Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗрпӳ

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян Чӑваш Ене 12 васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ. Уҫҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.

5 «ГАЗель Next» и 7 «Соболь-Бизнес» автомобильсем ял тӑрӑхӗсенче тата пӗчӗк хуласенче ӗҫлӗҫ. Вӗсене Етӗрнене, Канаша, Патӑрьеле, Ҫӗрпӳне, Ҫӗнӗ Шупашкара тата Шупашкара ярӗҫ.

Машинӑсене Раҫҫей правительствин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн туяннӑ. Кашнин ҫинче реанимаци, интенсивлӑ терапи валли хатӗр-хӗтӗр пур.

 

Чӑваш чӗлхи
anisijaignateva.ru сӑнӳкерчӗкӗ
anisijaignateva.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ чӑваш чӗлхипе, литературипе тата культурипе интернет олимпиада ирттернӗ.

Олимпиадӑна 5-11 классенче вӗренекен 679 ача хутшӑннӑ. «Пӗтӗмӗшле илсен, интернет-олимпиадӑна ҫулсерен Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Елчӗк, Муркаш, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Тӑвай, Сӗнтӗрвӑрри районӗсен шкул ачисем хастар хутшӑнаҫҫӗ», — хыпарланӑ институтра.

Интернет-олимпиадӑн тӗллевӗ — ачасене халӑх культурипе, ӑс-хакӑлпа шухӑш-кӑмӑл пуянлӑхӗпе паллаштарасси, шкул ачисене чӑваш чӗлхипе, литературипе тата культурипе тӗпчев ӗҫне явӑҫтарасси.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрмар районӗнчи нумай ачаллӑ ҫемье ҫурт-йӗр туянмашкӑн 5,2 миллион тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ. Унпа вӗсем Ҫӗрпӳре икӗ хутлӑ ҫурт туяннӑ.

Волковсем 8 ача ӳстереҫҫӗ. Ҫӗрпӳне куҫса килни вӗсен пурнӑҫне ҫӑмӑллатнӑ. Кӗҫӗн ачисем ача пахчине кайнӑ, аслисем халь вӗренӗве чӑрмавсӑр ҫӳреҫҫӗ. Кашни ачан тенӗ пек килте пӳлӗм пур халӗ.

Волковсем 12 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ выльӑх-чӗрлӗхпе аппаланать. Вӗсем ҫывӑхри ҫӗре тара илсе выльӑх-чӗрлӗхпе малалла ӗҫлесшӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83308
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн преподавателӗсем, ӗҫченӗсем тата студенчӗсем районсемпе хуласенче пултаруллӑ ачасене шыраҫҫӗ. Ҫавна май вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле тата Ҫӗрпӳ хулисене, Ҫӗрпӳ районне, Патӑрьеле ҫитнӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча музыка шкулӗн коллективӗпе, акӑ, культура колледжӗн халӑх инструменчӗсен «Крещендо» ансамблӗ тӗл пулнӑ. Пултаруллӑ йыш ачасем валли ятарлӑ музыка программи хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем ачасене культура учрежденийӗ, унта епле специальноҫсене алла илме май пурри ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

 

Республикӑра

Республикӑра ӗнер те вӑйлӑ ҫил алхасма чарӑнмарӗ-ха. Аса илтерер: ӑна пула 18 ял-сала ҫутӑсӑр юлнӑ. Красноармейски районӗнчи Кивӗ Йӗкӗт ялӗнче теплица кӳршисем патне вӗҫсе кайнӑ. Шӑмӑршӑра шыв башни ӳкнӗ.

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳри 1-мӗш интернат шкулӑн тӑррине ҫил сӳнӗ. Юрать-ха, пӗр пайне кӑна. Патӑрьелте вара Мир урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫурт тӑррин пӗр пайӗ хӑйпӑннӑ.

Ҫуртсен тӑррисене тӳрех юсама тытӑннӑ.

 

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Патӑрьелти, Вӑрнарти, Сӗнтӗрвӑрринчи, Ҫӗрпӳри тата Етӗрнери аграри техникумӗсене пӗрлештересшӗн. Ҫапла йышӑну тунӑ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.

Вӗсем пӗр учреждени пулӗҫ, тӗп офисӗ Шупашкарта вырнаҫӗ. Ӗнер вӗренӳ тата ял хуҫалӑх министрӗсем вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисен директорӗсемпе тӗл пулнӑ. Шӑпах ҫавӑнта Сергей Артамонов вице-премьер аграри техникумӗсене пӗрлештересси пирки пӗлтернӗ. Вӗсен ҫумне «Нива» вӗренӳ центрне те хушӗҫ.

 

Вӗренӳ
Н.В. Никольский ячӗллӗ колледж. chpk.rchuv.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Н.В. Никольский ячӗллӗ колледж. chpk.rchuv.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Професси пӗлӗвне паракан патшалӑх организацийӗсенче вӗренекен хӑш-пӗр студента Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне парса тӑрӗҫ.

2022/2023 вӗренӳ ҫулӗнче уйӑхсерен 10-шар пин тенкӗ укҫана ҫаксем тивӗҫнӗ: Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗн техникумӗн 4-мӗш курс студенчӗ Александр Виноградов, Ҫӗмӗрлери политехника техникумӗн тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Александр Огурцов, Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗн виҫҫӗмӗш курс студенчӗ Даниил Поликарпов, Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумӗн тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Григорий Сарбаев, Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн виҫҫӗмӗш курс студенчӗ Лариса Щукина, Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ професси колледжӗн тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Дмитрий Ярабаров.

 

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Ӗнер Ҫӗрпӳ хулинчи станцире пуйӑс ҫунма пуҫланӑ, пӗр вакунра ҫулӑм тухнӑ.

"Мускав - Шупашкар" локомотива 15 вакун кӗнӗ, унта 293 пассажир пулнӑ. Пушара локомотив бригади сӳнтернӗ. Никам та шар курман.

Пушара пула пуйӑс 1 сехет те 17 минут тытӑнса тӑнӑ. Ӑна тепӗр пуйӑс тапранса каймалли вырӑна илсе ҫитернӗ.

Халӗ транспорт прокуратури пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине мӗнле пӑхӑннине тӗрӗслӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81852
 

Вӗренӳ
zivil.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
zivil.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри ача пахчисенче агролабораторисем уҫӑлаҫҫӗ. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Ҫӗрпӳ районӗнчи «Юмах» 6-мӗш ача пахчин 10 ҫулхине уявланӑ чухне палӑртса хӑварнӑ.

Министр воспитательсене, ачасене тата ашшӗ-амӑшне ҫул ҫитменнисен учрежденине уҫнӑранпа 10 ҫул ҫитнипе саламланӑ. Ҫӗнӗлле ӗҫлеме, ачасен пултарулӑхне тата ӑс-хакӑлне аталантарма ача пахчи республика Элтеперӗн грантне – 200 пин тенке – тивӗҫнӗ.

Ял хуҫалӑх министрӗ учрежденире ача-пӑча агролабораторийӗ уҫӑласси пирки пӗлтернӗ. Вӗсенче ачасем пӗчӗкрен тӗрлӗ опыт ирттереҫҫӗ, ӳсентӑран ӳстерме вӗренеҫҫӗ, ҫӗр ҫинче ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ.

Паянхи кун республикӑри ача пахчисенче 9 агролаборатори уҫнӑ, вӗсенчен саккӑрӑшӗ – Шупашкарта, пӗри – Ҫӗрпӳри 4-мӗш ача пахчинче.

 

Республикӑра

Ҫӗрпӳ хулипе Пӑрачкав ялӗ Пӗтӗм Раҫҫейре хулара хӑтлӑх кӗртес енӗпе хатӗрленӗ проектсен конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Ҫапла вӗсем 70-шер миллион тенкӗ ҫӗнсе илнӗ.

Ку укҫапа Ҫӗрпӳре хулан кивӗ пайӗнче вырнаҫнӑ ача пахчине тата ун ҫывӑхӗнчи урамсене хӑтлӑлатӗҫ. Пӑрачкавра вара Коопераци урамне илем кӗртӗҫ. Унта культурӑпа архитектура еткерлӗхӗн объекчӗсем нумай. Вӗсен ку ӗҫсене 2023–2024 ҫулсенче тумалла.

Палӑртмалла: ытти ҫулсенче ку конкурсра Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисем ҫӗнтернӗ. Кӑҫал конкурса 75 регионтан 280 заявка килнӗ. 160 проект ҫӗнтернӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ... 44
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть