Чӑваш Енри пилӗк вӗренӳ заведенийӗ Мускав укҫине илӗ. Раҫҫейӗн Ҫутӗҫ министерствин грантне выляса илес тесе ҫӗршывӑ тӗрлӗ регионӗнчи 786 вӗренӳ заведенийӗ заявка тӑратнӑ. Веенчен 503-шне суйласа илнӗ хыҫҫӑн гранта юрӑхлисене палӑртнӑ. Ҫав йышра — Чӑваш Енри виҫӗ техникумпа икӗ колледж.
Мускав укҫине, 206,055 миллион тенке, Шупашкарти электромеханика колледжӗ, Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ, Канашри педагогика колледжӗ, Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумӗ пайлӗҫ. Тупрана учрежденисен пурлӑхпа техника никӗсне пуянлатма усӑ курӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарти техникум, сӑмах май, икӗ йышши грант ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 37,05 тата 47,6 миллионшар тенке тивӗҫнӗ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ хулинче пӗр арҫын нумайх хутлӑ ҫурт тӑррине хӑпарса кайнӑ. Ӑна иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Арҫын вӑйлах ӳсӗр пулнӑ-мӗн.
Иртен-ҫӳрен ҫурт тӑрринче ҫын пулнине асӑрхасан хӑраса ӳкнӗ, ҫӑлав службине шӑнкӑравласа чӗннӗ. Анчах арҫын унтан хӑйех анма пултарнӑ. Ҫӑлавҫӑсем кайран иртен-ҫӳренрен ыйтса пӗлнӗ, лару-тӑрӑва уҫӑмлатнӑ.
Ҫурт тӑрринчен ансан ӳсӗрскере тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Медиксем ӑна тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн психиатри экспертизи ирттермешкӗн янӑ.
Ҫӗрпӳре вырнаҫнӑ юсанмалли 9-мӗш колонире аш-пӑш тирпейлемелли цех уҫӑлнӑ. Ҫакӑ унта ларакансене е ӗҫлекенсене тутлӑ ҫитерес тенипе ҫыхӑнман. Айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, айӑплава колонире ирттерекенсене ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерни паха. Ӗҫлесе илнӗ укҫа айӑплисен тавӑҫпа килешӳллӗн тӳлемелли парӑмсене саплаштарма кайӗ.
Сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, аш-пӑш тирпейлемелли цеха колонире хӗрлӗ хӑю карсах уҫнӑ. Ӑна касма асӑннӑ тытӑмра ӗҫлекенсене шаннӑ.
Айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, цехра санитари правилисене туллин пӑхӑнаҫҫӗ. Производствӑра колонире туса илекен чӗр таварпа та усӑ кураҫҫӗ, аякран та туянаҫҫӗ. Хатӗр ҫимӗҫе тӗрмере ларакансене апатлантарма усӑ курӗҫ тата лавккасенче сутӗҫ.
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Цивильск и район» (чӑв. Ҫӗрпӳ тата район) пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, 27 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ. Килтен тухса кайса ҫӗтни — Григорьева (пӗлтерӳре ГригорьевНа тенӗ те, йӑнӑшнӑ курӑнать) Анна Андреевна. Вӑл чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тухса кайнӑ иккен. Ҫӗтни Ҫӗрпӳре пурӑнать. Уншӑн пӑшӑрханса пӗлтерекенни — Ульяна Васильева.
Ҫухалнӑ хӗрарӑм мӗнле тумпа пулнине те, ытти паллӑна тс асӑнман.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти хӗр ҫухалнине хыпарланӑччӗ. Тӑванӗсем ыйтнипе пикене Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем шырама пикеннӗччӗ. Ҫавна пӗлнӗ хыҫҫӑн хӗр сас панӑ. Вӑл килтен ятарласа тухса кайнине, хӑйне шырамалла маррине пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗрпӳ хулинчи Никитин урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра пурӑнакансем кӑмӑлсӑр: вӗсем каланӑ тӑрӑх, картишре икӗ хутлӑ лавкка тума палӑртнӑ, вырӑнти администраци ҫурт ҫывӑхӗнчи территорие аукциона тӑратнӑ имӗш.
«Влаҫ ҫӗрӗн усӑ курмалли тӗллевне улӑштарма, ӑна лавкка хӑпартмашкӑн пама планланӑ. Ҫынсем ку вӗсен прависене, интересӗсене пӑсни тесе шутлаҫҫӗ», - ҫапла пӗлтерет Сергей Беккер депутат.
Ҫак икӗ хутлӑ ҫурта ҫур ӗмӗр каялла хӑпартнӑ, кӑмака хутса ӑшӑтмалла тунӑ. Туалет урамра, сарайсем пур. Ҫапла, ҫуртра тивӗҫлӗ условисем ҫук. «Пирӗн шыв та, канализаци те ҫук. Шыв ӑсма колонкӑна каятпӑр. Туалета ӑҫта тухӑпӑр? Ҫурт ҫывӑхӗнчи территори пулмалла, ӑна вара пирӗнтен туртса илеҫҫӗ. Пирӗн ачасем ӑҫта вылӗҫ?» - теҫҫӗ ҫынсем.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӗсенчен нимӗн те ыйтман, халӑх итлевӗ пулман. Ҫӗрпӳ район администрацийӗ вара кун пирки нимӗн те пӗлмест, ҫакна уҫӑмлатма шантарнӑ.
Паян Ҫӗрпӳ хулинче пӑтӑрмах пулнӑ – арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Кӑнтӑрла Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ кафе тӑрринчен ҫын ӳксе вилнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫапларах пулса иртнӗ: кафене тара илнӗ ҫын икӗ хутлӑ ҫурт тӑрринчи шӑвӑҫ тимӗр вӑйлӑ ҫиле пула хӑйпӑнма пуҫланине асӑрханӑ. Хайхискер ӑна ҫапса лартма тесе хӑпарнӑ, анчах аялалла персе аннӑ.
1963 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна йывӑр сурансемпе пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, унӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Сӑмах май, ҫак ҫуртрах ҪҪХПИн Ҫӗрпӳри уйрӑмӗ тата миграци служби вырнаҫнӑ.
Тухтӑрсем Ҫӗрпӳре пурӑнакан 12 ҫулти ачан пурнӑҫӗшӗн кӗрешеҫҫӗ. Арҫын ача нумай хутлӑ ҫурт тӑрринчен ӳкнӗ. «Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлассишӗн йӑлтах тӑваҫҫӗ», - ҫапла ҫырнӑ ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмри страницинче.
Инкек юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. Ача ҫурт тӑррине епле лекнӗ? «Регламент тата йӗрке пур, яваплисем пур. Айӑплисем явап тытӗҫ», - ҫырнӑ Элтепер.
Тухтӑрсем арҫын ачан сывлӑхӗ йывӑррине палӑртаҫҫӗ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ, следовательсем ӗҫлеҫҫӗ.
Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ служба машини рулӗ умне ӳсӗрле ларса ҫул ҫинче пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Кун тӗлӗшпе прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ.
Авари юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Ҫӗрпӳ – Красноармейски – Кӳлҫырма» ҫул ҫинче пулнӑ. Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ служба машини рулӗ умне (ку ӗҫ вӑхӑтӗнче пулман) ларнӑ, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса КамАЗпа ҫапӑннӑ.
Служба автомобилӗпе хӑйӗн тӗллевӗсемпе усӑ курнӑшӑн пуҫлӑх тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Кунсӑр пуҫне депутатсен пухӑвӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, унта пуҫлӑх должноҫӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухма сӗннӗ. Ара, пуҫлӑха унччен те ҫакнашкал йӗркене пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн постановлени кӑларнӑ.
Ҫӗрпӳсене каллех Китай инвесторӗсем пӑшӑрхантараҫҫӗ. Вырӑнти влаҫ ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене промышленноҫ категорине куҫарма хӑтланаҫҫӗ. Халӑх каланӑ тӑрӑх, Китай инвесторӗсене паракан ҫӗр лаптӑкӗ самай пысӑк.
Ҫак ыйту пӑшӑрхантарнӑран ҫынсем пуху ирттернӗ. Унта 120-ӗн ҫитнӗ. Пухӑва Виҫ пӳрт, Кӑшаркасси, Рындино, Красная Горка, Апакасси, Вӑрманкас Кӗҫтемӗр ялӗсенчи, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи ҫынсем хутшӑннӑ.
Сергей Беккер депутат каланӑ тӑрӑх, вырӑнти влаҫ ҫӗре республика влаҫӗ хушнипе промышленноҫ категорине куҫарасшӑн, кайран ӑна китайсене парасшӑн. Кулянса ӳкнӗ ҫынсем вырӑнти депутатран пулӑшу ыйтнӑ. «Халӑха влаҫ илтмесен эпир малалла тӑрӑшӑпӑр», - тене Сергей Беккер.
Чӑваш Енре пурӑнакан студентсем Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн укҫине тивӗҫӗҫ. Грант уйӑрасси ҫинчен калакан хушӑва республика ертӳҫи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Элтепер укҫине памалли 10 ҫамрӑк йышӗнче ҫаксем: Сергей Емелин тата Ксения Прокопьева (Регионсем хушшинчи комметенци центрӗ – Шупашкарти электромеханика колледжӗ), Алексей Лазарев (Улатӑрти технологи колледжӗ), Сафар Назмутдинов (Канашри транспортпа энергетика техникумӗ), Василий Никитин тата Никооай Хурамаев (Шупашкарти апатланупа коммерци техникумӗ), Елена Павлова тата Екатерина Шилова (Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ колледж), Нина Романова (Канашри педагогика колледжӗ), Андрей Степанов (Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ. Вӗсем 2019-2020 ҫулсенчи ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче уйӑхсерен 10-шар пин тенкӗ илсе тӑрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.