
Шупашкар хулинчи йӗрке хуралҫисем, ведомствӑн общество канашӗ, ирӗклӗ халӑх дружини пӗрле пулса «Ночной город» (чӑв. Каҫхи хула) рейд ирттернӗ. Хальхинче вӗсем тӗрӗслевпе ҫӗртме уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенчи каҫхине ҫӳренӗ.
Полицейскисемпе общество хастарӗсем яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ комендант сехетне пӑхӑннине тӗрӗсленӗ.
Рейд вӑхӑтӗнче 14 ачана тупса палӑртнӑ. Вӗсем ҫӗрле ашшӗ-амӑшӗсӗр хула тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӗсене полици уйрӑмне илсе кайнӑ, унтан вӗсене ашшӗ-амӑшӗ пырса киле илсе кайнӑ. 15 ҫулти шкул ачин ашшӗн ывӑлӗ патне Шупашкара Ҫӗрпӳрен килме тивнӗ. 15 ҫулти ӳсӗр яш патне амӑшӗ ирхи виҫҫӗре Куславккаран персе ҫитнӗ. Тепӗр виҫӗ ача патне ашшӗ-амӑшӗ Ҫӗнӗ Шупашкартан килнӗ.
Ашшӗ-амӑшӗ те йӗркене пӑсать. Шупашкарта 46 ҫулти хӗрарӑм ҫул ҫитмен ачисен умӗнчех общество вырӑнӗнче эрех ӗҫсе ларнӑ.

Ханты-Манси автономи округӗнчи Нягань Шупашкарти арҫынна тытса чарнӑ. 33 ҫулти водителе патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем сулахаялла пӑрӑнмалли ҫутта ҫутманран чарас тенӗ. Анчах водитель тимсӗр пулни вӑл ӳсӗр пулнипе те ҫыхӑннӑ иккен. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче вӑл эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн руль умне ларса тухни сиеле тухнӑ.
Явап тытас килменрен арҫын укҫа сӗнме пуҫланӑ. Малтан — 50 пин тенкӗ, кайран — 150 пин тенкӗ.
Халӗ вара арҫынна водитель прависӗр хӑварнипех ҫырлахмӗҫ, сӗтев пама тӑнӑшӑн та унӑн явап тытма тивӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти управляющи компанийӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, халӗ ӑна суд явап тыттарнӑ.
Директора РФ Пуҫиле кодексӗн 238-меш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем тата суд ҫав ҫын ертсе пыракан компани пулӑшу кӳнӗ чух ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗпе сывлӑхӗ пирки тивӗҫлипе шухӑшламаннине палӑртнӑ.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче асӑннӑ управлющи компани тытса тӑракан нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин ҫивиттийӗ юр айне пулнӑ. Балконсенчен пӗрин карнизӗнчен юрпа пӑр ҫӗре ӳксе машинӑна сиенленӗ.
Суд управляющи компани директорне 100 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

Чӑваш Енре Сарту облаҫӗнчи виҫӗ арҫынна суд тунӑ. Вӗсене кунти усламҫӑна вӑрланӑшӑн явап тыттарнӑ. Вӗсене 7 ҫултан пуҫласа 12 ҫул таран ҫирӗп тата ятарлӑ режимлӑ колоние хупма йышӑннӑ, пӗрне вара малтанхи икӗ ҫулне тӗрмене лартма йышӑннӑ, кайран ӑна колоние куҫарӗҫ.
Сарту тӑрӑхӗнчи ҫав виҫӗ этем усламҫӑна вӑрласа кайнӑ та укҫа тапӑннӑ. Ӑна ирӗке яма 1 миллион тенкӗ укҫа ыйтнӑ. Усламҫӑна хӗненӗ, ҫӗҫӗпе хӑратнӑ. Чӑваш Ен тӑрӑх ҫӳренӗ чухне вӗсем шар курнин банк карттипе топливӑшӑн тӳленӗ.
Чарӑнусенчен пӗринче усламҫӑ тарса ӳкме пултарнӑ. Ҫынна вӑрлакансене Росгварди ӗҫченӗсемпе пӗрле тытса чарнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан, унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ арҫын ӳсӗр хӗрӗн (вӑл унӑн пӗлӗшӗ пулнӑ) укҫине тата телефонне вӑрланӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарти Ленин районӗнчи хавасланмалли заведенисенчен пӗринче пулса иртнӗ. Хӑй пӗлекен хӗр ӳсӗрӗлсе кайнипе усӑ курса арҫын хайхин телефонӗнчи банк приложенийӗ урлӑ 150 пин тенкӗ укҫа куҫарнӑ. Унсӑр пуҫне 20 пин тенкӗ тӑракан телефона вӑрланӑ.
Тӗпчевҫӗсем тӗрӗслев пуҫарсан Ҫӗнӗ Шупашкар арҫынни хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, укҫана каялла куҫарса панӑ.
Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ прокуратура суда ярса панӑ.

Шӑмӑршӑ районӗнчи депутатсем пуҫиле ӗҫпе явап тыттарнӑ район пуҫлӑхне преми пама йышӑннӑ. Кун пирки КПРФ партин регионти уйрӑмӗ Телеграмра пӗлтернӗ.
Коммунистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кун пек пуҫлӑха ӗҫрен кӑлармалла, Шӑмӑршӑри депутатсем вара Сергей Галкин пуҫлӑха ӗҫрен кӑларас темен.
Сергей Галкина унччен ҫын сывлӑхне ҫӑмӑл сиен кӳнӗ тесе пуҫиле кодекспа явап тыттарса штрафлама йышӑннӑ. Депутатсем вара район пуҫлӑхне ӳҫтерсе паракан коэфициентпа усӑ курса преми пама йышӑннӑ.
Аса илтерер: 2025 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Сергей Галкин сунарҫӑсемпе канашлу ирттернӗ чухне 70 ҫулти сунарҫӑпа хирӗҫе кайсан ун ҫине алӑ ҫӗкленӗ. Пӑтӑрмах суд тенкелӗ ҫинче вӗҫленнӗ. Пуҫлӑха миравай суд 25 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта ӳсӗр арҫын йӗрке хуралҫине хулӗнчен ҫапнӑ, унтан вӗсене ҫынсен умӗнче кӳрентермелле сӑмахсем каласа пӗтернӗ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн каҫхине хулари кафесенчен пӗринче пулса иртнӗ. Унта кӗнӗ патрульпе пост службин ӗҫченӗсем пӗр ӳсӗре асӑрханӑ. Пакунлисене курсан вӑл тухса тарма тӑнӑ. Лешсем унӑн докуменчӗсене тӗрӗслес тенӗ. 40 ҫулти арҫын унччен судпа айӑпланнӑскер пулнӑ, вӑрах вӑхӑт тӗрмере ларнӑ.
Йӗрке хуралҫисем тӗрӗслени килӗшменрен вӑл вӗсенчен пӗрине хулӗ тӗлӗнчен ҫапнӑ, унтан сӑмахпа кӳрентерме тапранса кайнӑ.
Урӑлсан тата пуҫиле ӗҫ пуҫарсан арҫын чунтан ӳкӗнме пуҫланӑ, вӑл каҫару та ыйтнӑ. Ҫавӑнпа суд ӑна хальхинче тӗрмене хупса хумалла туман — икӗ ҫуллӑха тӗрмене хупса хумасӑр ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.

Ҫуллахи вӑхӑтра ялсенче правасӑр ачасем скутерпа чупнине час-часах курма пулать. Хӑш чухне ку транспорта нимрен хӑрама пӗлмен яш-кӗрӗм ҫеҫ мар, ӳсӗрсем те ҫула тухаҫҫӗ.
Вӑрнар районӗнче ун пеккисенчен пӗри нумаях пулмасть Патшалӑхӑн автоинспекциӗн ӗҫченӗсен куҫӗ тӗлне лекнӗ. Мототранспортпа пыракан ҫын урах мар пек туйӑннӑран ӑна пакунлисем чарас тенӗ. Хайхи ҫын алкотестерпа тӗрӗсленме те, тухтӑрсем патне кайма та килӗшмен. Унтан та ытларах — хайхин водитель прави те пулман. Тытса чарнӑ чухне вӑл йӗрке хуралҫисене хирӗҫ тӑма хӑтланнӑ.
Халӗ скутера штрафстоянкӑна ӑсатнӑ, ӳсӗрле тата водитель прависӗр ҫула тухнӑ арҫын тӗлӗшпе вара РФ Пуҫиле кодексӗн 264.1-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Канашри ишӗлсе пыракан ҫуртра пурӑнакансем Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Александр Полтинин патне пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӗсен ҫурчӗ Автовокзал урамӗнче вырнаҫнӑ иккен. Ҫав ҫурта 2018 ҫултах ишӗлекен ҫурт тесе йышӑннӑ. Анчах унта пурӑнакансен ыйтӑвӗ паян кун та татӑлман, вӗсен пурӑнма начар ҫуртра тӗпленсе пурӑнма тивет.
Александр Полтинин хӑйӗн патне йышӑнӑва пынӑ Канаш ҫыннисее тӗплӗн итленӗ, вӗсем илсе пынӑ хутсене тарӑннӑн тишкернӗ, унтан Канашри пайӑн тӗпчевҫисене ку ыйтупа пуҫиле ӗс пуҫарма хушнӑ.
Тӗпчевҫӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 293-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫармалла. Ӗҫ вырӑнӗнчи ҫынсем хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫламанран ҫынсем правине пӑссан шӑпах ҫав статьяпа явап тыттараҫҫӗ.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан арҫын хыснаран суйса укҫа илнӗ. Пӑтӑрмах ҫиеле тухса унӑн ҫав укҫана каялла тавӑрса пама тивнӗ, ҫийӗнчен ӑна суд 120 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
2023 ҫулхи ака уйӑхӗнче арҫын автосервис уҫасшӑн тесе социаллӑ контракт алӑ пуснӑ. Ун валли вӑл республика хыснинчен 350 пин тенкӗ укҫа илнӗ. Кӑштахран сӑмаха ҫирӗплетсе пама документсем те тӑратнӑ. Анчах вӑл хут суя пулнӑ иккен. Арҫын нимӗнле автосервис та уҫман, укҫана хӑй пӗлнӗ пек тӑкакланӑ.
Ултав ҫиеле тухсан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ. Вӑл хыснана тӑкак кӳнине пӗтӗмпех саплаштарнӑ. Унсӑр пуҫне ӑна суд штраф хурса панӑ. Сахал та мар, нумай та мар: 120 пин тенкӗ. Вӑл укҫана та арҫыннӑн кӑларса хума тивнӗ.
