Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +28.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗмӗрле

Ҫӗмӗрлере паянхи куна 1930-мӗш ҫулсенче лартнӑ йывӑҫ ҫуртсен шучӗ самай пысак. Вӗсем кӗҫ-вӗҫ йӑтӑнса арканас хӑрушлӑх кунран кун ӳссех пыни вырӑнти халӑха, паллах ӗнтӗ, пит пӑшӑрхантарать. Каламалла, ҫӗнӗ ҫуртсем кашни ҫулах ӳсеҫҫӗ, анчах та ҫӗн хваттер илесшӗн черетре тӑракансен йышӗ чакни ытла палӑрмасть Ҫӗмӗрлере. Ҫавӑнпа ӗнтӗ кӑҫал Щорс урамӗнче хӑпартакан ҫуртри хватерсене пурне те ишӗлекен кивӗ ҫуртсен хуҫисене пама йышӑннӑ теҫҫӗ хулара. Пӗтӗм ӗҫсене «Стройтрест №3» АУО тӑвать иккен. Паянхи куна пилӗк хутлӑ пулас ҫуртӑн виҫҫӗшне хӑпартнӑ та ӗнтӗ. Хула халӑхне ӗҫсем 2012 ҫул вӗҫнелле пӗтме кирлӗ тесе шантараҫҫӗ.

 

Ҫӗмӗрлӗ хулин тата район администрцийӗсем палӑртнӑ тӑрӑх 2012 ҫулта 14-18 ҫулсенчи ҫамрӑксем валли 320 ӗҫ вырӑнӗ тупмалла иккен. Пӗр уйӑх ӗҫ укҫи 850 тенкӗрен кая пулмалла мар тет.

Ӗҫпе чи малтан Ҫӗмӗрле тӑрӑхри тӑлӑх юлнӑ, чухӑн ҫемьере пурӑнакан тата ашшӗ-амӑшӗ ӗҫсӗр ларакан ҫемьери ачасене тивӗҫтереҫҫӗ. Вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫнӗ ачасен йӑвӑр мар, анчах питӗ кирлӗ ӗҫсем тума тивет теҫҫӗ. Вӗсен тавралӑха илем кӗртес ӗҫре, пӳрт-ҫурт тасатас вырӑнсенче, сусӑрсене пулӑшассинче, кӗнеке юсавӗнче, ял хуҫалӑхӗсем сӗннӗ ӗҫсенче, шкулсем ҫумӗнчи канмалли лагерьсенче тата ытти кирлӗ вырӑнсенче хӑйсен пултаруллӑхне кӑтартма тивӗҫ тесе шутлаҫҫӗ.

Ҫамрӑксем хайсен ӗҫлесе илнӗ укҫипе кану вахӑтне ӗретлӗ ирттересе шанаҫҫӗ.

 

Андриян Николаев тӗнче уҫлӑхне пӗрремӗш хут вӗҫсе кайни 50 ҫул ҫитет ӗнтӗ кӑҫал. Ҫак паллӑ пулӑма Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи ҫынсем пит лайӑх астуса юлнӑ иккен. Андриян Григорьевич вӗҫеврен таврӑнсан Чӑваш ен ялӗ-хулисенче хӑнара пулса ҫавӑрӑннӑ иккен.

1965 ҫулта вӑл Ҫӗмӗрлене те ҫитнӗ теҫҫӗ. Пирӗн хулана вӑл арӑмӗпе, Валентина Терешковӑпа, тата юлташеӗпе, Валерий Быковскийпе, ачи-пачисемпех Сӑр хӗрринче канма килнӗ. Хаклӑ хӑнасем икӗ кун пирӗн тӑрӑхра пулнӑ теҫҫӗ ватӑсем. Пӗрремӗш кун тӑршипех космонавтсем хулари шкулсенче тата предприятисенче ирттернӗ, ҫынсемпе хутшӑннӑ, парнесем туяннӑ, хӑйсем те парнеленӗ. Сӗтел-пукан комбинатӗнче пулса курнӑ, хайсем ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Тепӗр кунне тата каҫне, ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хӑнасем пулӑра ирттернӗ.

Космонавтсем килнӗ кун хулари «Спорт» лавкине тӑват-пилӗк мӑшӑр вӑрӑм кунчаллӑ атӑ тата пӗр вунӑ вӑлта сутма кӑларса хунӑ иккен. Пулӑҫсем ку япаласен ун чухнехи чӑн-чӑн хакне пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ватӑ ҫын каланӑ тӑрӑх черетре тӑни ахалех пулнӑ: хатӗрсене сӑмса умӗнчех темле пысӑк пуҫлӑх илсе кайнӑ пулать.

Малалла...

 

Вӑтӑр ҫул ӗнтӗ Ҫӗмерле хулинче ҫамрӑксен шахмӑтла вылякансен ушкӑнӗ ӗҫлет. Ушкӑн В. Федоров ячӗпе хисепленсе тӑрать. Ҫак маҫтӑр пуҫарса аталантарнӑ та ӗнтӗ Ҫӗмӗрлере шахмӑт вӑййине иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче. 1994 ҫулта В. Федоров ҫӗре кӗрсессӗн ушкӑн саланса кайнӑ пулнӑ, анчах та виҫӗ ҫул иртсессӗн ун ӗҫне тепӗр хастар шахмӑт маҫтӑрӗ Владимир Мясников малала тӑсас тесе ҫӗнӗ ушкӑн пуҫарнӑ, «Дебют» ят панӑ.

Халӗ «Дебютра» пилӗк 1-мӗш разрядлӑ маҫтӑр. Роман Петров 2002 ҫулта, Татьяна Жданович 2005-мӗшӗнче хӑвӑрт вылляс енӗпе Чӑваш Ен ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑнӑ. Михаил Чирков 2003 ҫулта Раҫҫейри шахмӑт чемпионатӗнче Ҫӗмӗрле хулинчен хутшӑнаканӗсенчен пӗрремӗш пулса тӑнӑ. Тӑхӑр ҫулти М. Егоров Чӑваш Ен ӑмӑртӑвӗсенче пысӑк кӑтартусем тума пултарчӗ.

Каласа хӑварас пулать, кашни ҫул шахмӑт ушкӑнне 100 ача яхӑн хутшӑнать.

 

Кашни ача пӗлӗте кӑмӑллать, тӳпене туртӑнать. Ҫак ҫутӑ ӗмӗт Ҫӗмӗрле ачисене самолет моделӗсен ушкӑнне пуҫтарнӑ. Хастар ачасене Виноградов Сергей Борисович ӑста хӑй тавра чӑмӑртанӑ, вӗҫев аппарачӗсене пуҫтарма хистет.

Вӗсен ушкӑнӗ «Кӑвак тӳпе» ятлӑ. Пӗр хӑй тӗллӗн вӗҫекен аппарата пуҫтарма 2 ҫул яхӑн иртет теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫак ӗҫе юратнӑ ачасем ушкӑнра 4-5 ҫул вӗренеҫҫӗ, ӑмӑртусенче пулаҫҫӗ. Ҫӗмӗрле ачисем Андрей Босанковпа Сулиманов Сергей хула чысне тӗрлӗ ӑмӑртусенче Шупашкарта та, Хусанта та сыхлаҫҫӗ. Хӑйсен малашлӑхне те самолетсемпе ҫыхӑнтарасшӑн.

 

Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче ҫӑмӑл енӗпе чупакан Ҫӗмӗрле ҫамрӑк ачисем Мускаври ЦСКА спорт керменӗнче хӑнара пулнӑ. Кунта тӗнчипе йӑлана кӗнӗ «Вырӑс хӗлӗ» ӑмӑртусем иртнӗ. Маларах пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ май пирӗн ҫамрӑксем кунта куракансен шутӗнче хутшӑннӑ.

Ӑмӑртусене Раҫҫей спорт министрӗ Виталий Мутко уҫнӑ. Ҫӗршывра кӑна мар, хӑйсен кӑтартӑвӗсемпе тӗнчипе палӑрнӑ спртсменсем ачасене хӑйсен ӗҫ-хӗлӗпе, ҫитӗнӗвӗсемпе тата ӗмӗтӗсемпе паллаштарнӑ. Ҫӗмӗрлӗ ачисемпе спорт ӑстисем хӑйсен вӑхӑтне хӗрхенмесӗр кунӗпех ӗҫленӗ, вӗрентнӗ — чупас енӗпе Татьяна Зеленцова ӑс панӑ, утас енӗпе Ольга Каниськинӑпа Валерий Борчин пулӑшнӑ, ҫӳллӗ сикессипе Андрей Сильнов сӗнӳсем панӑ.

Ачасем ҫулҫӳреврен тулли кӑмӑлпа тата ҫӗнӗ ӗмӗтпе пуянланса таврӑннӑ.

 

Ҫулталӑк пуҫланнӑ-пуҫланман ҫӗмӗрлесем хӑйсен айӑкра вӗренекенӗсене хӗллехи канусене кӗтсе илме тытӑнчӗҫ. Мӗнле вӗренетӗн, мӗнле ҫитӗнӳсем тума пултартӑн, ӗмӗтӳ пури чӗрӳнте: пурне те, ним пытармасӑр каласа параҫҫӗ ачасем.

Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка шкулӗнче вӗренекен Ксенофонтов Женӑн та хӑйӗн ҫинчен тӑван шкул ачисемпе вӗрентекенӗсене каласа пама тиврӗ. Женӑпа ҫӗмӗрлесем чӑнах та мухтанаҫҫӗ. Пӗчӗкренех вӑл Чӑваш енри тата Раҫҫейри музыка конкурсӗсенче чапа тухнӑччӗ. Иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ ача ятарласа музыка шкулӗн фортепиано класӗнче вӗренет. Светлана Лесных, унӑн вӗрентекенӗ, Женйӑна пит ырлать теҫҫӗ. Ик сехет таран, ятарласа тунӑ концертри евӗрлех, сывламасӑр тенӗ пекех ҫӗмӗрлесем Шопенӑн тата Бетховен кӗввине унӑн аллинчен янӑранине итлесе киленчӗҫ.

Кӑҫал Ксенофонтовӑн канма вӑхӑт пулмӗ те пулас. Хусанта фортепиано музыкин фестивальне хутшӑнасшӑн каччӑ. Тур пулӑштӑр ӗнтӗ Сӗмӗрлӗ каччине ҫак минетлӗ ӗҫре.

 

2011 ҫул вӗҫӗнче Мускавра пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑк космонавтсен фестивалӗ иртрӗ. Шкул ачисем С.Королев конструктор ячӗллӗ Космонавтика музейӗнче тата М.Ломоносов ячӗллӗ физика институтӗнче тапӑҫнӑ.

Ҫӗмерлӗ хулинчи 8-мӗш гимназире вӗренекенсем Тихонов Александрпа Тарасов Артем та ҫакӑнта хутшӑннӑ. Вӗсен ӗҫӗ «Космос салтакӗсем» ятлӑ пулнӑ. Ачасем хӑйсен проекчӗпе ҫӗр ытла хутшӑнакан хушшинче мала тухма пултарнӑ. Ҫапла май пӗтӗм Раҫҫейрен пуҫтарӑннӑ 17 ачапа пӗрле пирӗн ҫамрӑк ентешсем те 2012 ҫулта Калугӑри космодромран карапа вӗҫтернине хӑйсен куҫӗпе курма пултарӗҫ.

Ҫӗмӗрлӗ евӗр пӗчӗк вырӑнсенче тухаҫҫӗ те ентӗ ҫӗршыва тата тӗнчене тӗлӗнтерекен хастар ҫынсем.

 

Ҫӗмӗрлӗ хулинче ҫакӑн пек эксперимент туса пӑхнӑ теҫҫӗ: каҫ пулас умӗн, ӗҫ хыҫҫӑн пӗччен хӗрарӑмӑн пуш урампа киле таврӑнмалла пулнӑ, таврара ҫын йышлӑрах пуҫтарӑннӑ вырӑнта ҫамрӑк арҫын тапӑнса хӗрарӑм енчӗкне туртса илмелле пулнӑ. Сценарипе килӗшӳллӗн, ку ӗҫ ҫур минут яхӑн тӑсӑлмалла пулнӑ. Кам та пулин ҫак хӗрарӑма пулӑшма тӑрӑшӗ-ши?

Анчах та ҫак экспиремента хулан темиҫе кӗтесӗнче туса пӑхнӑ пулин те инкеке лекнӗ шеремете пӗр ҫын та шеллемен, пӗр сас та кӑларман, шӑппӑн пуҫа чиксе хӑйӗн ӗҫӗпе малалла уттарнӑ пулать. Хӗрарӑмӗ «Караул! Пулӑшӑр! Ҫаратаҫҫӗ», — тесе кӑшкӑрашни те никамра хӑюллӑх ҫуратман.

 

М.Игнатьев ҫӗнӗ предприятире
М.Игнатьев ҫӗнӗ предприятире

Ҫӗмӗрле хулинче 2012 ҫулта 250 ҫын валли ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем уҫӑлма кирлӗ — кунта трансформаторсем кӑларма тытӑнӗҫ. Ҫак предприятие уҫма Чӑваш Ен Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев Ҫӗмӗрлене хӑй килсе ҫитнӗ.

Паянхи куна пулас савутра 14 ҫын ӗҫлет, ҫулталӑк вӗҫне вӗсен йышне 30 ҫитерме палӑртаҫҫӗ. Плана пурнӑҫланӑ май вӗсен шучӗ 250 ҫынна ҫитӗ. Савута Европа технологийӗсемпе усӑ курса йӗркеленӗ, ҫулталӑк тӑршшӗпе вӑл 1 млрд. тенкӗлӗх тавар кӑлармалла теҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, [71], 72, 73
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелле. Ҫемьепе пӗрле апатланӑр е эрнен пӗрремӗш ҫурринче туссемпе уҫӑлса ҫӳре. Ку эрне юратнӑ ҫын валли вӑхӑт уйӑрма та аван - хӑвӑра та савӑнӑҫ пулӗ. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпарсем илтетӗр е тӑшмана тӗл пулатӑр. Ку кӑмӑла пӑсӗ.

Ҫурла, 02

1928
97
Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1955
70
Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
1960
65
Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1960
65
Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1968
57
Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та