
Шупашкар районӗн администрацине Депутатсен районти пухӑвне Ҫатракассинчи 13-мӗш суйлав округӗпе депутата суйланнӑ Александр Анисимова кӗртесшӗн пулман.
Депутат «Атӑл»-Ойкасси-Ҫӗньял» ҫула юсас, Йӑршу юханшывне таса мар шыв юхса выртнин ыйтӑвӗсемпе ҫыру ҫырнӑ иккен. Анчах ӑна пӗрремӗш хутра хуралҫӑ тытса чарнӑ. Кирлӗ ҫынсен ӗҫ пӳлӗмне кӗме депутат йӗрке хуралҫине чӗнсе илнӗ хыҫҫӑн вӑл унта пакунлӑ ҫынпа ҫеҫ кӗрейнӗ.
Депутат пӑтӑрмаха видео ӳкерсе илнӗ. Ӑна вӑл «Ютуб» видеохостингра тата тӗнче тетелӗсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ.

Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрекен Арккасси ялӗнчи 3 урамра вырӑнти пуҫарусен программипе ҫул сарма тытӑннӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 4 урамра ҫул юсасшӑн. Вӑрман урамӗнчи юсав валли аукцион ирттерме документсене хатӗрлеҫҫӗ. Ытти виҫӗ урамра юсав ӗҫне ҫак уйӑхра вӗҫлесшӗн.
Асӑннӑ ял тӑрӑхӗнче республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Ольга Кудрявцева ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулнӑ. Вӑл ял ҫыннисене пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал Чӑваш Енри ялсене аталантарма тӗрлӗ программӑпа 5 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ, ҫав шутран ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарма — 1,3 миллиард тенкӗ.

Елчӗк районӗнче пурӑнакан хӗрарӑмӑн килне ҫуран каяс килмен. Кахалланнипе вӑл ют ҫын машинине хускатса ҫула тухнӑ. Анчах автомобиль сӳнсе ларнӑ.
Машина ҫухални ҫинчен йӗрке хуралҫисене автомобиль хуҫи пӗлтернӗ. Транспортӑн 36 ҫулти хуҫи «ВАЗ-2114» машинӑна Ҫӗньял ялӗнче, хӑйӗн килӗ умне лартса хӑварнине ӗнентернӗ.
Пакунлисем автомобиле ҫывӑх вӑхӑтра тупса палӑртнӑ. Ӑна арҫын патӗнче хӑнара пулнӑ 25 ҫулти хӗрарӑм хускатса кайнӑ. Хӗрарӑм ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, кил хуҫи ҫывӑрса кайнӑ, хӑнан вара килне каясси килнӗ. Ҫуран ҫӳрес килмен унӑн.
Ҫын машинине чӗртсе кайнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнчи Мошкассинчи клуб заведующийӗнче ӗҫлекен Эльвира Альмешкина «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.
Тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ клуб тӗрлӗрен ӗҫлет. Тилхепене тар тӑкас кӑмӑллӑ профессионала тыттарсан ӗҫ те каять.
Эльвира Альмешкина культура отраслӗнче мӗн ҫамрӑкранпах вӑй хурать. Ҫав енӗпе вӑл ятарлӑ пӗлӳ те илнӗ. Юратнӑ ӗҫӗ чун киленӗҫӗпе пӗр килнӗрен хӗрарӑм хӑйӗн тивӗҫне ӗмӗрӗпех кӑмӑлтан пурнӑҫлать.
Тӑрӑшуллӑ культура ӗҫченӗ – чӑвашла тата вырӑсла сценарисемпе методика сӗнӗвӗсен, ҫӗнӗ формӑллӑ мероприятисен авторӗ. Мероприятисен ре-жиссер-постановщикӗ те вӑлах. Унсӑр пуҫне тӗрлӗ конкурса хореограф евӗр хутшӑнать.

Паян ҫӗрле Куславкка районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче ҫурт ҫунса кайнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
19 сехетре Тӗп урамри йывӑҫ ҫурта ҫулӑм хыпса илнӗ. Ҫур ҫӗр иртни 45 минутра пушарнӑйсем ӑна сӳнтернӗ. Ҫулӑмпа 17 ҫӑлавҫӑ, 6 техника кӗрешнӗ. Пушара сӳнтерсен унта пурӑннӑ мӑшӑр виллисене тупнӑ. Вӗсем 68-та тата 78 ҫулта пулнӑ.
Паянхи ир тӗлне илес тӗк, Чӑваш Енре юлашки талӑрка 7 пушар пулнӑ, ҫул-йӗр ҫинче 4 инкек сиксе тухнӑ.

Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнчи Загорское коттедж посёлокӗнче пурӑнакансем ӗнер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, ҫӗршыв ертӳҫи ячӗпе видеоҫыру хатӗрленӗ. Сӑмах май, ӗнер Владмир Путинӑн ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ.
Загорское коттедж посёлокӗнче пурӑнакансем яла пыма йӗркеллӗ ҫул ҫуккишӗн, урамсенче ҫутӑ ҫуккишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Ҫавна май общество транспорчӗ тата шкул автобусӗ ҫӳремест иккен.
«Пирӗн посёлок патне ҫитме ансӑр ҫулсем ҫеҫ, вӗсем ГОСТ ыйтнине тивӗҫтермеҫҫӗ. Общество транспорчӗн чарӑнӑвне 4 километр ытла утмалла. Пирӗн тротуарсем те ҫук. Посёлокра ватӑ ҫынсем нумай», — ӑнлантарнӑ вырӑнти хастарсенчен пӗри.
Асӑннӑ посёлокӑн застройщикӗ — «Удача» компани — инженери инфраструктурине тума шантарнӑ та пурнӑҫа кӗртмен.

Геннадий Айхи йӑмӑкӗ тесен чылайӑшӗ Ева Лисинӑна аса илет. Вӑл чӑвашла Библие кун ҫути параканӗ тата питӗ пултаруллӑ ҫыравҫӑ пулнипе паллӑ (ахальтен-и ун кӗнекисем Анӑҫра та Тухӑҫра – Швецире, Японире тухаҫҫӗ). Вӗсен варринче амӑш варӗнче ӳтленсе ҫут тӗнчене килнӗ Луиза Николаевнӑна пӗлнӗ-и эсир? Пирӗшти пек таса чунлӑ та кукамай пек ыр кӑмӑллӑ ҫынччӗ вӑл! Тен, эсир ӑна палламан та пулӗ, анчах Ева Лисинӑн «Ҫӑкӑр чӗлли» калавне вуланӑ тата унти Лисука астӑватӑр пулсан сирӗншӗн те ют мар вӑл…
Луиза Николаевна кӗтрет евӗр ҫутӑ е салху сӑрлӑ ӳкерчӗксем ӑсталатчӗ: вӗсен асамне ӑнкарас тесе темӗнччен-темӗнччен пӑхса тӑраттӑн. Ҫав хайлавсене харшаласа пӗрре пысӑк курав та ирттернӗччӗ. Сире унта ҫитме тӳр килмен пулсан хӑш-пӗр ӳкерчӗкӗпе «Плач по брату: две сесры, две слезинки» (чӑв. Пиччешӗн хӳхлени: икӗ йӑмӑкӗ, икӗ куҫ тумламӗ) кӗнекере курнӑҫма пултаратӑр.
Ӗнер ирхине Шупашкарта Луиза Николаевна пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Утӑ уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗнче хаклӑ ҫыннӑмӑр Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньял масарӗнче, пиччӗшӗпе амӑшӗ ҫумӗнче ӗмӗрлӗх канлӗх тупӗ. Халӑх калашле, Ҫӳлти патшалӑхра чунне ҫӑмӑллӑх пултӑр…
Сывпуллашас текенсене Республикӑн 1-мӗш пульницин асӑну залне июль уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ирхине 8 сехет ҫурӑна пыма сӗнеҫҫӗ.

Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 18 сехетре, Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗн «Нарспи» клубӗнче «Арман» уяв иртӗ. Пимен тата Надежда Васильевсем «Сарпике» халӑх ансамбльне ҫӳрекенсене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне ҫемье ташшине вӗрентӗҫ.
Надежда Викторовна хӑйӗн пултарулӑхне 1988 ҫулта «Нарспи» ансамбльте пуҫланӑ. Халӗ вӑл — Шупашкар районӗнчи Мошкассинчи «Сурпан» ташӑ ансамблӗн балeтмeйстeрӗ, асӑннӑ районти Котеркассинчи «Шордан» фольклор ансамбльне ҫӳрет.
Пимeн Юрьeвич 1990 ҫулта Шупашкар районӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ташӑ ансамбльне ҫул хывнӑ. Халӗ вӑл «Сурпан» тата «Шордан» ансамбльсенче ташлать.
«Арман» клуба Шупашкарти Эльгер урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Ӳнер академине йыхравлаҫҫӗ.

Чӑваш Енре Йӑлӑма газификацилес ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Республикӑри тӳре-шара вырӑна тухса ӗҫ пахалӑхне тӗрӗсленӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви паян ирпе хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Атӑл леш енне газификацилеме пирӗн республикӑна пӗлтӗрхи юп уйӑхӗнче РФ Стройминӗ ирӗк панӑ. Укҫа-тенке «Газпром» предприятин инвестици программинче пӑхса хӑварнӑ. Йӑлӑма газ ҫитерес ыйтӑва тахҫанах хускататчӗҫ. Пӗлтӗр вара лав вырӑнтан хускалнӑ.
Магистралӗн тӑршшӗ — 52 километр ытла. Ҫав шутра Мари Эл территорийӗпе 21 километр хумалла, Чӑваш Енре — 31 километр ытла. Пурӗ 2472 ҫурта тата 5 котельнӑя «кӑвак ҫулӑм» ҫитӗ.
Объект Мари Элти Звенигово районӗнчи Кокшамар ял тӑрӑхӗн, Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер тата Ҫӗньял ял тӑрӑхӗсем тата Шупашкар хулинчи Атӑлҫи территори тӑрӑх иртӗ.
Проектра пӑхнӑ тӑрӑх, Северный, Пролетарский, Первомайский, Сосновка, Октябрьский поселоксене, «Чӑваш Ен» хӑна ҫуртне, «Росинка» кану базине, «Кувшинский» кану ҫуртне, «Заволжье» сад юлташлӑхне газ кӗртмелле.

Прокуратура Патӑрьел районӗнчи Турхан, Ҫӗньял шкулӗсене, Патӑрьети «Солнышко», «Центральный» ача пахчисене тӗресленӗ. Ведомство сепциалисчӗсем йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ.
Ачасене ҫитермелли апат-ҫимӗҫе йӗркепе килӗшӳллӗн упраман-мӗн. Ҫитменнине, маркировкӑсем пулман. Хӑш-пӗр учрежденире ача ӳсӗмне кура талӑкри рацион калориллӗхне, виҫине (сахалрах хурса панӑ) пӑхӑнман.
Ҫавна май ҫӳлерех асаннӑ учрежденисен ертӳҫисене РФ КоАПӗн 6.7-мӗш статйипе килӗшӳллӗн явап тыттарма йышӑннӑ. Постановленисем хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
