Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинчи йӗрке хуралҫисем, ведомствӑн общество канашӗ, ирӗклӗ халӑх дружини пӗрле пулса «Ночной город» (чӑв. Каҫхи хула) рейд ирттернӗ. Хальхинче вӗсем тӗрӗслевпе ҫӗртме уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенчи каҫхине ҫӳренӗ.
Полицейскисемпе общество хастарӗсем яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ комендант сехетне пӑхӑннине тӗрӗсленӗ.
Рейд вӑхӑтӗнче 14 ачана тупса палӑртнӑ. Вӗсем ҫӗрле ашшӗ-амӑшӗсӗр хула тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӗсене полици уйрӑмне илсе кайнӑ, унтан вӗсене ашшӗ-амӑшӗ пырса киле илсе кайнӑ. 15 султи шкул ачин ашшӗн ывӑлӗ патне Шупашкара Ҫӗрпӳрен килме тивнӗ. 15 ҫулти ӳсӗр яш патне амӑшӗ ирхи виҫҫӗре Куславккаран персе ҫитнӗ. Тепӗр виҫӗ ача патне ашшӗ-амӑшӗ Ҫӗнӗ Шупашкартан килнӗ.
Ашшӗ-амӑшӗ те йӗркене пӑсать. Шупашкарта 46 ҫулти хӗрарӑм ҫул ҫитмен ачисен умӗнчех общество вырӑнӗнче эрех ӗҫсе ларнӑ.
