче иртнине, унта инвестици ҫинчен калаҫнине пӗлтернӗ.
Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗ Владимир Викторов ЧР Элтеперӗн тата унӑн командин ӗҫӗн кӑтартӑвӗсем пуррине каланӑ.
Паян Чӑваш Ен пайташӗсен Калининград облаҫӗпе паллашаҫҫӗ. Ӗҫлӗ ҫулҫӳрев икӗ кунлӑха тӑсӑлӗ. Йыша Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин, экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин, ҫар ҫыннисем, общество организацийӗсен пайташӗсем, А.В. Кочетов ячӗллӗ кадет шкулӗнче вӗренекенсемпе педагогсем кӗнӗ.
Паян пирӗннисем Калининград облаҫӗн Правительство пуҫлӑхӗн ҫумӗпе Михаил Плюхинпа тӗл пулмалла. Енсем килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва сӳтсе явмалла. Икӗ субъектӑн регионсем хушшинчи тавар ҫаврӑнӑшне илсен, Калининград облаҫне 0,33 процент кӑна иккен. Пирӗн патран унта канихвет-печени, ҫипуҫ, ура тӑхӑнмалли, сӑрӑ тавраш, груз турттармалли вакун каять. Лерен кунта экскаватор, аш консерви, пулӑ килет. Ҫав вӑхӑтрах Калининград облаҫӗнче сӗтел-пукан, электротехника, йывӑҫ-чус тирпейлекен отрасльсем те аталаннӑ-мӗн.
Халӑх укҫи-тенкине тытса тӑрассипе Патӑрьел район администрацийӗ Раҫҫейре палӑрнӑ. Вӑл иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.
«Халӑх укҫи-тенкине тытса тӑрассипе Раҫҫейри чи лайӑх муниципалитет пӗрлешӗвӗ» пӗтӗм ҫӗршыври конкурсра мала тухассишӗн пӗлтӗрхи ӗҫ кӑтартӑвӗ тӑрӑх 236 хулапа район тупӑшнӑ.
Чӑваш Енӗн Финанс министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, конкурса хутшӑнакансене объективлӑ хакланӑ май муниципалитет пӗрлешӗвӗсем укҫа-тенкӗне епле тытса пынине тишкернӗ. Епле тытса тӑни шутне вара конкурс тӳрисем хыснана хуласемпе районсем хӑйсен туприпе пуянлатнине, тӑкаксене тухӑҫлӑхне ӳстернине, муниципалитет парӑмӗсемпе татӑлса пынинетата ытти ҫавӑн йышшине кӗртмелле.
Иртнӗ эрнере ҫӗнтерӳҫӗсене Мускаври «Измайлово» ӗҫ центрӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Унта Патӑрьел район администрацийӗн финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Чернова та кайнӑ.
Сӑнсем (4)
Чӑваш Енӗн пурлӑх министерстви иртнӗ эрне вӗҫӗнче 167 917 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ ҫӗре тара парасси пирки аукцион ирттернӗ. Ҫӗрӗн хуҫи пулса тӑрассишӗн «Тус» акционерсен уҫӑ обществи «кӗмӗл» пуринчен ытла сӗннӗ. 154,7 миллионпа тара илме хатӗр пулнӑскер ҫапла вара аукционта ҫӗнтернӗ. Кунсӑр пуҫне ҫӗнтерӳҫӗн хыснана ҫулталӑкне 13-шар миллион тенкӗ, 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен, тӳлесе тӑмалла. Аукционта ҫӗнтернӗшӗн «Тус» тӳлекен укҫа республика тата Шупашкар хыснисене кайӗ.
«Университетски» микрорайона комплекслӑ аталантармалли шутланакан 167 917 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче «Тус» ҫурт-йӗр хӑпартса лартӗ. Унта 6–16 хутлӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсем те, хушма хуҫалӑхсемлӗ ҫуртсем те тума шухӑшлаҫҫӗ. Юлашкинчен каланисем темиҫе ҫемье пурӑнмаллисем те, пӗрер ҫемье валли ҫӗкленисем те пулӗҫ.
Ҫутӑ тата газ хакӗ хӑпарса пынине хӑнӑхса ҫитрӗмӗр пуль ӗнтӗ. Килес ҫул пирӗн ҫӗршывра электроэнерги 8,5 процент хакланмалла. 2017 ҫулта — 8 процент, 2018 ҫулта — 7,2 процент. Ку цифрӑсене Раҫҫейӗн 2018 ҫулчченхи социаллӑ экономика аталанӑвӗ ҫинчен калакан прогнозра каланӑ иккен. Ӑна ҫӗршывӑн Экономика аталанӑвӗн министерстви хатӗрленӗ. Асӑннӑ ведомство пӗлтерни тӑрӑх ТАСС информаци агентстви ӗҫлӗ хутра сӑмах социаллӑ виҫе пирки пынине палӑртнӑ. Социаллӑ виҫерен иртсен тарифа регионсенче урӑх хакпа шутласа пама пултараҫҫӗ.
Йӗркелесе тӑракан тарифшӑн сеть организацийӗсене килес ҫулхи утӑ уйӑхӗнче 7,5 процентран пуҫласа 11 процент таран индексацилеме пултараҫҫӗ, 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче — 7 процент, 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче — 6,2 процент.
Экономикӑн аслӑ шкулӗ инновацилле аталанӑвӑн танлашӑмне хатӗрленӗ — унта Чӑваш Ен 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ, иккӗмӗш ушкӑнӑн малти рете вырнаҫнӑ.
Малта пыракан 4 региона палӑртнӑ — Мускав, Тутарстан, Калуга облаҫӗ, Питӗр. Вӗсем хыҫҫӑн вара 2-мӗш ушкӑн пырать — Чӑваш Ен унта 0,4707 балпа чи малтисен шутӗнче. Пирӗн тӑрӑхӑн лайӑх енӗсем шутне ӗҫре ҫӗнӗлӗхсем кӗртес тӗлӗшпе компанисен инициативлӑхӗ тата технологиллӗ мар инновацисемпе усӑ курнине кӗртнӗ.
Инновацилле аталанӑвӑн танлашӑмне йӗркеленӗ чухне 37 уйрӑмлӑха шута илеҫҫӗ. Вӗсен шутне Раҫҫейри тӑрӑхсен социаллӑ экономика условисем, ӑслӑлӑхпа техника потенциалӗ, инновацилле политикӑн пахалӑхӗ тата инновацилле ӗҫӗ кӗрет. Пӗлтӗр ҫак танлашӑмра Чӑваш Ен 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ, кӑҫал 1 йӗрке чакнӑ (Калуга облаҫӗ мала хӑпарса кайнӑран).
«Трактор савучӗсем» концерн (унта хайхин Шупашкарти предприятийӗсем те кӗреҫҫӗ) ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 21-мӗшӗччен ӗҫлемӗ. Кун пек йышӑнӑва концернӑн гендиреткорӗ М.Г. Болотин ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ.
Ӗҫсӗр ларнӑ вӑхӑтра ҫынсене вӑтам шалӑвӑн иккӗ-виҫҫӗмӗш пайне тӳлӗҫ.
Ӗҫе чарма тивнин сӑлтавӗ экономика тата йӗркелӳ ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ. Продукцие туса илме чӗртаварпа материал ҫукки производствӑна ура хунӑ иккен. Туянма укҫа ҫук-мӗн.
Чарса лартма йышӑннӑ предприятисен хушшинче «Трактор савучӗсем» концерн» ККУ» тулли мар яваплӑ обществӑна, «Промтрактор» АУОна, Шупашкарти агрегат савутне, «Промтрактор-Промлит», «Промтрактор-Вакун», «Агромашхолдинг», «Четра-комплектующие и запасные части» обществӑсене тата ыттисене асӑннӑ.
Ҫак эрнере Раҫҫейӗн Патшалӑх Думинче Чӑваш Енӗн кунӗсем иртеҫҫӗ. Эрне Патшалӑх Думин экономика политики, инновацилле аталану тата усламҫӑлӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ларӑвӗнчен пуҫланнӑ. Унта республикӑн Патшалӑх Канашӗн хӑш-пӗр депутачӗпе пӗрлех Чӑваш Енӗн экономика министрӗ Владимир Аврелькин тата предприяти ертӳҫисем хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен пайташӗсем конкуренцие хӳтӗлесси тата усламҫӑлӑха аталантарасси ҫинчен калакан тата ытти хӑш-пӗр федераци саккунӗсене улшӑну кӗртессине сӳтсе явма хутшӑннӑ.
Эрех-сӑра ваккӑн сутассине йӗркелес ыйтусемпе чӑваш парламенчӗн вице-спикерӗ Олег Мешков тухса калаҫнӑ. Владимир Аврелькин министр вара хамӑр патра туса илекенсене тата шалти пасара хӳтӗлеме епле майсем кирлине палӑртса хӑварнӑ. Министр шучӗпе импортҫӑсене, сӑмахран, Раҫҫей стандарчӗ ыйтакан регламентсене пӑхӑнтармалла. Ют ҫӗршывран илсе килекен кивӗ машинӑсене Аврелькин министр «промышленноҫ юлашкийӗ» тесе хакланӑ май ку ыйтӑва та тимлӗх уйӑрмаллине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |