
Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗ урамра ӳсӗр ҫывӑракан пӗлӗшӗн укҫине вӑрланӑ. Халӗ ҫавӑншӑн ӑна тӗрмене хупса хумасӑр ҫулталӑклӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр пенсионерка пенсин пӗр пайне кашни уйӑхрах пухса пынӑ. Ӑна вӑл банкра тытман, ялан ҫумра илсе ҫӳренӗ. Пухнӑ укҫапа вӑл хваттер юсас тенӗ.
Пӗр кунхине хӗрарӑм 250 тенкӗ укҫа, карас телефонӗ тата хутаҫри 235 пин тенкине илсе уҫӑлма тухнӑ. «Бистро» кафене кӗрсе икӗ черкке эрех ӗҫнӗ. Тахҫан та пӗрре ҫеҫ ӗҫет-мӗн те часах ӳсӗрӗлсе кайнӑ. Кафере паллакан хӗрарӑма курсан унпа ӗҫме тытӑннӑ, кайран мӗн пулса иртнине астумасть.
Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти хула больницинче ҫеҫ тӑна кӗнӗ. Ҫипуҫӗ вараланса пӗтнӗ пулнӑ, пичӗ суранланнӑ, телефонпа укҫа ҫумра пулман.
Тӗпчев вӑхӑтӗнче ҫакна палӑртнӑ. Пенсионерка каҫхи 2 сехетре «Турист» суту-илӳ ҫурчӗ патӗнчен иртсе пынӑ чухне аптека тӗлӗнчи икӗ машина хушшинче персе аннӑ. Тепӗр сехетрен ӑна малтанхи пӗлӗш-хӗрарӑм тата икӗ арҫын асӑрханӑ. Хӗрарӑм укҫа хутаҫҫине кӗсьене илсе чикнӗ.
Ҫын укҫине илекенни судра ӗнентернӗ тӑрӑх, хутаҫра 30 пин ҫеҫ пулнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти Советски урамӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки тӗнче тетелӗнчи пабликсенче хыпар сарӑлнӑччӗ-ха.
Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ҫул ҫинчи инкек пирки хут ҫырма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл тӗлтен иртсе пыракан виҫӗ арҫын урлӑ-пирлӗ калаҫма, йӗрке хуралҫисене усал сӑмахпа кӳрентерме пуҫланӑ.
Пакунлисем хайхисене йӗркеллӗ тытма ыйтни те витӗм кӳмен. Йӗркене пӑсакансене полицие илсе кайма тӑрсан та вӗсем тӑна кӗме шутламан: йӗрке хуралҫисен тумӗнчен ярса илнӗ, вӗсене тӗксе яма хӑтланнӑ.
Пуҫтахсене лӑплантарма пакунлисен ятарлӑ хатӗрсемпе усӑ курма тивнӗ.
Халӗ ҫав усалсене суд тенкелӗ ҫине лартнӑ, вӗсене 7-12 кун таран ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.

Чӑваш Енре суд шкул ачи валли 1 миллион тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
16 ҫулти хӗрача физкультура урокӗнче йӗлтӗрпе ярӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра шкула апат-ҫимӗҫ турттарса пынӑ ГАЗель хыҫалалла чакарнӑ чух хӗрачана таптаса кайнӑ. Пӗрре ҫеҫ те мар, малалла кайнӑ чух тепре каҫса кайнӑ.
Инкек Вӑрмарти Е.Г. Егоров ячӗллӗ вӑтам шкулта пулса иртнӗ.
53 ҫулти водителе суд айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗшӗн ҫулталӑк ҫурӑлӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Хӗрачана хӳтӗлесе прокуратура суда тухнӑ. Вӑл хӗрача вӗренекен шкултан тата ГАЗель водителӗ ӗҫленӗ организацирен 1 миллион тенкӗ шыраса илме ыйтнӑ. Суд прокуратура тавӑҫне тивӗҫтерме йышӑннӑ.

Шупашкар хулинче пӗр каччӑ тепӗр ҫыннӑн машинине чӗртсе яма тӑнӑ. Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене машина хуҫи ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
«Киа Серато» автомобиль Шупашкарти Дементьев урамӗнчи пӗр ҫурт патӗнче ларнӑ.
Вырӑна пырса ҫитнӗ пакунлисем иномаркӑн бензобакне тимлесе пӑхнӑ, машинӑн урапи анса ларнине асӑрханӑ.
Пакунлисем кун пек усал шухӑш кам тытнине кӗҫех палӑртма пултарнӑ. Машина патне 22 ҫулти каччӑ ҫӗр каҫипе темиҫе хутчен те пынӑ. Автомобиль хуҫине вӑл хӑйӗн хӗрӗпе ӑнланманлӑх сиксе тухнӑшӑн кӳреннӗ иккен, пӑтӑрмах ӑна пула пуҫланса кайнӑ тесе шухӑшланӑ. Хӗре ҫухатас килменрен вӑл тепӗр ҫынна тавӑрма шут тытнӑ.
Ют ҫын пурлӑхне сӑтӑр кӳме хӑтланнӑ каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Шупашкарта патшалӑхӑн автоинспекцийӗнче тӑрӑшакан арҫын ӳсӗр водителе тытса чарма пулӑшнӑ.
Трактор тӑвакансен проспектӗнчи картишӗнчен тухнӑ чухне вӑл «Ниссан» автомобиле асӑрханӑ. Тимлӗ арҫын ку машинӑн водителӗ урӑ маррине сиснӗ. Вӑл унӑн машини умне хӑйӗн автомобильне чарса лартнӑ, ҫав вӑхӑтра ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн экипажне чӗнсе илнӗ.
Патшалӑх автоинспекцийӗнче районсем хушшинчи экзамен пайӗнче тӑрӑшакан ҫын сисчевлӗ пулни ҫул ҫинчи инкекрен ҫӑлса хӑварнӑ.
Инспекторсем вырӑна пырса ҫитсен ӳсӗр водитель эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗсленме килӗшмен. Ун тӗлӗшпе административлӑ статьяпа протокол ҫырнӑ, машинине штрафстоянкӑна ӑсатнӑ. Водителе 45 пин тенкӗ таран штрафлама тата водитель правине ҫулталӑк ҫурӑран пуҫласа икӗ ҫул таранлӑх туртса илме пултарӗҫ.

Ҫӗрпӳре пӗр арҫын суда ҫӗҫӗпе кӗрес тенӗ. Ӑна вӑл дозиметрта пытарнӑ.
Суда кӗрекенсене суд приставӗсем тӗрӗслеҫҫӗ те. Сергей Гаврилов кӗҫӗн лейтенант тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Пытарнӑ ҫӗҫҫе шӑпах вӑл асӑрханӑ та.
Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулса иртнӗ. 59 ҫулти арҫын суда ҫул-йӗр ҫинчи инкекре шар курнӑ май пынӑ. Кӗнӗ чухне унран сумкӑра мӗн пуррипе кӑсӑкланнӑ, тем тупса палӑртсан чап тыттарасси пирки асӑрхаттарнӑ-мӗн.
Суд приставӗ тӗрӗслеме тӑнӑ та арҫыннӑн кӗсйинче дозиметр асӑрханӑ. Унта вара ручка евӗр ҫӗҫӗ выртнӑ. Суда мӗншӗн ӑна илсе пынине арҫын ӑнлантарса парайман, вӑл ҫумра пулни ҫинчен манса кайнӑ тесе каланӑ.
Суд приставӗ каланине итлеменшӗн арҫын тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ.

Шупашкарта правасӑр водителӗн машинине туртса илнӗ.
Хулара пурӑнакан арҫынна водитель прависӗр руль умне ларнишӗн унччен икӗ хутчен явап тыттарнӑ-ха. Апла пулин те вӑл йӗркене пӑснӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем виҫҫӗмӗш хутӗнче Шупашкар районӗнчи Хыркасси ялӗ патӗнче тытса чарнӑ. Йӗрке хуралҫисене вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «Haval F7X» машина рулӗ умне арӑмӗ ыйтнӑран ларнӑ, хӗрарӑм хӑйӗн савнӑ упӑшкин водитель удостоверенийӗ ҫуккине (тӗрӗсрех, ӑна туртса илнине) пӗлмен имӗш.
Суд 34 ҫулти арҫыннӑн машине туртса илме йышӑннӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 264,3 статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарса 240 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне водитель правине тата тепӗр 1 ҫул тата 8 уйӑхсӑр памалла мар тунӑ.
Мӑшӑр пӗрле пулса туяннӑ машинӑна вара конфискацилеме йышӑннӑ. Машина сутса тунӑ укҫа патшалӑх хыснине кайӗ.

Шашлӑк ҫиме юратакан ҫамрӑксен 40 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран штраф тӳлеме тивӗ. Ку вӑл шашлӑкран пистерес тесе тунӑ япала мар-ха. Ку вӑл вӑрманта пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилине пӑхӑнманшӑн явап тыттарассине пӗлтерет.
Изъяр кӳлли патӗнче ҫамрӑксен пӗр ушкӑнӗ шашлӑк пӗҫерсе ҫинӗ. Пӑтӑрмах иртнӗ канмалли кунсенче пулса иртнӗ. Йӗркене пӑсакан ҫамрӑксене «Вӑрман хуралӗ» хысна учрежденийӗн ӗҫченӗсем асӑрханӑ та административлӑ протокол ҫырнӑ. Шашлӑк мангал ҫинче пӗҫерекеннисем тӑватӑ ҫамрӑк пулнӑ.
Республикӑра халӗ пушара хирӗҫле ятарлӑ режим тӑрать, ҫавна май ҫамрӑксен тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Йӗркене пӑхӑнмаран вӗсен пысӑк штраф тӳлеме тивӗ. Унӑн виҫи 40 пин тенкӗрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран.

Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ӳсӗр арҫын Шупашкарти аэропортра ҫапӑҫнӑ. Малтан вӑл тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн кӗмелли зонӑна тӗрӗсленмесӗр кӗме хӑтланнӑ. Хӑйне асӑрхаттарнишӗн юратманран централизациленӗ видеосӑнав инспекторне питӗнчен чышкӑпа ҫапнӑ.
Унтан ӑна тытса чарнӑ та аэропортӑн полици пунктне илсе кӗртнӗ. Унта та вӑл пуҫтахланма чарӑнман, полици ӗҫченне, хӗрарӑма, кӳрентернӗ. Унтан полицин лини ҫинчи уйрӑмӗн пуҫлӑхне хырӑмран тата аллинчен ҫапнӑ, хырӑмран тапнӑ.
Урӑлсан арҫын айӑпа йышӑннӑ. Пуҫтахланнине, ӗҫри ҫынсемпе ҫапӑҫма тапранса кайнине, каласан та лӑпланманнине салтакри тусӗ вилнӗшӗн хытӑ куляннипе сӑлтавланӑ.
Унччен судпа айӑпланман арҫынна суд 1,8 ҫуллӑха тӗрмене хупса хумасӑр ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.

Чӑваш Енри арҫынна Краснодар тӑрӑхӗнчи ҫамрӑк арҫын улталанӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан 63 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисенчен кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл пакунлисене каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ултӑ пине яхӑн тенкӗлех улталаннӑ. Пенсионер тӗнче тетелӗнче ҫӗр ҫырли сутни пирки пӗлтерӳ курнӑ. Унта 300 тӗм сутассине пӗлтернӗ. Арҫын укҫа тӳленӗ, анчах калчана кӗтсе илеймен.
Чӑваш Енри арҫынна улталанӑ ҫынна йӗрке хуралҫисем командировкӑна Краснодар тӑрӑхне кайсан тыса чарнӑ. Унта пахчаҫимӗҫ ӗҫӗпе аппаланса пурӑнакан 38 ҫулти арҫын унччен судпа айӑпланман иккен. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, калчана тӗрлӗ сӑлтава пула ярса пама май килмен.
Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Краснодар тӑрӑхӗнчи арҫын тӑкака саплаштарма шантарнӑ.
