Вӑтӑр ҫул ӗнтӗ Ҫӗмерле хулинче ҫамрӑксен шахмӑтла вылякансен ушкӑнӗ ӗҫлет. Ушкӑн В. Федоров ячӗпе хисепленсе тӑрать. Ҫак маҫтӑр пуҫарса аталантарнӑ та ӗнтӗ Ҫӗмӗрлере шахмӑт вӑййине иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче. 1994 ҫулта В. Федоров ҫӗре кӗрсессӗн ушкӑн саланса кайнӑ пулнӑ, анчах та виҫӗ ҫул иртсессӗн ун ӗҫне тепӗр хастар шахмӑт маҫтӑрӗ Владимир Мясников малала тӑсас тесе ҫӗнӗ ушкӑн пуҫарнӑ, «Дебют» ят панӑ.
Халӗ «Дебютра» пилӗк 1-мӗш разрядлӑ маҫтӑр. Роман Петров 2002 ҫулта, Татьяна Жданович 2005-мӗшӗнче хӑвӑрт вылляс енӗпе Чӑваш Ен ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑнӑ. Михаил Чирков 2003 ҫулта Раҫҫейри шахмӑт чемпионатӗнче Ҫӗмӗрле хулинчен хутшӑнаканӗсенчен пӗрремӗш пулса тӑнӑ. Тӑхӑр ҫулти М. Егоров Чӑваш Ен ӑмӑртӑвӗсенче пысӑк кӑтартусем тума пултарчӗ.
Каласа хӑварас пулать, кашни ҫул шахмӑт ушкӑнне 100 ача яхӑн хутшӑнать.
Кашни ача пӗлӗте кӑмӑллать, тӳпене туртӑнать. Ҫак ҫутӑ ӗмӗт Ҫӗмӗрле ачисене самолет моделӗсен ушкӑнне пуҫтарнӑ. Хастар ачасене Виноградов Сергей Борисович ӑста хӑй тавра чӑмӑртанӑ, вӗҫев аппарачӗсене пуҫтарма хистет.
Вӗсен ушкӑнӗ «Кӑвак тӳпе» ятлӑ. Пӗр хӑй тӗллӗн вӗҫекен аппарата пуҫтарма 2 ҫул яхӑн иртет теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫак ӗҫе юратнӑ ачасем ушкӑнра 4-5 ҫул вӗренеҫҫӗ, ӑмӑртусенче пулаҫҫӗ. Ҫӗмӗрле ачисем Андрей Босанковпа Сулиманов Сергей хула чысне тӗрлӗ ӑмӑртусенче Шупашкарта та, Хусанта та сыхлаҫҫӗ. Хӑйсен малашлӑхне те самолетсемпе ҫыхӑнтарасшӑн.
Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче ҫӑмӑл енӗпе чупакан Ҫӗмӗрле ҫамрӑк ачисем Мускаври ЦСКА спорт керменӗнче хӑнара пулнӑ. Кунта тӗнчипе йӑлана кӗнӗ «Вырӑс хӗлӗ» ӑмӑртусем иртнӗ. Маларах пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ май пирӗн ҫамрӑксем кунта куракансен шутӗнче хутшӑннӑ.
Ӑмӑртусене Раҫҫей спорт министрӗ Виталий Мутко уҫнӑ. Ҫӗршывра кӑна мар, хӑйсен кӑтартӑвӗсемпе тӗнчипе палӑрнӑ спртсменсем ачасене хӑйсен ӗҫ-хӗлӗпе, ҫитӗнӗвӗсемпе тата ӗмӗтӗсемпе паллаштарнӑ. Ҫӗмӗрлӗ ачисемпе спорт ӑстисем хӑйсен вӑхӑтне хӗрхенмесӗр кунӗпех ӗҫленӗ, вӗрентнӗ — чупас енӗпе Татьяна Зеленцова ӑс панӑ, утас енӗпе Ольга Каниськинӑпа Валерий Борчин пулӑшнӑ, ҫӳллӗ сикессипе Андрей Сильнов сӗнӳсем панӑ.
Ачасем ҫулҫӳреврен тулли кӑмӑлпа тата ҫӗнӗ ӗмӗтпе пуянланса таврӑннӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑ-пуҫланман ҫӗмӗрлесем хӑйсен айӑкра вӗренекенӗсене хӗллехи канусене кӗтсе илме тытӑнчӗҫ. Мӗнле вӗренетӗн, мӗнле ҫитӗнӳсем тума пултартӑн, ӗмӗтӳ пури чӗрӳнте: пурне те, ним пытармасӑр каласа параҫҫӗ ачасем.
Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка шкулӗнче вӗренекен Ксенофонтов Женӑн та хӑйӗн ҫинчен тӑван шкул ачисемпе вӗрентекенӗсене каласа пама тиврӗ. Женӑпа ҫӗмӗрлесем чӑнах та мухтанаҫҫӗ. Пӗчӗкренех вӑл Чӑваш енри тата Раҫҫейри музыка конкурсӗсенче чапа тухнӑччӗ. Иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ ача ятарласа музыка шкулӗн фортепиано класӗнче вӗренет. Светлана Лесных, унӑн вӗрентекенӗ, Женйӑна пит ырлать теҫҫӗ. Ик сехет таран, ятарласа тунӑ концертри евӗрлех, сывламасӑр тенӗ пекех ҫӗмӗрлесем Шопенӑн тата Бетховен кӗввине унӑн аллинчен янӑранине итлесе киленчӗҫ.
Кӑҫал Ксенофонтовӑн канма вӑхӑт пулмӗ те пулас. Хусанта фортепиано музыкин фестивальне хутшӑнасшӑн каччӑ. Тур пулӑштӑр ӗнтӗ Сӗмӗрлӗ каччине ҫак минетлӗ ӗҫре.
2011 ҫул вӗҫӗнче Мускавра пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑк космонавтсен фестивалӗ иртрӗ. Шкул ачисем С.Королев конструктор ячӗллӗ Космонавтика музейӗнче тата М.Ломоносов ячӗллӗ физика институтӗнче тапӑҫнӑ.
Ҫӗмерлӗ хулинчи 8-мӗш гимназире вӗренекенсем Тихонов Александрпа Тарасов Артем та ҫакӑнта хутшӑннӑ. Вӗсен ӗҫӗ «Космос салтакӗсем» ятлӑ пулнӑ. Ачасем хӑйсен проекчӗпе ҫӗр ытла хутшӑнакан хушшинче мала тухма пултарнӑ. Ҫапла май пӗтӗм Раҫҫейрен пуҫтарӑннӑ 17 ачапа пӗрле пирӗн ҫамрӑк ентешсем те 2012 ҫулта Калугӑри космодромран карапа вӗҫтернине хӑйсен куҫӗпе курма пултарӗҫ.
Ҫӗмӗрлӗ евӗр пӗчӗк вырӑнсенче тухаҫҫӗ те ентӗ ҫӗршыва тата тӗнчене тӗлӗнтерекен хастар ҫынсем.
Ҫӗмӗрлӗ хулинче ҫакӑн пек эксперимент туса пӑхнӑ теҫҫӗ: каҫ пулас умӗн, ӗҫ хыҫҫӑн пӗччен хӗрарӑмӑн пуш урампа киле таврӑнмалла пулнӑ, таврара ҫын йышлӑрах пуҫтарӑннӑ вырӑнта ҫамрӑк арҫын тапӑнса хӗрарӑм енчӗкне туртса илмелле пулнӑ. Сценарипе килӗшӳллӗн, ку ӗҫ ҫур минут яхӑн тӑсӑлмалла пулнӑ. Кам та пулин ҫак хӗрарӑма пулӑшма тӑрӑшӗ-ши?
Анчах та ҫак экспиремента хулан темиҫе кӗтесӗнче туса пӑхнӑ пулин те инкеке лекнӗ шеремете пӗр ҫын та шеллемен, пӗр сас та кӑларман, шӑппӑн пуҫа чиксе хӑйӗн ӗҫӗпе малалла уттарнӑ пулать. Хӗрарӑмӗ «Караул! Пулӑшӑр! Ҫаратаҫҫӗ», — тесе кӑшкӑрашни те никамра хӑюллӑх ҫуратман.
Ҫӗмӗрле хулинче 2012 ҫулта 250 ҫын валли ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем уҫӑлма кирлӗ — кунта трансформаторсем кӑларма тытӑнӗҫ. Ҫак предприятие уҫма Чӑваш Ен Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев Ҫӗмӗрлене хӑй килсе ҫитнӗ.
Паянхи куна пулас савутра 14 ҫын ӗҫлет, ҫулталӑк вӗҫне вӗсен йышне 30 ҫитерме палӑртаҫҫӗ. Плана пурнӑҫланӑ май вӗсен шучӗ 250 ҫынна ҫитӗ. Савута Европа технологийӗсемпе усӑ курса йӗркеленӗ, ҫулталӑк тӑршшӗпе вӑл 1 млрд. тенкӗлӗх тавар кӑлармалла теҫҫӗ.
Шупашкарти «Тус» спортклубра 10-12 ҫулхи Чӑваш Ен ачисем «Ылтӑн шайбӑ» ӑмӑртӑвӗн финалне ирттерчӗҫ. Кӑҫал ял ачисем хуларисенчен уйрӑм выллярӗҫ. Республикӑн пур кӗтесӗсенчен ҫитнӗ хастар ачасем пӑр ҫинче темиҫе эрне кӗрешрӗҫ.
Вӑйлӑраххисен ушкӑнӗ часах палӑрчӗ — вӗсем Патӑрьел, Елчӗк, Муркаш, Шӑмӑрша тата Ҫӗмӗрле ҫамрӑк хоккейҫисем пулчӗҫ. Ҫӗмӗрле ачисем вара виҫҫӗмӗш вырӑна ҫӗнсе илме пултарчӗҫ. Пулас чемпионсене чунтан-чӗререн саламлатпӑр!
Ҫӗн Ҫул пуҫланнӑ пуҫланман, ачасем ҫул синче асархануллӑ пулчӗр тесе, тата ҫулҫӳрев саккунӗсене ҫирӗпрех астуччӑр тесе Ҫӗмерле тӑрӑхӗнчи Якуртушкӑнь, Хутар, Юманай ялӗсен шкулӗсенче Ҫӗмӗрле хулипе районӗн йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем тӗлпулусем иртерчӗҫ. Калаҫусем 8-11-мӗш классенче вӗренекен ачасемпе пулса иртрӗ. Ҫулҫӳрев саккунӗсемсӗр пуҫне Пуҫилле тата Граждан Кодекссен хӑш-пӗр пайӗсене пӑхса тухрӗҫ, асӑрхатарчӗҫ, ӑнлантарчӗҫ. Ачасем хушшинче ҫамрӑка интереслӗ ыйтусем паракансем те пулчӗҫ.
Тӗлпулӑва пӗтӗмлетнӗ май ҫак сӑмахсемпе пурте килӗшрӗҫ: халӑх хушшинче пурӑнса ҫынсем пек пурӑнма тӑрӑшмалла, йӗркене пӑхӑнмалла, тӗрӗс ҫулпа утмалла.
Яндакова Наталья Ҫӗмӗрле хулинчи 6-мӗш шкулта, 8-мӗш классра тӑрӑшать. Ҫӗмӗрлери шкулсенчи чи аван вӗренекенсенчен пӗри вӑл. Хӗрача хӑй пултаруллӑхне кӑтартман вырӑн та тупма йывӑр. Шахмӑтра, каратэ тата туризмра, биологи та экологире, литература тата ӳкересси енӗпе — пур ҫӗртре те хастар хӗр малти вырӑнсенче. Мӗн тӗрлӗ Ҫӗнтеру хучӗсем ҫук пулӗ унӑн. Шупашкартан, Мускавран тата ытти пысӑк хуласенчен, ҫӳллӗ вырӑнсенчен.
Наташа Кремль Чӑрӑшне хутшӑнни пире питӗ савӑнтарать те мӑнаҫлантарать. Нумайрах пултӑрччӗ Яндакова евӗр ачасем Чӑваш Енре!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.