Паян, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Шупашкар-Ҫӗрпӳ» 125-мӗш маршурт ҫине вӗр ҫӗнӗ 18 автобус тухнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ саппасра пулӗҫ.
Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви 125-мӗш маршрут валли ҫӗнӗ перевозчика суйланӑ. Ҫӗнтерӳҫи — «АвтоУспех» тулли мар яваплӑ общество. 125-мӗш маршрут ҫинче вӑл 5 ҫул ӗҫлӗ.
Лармалли 17 вырӑнлӑх, пӗтӗмпе вара 22 пассажирлӑх «Газель city» ҫӗнӗ автобуссем кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсене кӗрсе тухма меллӗ. Салонта кондиционер ӗҫлет, автобус ӑҫта ҫитнине пассажирсене цифрӑллӑ маршрутизатор пӗлтерсе пырать.
Шупашкартан Кӳкеҫе турттаракан маршрут ҫинче хальлӗхе ҫӗнӗ перевозчика палӑртман-ха, Софроновпа вара маларах килӗшӗве татнӑ. Асӑннӑ поселока пурӑнакансем автобуссем начар ҫӳрени пирки тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче тӑтӑшах евитлеҫҫӗ. Маршрут ҫинче автобуссем епле ҫӳренине Шупашкар район администрацийӗ кунсерен тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ.
Ҫӗрпӳри ҫӗнӗ ача пахчин пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнчех уҫӑлмалла пулнӑ. Анчах вӑл алӑкӗсене нумаях пулмасть ҫеҫ уҫнӑ.
Ача пахчи "Чечеклӗ хула" ятлӑ. Тӗрӗсрех каласан, вырӑсла - "Цветочный город". Унта 240 ача валли вырӑн пур. ЧР вӗренӳ министрӗ пӗлтернӗ тарӑх, унта 6 уйӑхрисенчен пуҫласа ҫулталӑкри ачасене те ҫӳремелле тӑвасшӑн.
Ача пахчинче агрошкул, мультипликаци студийӗ, ӳнер галерейи, финанс пӗлӗвӗн пӳлӗмӗ те пур. Ҫавӑн пекех хальхи йышши техникӑпа, сӗтел-пуканпа тивӗҫтернӗ.
Сӑмах май, республикӑра тепӗр 4 ача пахчи уҫӑлман: Шупашкарти "Лента", "Благовещенский", "Университет" микрорайонсенче тата Элӗкре.
Чӑваш Енре 64 ҫулти арҫын ҫӑкӑр тип пыра кайнипе чутах вилмен. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗ Сергей Николаев, Ҫӗрпӳри подстанци ӗҫченӗ, ҫӑлса хӑварнӑ.
Ку нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулнӑ. Каҫхине апатланнӑ чухне арҫын ҫӑкӑра пырне лартнӑ. Вӑл ҫавӑнтах сывлӑш ҫитменнипе аптӑрама пуҫланӑ. Тӑванӗсем часрах медпулӑшу чӗннӗ.
Тухтӑрсем ҫитсен пациента тӗрӗсленӗ те пырӗнче темӗн ларнине асӑрханӑ. Сергей Николаев фельдшер ӑна пӗрремӗш медпулӑшу панӑ.
Арҫын ирӗклӗн сывлама пуҫласан ӑна пульницӑна малалла сипленмешкӗн илсе кайнӑ.
Ҫӗрпӳ хулинче хальччен республикӑра пулман культурӑн аталану центрне хута ярасшӑн. Кун пирки культура министрӗ Светлана Каликова ТАСС агентстӑна пӗлтернӗ.
Унта куракансен залӗ пулӗ, ҫавӑнтах кино кӑтартма майсем тӑвӗҫ. Кунсӑр пуҫне ташӑ залӗ, кружоксем ирттермелли пӳлӗмсем вырнаҫӗҫ, кафе пулӗ.
Министр каланӑ тӑрӑх, центр чечек евӗр ларакан корпуссенчен пулӗ. Унччен ку центра "Южный-2" микрорайонта тума палӑртнӑ.
Ҫӗрпӳри ҫӗнӗ йышши аталану центрне хута яма федераци хыснинчен 130 миллион тенкӗ ытла уйӑрӗҫ. Укҫан пӗр пайне республика хыснинчен пӑхса хурӗҫ.
Ҫӗрпӳри юсанмалли 9-мӗш колонире ларакан айӑпланнӑ ҫынсем Раштав уявӗ валли юртан кӳлепесем ӑсталанӑ. Кун пирки Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет.
Чӑннипе, асӑннӑ колонире пултарулӑх конкурсӗ пӗрремӗш ҫул иртмест. Вӑл «Снежная фантазия» ятлӑ. Кӑҫал ӑна Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи канмалли кунсенче ирттернӗ. Айӑпланнӑ ҫынсем кӳлепесене юртан тата пӑртан ӑсталанӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗр юсанмалли 9-мӗш колонире ларакансем юртан Ирӗклӗх статуйине ӑсталаса тӗлӗнтернӗччӗ.
Шупашкарта Сар хӳтӗлев чикки пирки ӳкернӗ чи лайӑх мультфильма суйлаҫҫӗ. Кӗҫех «Уҫӑ хула» порталта ӑна палӑртас тӗллевпе сасӑлав пуҫланӗ.
Конкурса хутшӑнакансен анимаци мультфильмӗсен ачасене ӑнланмалла чӗлхепе пулмалла. Ҫав вӑхӑтрах унӑн шӑпӑрлансене вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑр пурнӑҫпа паллаштармалла.
Суйлав турне Ютубра 65 мультфильм хутшӑннӑ. Шупашкарти 174-мӗш, 162-мӗш, 178-мӗш ача пахчисем хатӗрленӗ ӗҫсене чи нумай пӑхнӑ, вӗсем лайк чылай пухнӑ. Ҫавӑн пекех жюри пайташӗсем тӗп хулари 128-мӗш, 151-мӗш, 164-мӗш, 185-мӗш, 202-мӗш, 204-мӗш ача пахчисене, Ҫӗрпӳри 7-мӗш ача пахчисене палӑртнӑ.
Сасӑлав раштав уйӑхӗн 10-16-мӗшӗсенче пулӗ.
Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти арҫын Ҫӗрпӳре ача пахчи тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Ӗҫре унпа инкек пулнӑ.
Арҫын ача пахчи тӑрринче ӗҫленӗ чухне ӑнсӑртран аялалла ӳкнӗ. Вӑл ҫурӑм шӑммине, аяк пӗрчисене хуҫнӑ. Арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ, унта ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн тин тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Чӑваш Енӗн мӗнпур муниципалитетӗнчи, Тутарстанри тата Ӗрӗнпур облаҫӗнчи 4 ҫултан пуҫласа 10 ҫула ҫитичченхи 320 ача чӑваш тӗррин илемӗпе паллаштаракан «Азбука чувашского костюма» (чӑв. Чӑваш тумӗн азбуки) пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑннӑ. Ӑна «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа курав центрӗ ирттернӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Сӗнтӗрвӑрринчи, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Елчӗк районӗсенчи, Тутарстанри Апастово тата Ҫӗпрел районӗсенчи ачасем лекнӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан Матрена Сергеевна Александрова 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ.
Матрена Сергеевна 1942 ҫулта ҫара кайнӑ, Амур ҫинчи Комсомольск хулинче лекнӗ. Вӑл 596-мӗш батальонра ҫанталӑка сӑнакан пулнӑ. Ҫавӑн пекех чӑваш хӗрарӑмӗ Япони вӑрҫине хутшӑннӑ. Куншӑн ӑна «Японие ҫӗнтернӗшӗн» медальпе чысланӑ.
Киле вӑл 1945 ҫулта сержант званийӗпе таврӑннӑ. Унтан кладовщикре, ял канашӗн секретарӗнче, поварта ӗҫленӗ. Матрена Сергеевна пӗтӗмпе 50 ытла ҫул ӗҫленӗ, 6 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӑл Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнать, 11 мӑнукӗшӗн, вӗсен 14 ачишӗн савӑнать.
Чӑваш Республикин ертӳлӗхӗ пулӑшнипе республикӑри районсенче ҫӗнӗ шкулсем хӑпарӑнаҫҫӗ, ҫӗнӗ ача пахчисем уҫӑлаҫҫӗ, маларах туса лартнӑ шкул умӗнхи тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренӳ организацийӗсенче тӗп юсавсем иртеҫҫӗ. Ҫак ӗҫсен тӗп тӗллевӗ вара — ачасем валли аталану условисене хӑтлӑлатасси, педагогсемшӗн – ачасене вӗрентес тата воспитани парас ӗҫе ҫӑмӑллатасси.
Тӗслӗхрен, «Демографи» нацпроектӑн «Хӗрарӑмсене ӗҫпе тивӗҫтересси — виҫӗ ҫула ҫитичченхи ачасем валли шкул умӗнхи вӗренӳ условийӗсем туса парасси» регион проекчӗ шайӗнче Ҫӗрпӳ хулинче бассейнлӑ 240 вырӑнлӑ ача пахчи хӑпартас ӗҫ малалла пырать.
Объекта хӑпартакан тӗп подрядчик «ПМК-8» ТМЯП шутланать. Проектпа килӗшӳллӗн кунта бассейн, юрӑ-кӗвӗ урокӗсен залӗ, акт тата вӑй-хал культурин залӗсем, кружок занятийӗсем ирттермелли пӳлӗм, компьютер класӗ, медицина кабинечӗ тата административлӑ пӳлӗмсем хута яма палӑртнӑ. Ачасемшӗн канмалли тата аталантармалли мӗн пур условисене туса парӗҫ.
Паянхи кун тӗлне объектра 120 яхӑн ҫын вӑй хурать. 1-мӗш, 2-мӗш тата 3-мӗш хутсенче шалти ӗҫсене тӑваҫҫӗ. Вентиляцине вырнаҫтарас ӗҫ малалла пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.