Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк

Утӑ уйӑхӗнче мӗнле ҫанталӑк пулӗ? Синоптиксем мӗн пӗлтереҫҫӗ? Шӑрӑх ҫанталӑк уйӑхӑн пӗрремӗш ҫурричченех тӑрӗ. Унтан кӑштах сивӗтӗ, анчах шӑрӑх кунсем те пулӗҫ.

Уйӑх варриччен ҫумӑр ытлах ҫумӗ. Утӑ уйӑхӗн 19-21-мӗшӗсенче ҫумӑр нумай ҫумалла.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑваттӑмӗш ҫул ӗнтӗ ҫӗртме уйӑхӗнче нӳрӗк сахал пулнӑ. Шупашкарта, тӗслӗхрен, 27 мм нӳрӗк (норма – 42) пулнӑ. Канаш тӑрӑхӗнче вара ҫумӑр самаях ҫунӑ – нормӑран ытларах.

 

Ҫутҫанталӑк

Ку эрнере кӑнтӑрласерен 30 градус ытла шӑрӑх пулӗ. Ҫӗрлесерен те термометр 20 градус кӑтартӗ. Ҫил тӳлек вӗрӗ.

Утӑн уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче 1959 ҫултанпа тӑракан рекорд ҫӗнелме пултарӗ: 32,5 градус кӑтартӗ. Кӗҫнерникунран пуҫалса шӑматкунччен ҫумӑр ҫукалама пултарать. Вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Анчах ку та шӑрӑхран ҫӑлаймӗ – пӑчӑлантарӗ кӑна.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуллахи шӑрӑх уйӑх варриччен, тен, ытларах та, тӑма пултарӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян ҫанталӑк сивӗ пулчӗ, климат норминчен сахалрах. Синоптиксем кун пек ҫанталӑк эрнекунччен тӑрассине пӗлтереҫҫӗ. Кӑнтӑрласерен - 20, ҫӗрлесерен 10 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрӗ, хӑш чухне - ҫеккунтра 15 метр хӑвӑртлӑхпа.

Чи сивви кӗҫнерникун пулӗ: ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрнекун та ҫумӑр ҫукалӗ.

Канмалли кунсенче ӑшӑтма тытӑнӗ, уяртӗ, 22-24 градус ӑшӑ пулӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуллахи ӑшӑ ҫанталӑк утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче таврӑнӗ.

 

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Асӑрханӑр: ыран республикӑра ҫил вӑйланать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑрушлӑхӑн «сарӑ» шайӗ пулӗ.

Ыран ҫил ҫеккунтра 15-16 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫавна май хӑш-пӗр тытӑмра ӗҫ йӗркерен тухма пултарӗ. Йывӑҫсем, хавшак конструкцисем ӳкес хӑрушлӑх та пур. Ҫул ҫинче авариллӗ лару-тӑру та сиксе тухма пултарать.

 

Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян 14 сехет те 40 минутра Атӑлӑн сулахай енче ҫил вӑйланнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Вӑйлӑ ҫиле пула пляжри йывӑҫран ӑсталанӑ сунчӑксем тӳннӗ. Пӗтӗмпе иккӗ ӳкнӗ. Пӗринче ача та пулнӑ. Вӑл суранланнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна ӑсатнӑ.

Хӑшӗ-пӗри ҫавра ҫиле асӑрханӑ. Вӑл 15 метр ҫӳллӗш пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/97529
 

Ҫутҫанталӑк

Ҫулла пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре сивӗ пӗр кун та пулманччӗ-ха. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче ҫанталӑк сивӗтет, шӑрӑх пирӗн пата халех таврӑнмӗ.

Паян, канмалли кунсенче 22-24 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫӗрлесерен 9-14 градус пулӗ. Ҫил кӑштах вӑйланӗ.

Республика кунӗнче ҫумӑр ҫукалӗ. Кун хыҫҫӑн тата сивӗтӗ. Ҫитес эрнере ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ, кӑнтӑрла – 20, ҫӗрле 10 градус сивӗ тӑрӗ. Ку – ҫу уйӑхӗ вӗҫӗнчи ҫанталӑк евӗр.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, сивӗрех типӗ ҫанталӑк икӗ эрнене яхӑн пулӗ.

 

Республикӑра
"На связи" сайтӗнчи сӑн
"На связи" сайтӗнчи сӑн

Ӗнер каҫхине Атӑл леш енчи Ҫурҫӗр поселокӗнче аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ, ҫил вӑйланнӑ. Хӑш-пӗр ҫурт тӑрри сиенленнӗ. Шупашкар пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Доброхотов унта каҫхинех килсе ҫитнӗ.

Поселокра 16 ҫурт тӑррин шиферӗ сиенленнӗ, электричество ҫук. Авариллӗ бригада паян ирхинех пралук ӑҫтан татӑлнине шырама тытӑннӑ, юсав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ.

«Атӑл» управляющи компанийӗ Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗн специалисчӗсемпе пӗрле пур ҫурта та тӗрӗслесе тухӗҫ, дефект ведомоҫӗсем хатӗрлӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/dobrohotov/272
 

Ҫутҫанталӑк

Ку таранччен ҫӗртме уйӑхӗн шӑрӑх тӑчӗ – нормӑран 5 градус ӑшӑрах. Малта – сивӗрех кунсем.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян-ыран шӑрах пулӗ, 30 градус таранах. Юнкун кӑштах сивӗтӗ. Кӗҫнерникун каллех ӑшӑтӗ, хӗвел тухӗ. Эрнекун вара сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче те ҫумӑр ҫукалӗ. Кӑнтӑрласерен 18-23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле -10-15 градус.

Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, сивӗрех ҫанталӑк пирӗн патра уйӑх вӗҫӗччен тӑрӗ.

 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Паян водительсене машинисене йывӑҫ айне лартма сӗнмеҫҫӗ. Мӗншӗн? Синоптиксем пӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пуррине асӑрхаттараҫҫӗ.

Паян вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр пулма, 4-6 сантиметр тӑршшӗ пӑр ҫума, ҫил ҫеккунтра 25-30 метрн таран хӑвӑртланма пултарать. Ҫакӑ йӑлтах каҫ енне пулас хӑрушлӑх пур.

Паллах, ку прогноз – ҫирӗплетсе калани мар. Ҫапах асӑрхануллӑ пулни пӑсмастех.

 

Республикӑра
sport24.ru сайтри сӑн
sport24.ru сайтри сӑн

Синоптиксем паян-ыран республикӑра питӗ шӑрӑх ҫанталӑк пулассине систереҫҫӗ. Кӗҫнерникун тата эрнекун термометр 34 градус таранах ӑшӑ кӑтартӗ.

Шӑрӑхра ҫутӑ тум тӑхӑнма, эрех-сӑра ӗҫесрен, ытлашши ӗҫлесрен пӑрӑнма сӗнеҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех республикӑра пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк.

 

Страницӑсем: 1 ... 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, [19], 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, ... 40
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кӑштах хӑвартлӑха чакарса пӗччен пулас, тӗллевсем пирки шутлас килӗ. Шлати сасса итлесе тӗрӗс йышӑну тӑвӑр — кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр. Пулӑмсене ан васкатӑр — кашнин хайӗн вӑхӑчӗ.

Пуш, 28

1915
111
Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1983
43
Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын