Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗрпӳ

Апат-ҫимӗҫ

Ҫӗрпӳ хулин 428 ҫулхине уявланӑ май «Чӑваш тӗпелӗнчи ҫемье йӑли» фестиваль иртнӗ. Ку мероприятие Ҫӗрпӳ районӗнчи 6 обществӑлла апатлану предприятийӗ хутшӑннӑ. Фестивале хутшӑнакансем экспозици вырӑнне илемлетнӗ фуршет сӗтелӗсем хатӗрленӗ: «Хӗр ҫураҫни», «Туй», «Кӑшарни», «Ҫӗнӗ пӳрт ӗҫки», «Салтака ӑсатни», «Ылтӑн туй». Сӗтеле хӑтланӑ чух экспозиципе профессионал пек тата хӑйне евӗр паллаштарнӑ.

Фестивале хутшӑнакансене Чӑваш Республикинчи кулинарсен ассоциацийӗн ертӳҫи Николай Тимофеевич Уездный ӑшшӑн саламланӑ. Вӑл конкурс комиссине кӗнӗ.

«Питӗ лайӑххин чикки ҫук» номинацире Ҫӗрпӳ райповӗн «Общепит» ТМЯП мала тухнӑ, «Фантази вӗҫевӗ» — «Ҫавал» кафе, «Жанр классики» — «Встреча» (чӑв. Тӗлпулу) кафе, «Йӑпас тутӑ» — «Ҫӑлкуҫ» кафе, «Хальхи стиль» — «Венеция» кафе, «Чи тутли» — «Юбилейное» кафе.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗрпӳри юрӑхсӑра тухнӑ фермӑра 17 ҫулти хӗр виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата Екатерина Трофимова пӗлтернӗ.

Хӗр виллине ӗнер тупнӑ. Ҫав хӗр хӑйӗн ҫине алӑ хума пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следовательсем ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

17 ҫулти хӗр икӗ кун каялла ҫухалнӑ. Ӑна тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем таҫта та шыранӑ. Пӗр класра вӗренекен тусӗсем ӑна кивӗ фермӑра тупнӑ, анчах вӑл ун чухне сывламан ӗнтӗ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43730
 

Республикӑра

«Волга» упрдор пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Дмитрий Филиппов тӗлӗшпе суд пулнӑ. Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе палӑртнӑ.

Филиппова темиҫе эпизодпа айӑпланӑ. Вӗсенчен пӗри Ҫӗрпӳ кӗперӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл патшалӑх контрактне 1 ҫул ытларах тӑснӑ, хӑй подрядчиксем унчченхи ӗҫе пурнӑҫламаннине пӗлнӗ. Филиппов организацин расчет счечӗ ҫине аванс тесе 120 пин тенкӗ ытла куҫарма ыйтнӑ. Контракта вара 2013 ҫулта алӑ пуснӑ, вӑл 700 миллион тенкӗлӗх пулнӑ.

Кунсӑр пуҫне 2015 ҫулта Филиппов Чӗмпӗр облаҫӗнчи федераци ҫулне тӗпрен юсама пӗр строительство фирмине палӑртмаллине кӑтартнӑ. Унпа 346 миллион тенкӗлӗх контакт алӑ пуснӑ. Анчах подрядчик ӗҫе вӑхӑтра туман, штраф санкцийӗсене унран шыраса илмен.

Филиппова пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Метеостанци ҫутҫанталӑкшӑн хӑрушӑ пулӑм асӑрханӑ. Кун пирки ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет.

Юлашки вӑхӑтра республикӑра ҫумӑр нумай ҫурӗ. Ҫавна май уй-хирти ӗҫ кая юлса пырать. Чӑваш гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ял хуҫалӑх культурисене ӳсмешкӗн тата аталанмашкӑн агреметеорологи условийӗсем япӑх пулнӑ.

Пӗтӗмӗшле илсен, уй-хирти ӗҫ 10–14 куна юлса пырать. Агрометеорологин Ҫӗрпӳри посчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 1–21-мӗшӗсенче тӑпрара нӳрӗк ытлашши нумай пулнӑ. Ҫакӑ выльӑх-чӗрлӗх апатне хатӗрлеме чӑрмантарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43304
 

Вӗренӳ

ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енри чи лайӑх вӗрентекенсемпе воспитательсене укҫан хавхалантарнӑ. Михаил Васильевич ку тӗлӗшпе хушу алӑ пуснӑ.

Документра палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал республика шайӗнче иртнӗ конкурссенче ҫӗнтернӗ пилӗк педагогпа вӗрентекен хушма укҫа илӗҫ. Вӗсем 400 пин тенке пайлӗҫ.

Трак шкулӗнчи Анастасия Васильева, Етӗрне районӗнчи Тури Ачак шкулӗнчи социаллӑ педагог Татьяна Яжейкина, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Елена Порфирьева 50-шар пин тенкӗ илӗҫ. Шупашкарти 178-мӗш ача пахчин воспитателӗ Наталия Машанова – 100, Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкулти Лариса Семенова, «Чӑваш Енри ҫулталӑкри вӗрентекен», 150 пин тенке тивӗҫнӗ.

 

Культура

Паян Ҫӗрпӳ ярмӑркки уҫӑлнӑ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче мӗн авалтанпах халӑх Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсен мӑнастиӗ умӗнчи лапама суту-илӳ тума пуҫтарӑннӑ. Таврари ялсенчен кӑна мар, Атӑлҫи тӑрӑхӗнченех унталла туртӑннӑ.

Кирлӗ тавара халӗ таҫта та тупса илме пулать пулин те тахҫанхи йӑла пӑрахӑҫланмасӑр паянхи куна ҫитнӗ. Халӗ унта Раҫҫейӗн 20 хулинчен сутуҫӑсем, ал ӑстисем пуҫтарӑннине ӗнентерет Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи тӳре-шара.

Хальхи саманара Ҫӗрпӳ ярмӑркки культурӑпа спорт мероприятине ҫаврӑннӑ тесен те юрать. Паян унта «Сохранение и передача национальных культурных традиций от матери к дочери, от отца к сыну» ятпа республикӑри курав ӗҫлеме тытӑннӑ, каҫпа ярмӑрккӑна тӳре-шара тата артистсем савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.

 

Республикӑра

Паян, ҫӗртмен 15-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳре 11 ҫулти Настя Осиповӑпа яланлӑхах сывпуллашнӑ. Унта чылай ҫын пухӑннӑ.

Аса илтерер: хӗрачана юлашки хутчен «Шик» лавкка патӗнче, хӑй пурӑнакан ҫуртран инҫех мар, курнӑ. Ӑна 1 эрнене яхӑн шыранӑ. Ҫӗртмен 22-мӗшӗнче ирхине гаражра унӑн виллине тупнӑ.

Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ 23 ҫулти Евгений Павлова тытса чарнӑ. Ӑна следстви вӑхӑтӗнче, ҫурлан 21-мӗшӗччен, хупса лартнӑ. Ӑна тытса чарнӑ чухне рюкзакӗнче 300 грамм хутӑш тупнӑ. Вӑл «спайс» тата «кристалсем» пулнӑ имӗш. Ҫамрӑк арҫын следстви вӑхӑтӗнче хӑйне килти ареста лартма ыйтнӑ. Вӑл обществӑшӑн нимӗнле хӑрушлӑх та кӑларса тӑратмасть имӗш. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, преступлени тунӑ вӑхӑтра вӑл наркотик тутаннӑ, хӑй мӗн тунине ӑнланман. Ӑна тӗрмере мӗн виличчен лартма пултараҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗрпӳре пӗр эрнене яхӑн шыранӑ 11 ҫулти хӗрачан виллине тупнине паян ирхине сайтра пӗлтернӗччӗ. Ӑна вӗлерме пултарнӑ ҫынна та тытса чарнӑ.

Ку тискер ӗҫе ҫак хуларах пурӑнакан 23 ҫулти арҫын тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче хӑшӗ-пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл кӳршӗ ҫуртран. «Регнум» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын айӑпне йышӑннине пӗлтернӗ.

Тӳрех палӑртмалла: ҫамрӑкскер унччен те судпа айӑпланнӑ. 2011 ҫулта ӑна ҫаратнӑшӑн явап тыттарнӑ. Аса илтерер: хӗрачан виллине Ҫӗрпӳри пӗр гаражра тупнӑ. Вӑл Настя Осипова ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вылянӑ картишрен инҫех мар вырнаҫнӑ.

Пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. РФ Уголовлӑ кодексӗн 105-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «в» пункчӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫул ҫитмен ачана вӗлернӗшӗн ҫынна мӗн виличчен тӗрмере тытма пултараҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗрпӳре ҫухалнӑ 11 ҫулти Настя Осипована вӗлернӗ. Ӑна ача пурӑннӑ вырӑнтан инҫех мар гаражсем патӗнче тупнӑ.

РФ Следстви комитечӗ республикӑри управленийӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ачана ҫине тӑрса тата мӗнпур вӑйпа шыранӑ май таврари лавккасемпе ытти организацисен видеокамерисем ӳкернӗ кадрсене те тишкернӗ. Тӗпчевҫӗсем гаражсем патӗнче шырани харама кайман — ача виллине шӑпах ҫавӑнта тупнӑ.

Аса илтерер, ача киле килменнине унӑн амӑшӗ тепӗр кунхине ҫеҫ йӗрке хуралҫисене пӗлтерни паллӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем ачана вӗлернӗ пуль тесе ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енри ачасене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй сайтӗнче Ҫӗрпӳ хӗрачи килтен тухса кайни амӑшӗпе ӑнланманлӑх сиксе тухнипе ҫыхӑнма пултарнӑ тесе хыпарланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем ача ҫухалнинче профилактика органӗсем ӗҫлесе ҫитерейменни те пур тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ачан амӑшӗ воспитани парассипе ҫине тӑман иккен. Шкул та ҫемьене ячӗшӗн ҫеҫ тӗрӗсленӗ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ.

 

Республикӑра

Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫӗрпӳре 11 ҫулти хӗрача ҫухалнине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ.

Ача киле килменнине унӑн амӑшӗ тепӗр кунхине йӗрке хуралҫисене пӗлтерни паллӑ. Ун хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем ачана вӗлернӗ пуль пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах йӗрке хуралҫисем капла ӗҫ пуҫарни ачана вӗлернине пӗлтермест тесе лӑплантараҫҫӗ. Апла статьяпа пуҫарни шырас ӗҫе вӑйлатма кирлӗ иккен.

Чӑваш Енри ачасене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, 11 ҫулти Ҫӗрпӳ хӗрачи килтен тухса кайни амӑшӗпе ӑнланманлӑх сиксе тухнипе ҫыхӑнма пултарнӑ. Халӑх сечӗсенчи сӑмах-юмаха ӗненсен, килте тӑнӑҫлах мар лару-тӑру пулнӑ.

Ачана тупас ӗҫ епле пынине РФ Следстви комитечӗн тӗп аппарачӗ те тӗрӗслесе тӑрать. Ҫухалнӑскере тӗрлӗ ведомство специалисчӗсем ҫеҫ мар, волонтерсем те шыраҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, [22], 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, ... 41
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 16

1989
35
Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ.
2002
22
Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын