Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.1 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк

Ӗнер тата паян республикӑра ӑшӑ, анчах ҫиллӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫӗр тата ыран ирхине ҫумӑр ҫӑвӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн – вӑйлах. Аслати авӑтма пултарать.

Уяв кунӗсенче ҫанталӑк кӑшт уҫӑрах пулӗ, кӑнтӑрла 10-15 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ҫу уйӑхӗн 8- тата 11-мӗшӗсенче ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил лӑпланӗ. Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче чи сивӗ кун пулӗ. Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнченпе 20 градус ӑшӑ хуҫаланма тытӑнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗмӗрлери юман «Деревья – памятники живой природы» (чӑв. Йывӑҫсем – чӗрӗ ҫутҫанталӑкӑн палӑкӗсем) пӗтӗм Раҫҫейри программӑна хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: уншӑн ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен сасӑламалли.

Асӑннӑ конкурса хутшӑнакан йывӑҫсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче ӳсеҫҫӗ. Ҫӗмӗрлери юман 250 ҫулта. 2023 ҫулта ӑна Раҫҫейӗн авалхи йывӑҫӗсен реестрне кӗртнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫал ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи кунсем питех ӑшӑ килмерӗҫ. Малалла мӗнле пулӗ? Синоптиксем мӗн калаҫҫӗ?

Ҫу уйӑхӗн иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш декадисенче типӗ те ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче Шупашкарта сывлӑш 18-23 градус таран ӑшӑнӗ, хӑш-пӗр кунра – 25 градус таранах. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче аслатиллӗ шалкӑм ҫумӑр ҫума пултарать.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян республикӑн кашни округӗнчех тенӗ пек юр ҫунӑ. Сивӗ ҫанталӑк вӑраха тӑсӑлӗ-и? Синоптиксем мӗн каланине тишкерер.

Кӗҫӗр сивӗ пулӗ-ха, теромометр 3 таран градус сивӗ кӑтартӗ. Ыран вара майӗпен ӑшӑтма тытӑнӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Ытларикун каҫхине тата юнкун ҫумӑрлӑ тата ҫиллӗ ҫанталӑк пулӗ. Ҫил ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑна лӑпланӗ. Анчах ун чухне каллех шӑнтма тата юр ҫума пултарать. Кӑнтӑрла ҫанталӑк лайӑхланӗ.

Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗ ҫумӑрлӑ пулӗ, термометр 7-12 градус кӑна ӑшӑ кӑтартӗ. Ҫу уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче тинех ӑшӑтӗ, термометр 14-19 градус кӑтартӗ. Шӑматкун хӗвел тухӗ, вырсарникун хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен ӑшӑ та хӗвеллӗ ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак канмалли кунсенчеч тӑрук сивӗтӗ. Ыран ӑшӑ пулӗ, ҫумӑр ҫукалӗ, аслати авӑтма пултарӗ.

Канмалли кунсенче сивӗтнисӗр пуҫне ҫил вӑйланӗ, ҫурҫӗр енчен вӗрӗ. Ҫавна май урамра «минус» пекех туйӑнӗ. Тунтикун 5-10 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Эппин, ӑшӑ тумтирсене каялла кӑларӑр.

Ҫу уйӑхӗнчи канмалли кунсенче мӗнле ҫанталӑк пулӗ? Ҫу уйӑхӗ сивӗрен пуҫланӗ. Ҫу уйӑхӗн 1-4-мӗшӗсенче 10-15 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫу уйӑхӗн 5-7-мӗшӗсенче кӑштах сивӗтӗ. Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен ӑшӑтма тытӑнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра ака уйӑхӗн 24-мӗшӗччен ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Эрне варринче ҫил кӑштах лӑпланӗ.

Ытларикун кӑнтӑрла хыҫҫӑн вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума, аслати авӑтма пултарать. Юнкун уяр тӑрӗ. Кӗҫнерникун каҫ енне ҫумӑр ҫӑвӗ, хушӑран – вӑйлах. Ҫапла ҫуллахи ҫанталӑк вӗҫленӗ.

Эрнекунран кӑшт сивӗтӗ, кӑнтӑрла 15-20 градус ӑшӑ пулӗ. Шӑматкун ҫил вӑйланӗ, вырсарникун ҫурҫӗр енчен вӗрӗ. Кӑнтӑрла 6-11 градус кӑна ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле – 0 патнелле.

Акан 27-мӗшӗнче йӗпе юр ҫума пултарать. Уйӑх вӗҫӗччен 9-14 градус ӑшӑ тӑрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗнчи канмалли кунсенче ҫанталӑк питех савӑнтармӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ырантан пуҫласа ытларикунччен хӗвеллӗ ҫанталӑк пулӗ. Ҫӗрле те 10-15 градус ӑшӑ тӑрӗ. Кӑнтӑрла вара 22-27 градус ӑшӑ пулӗ.

Ҫил вӑйланӗ, ҫавна май сывлӑш типӗ. Шӑматкун аслати авӑтма пултарӗ. Вырсарникун ҫурҫӗр округсенче кӑнтӑрлаччен ҫумӑр ҫӑвӗ.

Акан 23-24-мӗшӗсенче кӑштах сивӗтӗ, канмалли кунсем тӗлне 18-23 градус таран ӑшӑтӗ.

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, акан 28,30-мӗшӗсенче йӗпе юр ҫума пултарать.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем малашнехи ҫанталӑк мӗнле пулассине пӗлтернӗ. Паллах, ку ҫирӗп прогноз мар, ҫанталӑк мӗнле пулассине 100 проценчӗпех калама ҫук.

Ҫу тата ҫурла уйӑхӗн, ытти ҫултипе танлаштарсан, ӑшӑрах пулӗ. Ҫу уйӑхӗн типӗ килӗ, ҫурлара вара ҫумӑр самай ҫӑвӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн варриччен сивӗрех ҫанталӑк тӑрӗ. Утӑ уйӑхӗ те нӳрӗ пулмалла. Ҫулла тӑтӑшах аслатиллӗ ҫумӑр пулӗ.

Утӑ уйӑхӗ чи шӑрӑххи пулӗ. Авӑн уйӑхӗнче сивӗтсе пырӗ. Аслатиллӗ ҫумӑрсем те пулкалӗҫ. Юпа уйӑхӗнче шӑнтма тытӑнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрне пуҫламӑшӗнче уяр ҫанталӑк пулӗ, сывлӑш 12-17 градус таран ӑшӑнӗ. Кӗҫӗр 0 градус пулӗ, кайран вара ӑшӑтма тытӑнӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ.

Кӗҫнерникунран пуҫласа шӑматкунччен вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫукалӗ. Эрнекун вӑйлах ҫӑвӗ. Ҫапах кӑнтӑрла 12-17 градус ӑшӑ пулӗ, каҫхине – 4-9 градус ӑшӑ.

Мӑнкунра пушшех те ӑшӑтӗ: термометр 19-24 градус кӑтартӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр акан 19-мӗшӗнче 26-28 градус ӑшӑ пулнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Канмалли кунсенче ҫанталӑк каллех пӑсӑлӗ. Шӑматкун ҫумӑр ҫӑвӗ, хушӑран – вӑйлах. Ҫав вӑхӑтрах ҫил те вӑйланӗ.

Шӑматкун ҫӗрле тата вырсарникун ирхине юр ҫукалӗ, сывлӑш 0 градус патнелле пулӗ. Кӑнтӑрла – 2-7 градус ӑшӑ.

Тунтикун ҫанталӑк лайӑхланма тытӑнӗ, уяртӗ. Эрне варринче 15-20 градус таран ӑшӑтӗ. Ҫӗрле те 5-10 градус ӑшӑ пулӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чи ӑшӑ кунсем акан 18-19-мӗшӗсенче пулӗҫ. Мӑнкунра вара каллех сивӗтме пуҫлӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, ... 119
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ӗмӗтленетӗр, пултарулӑхпа аппаланатӑр, кулленхи ыйтусем иккӗмӗш плана куҫӗҫ. Ҫӗнӗ туйӑмсенче тата пӗр шухӑшлисемпе хутшӑннинче хавхалану шырӑр. Халӗ тематика клубӗсене кайма тата туссемпе тӗл пулма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Ҫӗртме, 24

1892
134
Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1920
106
Чӑваш автономи облаҫне (ЧАО) туса хунӑ.
1952
74
Светлана Асамат, чӑваш сӑвӑҫи, кӗвӗ хывакан ҫуралнӑ.
1995
31
Ҫак кун Республика кунне уявлама йышӑннӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та