Кӑҫал шухӑшласа кӑларнӑ тата Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗртнӗ сӑрӑ ҫурт-йӗре сивӗтес ӗҫри лару-тӑрӑва улӑштарма тата ҫанталӑк улшӑннипе кӗрешес ӗҫре пулӑшма пултарать.
Сӑрӑ хӗвел пайӑркин 98,1% сирсе яма пултарать. Унпа усӑ курса сӑрланӑ лаптӑк сийӗ ҫавна пула тавралӑхри температурӑпа танлаштарсан сивӗлӗхе ытларах упраса хӑварать.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫак сӑрӑпа сӑрланӑ 93 тӑваткал метр лаптӑк тӑрриллӗ ҫурт температури, енчен те ӑна сивӗтес тесе 10кВт хӑватлӑ хатӗрпе усӑ курма тивнӗ пулсан, пӗрешкелех пулнӑ. Чылай ҫуртсенче усӑ куракан кондиционерсемпе танлаштарас пулсан ку тухӑҫлӑрах пулса тухать.
Сӑрӑра бари сульфачӗпе (хут тата косметика туса кӑларас ӗҫре усӑ куракан япала) усӑ курнӑ.
Ушкӑн ертӳҫи Сюлин Жуань (Пердью университечӗ; АПШ, Индиана штачӗ) каласа панӑ тӑрӑх, ҫак чи шурӑ сӑрӑпа сӑрланӑ материал, кӑнтӑрлахи хӗвел айӗнче выртаканскер, тавралӑхри температурӑран 4,4 °C таран сивӗрех.
Жуань палӑртнӑ тӑрӑх, ахаль кондиционерсем хӑйсен ӗҫне тума энерги ыйтаҫҫӗ, ҫавна май топливо ҫунтарма тивет, тата вӗсем ҫуртри ӑшша ҫуртран тулалла кӑлараҫҫӗ, ҫапла май парникла пулӑма вӑйлӑлатаҫҫӗ ҫеҫ.
ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерстви паян республикӑра хӑрушсӑрлӑхӑн «хӗрлӗ сарӑ» шайӗ пулнине пӗлтернӗ. Ҫанталӑк чӑнах та лайӑхах мар пулчӗ, ҫумӑр ҫунӑ чухне ҫил самай вӑйланчӗ.
Шупашкарта вӑйлӑ ҫил йывӑҫсене ӳкернӗ, пралуксене татнӑ. Кун пек хыпарсене «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗсем пӗлтернӗ.
Уруков урамӗнче йывӑҫсем ӳкнӗ, палуксем татӑлнӑ. 11-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче йывӑҫ персе анса машинӑна лекнӗ. Ҫавӑн пекех унта электричество кабелӗ татӑлнӑ.
Чӑваш Енре ҫак кунсенче шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать. Термометрсем паян пирӗн тӑрӑхра 30 градус ӑшӑ кӑтартӗҫ. Улшӑнса тӑракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулнӑран шӑрӑха ытлашши туймӑпӑр. Ыран, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ҫанталӑк улшӑнӗ.
Чылай вӑхӑт шӑрӑх тӑнӑ хыҫҫӑн вӑйлӑ ҫумӑр ҫума, аслати авӑтма, вӑйлӑ ҫил вӗрме пултарӗ.
Ҫитес эрнере пирӗн тӑрӑхра сулхӑнрах ҫанталӑк тӑрӗ. Кӑнтӑрла сывлӑш температури 20-25 градус пулӗ. Ҫитес канмалли кунсенче кӗске вӑхӑтлӑха каллех шӑрӑх килӗ. Синоптиксем ун чухне 30 градус ӑшӑ пулассине систереҫҫӗ.
Виҫӗмкун Чӑваш Енре ҫуллахи чи шӑрах кун пулнӑ. Сывлӑш температури 35,2 градуса ҫитнӗ. Унашкалли 2010 ҫултанпа пулман.
Ҫав кунах шӑрӑха пула тачка пӗлӗтсем капланнӑ, аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ, ҫил вӑйланнӑ. Паян вара питӗ лайӑх ҫанталӑк: уҫӑ ҫил пур, 20-25 градус ӑшӑ. Ҫӗрле вара 10 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Эрнекун каҫхине тата ҫӗрле каллех ҫумӑр ҫӑвӗ.
Канмалли кунсенче каллех шӑрӑх ҫитӗ: сулхӑнра та 28-33 градус пулӗ. Ытларикун каллех ҫумӑр вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫӑвӗ. Кун хыҫҫӑн эрне тӑршшӗпех 25-30 градус шӑрӑх тӑрӗ. Ахӑртнех, ку ҫуллахи юлашки шӑрӑх пулӗ. Ҫурлан иккӗмӗш ҫурри ҫумӑрлӑ тата сивӗрех килмелле.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, республикӑра кӑнтӑрлаччен ҫумӑр ҫурӗ. Шупашкарта урамсене шыв илнӗ. Сӑнӳкерчӗксене, видеосенче ҫынсем тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.
Урамсем Венецири урамсене аса илтернӗ, шӑв шӑнкӑртатса юхнӑ. Тӗп хулари Суту-илӳпе курав центрӗн чи аялти, путвалти, хутне шыв кӗнӗ. Урамри ливневка ҫавӑн чухлӗ шыв ҫӑтса ӗлкӗреймен – суту-илӳ центрне те лекнӗ.
«Мадагаскар» суту-илӳ центрӗ патӗнче те урам юханшыва ҫаврӑннӑ.
Ку эрнере тинех ҫанталӑк сивӗтет, шӑрӑх каять. Паянхи пек ҫанталӑк ыран ҫеҫ тӑрӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ.
Кӗҫнерникунпа эрнекун каллех вӑйлӑ ҫумӑр ҫӑвӗ. Хӑш-пӗр районта пӗр тӑваткал метр ҫине 60 литр шыв лекӗ. Эрнекун 14-16 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ.
Вырсарникун каҫхине чи сивӗ ҫанталӑк пулӗ. Ҫитес эрнере каллех шӑрӑх таврӑнӗ, ҫил лӑпланӗ, ҫумӑр ҫумӗ.
Мускавпа Раҫҫейӗн Тӗп пайне утӑ уйӑхӗнче типӗ ҫанталӑк кӗтме пултарать. Кун пирки «Фобос» ҫанталӑк центрӗн ертсе пыракан ӗҫтешӗ Евгений Тишковец каласа панӑ. Типӗ ҫанталӑк тӑнине пула утӑ уйӑхӗнче ҫумӑрӑн уйӑхри норминчен 30% ҫеҫ ҫума пултарӗ.
Раҫҫейӗн тӗп пайӗнче утӑ уйӑхӗнче 94 мм ҫумӑр ҫумалла, кӑҫал вара, тип ҫанталӑка пула, 20-30% ҫеҫ ҫӑвӗ, ҫурҫӗр-анӑҫ пайне илес пулсан вара — унта уйӑх пачах та ҫумӑрсӑр иртме пултарӗ.
Евгений Тишковец пӗлтернӗ тӑрӑх утӑ уйӑхӗнче ҫакнашкал ҫанталӑк 1972 ҫулта (ун чухне 16 мм ҫунӑ), 1992 ҫулта (23,3 мм), 1997 ҫулта (6 мм), 2002 ҫулта (23,8 мм), 2010 ҫулта (12 мм) тата 2014 ҫулта (4 мм) пулса иртнӗ.
Утӑ уйӑхӗнче уяр кунсен шучӗ вӑтам кӑтартуран пысӑкрах, сывлӑш температури те вӑтамминчен 0,5-1 градус ӑшӑрах пулӗ.
Шӑрӑх ҫанталӑка та чӑтма йывӑр. Хӑҫан кӑштах уҫӑлтарӗ? Синоптиксем мӗн калаҫҫӗ?
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-28-мӗшӗсенче Чӑваш Енре питӗ шӑрӑх ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫавӑнпа ҫынсене хӗвел ҫине ытлах тухма сӗнмеҫҫӗ. Ытларикун, ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче сывлӑш 35-37 градус таран ӑшӑнӗ. Кун хыҫҫӑн тин республикӑра кӑштах уҫӑлтарма тытӑнӗ, ҫумӑр та ҫӑвӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫумӑр ҫӑвӗ. Кун хыҫҫӑн сивӗтӗ. Ҫитес эрнери канмалли кунсенче 20-25 грудас ҫеҫ ӑшӑ пулӗ.
Ҫанталӑк сивӗтсе янине пула Шупашкарти шкулсенче паян занятисем инҫет ҫыхӑну мелӗпе иртессине Чӑваш халӑх сайтӗнче Софья Савнеш пӗлтернӗччӗ-ха. Асӑннӑ хыпара вӑл хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫырнине кура хатӗрленӗ.
Ҫав вӑхӑтрах ҫакна та пӗлтермелле: паян, нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, республикӑри ытти шкулта та занятисене инҫет ҫыхӑну мелӗпе ирттерме сӗннӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Инстаграмра ӗнерех асӑрхаттарнӑ. Ведомство тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ постра шкула 1-11-мӗш классене кайма сӗнмен.
Эрнекун, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Енре «Сигберт» циклон хуҫаланӗ. Вӑл йӗпе юр тата ҫумӑр илсе килӗ. Кун пирки «Погода в Чувашии» пӗлтернӗ.
Эрнекун каҫхине тата ирхине пӑрлӑ ҫумӑр ҫума, ҫав кун юр 10-15 сантиметр хулӑнӑш ларма пултарать. Ку вӑл — нарӑс уйӑхӗн ҫур виҫи.
Республикӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗсенче, ҫав шутра Шупашкарта та, юр хулӑнӑшӗ 15-20 сантиметрпа танлашӗ.
Каҫхине ҫанталӑк хӑвӑрт сивӗтӗ. Канмалли кунсенче пирӗн тӑрӑхра 20 градус таран сивӗтӗ, уяр чухне — 25 градус таран.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |