Ҫӗрпӳрен Чӗмпӗре каякан федераци пӗлтерӗшлӗ ҫулӑн пӗр пайне тӗпрен юсанӑ. Юсав ӗҫне А-151 ҫулӑн 5 ҫухрӑмӗ ҫинче пурнӑҫланӑ.
«Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна учрежденийӗн халӑхпа ҫыхану тытакан специалисчӗ Лира Нурсаитова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫине 4 сантиметр хулӑнӑш асфальтпа бетон хутӑшӗ сарнӑ, ҫул айккисене ҫирӗплетнӗ.
Асӑннӑ учреждени пирӗн республика территорийӗпе иртекен ҫулсем ҫинчи 65,5 километр тӑршшӗ трассӑна кӑсал юсама палӑртнӑ, ҫав шутран 53 километр тӑршшӗне тӗплӗн юсӗҫ.
Мускавран Хусана ҫитме «М-12» ҫул сарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫула 2024 ҫулта туса пӗтересшӗн. Унпа кайнӑшӑн ҫӑмӑл машинӑсен 1600 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Ҫул ҫинче вӗсен 6 сехет те 30 минут иртӗ.
Ӗнер Ҫӗрпӳ хулинчи П. Иванов урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра Олег Николаевӑн халӑх штабӗ уҫӑлнӑ. Ку хыпара Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер Фейсбукра пӗлтернӗ.
Аса илтерер: кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавӗ иртӗ. Республика ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев суйлава хутшӑнма хӑйӗн докуменчӗсене Чӑваш Ен Тӗп суйлав комиссине чи малтан тӑратрӗ. Унтан тата тепӗр тӑхӑр кандидат суйлава хутшӑнма кӑмӑл турӗ. Вӗсем те суйлав умӗнхи мероприятисене пуҫӑнчӗҫ: хӑйсен кадидатуришӗн сасӑ пухаҫҫӗ, хӑйсен партийӗсен районсенчи уйрӑмӗсен пайташӗсемпе тата Депутатсен пухӑвӗсен депутачӗсемпе тӗлпулусем ирттереҫҫӗ.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш кӗнеке издательстви «Вместе. Пӗрле» открыткӑсен пуххи кӑларнӑ.
24 открыткӑран тӑракан комплект тӑван республикӑмӑрӑн хулисемпе районӗсен илемӗпе паллаштарӗ. Открыткӑсем ҫинче Шупашкарти паллӑ вырӑнсемпе пӗрлех республикӑрисем те сӑнланнӑ. Сӑмахран, Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнчи чукун ҫул кӗперӗ, Пӑрачкаври чиркӳ, Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсем мӑнастирӗ. Вӗсем ҫеҫ-и, республикӑра ытарайми хитре вырӑнсем татах нумай.
Открыткӑсене Чӑваш кӗнеке издательствин лавккисенче туянма пулать тесе пӗлтернӗ Чӑваш Ен цифра таланӑвӗ, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви.
Ҫӗрпӳре ӗнер Чӑваш Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пулнӑ. Вӑл паллашнӑ объектсенчен пӗри – хулара туса лартнӑ 240 вырӑнлӑх ача пахчи. Ӑна хӑпартма «Демографи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн укҫа уйӑрнӑ.
«Кун пек проектсене ҫулталӑк та пилӗк уйӑхра, ҫулталӑк та сакӑр уйӑхра тӑваҫҫӗ. Пирӗн строительсем калӑпӑшлӑ ҫак проекта ултӑ уйӑхра туса пӗтерчӗҫ. Паян эпир ача пахчине уҫма хатӗрленетпӗр. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уҫасшӑн», – тенӗ Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер.
Ҫӗнӗ учрежденире спорт тата музыка залӗсем, компьютер класӗ, психологи пӳлӗмӗ, LEGO-cтуди, мультстуди, агролаборатори, столяр мастерскойӗ тата бассейн пур.
Ҫӗрпӳри следстви изоляторӗнче пӗр хӗрарӑмӑн кӑшӑлвирус пулни пирки маларах ҫырнӑччӗ. Халӗ ҫӗнӗ хыпар килнӗ – хӗрарӑмӑн ку инфекци ҫук-мӗн.
Аса илтерер: следстви изоляторӗнчи хӗрарӑмӑн кӑшӑлвирус пулнине акан 20-мӗшӗнче оперштаб пӗлтернӗ. Анчах айӑплава пурнӑҫлакан федераци служби ку информацие хирӗҫленӗ.
Хӗрарӑмӑн ОРВИ паллисем чӑнах та пулнӑ-мӗн. Ҫавна май унран анализ илнӗ, ытти хӗрарӑмран урӑх ҫӗре куҫарнӑ.
Ведомство пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ чиперех, анализ кӑшӑлвирус пуррине кӑтартман. Ҫав хӗрарӑмпа пӗрле пулнисен те инфекци ҫук.
Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службӑн Чӑваш Енри управленийӗ хӑйӗн учрежденийӗсенче кӑшӑлвирусран сыхланас енӗпе мерӑсем йышӑннине пӗлтернӗччӗ-ха. Анчах халӗ ҫак тытӑма та ҫав амак ҫитнӗ.
Ҫӗрпӳри 2-мӗш следстви изоляторӗнче пӗр хӗрарӑмӑнне кӑшӑлвирус тупса палӑртнӑ. Кӑшӑлвируспа кӗрешме пирӗн республикӑра йӗркеленӗ оперативлӑ штабра ӗнентернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн чир палли пулман. Анализа планпа килӗшӳллӗн илнӗ.
Следстви изоляторӗнче халӗ йӗркене ҫирӗплетнӗ. Чирлӗ хӗрарӑмпа хутшӑннисене урӑх ҫӗре куҫарнӑ, вӗсенне анализ илнӗ.
Кӑшӑлвирус лекнӗ тепӗр ҫын вилнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Сӑмах май каласан, анализ илнисен 65 проценчӗн чир ниепле те палӑрман.
Чӑваш Енре пурӑнакан иккӗри ача кӑшӑлвируспа чирленӗ. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ: «Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре тепӗр 29 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине тупса палӑртнӑ», — тесе пӗлтерчӗ-ха. Ҫапла, Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче хыпарланӑ тӑрӑх, кӑшӑлвирус инфекцине паян 29 ҫынӑнне ҫирӗплетнӗ. Ҫав шутра ачасем те пур. Пурӗ пиллӗккӗн. Чи кӗҫӗнни — 2 ҫулта, асли — 13-ре. Аслисен ӳсӗмне илсен, вӗсем — 24 ҫултан пуҫласа 81 ҫулччен.
Covid-19 диагноз паян ҫирӗпленнисенчен 10-шӗ Шупашкарта пурӑнать, улттӑшӗ — Вӑрмар районӗнче, пиллӗккӗшӗ — Тӑвай районӗнче, пӗрер тӗслӗх — Ҫӗрпӳ, Канаш, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Хӗрлӗ Чутай, Канаш тата Елчӗк районӗсенче. 10 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ, ыттисем килте сипленеҫҫӗ.
Ҫӗрпӳри юсанмалли 9-мӗш колонире тимӗр ещӗкре «вӑрттӑн вырӑн» тупнӑ. Вӑл учрежденири промышленноҫ зонинче пулнӑ.
Ещӗке уҫсан унта кӗсье телефонӗсем тупнӑ. Пӗтӗмпе – 39 телефон. Ҫавӑн пекех зарядка тумалли 20 хатӗр, штекерсем, 4 аккумулятор, кабель, наушник пулнӑ. Ку кӑна мар, телефонсемпе пӗрле «Саф-момент» ҫӗпре те пытарнӑ.
Ҫак япаласем колони территорине мӗнле майпа лекнӗ? Следовательсен ҫакна уҫӑмлатма тивӗ. Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе служба тӗрӗслевӗ пулӗ.
Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте пурӑнакан Юрий Туринке Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевран ыйтса ҫырнӑ. Ӑна вӑл Олег Алексеевичӑн Фейсбукри страницинче шӑрҫаланӑ.
Юрий Туринке Чӑваш Енре Раҫҫей Конституцийӗн 14-мӗш статйине пӑснипе ҫыхӑннӑ ыйту тесе палӑртнӑ. Ыйту авторӗ чӑвашсен чӑн тӗнне хӗсӗрлени пирки сӑмах хускатнӑ. Ҫӗрпӳре православи чиркӗвӗ ыйтнипе чӑваш юпине ишнине асӑннӑ, Муркаш районӗнче те ҫавах-мӗн. Юрий Туринке чӑвашсен йӑли-йӗркине ирттермелли вырӑн тума Шупашкарта ҫӗр уйӑрма ыйтнӑ.
2017 ҫулта Юрий Туринке хуҫалӑхӗнче чӑваш юписен комплексне (сӑнӳкерчӗкре) уҫнӑччӗ.
Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Ҫӗрпӳри полицие 49 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтма пынӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, банкӑн хӑрушсӑрлӑх ӗҫченӗ-мӗн.
Палламан ҫын каланӑ тӑрӑх, ултавҫӑсем ҫак ҫыннӑн кредит карточкинчен 160 пин тенкӗ сӑптӑрма хӑтланаҫҫӗ. Укҫана ҫухатасран банкомата кайса илмелле-мӗн, «управ ячейкине» хумалла имӗш. Ҫӗрпӳ арҫынни ӑна ӗненсе ҫапла тунӑ та, лешӗ каланӑ телефон номерӗ ҫине куҫарнӑ.
Кайран ҫав ҫын тата 55 пин куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ, унтан – 10 пин тенкӗ. Ҫапла майпа арҫын ултавҫа 215 пин тенкӗ куҫарса панӑ, вӗсенчен 205 пинӗ – кредит.
Арҫынна тепӗр кун карточка патне банка пыма хушнӑ. Унта ҫитсен ҫеҫ вӑл ултавҫа аллине лекнине ӑнланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.