Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫамрӑксем

Кӳршӗре

Хусанти «Волга» (чӑв. Атӑл) ҫамрӑксен центрӗнче авӑнӑн 5-мӗшпе 9-мӗшӗсенче Тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 1-мӗш фестивалӗ иртнӗ. Чӑвашсемпе тутарсемсӗр, пушкӑртсемпе карачайсемсӗр пуҫне унта ют ҫӗршывсенчен те пуҫтарӑннӑ — Кӑркӑстанран, Казахстанран, Узбекистанран, Азербайджанран, Турцирен. Ҫавӑн пекех ҫамрӑксем Екатеринбургран, Перӗмрен, Сарӑтуран, Чӗмпӗртен килсе ҫитнӗ.

Фестиваль хӑйен тӗллевӗсем шутне тӗрӗк ҫамрӑкӗсене политика, ӑслӑлӑх, культура, вӗренӳ шайӗнче пӑтӗҫтерессине лартнӑ. Ҫавӑн пекех унта пур тӗрӗк ҫамрӑкӗсем умӗнче те тӑракан ыйтусене сӳтсе явнӑ. Фестивальте ҫавра сӗтелсем, тӗлпулусем иртнӗ.

Чӑвашран фестивале чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ, наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» обществи, ЧНК ҫумӗнчи ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӳ кайнӑ.

 

Вӗренӳ

Чӑваш Енри аслӑ шкулсенче вӗренме кӗмелли тапхӑр вӗҫленнӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Крым ҫамрӑкӗсем республикӑри аслӑ шкула вӗренме кӗме кӑмӑл туман.

Крымри яш-хӗре вӗренмешкӗн И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра 5 квота уйӑрнӑ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра — 10. Вӗсенчен пӗри те кирлӗ пулман-мӗн.

Унччен вара Крымра пурӑнакан, Украинӑри аслӑ шкулсенче вӗренекен 1,3 пин ытла студент Раҫҫейри аслӑ шкула куҫарма ыйтса ҫырнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, Севастопольте ҫуралнӑ 280 яш-хӗр, Крымра пурӑнакан 1000 яхӑн студент ҫакнашкал ыйту ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/72484
 

Республикӑра

Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов тата Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин пай пуҫлӑхӗ Инесса Ядранская айӑплава ирттерекен ачасем патне паян тӗрлӗ парне ӑсатнӑ. Кун пирки ачасен хӳтӗлевҫин аппарачӗ хыпарлать.

Пушкӑртстанри Стерлӗ (Стерлитамак) хулинче вырнаҫнӑ арҫын ачасемпе яшсен юсанмалли учрежденийӗнче пирӗн республикӑри 42 ача айӑплав ирттерет иккен. Пӗчӗкле йӑнӑш ҫул тӑнӑ мӑнтарӑнсем тӑван ҫӗршӗн тата ҫемьешӗн тунсӑхлаҫҫӗ тесе хыпарлать Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй аппарачӗ. Ҫурлан 14-мӗшӗнче колонире спартакиада иртмелле-мӗн те, ҫавӑнта кирлӗ пулать тесе ачасем валли футбол тата волейбол мечӗкӗсем, чӑваш наци символикиллӗ футболкӑсем ӑсатнӑ.

 

Статистика

Кӑҫалхи ака–утӑ уйӑхӗсенче Чӑваш Енри 1935 каччӑна ҫара ӑсатнӑ. Республикӑн ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин пӗлтернӗ тӑрӑх, призыв комиссине пурӗ 7434 ҫынна йыхравланӑ. Чӗннисенчен ҫар комиссариачӗсене пыманнисем те пулнӑ. Юлашкинчен асӑннисен хисепӗ — 0,7 процент.

Хӗсмете ҫурхи призывра ӑсатнисенчен чӗрӗк проценчӗ (495 каччӑ) — аслӑ пӗлӳллӗ, 18,9 проценчӗ РОСТОн вӗренӳ организацийӗсенче ҫарпа учетпа специальноҫӗсене тата пуҫламӑш професси пӗлӗвне илнӗскерсем пулнӑ.

Республикӑн тӗп ҫар комиссарӗн шучӗпе спорт инфраструктурине аван йӗркеленине кура сывӑ каччӑсен йышӗ ӳсет. Тата вӑл ҫара каяс кӑмӑллисен хисепӗ нумайланнине те пӗлтернӗ.

 

Хулара

Ҫӗркаҫ Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хутлӑ ҫурт ҫивитти ҫинче 15 ҫулхи яш виллине тупнӑ. Ҫамрӑк ҫав ҫуртра пурӑннӑ иккен. Вӑл хӑй вилӗмӗпех пурнӑҫран уйрӑлнӑ-и е ӑна такам вӗлернӗ-и — хальлӗхе пӗлтермен.

Вилӗ яш урӑ пулман текен хыпар пур. Ҫурт ҫивитти ҫинче вилнӗскер ҫул ҫитменнисен ӗҫӗпе ӗҫлекен территоринчи пайра шутра тӑнӑ иккен.

Ҫамрӑк ҫыннӑн вилӗм сӑлтавне палӑртассипе халӗ тӗпчевҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/72334
 

Политика

Ҫурлан 10–20-мӗшӗсенче Крым федераци округӗнче (Севастополь хули, Кача поселокӗ) пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен «Таврида — 2014» слечӗ иртет. Унӑн йӗркелӳҫи — «Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ», ҫамрӑксен ӗҫӗсемпе ӗҫлекен федераци агентстви, «Раҫҫей тӗрекӗ» общество организацийӗ.

Слета Чӑваш Енри делегаци те хутшӑнать. 7 ҫамрӑк И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, Шупашкарти коопераци институчӗн чысне хӳтӗлӗҫ. Слет «Услам тӑвасси», «Медиа», «Ҫамрӑксен общество юхӑмӗ», «Ҫамрӑксен хӑйтытӑмлӑхӗ», «Патриотлӑх юхӑмӗ», «Пӗтӗм тӗнчипе килӗштерсе ӗҫлесси» енсемпе иртӗ.

Яш-хӗр экспертсене хӑйсен проекчӗсемпе паллаштарӗ. Канашлури кашни кун пӗр-пӗр темӑпа, Раҫҫей историйӗпе ҫыхӑннӑскерпе, иртӗ. Пушӑ вӑхӑтра та тунсӑхлама май пулмӗ. Слета паллӑ артистсем килӗҫ. Унтах «вырӑс хули» истори реконструкцийе ӗҫлӗ. Канашлӑва килнисем тӗрлӗ ӑсталӑх класӗсене хутшӑнма пултарӗҫ.

Асаилтеретпӗр, Крым Раҫҫее кӑҫал пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче иртнӗ референдум хыҫҫӑн куҫрӗ. Ун пӗтӗмлетӗвӗпе пӗр 20 яхӑн патшалӑх кӑна килӗшнӗ, ыттисем йышӑнман. Крым Раҫҫейӗн пулнине кӑтартса парас тесе влаҫрисем халь ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеҫҫӗ — ҫав шутра тӗрлӗ мероприятисем те ирттереҫҫӗ.

Малалла...

 

Раҫҫейре

«Селигер — 2014» ҫамрӑксен канашлӑвӗпе килӗшӳллӗн конкурс иртнӗ. Унта «Селигерӑн» Мистерӗпе Мисне палӑртнӑ.

Жюрире тӗрлӗ эксперт пулнӑ. Вӑл йышра — кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсен хушшинчи тӗнче мисӗ Ксения Безуглова, LG компанин обществӑпа ӗҫлекен директорӗ Татьяна Шахнес.

Конкурса хутшӑнакансенчен кашниех хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма, хӑйне ҫӑлтӑр пек туйма пултарнӑ. Тупӑшу икӗ тапхӑрпа иртнӗ: хӑйсемпе паллаштарни тата пултарулӑх конкурсӗ.

Конкурса И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн радиоэлектроникӑпа автоматика факультечӗн студенчӗ Роман Картинов та хутшӑннӑ. Вӑл битбоксра палӑрнӑ. Роман «Креатив» Мистер» номинацире ҫӗнтернӗ. Ӑна куншӑн LG компани портативлӑ пичетҫӗпе (принтерпа) чысланӑ.

«Селигер — 2014» Мистер ятне вара Дзержинск хулинчи Станислав Бурлаков тивӗҫнӗ. Вӑл интервьюра Роман Картиновӑн пултарулӑхӗ килӗшнине палӑртнӑ.

 

Ӑслӑлӑх

Японири 16-ри ача тӗлӗнмелле япала шухӑшласа кӑларнӑ. Вӑл пулӑшнипе калаҫайман тата илтмен ҫынсем ыттисемпе хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Ҫамрӑк ӑсчах ҫак япалана Talk ят панӑ. Ӑна вӑл GoogleScienceFair куравра хӑтланӑ. Коммуникатор ҫыннӑн сывланине тишкерет, ҫакӑнпа усӑ курса сӑмахсем тӑвать. Ҫапла майпа вӑл илтмен ҫынсене ыттисемпе хӑйсен чӗлхипе калаҫма май парать.

Хальлӗхе Talk концепт кӑна-ха. Анчах унӑн пуласлӑхӗ пысӑк. Хӑш-пӗр пӑтӑрмах Морзе азбукине пула сиксе тухать-мӗн. Коммуникатор вара ҫак азбука ҫине таянса ӗҫлет. Хальлӗхе вӑл Морзе азбукине 70% ҫеҫ ӑнланать.

Google ертӳлӗхӗ аппаратӑн пуласлӑхӗ пысӑккине палӑртать. Анчах малтанлӑха проекта вӗҫне ҫити туса ҫитермелле. Аппарата ҫын сывлавне мар, тута хускалнине ӑнланма вӗрентесшӗн. Ҫак тӗллевсене пурнӑҫласан темиҫе ҫултан Talk лавкка сентрисем ҫинче выртӗ. Унӑн хакӗ 100 доллартан ытларах пулмассине палӑртаҫҫӗ.

 

Сывлӑх

Республикӑри районсенче, ялсенче тухтӑрсем ҫитменни темиҫе ҫул каялла питӗ ҫивӗч ыйтуччӗ. 2011 ҫулта «Земство тухтӑрӗ» программа ӗҫлеме пуҫласан лару-тӑру лайӑх енне улшӑнма тытӑнчӗ. Унтанпа ҫулсерен ҫамрӑк тухтӑрсем, 35 ҫула ҫитменнисем, районсенчи, ялсенчи пульницӑсене ӗҫлеме каяҫҫӗ.

Кӑҫал ав ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 7 ҫамрӑк тухтӑр миллионер пулса тӑнӑ. Вӗсем халӗ районсенчи пульницӑсенче ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче — 2 стоматолог, 2 терапевт, фтизиатр тата ортопед травматолог. Ҫамрӑк ҫав тухтӑрсем Шупашкар, Елчӗк, Красноармейски, Канаш районӗсенче ӗҫлеҫҫӗ.

Сӑмах май, программа ӗҫлеме пуҫланӑранпа Чӑваш Енре 193 ҫамрӑк специалист 1 миллион тенкӗ илнӗ.

 

Статистика

Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри халӑх йышӗ 1 миллион та 240 пин ҫынпа танлашнӑ. Ку вӑл 2011 ҫулхинчен 10 пин те 534 ҫын, е 0,8 процент, чакнине пӗлтерет.

Ялта пурӑнакансен шучӗ ҫулталӑкра 6 пин ҫын (1,2 процент) сахалланнӑ, хуларисен 2,6 пин (0,3 процент) нумайланнӑ. Халӑхӑн йышӗнче хула ҫыннисем 60,2 процент йышӑнаҫҫӗ, ялтисем — 39,8 процент.

Юлашки вӑхӑтра ачасем ҫураласси йышланнӑ. 2013 ҫулта 2011-мӗшӗнчинчен 1 186 пепке ытларах кун ҫути курнӑ: пӗлтӗр 17 пин 351 ача ҫуралнӑ. Ҫураласлӑх коэффициенчӗ 8,5 процент хушӑннӑ. Ялта хуларинчен яланхиллех нумайрах ҫуратаҫҫӗ.

Пӗлтӗр халӑх шучӗ Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Улатӑр, Етӗрне, Патӑрьел, Ҫӗмӗрле районӗсенче уйрӑмах чакнӑ. Вӗсенче йыш 3 процентран пуҫласа 2,2 процент таран катӑлнӑ. Шупашкар, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисемпе Шупашкар районӗнче халӑх шучӗ йышланнӑ.

Ӗҫлеме пултарайманнисем яллӑ вырӑнта хуларинчен 1,3 процент нумайрах.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 98, 99, 100, 101, 102, 103, 104, 105, 106, 107, [108], 109, 110, 111, 112
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын