Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗньял

Ҫӗнӗ ҫулӑн пуҫламӑш пайӗ
Ҫӗнӗ ҫулӑн пуҫламӑш пайӗ

М7 ҫул Шупашкара кӗмесӗр иртсе каять пулин те хальхи ҫавра ҫул паянхи пурнӑҫа тивӗҫтерменни куҫ кӗрет — ӑна тепӗр хут ҫавӑрса ярасшӑн, урапасене Карачура, Ҫӗнӗ Лапсар, Кӳкеҫ витӗр чуптарасшӑн мар.

Нумай пулмасть ҫак ҫавра ҫулӑн ҫӗнӗ вариантне Сарапакасси ял тӑрӑхӗнче сӳтсе явнӑ иккен. Ҫӗнӗ ҫул Ишлей пӑрӑнчӑкӗнче пуҫланать те вӑрман витӗр иртсе сад пахчисен пӗрлӗхне килсе тухать (Карачура ҫывӑхӗнче сад пахчисем нумай — шӑп ҫавсем витӗр иртмелле ун). Малалла ҫул Йӑршу ялӗ ҫумӗпе (кунта Карачура вӑрман хуҫалӑхӗн вӑрманне касасшӑн курӑнать; ҫывӑхра кӳлӗсем пуррине те манмалла мар) иртсе Лапсар ял тӑрӑхӗн ҫӗрӗсем ҫине тухать. Ҫул Ассакасси ялӗнчен кӑнтӑр енӗпе (Асса пӗвинчен аяларах кӗпер тума палӑртнӑ), «Юрма» чӑх-чӗп хапрӑкӗ хушшипе иртмелле. Малалла ҫул Ҫӗньял енне каймалла, унтан вара уйсем тӑрӑх Толиккассине ҫавӑрса илсе Апаш патнелле тухмалла. Ку тӑрӑхра тарӑн ҫырма-ҫатра сахал маррине шута илсен пӗтӗмпе 7 кӗпер таранах тума палӑртнӑ.

Малалла...

 

Шупашкар районӗнчи «Пепке» ача пахчинче 25 вырӑнлӑ хушма ушкӑн уҫӑлнӑ. Унта ача-пӑча мӗн ҫинчен ӗмӗтленме пултарнине пӗтӗмпе ҫӗнӗтнӗ, паянхи вӑхӑтри йӑлтӑр отделкӑллӑ пӳлӗмсенче пурнӑҫа кӗртнӗ.

Ҫӗнӗ ушкӑнта ҫирӗплетнӗ йӗркепе килешӳллӗн хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмсенче хӑтлӑ шкапсем вырнаҫтарнӑ, ҫывӑрмалли ятарлӑ пӳлӗмре те краватьсем меллӗ. Ҫӑвӑнмалли тата апатланмалли пӳлӗмсене те лайӑх йӗркеленӗ.

Ҫӗнӗ ушкӑн пӳлемне уҫнӑ ятпа ача пахчинче пӗчӗк уяв ирттернӗ. Унта шӑпӑрлансем сӑвӑпа, юрӑпа, ташӑпа куракансен кӑмӑлне ҫӗкленӗ. Ача пахчишӗн пӗлтерӗшлӗ ҫӗнӗлӗх уҫӑлнӑ ятпа салам сӑмахӗсемпе «Пепкене» килсе ҫитнӗ район администрацийӗнчи вӗренӳ управленийӗн начальникӗ Романова Б.Г. тата вӑтам пӗлӳ паракан Ҫӗньял шкулӗн директорӗ Захаров А. Г тухса калаҫнӑ.

Шупашкар районӗн администраци ячӗпе ача пахчине заведеющине — Захарова Л.Г. тата «Фортуна-2» подряд организацийӗн директорне тӗплӗ юсава лайӑх тата вӑхӑтра тунишӗн тав хучӗсемпе чысланӑ.

 

2013 ҫулхи акан 10-мӗшӗнче республикӑн чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен черетлӗ ӑмартӑвӗ иртрӗ. Конкурса 10 учитель хутшӑнчӗ. Кашни мӗн енӗпе те пулин палӑрчӗ.

Чи нумай балл пухса ҫӗнтерӳҫӗ ятне Шупашкар хулин 33-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен Ирина Алексеевна Диарова тивӗҫлӗ пулчӗ.

Уйрӑм номинацисенче ҫак учительсем палӑрчӗҫ:

◆ «Манӑн педагогикӑри тӗп шухӑш» (эссе) — Людмила Алексеевна Семёнова (Шӑмаршӑ вӑтам шкулӗ);

◆ «Новатор учитель» — Валентина Михайловна Иванова (Канаш районӗн Сухайкасси вӑтам шкулӗ);

◆ «Ӑста урокӗ» — Надежда Вячеславовна Шандимирова (Муркаш районӗн Юнкӑ вӑтам шкулӗ);

◆ «Паллаштару карточки» — Лариса Васильевна Осипова (Патӑрьел районӗн Турхан вӑтам шкулӗ

◆ «Ертӳҫӗ учитель» — Галина Михайловна Назарова (Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 14-мӗш шкулӗ);

◆ «Тӗпчевҫӗ учитель» — Галина Витальевна Кузьмина (Шупашкар районӗн Ҫӗньял вӑтам шкулӗ);

◆ «Сӑпайлӑх ҫӑлкуҫӗ» — Раиса Николаевна Ермошкина (Вӑрнар районӗн Уравӑш вӑтам шкулӗ);

◆ «Ташӑ-юрӑ ӑсти» — Вера Федоровна Никонорова (Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 16-мӗш шкулӗ);

◆ «Ӑста вулавҫӑ» — Галина Ивановна Иванова (Элӗк районӗн Мӑн Вылӑ вӑтам шкулӗ).

Малалла...

 

Кӳкеҫри культура центрӗнче акан 17-мӗшӗнче «Шупашкар район пики-2012» конкурс иртрӗ. Унта 7 ял тӑрӑхӗ хӑйсен маттурӗсемпе паллаштарчӗ.

Чӑваш тӗрриллӗ кӗпесем тӑхӑннӑ 7 пике сцена ҫине тухсан залра темччен алӑ ҫупрӗҫ. «Чӑн та, пирӗн хӗрсемех хитре ҫав. Чӑваш кӗпи тата та илӗртӳллӗ, йӑрӑс пӳллӗ кӑтартать. Ах, чипер», — арҫынсем пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла калани те илтӗнчӗ. Хӗрсем конкурс заданийӗсенче — «Паллашу карточки», «Интеллектуаллӑ конкурс», «Пултарулӑх конкурсӗ», «Чӑваш наци апачӗ», «Чӑваш стилӗ» — тупӑшма пуҫ­ласан куракансем вӗсен ӑс-тӑнӗнчен те, пултарулӑхӗнчен те тӗлӗнчӗҫ. «Кун пек хӗрсемпе Шупашкар районӗ чӑн-чӑнах мухтанма пултарать», — терӗҫ залра ларакансем.

Жюри членӗсен хаклавӗнчен вара ҫакӑ курӑнчӗ: Ҫӗньялти Диана Павлова «Ҫепӗҫ пике», Ишек тӑрӑхӗнчи Лидия Одинцова «Ӑслӑ пике», Тутаркассинчи Светлана Федорова «Пултаруллӑ пике», Шӗнерпуҫ тӑрӑхӗнчи Татьяна Васильева «Сӑпайлӑ пике» пулса тӑчӗҫ. Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗнчи Ксения Федорова вара «Шупашкар район пики-2012» титула ҫӗнсе илчӗ.

Малалла...

 

«Ҫӗн ял» ансамбль ушкӑнӗ
«Ҫӗн ял» ансамбль ушкӑнӗ

Геннадий Михайлович пирки эсир илтмен пулӗ. Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта вара ӑна пӗлмен ҫын ҫук. Ҫак хастар ҫынна районӗпех лайӑх паллаҫҫӗ — вӑл «Ҫӗн ял» халӑх фольклор ансамблӗн аккомпаниаторӗ.

Иртнӗ шӑматкун, нарӑсан 5-мӗшӗнче, Ҫӗньялти пултарулӑх ҫуртӗнче Геннадий Михайлович Тимофеевӑн 50 ҫулне палӑртса пултарулӑх каҫӗ иртрӗ.

Юрӑ-ташӑпа «Ахрӑм» вокал ансамблӗ, Ҫӗньялти «Ҫӗн ял» халӑх фольклор ансамблӗ савӑнтарчӗҫ. Ҫак пултарулӑх ҫуртӗнче тӗпленнӗ халӑх театрӗ сценкӑсем выляса пачӗҫ.

50 ҫул тултарнӑ ятпа Геннадий Михайловича Шупашкар районӗн профком председателӗ, ПКУ методисчӗ Лукина Ф.Н. саламларӗҫ. Вӗсем ӑна Шупашкар районӗн Хисеп хучӗпе чысларӗҫ. Аккомпаниатора ҫавӑн пекех Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Зубков Е.А. саламларӗ.

 

Ҫӗньял картта ҫинче
Ҫӗньял картта ҫинче

Нумай пулмасть Шупашкар районӗнчи «Пепке» ШҪҪАМВУ (выр. МДОУ) 35 ҫул тултанине анлӑ палӑртрӗ. «Пепке» Шупашкартан хӗвелтухӑҫнерех ларакан Ҫӗньялта вырнаҫнӑ. Кунта ҫывӑх ялсенчи ачасем ҫӳреҫҫӗ, вӑл шутра Арманкассинчи, Шанарпуҫри, Илпешри, Кӗҫӗн Шахчӑрти, Ирчекассинчи тата ыттисенчи.

Тулли ҫул тултарнине ачасем савӑнӑҫлӑн кӗтсе илчӗҫ — юрӑ юрларӗҫ, ташларӗҫ, сӑвӑ вуларӗҫ.

Хӑнасем те сахал марччӗ — ашшӗ амӑшӗсем, ку ача пахчине маларах ҫӳренӗ ачасем. 2003 ҫулта кунта ҫитӗнсе ӑс пухнӑ ачасем ахаль килмен — юрласа-ташласа пачӗҫ.

 

Ҫӗнӗ цехра
Ҫӗнӗ цехра

Ҫак кунсенче Патарьел районӗнчи Турхан ялӗнче ҫӗнӗ ҫӗвӗ цехӗ хута кайрӗ. Вӑл Шупашкарти «Гарус» ТМЯО уйрӑмӗ пулать. Пӳлӗме ялти административлӑ ҫуртра тара илнӗ.

Паянхи кун тӗлне цехра 8 ҫын ӗҫлет — вӗсем Турхан тата ҫывӑхри ял ҫыннисем (Упамса, Шӑхач, Ҫӗньял, Аслӑ Чемен).

Романова Людмила Геннадьевна бригадир ертсе пынипе цех ӗҫченӗсем хӗрарӑмсем валли 307 комплект ҫиелтен тӑхӑнмалли тум ҫӗлеме те ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.

Мӗнех, ҫӗнӗ ӗҫре вӗсене пурне те ӑнӑҫу сунар.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, [10]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне пур сферӑра та ӑнӑҫлӑ пулма тивӗҫ. Ансат мар ӗҫлӗ ыйтусене татса пама май килӗ, ӗҫлӗ тӗлпулусем те ӑнӑҫлӑ иртӗҫ. Ҫуркунне ҫитнӗ май хӑвӑра та пӑхмалла: сывлӑха тимлӗ, сисчӗвлентерекен симптомсене курмӑш ан пулӑр.

Пуш, 14

1900
126
Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1911
115
Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ.
1923
103
Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ.
1926
100
Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1933
93
Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ.
1956
70
Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1998
28
«Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи