Шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫей олимпиадин юлашки тапхӑрӗ пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Кӑҫал унта Чӑваш Енрне регион шайӗнче нумай балл пухнӑ 110 ача хутшӑннӑ.
ЧР Вӗренӳ министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть хӑш-пӗр предметпа (нимӗҫ чӗлхи, ӳнер, хрантсус чӗлхи, истори, экологи) олимпиада вӗҫленнӗ. Чӑваш ачисем лайӑххисен йышне кӗме пултарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире вӗренекен Ульяна Василькова, Шупашкарти 59-мӗш шкулти Анна Маскина, Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкулта ӑс пухакан Олеся Моложина ӳнер предмечӗпе маттур пулнӑ. Шупашкарти 4-мӗш гимназири Анастасия Смирнова хрантсус чӗлхипе палӑрнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейре ӑс пухакан Софья Окилова экологи предмечӗпе маттур пулнӑ. Тӑвайри вӑтам шкулта вӗренекен Елена Нефитова вара экологи предмечӗпе ҫӗнтернӗ.
Ҫӗмӗрле хулинчи 2-мӗш вӑтам шкулти ҫамрӑк тӗпчевҫӗсем «Эп — тӗпчевҫӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн регионти тапхӑрне хутшӑннӑ. Ӑна шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем куҫӑнсӑр тура 638 тӗпчев ӗҫӗ тӑратнӑ.
Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче куҫӑн тур иртнӗ. Унта Чӑваш Енри 15 районпа 5 хуларан 165 ача хӑйӗн ӗҫӗпе тупӑшӑва тухнӑ. Куҫӑн тур икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Пӗрремӗшӗнче ачасем тӳресене хӑйсен ӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ, иккӗмӗшӗнче ӗҫсене хӳтӗленӗ.
Ҫӗмӗрлери 2-мӗш вӑтам шкулта вӗренекенсем «Физика» тата «Естествознани» секцисемпе хутшӑннӑ. Андрей Чебутов шыв хӑҫан тӑвалла юхни пирки ӑнлантарса панӑ, Матвей Ефимов вӗлле хурчӗ ӳрӗккипе кахаллине тишкернӗ. Вӗсен иккӗшӗн те ӗҫӗсем иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра Культура ҫулталӑкӗ иртни пирки пӗлмен ҫын ҫук пулӗ. Раҫҫей шайӗнче ӑна уҫнӑ ҫӗре ӗнер Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов ертсе пыракан делегаци Мускава тухса кайнӑ.
Йыша Куславккари Н.И. Лобачевский ячӗллӗ историпе таврапӗлӳ музейӗн ертӳҫи Надежда Егорушкина, Чӑваш Республикин Композиторсен союзӗн ертӳҫи Николай Казаков, Ҫӗмӗрлери «Хӗвелтухӑҫ» культура ҫурчӗн «Экситон» ташӑпа спорт халӑх клубӗн ертӳҫи Ирина Лиховид, Культура программисен республикӑри дирекцийӗн арт-менеджерӗ Максим Матросов, К. Иванов Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ — Чӑваш Республикинчи театр ӗҫченӗсен союзӗн ертӳҫи Геннадий Медведев кӗнӗ.
Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Енре пушӑн 24–28-мӗшӗсенче Раҫҫей шайӗнчи «Раҫҫей юррисем» фестиваль иртет. Проект авторӗ тата ертӳҫи — РФ халӑх артистки Надежда Бабкина.
Чӑваш Ен марафона иккӗмӗш хут кӗтсе илет. 2008 ҫулта Елчӗк, Муркаш, Йӗпреҫ районӗсенче, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Шупашкар хулисенче пулнӑ. Кӑҫалхи фестиваль Ҫӗнӗ Шупашкарта пуҫланӗ. Унтан вӑл Куславкка, Элӗк районӗсене, Канаш хулине ҫитӗ. Пушӑн 28-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче гала-концерт пулӗ.
Чӑваш Енре иртекен фестивале 120 ытла артист хутшӑнӗ: Надежда Бабкина тата «Вырӑс юрри» ансамбль, «Слаяне» ансамбль, «После 11» ушкӑн, «Живая планета» шоу-балет, Евгений Гор (Мускав), казак юррисен «Криница» ансамблӗ (Краснодар), фольклор юррипе ташшин «Айкай» театрӗ (Удмурт Республики), Б.Байрышев тата «Алас» ансамбль (Горно-Алтайск), «Ритмы гор» ансамбль (Владикавказ), «Владимирские рожечники» (Владимир).
Мероприяти программинче ЧР ушкӑнӗсем валли пресс-конференцисем, ӑсталах класӗсем пур. Ултӑ ҫул хушшинче фестиваль Мускавра, Воронеж, Калуга, Курск, Липецк, Ростов, Питӗр, Мускав, Орел, Кисан, Ярославль, Пенза, Смоленск облаҫӗсенче, Мари, Ҫурҫӗр Осети-Алани, Буряти, Карели республикисенче, Краснодар, Хабаровск, Алтай енӗсенче, Ханты-Манси автономи округӗнче иртнӗ.
Чӑваш Енре «Хӗрарӑмсен чи лайӑх канашӗ» конкурсӑн пӗтӗмлетнӗ. Пушӑн 6-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкул ҫумӗнче Хӗрарӑмсен тата ашшӗсен канашӗсен республикари правленийӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Конкурс пӗтӗмлетӗвне шӑпах унта ҫирӗплетнӗ.
Кӑҫал Ҫӗмӗрлери хӗрарӑмсен канашӗ ҫӗнтернӗ. Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Любовь Дмитриева саламланӑ май вӗсем ҫанӑ тавӑрса ӗҫленине палӑртнӑ. Хӗрарӑмсен канашӗн членӗсем ҫивӗч ыйтусемпе ӗҫлеҫҫӗ. Любовь Дмитриева хӗрарӑмсен канашӗ хула пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине каланӑ.
Кунсӑр пуҫне конкурсра Чӑваш Енри хӗрарӑмсен ытти юхӑмне те палӑртнӑ. Тӗслехрен, «Ҫемье йӑлине тата пуянлӑхне упрасси, ҫирӗплетесси» номинацире Ҫӗрпӳ районӗнчи хӗрарӑмсен канашӗ ҫӗнтернӗ. «Тӑван ене юратнӑшан, упранӑшӑн» номинацире Етӗрне районне палӑртнӑ. Сыва пурнӑҫ йӗркине пропагандӑланӑшӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти Хӗрарӑмсен канашне палӑртнӑ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫине тата наминацире палӑрнисене ЧР Хӗрарӑмсен канашӗн ырӑ кӑмӑллӑх фончӗн попечительлӗх канашӗн председателӗ Лариса Игнатьева Дипломсемпе, парнесемпе чысланӑ.
«Хӗрарӑмсен пултарулӑхӗ чикӗсӗр — 2014» проект пӗтӗмлетӗвне Чӑваш Енри тӗрлӗ хуларан, районтан 19 ҫын килнӗ. Жюри вӗсенчен 11 финалиста суйланӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Дипломсемпе чысланӑ. Жюри — Игорь Милосердов, Дмитрий Капустин, Алексей Белов — проекта хатшӑнакансене тав сӑмахӗ каланӑ.
Финалистсен йышне камсем кӗнӗ-ха? Ҫӗнӗ Шупашкарти Абукина Татьяна Витальевна, Александрова (Самойлова) Татьяна Вячеславовна, Павлова Светлана Станиславовна, Комсомольски районӗнчи Йӳҫ Шӑхаль ялӗнчи Алексеева Ираида Николаевна, Шупашкарти Борисова Наталия Викторовна, Мартынова Татьяна Валерьевна, Кӳкеҫри Кутузова Наталия Юрьевна, Ҫӗмӗрлери Лаптева Ольга Константиновна, Плахова Юлия Валерьевна, Комсомольски ялӗнчи Митюкова Людмила Аркадьевна, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнчи Коробко Татьяна Михайловна. Кашнинех хаклӑ парнесемпе чысланӑ.
Проект йӗркелӳҫисемпе сывпуллашнӑ чухне конкурсҫӑсем вӗсене тав тунӑ, ҫитес ҫул ҫак проект пирки хӑйсен пултаруллӑ юлташӗсене каласа кӑтартма, явӑҫтарма тӑрӑшма шантарнӑ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ умӗн (унӑн пӗрремӗш номерӗ 1996 ҫулхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тухнӑ) «Хӑвӑн депутату ҫинчен каласа кӑтарт» республикӑри конкурса пӗтӗмлетрӗ. Ӑна хаҫат редакцийӗсӗр пуҫне чӑваш парламенчӗпе тата «Чӑваш Ен» фондпа пӗрле ирттерчӗ.
Чыслава республикӑн Журналистсен пӗрлӗхӗн конференц-залӗнче йӗркелерӗҫ. Унта конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе номинанчӗсене йыхравларӗҫ. Вӗсене чыслама ҫӗнтерӳҫӗ конкурс ӗҫӗн геройӗсем — тӗрлӗ шайри депутатсем пухӑнчӗҫ. Чӑваш парламенчӗнчи халӑх тарҫисене илсен Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи Петр Краснов, Медицина страхованийӗн территорири фончӗн ертӳҫи Вячеслав Александров, Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн ертӳҫи Юрий Кислов, Чӑвашпотребсоюз канашӗн ертӳҫи Валерий Петров пухӑнчӗҫ. Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчен Патшалӑх Канашне суйланнӑ Валерий Шигашев килсе ҫитейменнине кура вӑл хӑй ячӗпе саламлама ыйтнӑ. Депутатсем муниципалитет тата ял тӑрӑхӗн шайӗнчисем те пулаҫҫӗ те, чи лайӑх ӗҫсен шутне вӗсем ҫинчен ҫырнисем те кӗнӗ.
Телекуравпа кӑтартакан «Хорсен ҫӑпӑҫӑвӗ» проект — ӑнӑҫлисен йышӗнче. Ҫӗмӗрлесем те ҫакнашкал «ҫапӑҫу» йӗркеленӗ.
«Хорсен ҫапӑҫӑвӗ» пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртнӗ. Мероприятие «Русская душа» (чӑв. «Вырӑс чунӗ») ветерансен хорӗ, «Шанчӑк» халӑх фольклор ушкӑнӗ (Егоркино ялӗ) хутшӑннӑ. Концерта ертсе пынӑ С.В.Глуханькова культйӗркелӳҫӗ пухӑннӑ халӑха ушкӑнсен биографийӗпе паллаштарнӑ, вӗсен ҫитӗнӗвӗсем пирки каласа кӑтартнӑ.
Хорсем халӑха хӑйсен чи лайӑх юррисемпе савӑнтарнӑ. «Ҫапӑҫу» темиҫе номинаципе пулнӑ: хорпа юрлани, йӑла-йӗрке юррисем, квартет, трио, дует, соло тата инструменталистсем. Сасӑлавпа килӗшӳллӗн туслӑх ҫӗнтернӗ. Шоуна хутшӑнакансене пурне те Тав хучӗсемпе чысланӑ.
Вӑрӑ-хурахран асӑрханулллӑ пулмалла та… Ҫӗмӗрлере пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн хваттерне ҫаратасса шухӑшламан та ахӑртнех, ҫавӑнпа ҫӑраҫҫине алӑк умӗнчи кавир айнех хурса хӑварнӑ. Кукӑр алӑллӑскершӗн ку питех те меллӗ пулнӑ ӗнтӗ.
Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫав хӗрарӑм йӗрке хуралне ҫитнӗ, хваттерне ҫаратнине пӗлтернӗ. Вӑл ҫӑраҫҫине кашнинчех кавир айӗнче 5-мӗш класа ҫӳрекен ывӑлӗ валли хӑварнӑ-мӗн. Тӗлӗнмелле те, хӗрарӑм ҫӑраҫҫине ҫапла майпа пытарни арҫын ачана парса янинчен шанчӑклӑрах тесе шухӑшланӑ. Ача ӑна ҫухатасран хӑранӑ пулӗ. «Япалана лайӑх пытарас тесен чи курӑнакан вырӑна хур», — теҫҫӗ-ха та… Ҫак каларӑш пур чухне те тӳрре тухмасть ҫав.
Ҫав кун ҫӑраҫҫине кавир айӗнчен ывӑлӗ мар, вӑрӑ илнӗ. Хайхискер хваттер алӑкне ҫӑмӑллӑнах уҫнӑ та шала кӗнӗ — питӗ меллӗ! Хӗрарӑм киле таврӑнсан алӑк уҫӑ пулнине асӑрханӑ, ҫӑраҫҫи те «вӑрттӑн» вырӑнта пулман. Хваттертен планшет, DVD-плеер тата 1 200 тенкӗ «ураланнӑ». Кил хуҫи каланӑ тӑрӑх, хурах хӑналанма та вӑтанман: салатсене ҫисе янӑ, килте хатӗрленӗ хӗрлӗ эрехе ӗҫнӗ.
Полицейскисем хваттере тӗрӗслесен вӑрӑ питӗ асӑрханса ӗҫленине палӑртнӑ.
Ҫӗмӗрле хулинче халиччен пулман япала пулса иртнӗ. Унта пӗрисен ҫемйинче виҫӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Ытти ҫӗрте апла тӗслӗхсем пирки пӗлтереҫҫӗ-ха. Ҫӗмӗрле администрацийӗ хула историйӗнче пӗрремӗш хут тесе палӑртать.
Пепкесем ҫут тӗнчене нарӑсӑн 22-мӗшӗнче килнӗ. Паян вӗсене амӑшӗ, Елена Кочергина, гражданла актсене шута илекен пайра ҫыртарттарнӑ. Хӗрӗсене хӗрарӑм Алина тата Виктория ят панӑ, ывӑлне — Алексей. Алина хӗвел пайӑрки тенине пӗлтерет-мӗн, Виктория — ҫӗнтерӳҫе, лӑпкӑлӑха, виҫсе хаклама пӗлнине, Алексей — хӳтӗлевҫе. Виҫӗреш ҫуратнӑ хӗрарӑм унччен ывӑл пулнӑ. Халӗ вӑл — тӑватӑ ача амӑшӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |