Мотосезон уҫӑлнӑ май ҫул ҫинче уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла тесе калаҫҫӗ ҫул-йӗр инспекторӗсем. Икӗ урапаллӑ транспорт кирек хӑш самантра та сиксе тухма пултарать. Вӗсемпе ҫул-йӗр инспекторӗсен мотовзвочӗсем ӗҫлемелле. Ҫитменнине, кӑҫалтан мопедистсен тата скутеристсен права пулмалла.
Инкекӗсем халех сиксе тухма ӗлкӗрнӗ иккен. Мопедпа ҫыхӑннӑ инкек ака уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне Раҫҫейре 14 хутчен пулнӑ та иккен. Вӗсен рульне кашнинчех 16 ҫула ҫитмен ҫамрӑксем тытса пынӑ.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗччен скутерпа 14 ҫултанах ҫӳреме ирӗк паратчӗҫ-ха. Кӑҫал вара 16-ран иртсен кӑна руль умне ларма юрать тата, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, кун валли права кирлӗ. Права пурри ҫул ҫинче асар-писер вӗҫтермеллине пӗлтермест.
Кӑҫал РФ Правительстви Раҫҫейри регионсенчи ялсене аталантармашкӑн 9 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Дмитрий Медведев премьер-министр кун тӗлӗшпе ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче хушӑва алӑ пуснӑ.
Чӑваш Ене ҫак укҫаран мӗн чухлӗ лекӗ? Документпа килӗшӳллӗн Чӑваш Республики валли 125 миллион текнӗ уйӑрнӑ. 87 миллион тенкине пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатмашкӑн ярӗҫ. Ҫав шутра — ҫамрӑк ҫемьесемпе ҫамрӑк специалистсем те.
37 миллион тенкӗ Чӑваш Енри ялсенчи социаллӑ тата инженери инфратытӑмне аталантармашкӑн кайӗ. Ку укҫапа шкулсем хӑпартӗҫ — 11,9 миллион тенкӗ, фельдшер пункчӗсемпе пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсен офисӗсене хута ярӗҫ — 3 миллион тенкӗ, ҫурт тумалли лапамсене хатӗрлӗҫ — 22,8 миллион тенкӗ.
Кунсӑр пуҫне федераци правительстви Чӑваш Ене ялта пурӑнакан халӑх пуҫарӑвӗсемшӗн грант памашкӑн 855 пин тенкӗ уйӑрӗ.
Пӑтӑрмахла ку ӗҫ Канаш районӗнчи пӗр ялта пулса иртнӗ. Унти ҫыхӑну уйрӑмне ертсе пыракан 24 ҫулти хӗрарӑм почта уйрӑмӗнче укҫа тухманнине пенси укҫипе саплаштарнӑ. Хӑйӗнпе мар. Ҫамрӑкскерӗн хӑйӗн тухман-ха ун пекки. Пӗр ялта пурӑнакан ватӑн шучӗпе.
«Хӗрхеннипе саплаштарас тенӗ-ши вара лешӗ е тӑванӗ пулман-ши?» — тесе шухӑшлас килӗ те вулаканӑн. Ҫук ҫав. Никам та мар. Ют ҫын кӑна.
Тӗрӗссипе, хайхи ватӑ хӑй пенсине почта уйрӑмӗн пуҫлӑхне тыттарман. Лешӗ хут ҫинче пенси тӳленӗ пек кӑтартнӑ та укҫине паман. 9624 тенке вӑл почтӑра укҫа тухманнине саплаштарма янӑ. Ҫавӑн пек правурланнӑшӑн халӗ хӗрарӑм тыткаларӑшне судра пӑхса тухӗҫ. Ӗҫне пуҫиле майпах пуҫарнӑ. Халӗ ӑна вырӑнти прокуратура суда ҫитернӗ.
Ӗнер Патӑрьел районӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 16 сехетре Аслӑ Чемен ҫывӑхӗнче 15 ҫулти хӗрача виллине тупнӑ. Унӑн кӗлетки ҫинче сурансем пулнӑ. Ку ӑна пусмӑрласа вӗлернине ҫирӗплетет.
Вырӑна РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ӗҫченӗсем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Хӗре Шӑнкӑртамри 19 ҫулти каччӑ вӗлерме пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна ҫийӗнчех тытса чарнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем акан 2-мӗшӗнче хирӗҫсе кайнӑ. Каччӑ хӗре ҫӗҫӗпе кӗлеткинчен темиҫе хут чикнӗ. Кун хыҫҫӑн Шӑнкӑртам каччи хӗр виллине Аслӑ Чемен ҫывӑхӗнчи посадкӑра пытарма шутланӑ. Ҫав вӑхӑтра ҫавӑнтан пӗр водитель иртсе пынӑ. Вӑл курни пирки ҫийӗнчех йӗрке хуралне пӗлтернӗ.
Халӗ следстви пырать. Хӗр виллине тупнӑ вырӑнта сумка, тумтир пулнӑ. Тытса чарнӑ каччӑн тумне те туртса илнӗ. Лару-тӑрӑва уҫӑмлатас тӗлӗшпе суд экспертизи ирттереҫҫӗ.
Тытса чарнӑ каччӑ РФ Конституцийӗнчи 51-мӗш статьяна тӗпе хурса калаҫма хирӗҫ пулнӑ. Ҫак тискер преступленишӗн ӑна 15 ҫуллӑха тӗрмене лартма пултараҫҫӗ.
Паян Шупашкарти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Вӑрнарсен «Туслӑх» ентешлӗхӗ 20 ҫул тултарнине паллӑ турӗҫ. Культура ҫурчӗн пӗр пин ытла йышӑнакан залӗ лӑк тулли пулчӗ — вӑрнарсем хӑйсен уявне хаваспах пухӑнчӗҫ.
Чи малтан халӑх умӗнче Вӑрнар районӗн ентешлӗхӗн гимне юрласа пачӗҫ. Те ларакансем ӑнланмарӗҫ, те кӗвви-сӑмаххи килӗшмерӗ — зал гимна ларсах итлерӗ, ура ҫине тӑрас темерӗ. Малалла вара ентешлӗх ертӳҫисем сӑмах илчӗҫ. Юрать-ха пирӗнтен уйрӑлнӑ ентешӗсене аса илнӗ май зал ура ҫине тӑчӗ. Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмӑри сыпӑксене те, тавах Турра, ура ҫине тӑрсах вуларӗҫ.
Тӗрлӗ тӳре-шарасен хисеп хучӗсемпе парнисене валеҫнӗ хушӑра залри халӑха Вӑрнар районӗнче тухнӑ юрӑҫсемпе артистсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Уйрӑммӑн Нурӑс шкулӗнче вӗренекен ҫамрӑксене асӑнас пулать — вӗсем Нарспипе Сетнере питӗ лайӑх выляса пачӗҫ. Сӑмах май вӑл шкула уявра сахал мар ырларӗҫ — нумай-нумай ҫынна вӑл аслӑ ҫула уҫса панӑ имӗш.
Кӑҫал Литература ҫулталӑкӗ пулнӑран уявра сӑвӑсем те сахал мар янрарӗҫ. Кунта Николай Ҫавала, Валерий Кошкина тата ыттисене асӑнас пулать.
Шупашкарти Ефремов купса бульварӗнчи архитектура палӑкне вандалсем сиен кӳни пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Унтанпа темиҫе кун кӑна иртрӗ. Палӑка тирпей кӳчӗҫ, сӑрӑсене тасатрӗҫ.
Анчах вандалсем ҫырлахмарӗҫ курӑнать. Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче бульварти «Хӗвел, Юрату, Ырӑлӑх, Телей чулӗ — Таганаит» палӑка каллех илемсӗрлетнӗ.
Вандалсем хальхинче те палӑка ҫутӑ кӑвак тата сарӑ тӗссемпе сӑрланӑ. Унта йӗрке хулалҫисем ҫитсе ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатма тӑрӑшаҫҫӗ.
Шупашкарта (тӗрӗссипе, унта кӑнма мар) вандализм сарӑлни куҫкӗрет. Аса илтермешкӗн: пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Текстильщиксен урамӗнчи Ленин палӑкӗ темпе айӑпа кӗнӗ. Унӑн постаменчӗ ҫине Украина ялавне ӳкернӗччӗ. Ҫак ӗҫшӗн ҫамрӑк каччӑна 1 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Чӑваш наци конгресӗ республикӑн Культура министерстви тата Чӑваш эстрада артисчӗсен пӗрлешӗвӗ пулӑшнипе ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗтӗм чӑвашсен вунулттӑмӗш хут иртекен «Кӗмӗл cacӑ» фестиваль-конкурсне пӗтемлетни пирки конгрессӑн пресс-служби хыпарлать.
Ҫак кунсенче йӗркелӳ комитечӗ положение ҫирӗплетнӗ, унта улшӑнусем кӑштах кӗртнӗ. Ытти ҫул конкурса вунултӑ ҫултан пуҫласа вӑтӑр пиллӗк таранчченхи яш-кӗpӗмпе хӗр-упраҫ хутшӑнма пултарнӑ пулсан, кӑҫал вунпилӗк ҫултан аслӑраххисен те «Кӗмӗл сасса» лекме май пур.
Пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл cacӑ» фестивальне регионсен, районсемпе хуласен, республикӑсен «Кӗмӗл cacӑ» конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисем хутшӑнмалла.
Вӗсен эстрада тата хальхи майлӑ илемлетнӗ халӑх юррине хатӗрлемелле. Фестивале хутшӑнас кӑмӑллисен ака уйӑхӗн 20-мӗшӗччен Чӑваш наци конгресне хыпарламалла. Пӗтӗмӗшле положение ЧНК ӗҫ тӑвакан комитечӗ вырӑнсене ярса napӗ.
Пӗлтӗр ҫak конкурса xaмӑp республикӑран, Пушкӑрт, Тутар республикисенчен, Ӗренпур, Capӑту, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен nypӗ 37 ҫaмpӑk хутшӑннӑ.
Шупашкар районӗнчи ҫул ҫинчи пысӑк инкек пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, инкек пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулнӑ. Следстви шучӗпе, «Шкода-Октавия» атвомашинӑн 18 ҫулти водителӗ пӗр машинӑпа тепӗр машина хушшинчи инҫӗше тытса пыманнине пула хӑй умӗнче пыракан МАН автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Фура хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайнӑ та унпа «Пежо» пӗчӗк автобус, груз турттармалли «ГАЗель» тата ВАЗ-21099 автомашина пырса ҫапӑннӑ. Ҫынсене турттаракан пӗчӗк автобусра 19 ҫын пулнӑ. Пассажирсенчен чылайӑшӗ машина хыпса иличчен тухса тарнӑ. Водительпе икӗ пассажир хӗсӗнсе ларнине пула кабинӑрах чӗрӗлле ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм хыпса илнӗ тӑваттӑмӗш ҫын салонтан тухма хал ҫитернӗ, анчах васкавлӑ пулӑшу кӳрекен машина ҫитиччен вӑл вилсе кайнӑ. Инкекре 15 ҫын суранланнӑ. Паян пульницӑра 12-ӗн выртаҫҫӗ, вӗсенчен 8-шӗ — реанимацире.
Инкек пирки «ҫул-йӗр правилине пӑснине пула асӑрханмасӑр икӗ е ытларах ҫынна вӗлернӗ» текен статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Айӑплӑ тесе шухӑшлакан «Шкода-Октавия» автомашина водительне тӗпчевҫӗсем ыйтса пӗлме чӗннӗ.
Чӑваш Енре чӗлӗм туртакансем сахалланнӑ. Ҫакна халӑхра ыйтӑм ирттерсе палӑртнӑ иккен. Унта 15 ҫултан иртнӗ арҫынсемпе хӗрарӑмсене хутшӑнтарнӑ. Пӗтӗмпе 1,5 пин ыйтӑм ирттернӗ май ҫынсене чӗлӗм туртассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене хуравлама ыйтнӑ.
Ыйтӑма хутшӑннисенчен 22,1 проценчӗ пирус мӑкӑрлантарнине йышӑннӑ. Ку вӑл 2011 ҫулта ҫапла тесе хуравланинчен 5,2 процент сахалтарах. Ыйтӑма хутшӑннисенчен туртатӑп тесе хуравланисенчен 40,9 проценчӗ арҫынсем иккен, 7,1 проценчӗ — хӗрарӑмсем. 2011 ҫулта ирттернӗ ыйтӑма хутшӑннисенчен ҫак кӑтартусем 5,7 тата 2,1 процент сахалтарах-мӗн. Ӗҫре туртакансем пуррипе асапланакансен йышӗ те сахалланнӑ пулать.
Чӗлӗм мӑкӑрлантаракансем 25 ҫултан пуҫласа 44 ҫула ҫитичченхисем хушшинче нумайрах. Туртакансене илсен, ҫав ҫултисем хушшинче вӗсен тӳпи — 26,6 процент. Ҫынсем вӑтамран 16,5 ҫулта чухне пуҫласа туртса пӑхаҫҫӗ. Арҫынсем хӗрарӑмсенчен иртерех туртма пуҫлаҫҫӗ иккен. Этемлӗхӗн черчен ҫуррийӗ 18 ҫула ҫитсен пирус енне туртӑнать, каччӑсем 16-рах ҫав «ҫимӗҫе астивеҫҫӗ» иккен.
Ҫынсем культура палӑкӗсене сыхлама, хаклама пӗлменни нумайӑшне тарӑхтарать. Мӗн ҫӗнни, лайаххи пур — аркатмалла, ҫӗмӗрмелле, сӑнсӑрлатмалла. Нумай пулмасть Иван Яковлев проспектӗнчи ҫӗр айӗн каҫмали вырӑна та такамсем ӳкерсе пӗтерни пирки хыпраланӑччӗ.
Ҫак кунсенче Шупашкарта каллех вандалсен ӗҫӗ ҫынсен кӑмӑлне пусарнӑ. Хальхинче вӗсем Ефремов купса бульварӗнче алхаснӑ. Ку пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ.
Ҫав кун ирхине «Ирӗклӗ сӑмах» вулаканӗ Ефремов купса бульварӗнчи чула такамсем сӑрӑпа илемсӗрлетнине курнӑ.
Ӑна туристсем питӗ юратаҫҫӗ, унта сӑн та ӳкерӗнеҫҫӗ. «Хӗвел, Юрату, Ырӑлӑх тата Телей чулӗ — Таганаит» ятлӑ ҫав чул. Шупашкара ӑна Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров парнеленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.