Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ ҫӗркаҫ историлле пулӑм йышӑнни пирки информагенствӑсем пӗр-пӗринпе тупӑшса тенӗ пек паян ирех хыпарларӗҫ. Вӑл тӗп ставкӑна унчченхи 10,5 процентран тӳрех 6,5 процент хӑпартса 17-е ҫитернӗ. Ҫакна девальваци тата инфляци хӑрушлӑхне сирес тесе тунӑ пулать.
Процент политикин витӗмне ӳстерес тесе рынокри мар активсемпе тата поручительсемпе ҫирӗплетнӗ, 2 кунтан пуҫласа 549 кун таран паракан кредитсене ҫирӗп мар ставкӑпа пама пӑрахмалла. Тӗп банк паракан ставкӑран ӑна 1,75 процент таран ӳстермелле. Маларах ҫав кредитсене 2 кунтан пуҫласа 90 кун таран ҫирӗплетнӗ ставкӑпа панӑ.
Тенкӗ хакӗ ӳкнине кура Тӗп банк кредитпа укҫа политикине ҫирӗплетме йышӑннӑ. Ҫулталӑк хушшинче тӗп ставкӑна кӑҫал ултӑ хутчен хӑпартнӑ, пушӑн 3-мӗшӗнче регулятор 5,5 процентран пуҫласа 7 процента ҫитернӗ, акан 25-мӗшӗнче — 7,5 процента, утӑн 25-мӗшӗнче — 8 процента, юпан 31-мӗшӗнче — 9,5 процента, раштавӑн 11-мӗшӗнче — 10,5 процента.
Ку ставкӑпа регулятор банксене кредит парать, ҫавна кура банксем кредит ставкине ҫирӗплетеҫҫӗ.
Тупӑш илекене кирек епле ҫыннӑн та патшалӑха налук тӳлемелли паллӑ-ха. Ҫакӑ хваттер тара парса пурӑнакансене те, тӳррипе, пырса тивмелле.
Тара паракансене налук тӳлеттересси пирки нумаях пулматсь республика шайӗнчех хускатнӑччӗ. Шупашкарта ун чухне тӳрӗ лини те уҫни пирки пӗлтерчӗҫ. Халӗ ку юхӑм районсене те ҫитет курӑнать. Хӗрлӗ Чутайӗнче те, ав, тупӑша декларацилемесӗр тара пани район хыснине самай сиен кӳрет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсене пула хваттере тара парса пурӑнакансен кӳршисем те асапланаҫҫӗ тесе пӗтӗмлетеҫҫӗ. Ара, хваттерсенче е пӳлӗмсенче счетчик лартман тӑк ҫын шучӗпе шутласа парса шывшӑн, ҫутӑшӑн тӳлеттереҫҫӗ те, шар курниех пулать ҫав ӗнтӗ.
Куҫман пурлӑха тара паракансем пирки Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗ пӗлтерме ыйтать.
Муниципалитетсем ҫур миллиарда яхӑн парӑма кӗрсе кайнӑ. Ку суммӑна республикӑн Патшалӑх Комитечӗн экономика политики, агропромышленоҫ комплексӗ тата экологи енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ларӑвӗнче каланӑ. Ларӑва республикӑн правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин хутшӑннӑ.
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан газ парӑмӗ чакмасть, ӳссе кӑна пырать иккен. Унпа икӗ районта — Патӑрьелте тата Елчӗкре — кӑна татӑлса пӗтнӗ тесе республикӑн строительство министрӗ Олег Марков пӗлтернӗ.
Ӑшӑпа тивӗҫтернине виҫмелли уйрӑм счетчиксем вырнаҫтарсан ун пек йывӑрлӑха кӗрсе ӳкмен пулӗччӗҫ тесе шухӑшлать иккен тӳре-шара. Ҫав вӑхӑтрах кивӗ пӑрӑхсемпе котельнӑйсене ҫӗнетмелли те куҫкӗрет. Япӑхса кайнисем — ҫурри таран.
Кам епле укҫа тума пултарать, ҫавӑн пек тӑвать. Ҫӑмӑл машинӑллисенчен хӑшӗсем хӑйсен транспорчӗпе ҫын е тавар турттарса тупра тӑваҫҫӗ. Ҫак рынокра саккунлӑ майпа тар тӑкас тесен ятарлӑ ирӗк илмелле-ха. Анчах хӑшӗсем вӑл хутсӑрах ӗҫлени те вӑрттӑнлӑх мар. Ҫапах та саккунпа килӗшӳллӗн пурӑнакансем те сахал мар.
Чӳкӗн 21-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пассажирсене тата ҫӑмӑл таксипе багаж турттарма ирӗк илме 1616 заявлени панине пӗлтерет. Иртнӗ эрнере кӑна 3 ҫынна ирӗк панӑ.
Камсене ирӗк панипе паллашас тесен маларах асӑннӑ министерствӑн сайтне кӗрсе пӑхмалла. Унта мӗнпур информацие вырнаҫтарнӑ.
Республикӑна ҫак кунсенче Мускавран укҫа килсе ҫитнӗ. «Кӗмӗле» хыснасене шайлаштарма черетлӗ транш куҫарса панӑ. Укҫа виҫи — 185,5 миллион тенкӗ. Асӑннӑ укҫаран 144,1 миллион тенки бюджет сферинче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫине ӳстерме кайӗ. 41,4 миллионӗ патшалӑх влаҫӗн федераци органӗсемпе Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх влаҫӗсен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем хушшинчи полномочийӗсене пайланӑ чух хыснасем тӑкакланнине компенсацилеме уйӑрӗҫ. Кӑткӑс чӗлхепе каланӑ ҫак ӑнлантарӑва чӑвашларах каласан тӳре-шара валли тениех пулать ӗнтӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑна 1 миллиард 324,8 миллион етнкӗ укҫа килнӗ, е ҫулталӑклӑха палӑртнинчен 87,7 процент.
Кунсӑр пуҫне Шупашкарта тӑвакан индустри паркӗн инженери инфраструктурине тума 137,4 миллион тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ. Ҫакӑ вӑл малтанласа кӑҫал уйӑрма палӑртнӑ укҫа пӗтӗмпех килсе ҫитнӗ тенине пӗлтерет.
ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин Хусанта Турци Республикин генеральнӑй консульствин вице-консулӗпе Осман Гектюркпа тата Зекерия Бекташпа тӗл пулнӑ, Чӑваш Енпе Турци килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Турци элчисем Чӑваш Енри усламҫӑсене хӑйсем мӗн тума пултарнине кӑтартма хатӗр. Вӗсем Турци усламҫисене, строительствӑпа, сывлӑх сыхлавӗпе, ял хуҫалӑхӗпе тата ытти тытӑмпа кӑсӑкланаканскерсене, Чӑваш Ене килсе кӑтартма та тӗллевленнӗ.
Владимир Аврелькин Турципе килӗштерсе ӗҫлеме хатӗррине пӗлтернӗ. Уйрӑмах — ял хуҫалӑхӗнче.
Сӑмах май, пӗлтӗр Турципе Чӑваш Енӗн тулашри суту-илӗвӗ 3180,5 долларпа танлашнӑ. Кӑҫалхи 9 уйӑхра, Чӑваш таможнин посчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кӑтарту 4 154 пин долларпа танлашнӑ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 1,8 хут нумайрах.
Ӗнер республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе видеконференци мелӗпе канашлу ирттернӗ. Ун вӑхӑтӗнче вӑл Раҫҫей Правительствин юпан 30-мӗшӗнчи ларӑвӗнче ҫӗршывӑн субъекчӗсене 3 миллиард та 484 миллион тенкӗлӗх грант уйӑрма пӑхнине пӗлтернӗ.
Бюджет хушшинчи трансферта ҫӗршывӑн влаҫ тӑвакан органӗсен ӗҫ тухӑҫлӑхне кура регионсене ҫитерӗҫ. Рейтинга хатӗрленӗ чухне пурнӑҫ тӑршшӗне, халӑхӑн тупӑшне, ӗҫсӗрлӗх шайне, вӗренӳ пахалӑхне, ачасем тӑлӑха юласран профилактика ирттернине, ҫурт-йӗр мӗн чухлӗ хута янине, экономика аталанӑвне уйрӑм ҫынсем укҫа хывнине, хыснана налук тата налук мар тупӑш кӗнине, пӗчӗк тата вӑтам бизнес аталанӑвне шута илнӗ. Кунсӑр пуҫне соцыйтӑм кӑтартӑвне те ӑша хывнӑ-мӗн.
Михаил Игнатьев пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен унччен йышӑннӑ 20-мӗш вырӑнтан 14-мӗшне куҫнӑ, республикӑна преми евӗр 165 миллион та 59 пин тенкӗ лекессине асӑнса хӑварнӑ. «Ку премие эпии Шупашкарти микрорайонсенчен пӗринче ача пахчи тӑвӑпӑр. Хула администрацийӗн унӑн вырӑнне палӑртмалла», — тенӗ Элтепер.
Юпан 22-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗ Алла Самойлова пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫи ҫинчен йышӑну проектне Правительство ларӑвне кӑларнӑ.
Кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта унӑн виҫи 6793 тенкӗпе танлашать. Ку вӑл иккӗмӗш кварталтинчен 2,5 процент чакнине пӗлтерет. Укҫа ҫине хурса пӑхсан пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе хисепӗ 175 йӳнелнӗ.
Пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе вӑйпиттисемшӗн 7230 тенкӗпе таналшамалла (унчченхи кварталтинчен 2,3 процент сахалтарах), пенсионерсемшӗн — 5577 тенкӗ (2 процент чакнӑ), ачасемшӗн — 6713 тенкӗ (3,8 процент).
Хальхи вӑхӑтра хваттер тара парса пурӑнакансем питӗ нумай. Республикӑра ун йышшисем 2,8 пин ытла тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗр пӳлӗмлӗ хваттершӗн уйӑхне вӑтамран 7,7 пин тенкӗ ыйтаҫҫӗ, иккӗллишӗн — 10 пин тенкӗ. Ку цифрӑсене ҫак эрнери правительство ларӑвӗнче асӑннӑ.
Республикӑн Стройминӗн специалисчӗсем тара парасси ҫинчен калакан пӗлтерӳсене 1,9 пин ытла асӑрханӑ иккен. Ҫав шутран 80 проценчӗ Шупашкара пырса тивет, 17 проценчӗ — Ҫӗнӗ Шупашкара. Кунсӑр пуҫне ҫурт-йӗре сехетлӗхе, талӑклӑха тара паракансем йышлӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫынсем ҫапла майпа услам туса пурӑнаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем налук тӳлемеҫҫӗ. Налук тӳлес пулсан хула администрацийӗн хыснине ҫулталӑкне 80–100 миллион тенкӗ таран хушма укҫа кӗмелле.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн шучӗпе ку енпе мунципалитет влаҫӗсен управляющи компанисемпе тата ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗсемпе пӗрле пулса ӗҫлемелле. Депутасен те ку енпе хастартарах пулмалла. Тара паракансем пирки пӗлтерме шанчӑк телефонӗсем туни те пӑсас ҫук.
Нумаях пулмасть республикӑн Суту-илӳпе промышленноҫ палатинче Китайри Сычуань провинцийӗн элчисемпе контакт биржи ирттернӗ. Ку вӑл паллашмалла курнӑҫу тенине пӗлтерет ӗнтӗ. Унта строительство тата ял хуҫалӑх отраслӗсене сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Республикин элчисен шутӗнче тӗлпулӑва «Промприбор» корпораци, «Ӑнӑҫу» строительство компанийӗ, «Строитель картишӗ», «Автодорсервис», «СМУ-58» тулли мар яваплӑ обществӑсем, «Шупашкарти автокомпонентсен савучӗ» акционерсен уҫӑ обществи, ял хуҫалӑхӗпе аппаланакан уйрӑм усламҫӑсем тата хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсем хутшӑннӑ.
Енсем килӗштерсе ӗҫлемелли майсене сӳтсе явнӑ, пӗр-пӗринпе паллашнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |