Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк
35photo.pro сайтри сӑн
35photo.pro сайтри сӑн

Кӗркунне ҫитет тесе кулянма ан васкӑр. «Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуллахи ҫанталӑк 10 кунлӑха таврӑнӗ-ха.

Анчах унччен епле пулсан та ҫак сивве чӑтса ирттермелле. Кӗҫӗр тата ыран ҫӗрле самай сивӗтӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн 5 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ыран та ӑшах мар: термометр 8-13 градус кӑтартӗ, анӑҫ енчен вӗрекен ҫил лӑпланмӗ-ха. Вырсарникун кӑштах ӑшӑтӗ, пӗлӗтсен хыҫӗнчен хӗвел тухкалӗ.

Вырсарникун ҫӗрле тата тунтикун хӑш-пӗр ҫӗрте ҫумӑр ҫӑвӗ, анчах кӑнтӑр-анӑҫ округсенче хӗвел пӑхӗ. Сывлӑш 16-21 градус таран ӑшӑнӗ. Ытларикун тинех пирӗн пата ҫулла таврӑнӗ: 23-28 градус таран ӑшӑтӗ, ҫӗрлесерен те термометр 12-17 градус ӑшӑ кӑтартӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнери канмалли кунсенче те ӑшӑ пулӗ, ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑна сивӗтӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
bel.aif.ru сайтри сӑн
bel.aif.ru сайтри сӑн

Республикӑра икӗ кун кӗркуннехи евӗр ҫанталӑк пулӗ. Ҫапла пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт.

Ыран, кӗҫнерникун, уяр пулӗ-ха, термометр 16-21 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Анчах эрнекун ҫанталӑк тӑрук сивӗтсе пӑрахӗ: 7-12 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ыран каҫхинех ҫумӑр ҫума тытӑнӗ. Ҫитменнине, ҫил вӑйланӗ, ӑна пула Шупашкар хулинче 4-5 градус кӑна ӑшӑ пек туйӑнӗ. Ӑшӑрах тумланма ан манӑр!

Шӑматкун ҫанталӑк кӑшт лайӑхланӗ, уяртӗ, 2-3 градус ӑшӑрах пулӗ, ҫумӑр ҫумӗ. Вырсарникун татах лайӑхланӗ:15-17 градус таран ӑшӑтӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн кӑна ҫумӑр ҫукалӗ.

Ҫапах та кӗркунне тесе кулянма иртерех. Ҫулла тата таврӑнӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес эрнере 25 градус таран ӑшӑ пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере ҫуллахи ӑшӑ ҫанталӑкпа малалла тӑсӑлать.

Паян республикӑн кӑнтӑр-тухӑҫ енчи округсенче аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ. Ыран вара ҫанталӑк уяртӗ, 23-28 градус таран ӑшӑ пулӗ. Ытларикун ҫӗрле таврана тӗтре карса илӗ. Кӗҫнерникунран ҫанталӑк пушшех те ӑшӑтӗ: 30 градус таран шӑрӑхланӗ, уяр пулӗ. Шӑматкун кӑна республикӑра вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тунтикунран ҫанталӑк сивӗтӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуллахи ҫанталӑк пире тепӗр эрне савӑнтарӗ.

Кӑҫалхти утӑ уйӑхӗ юлашки 9 ҫулта чи нӳрӗ уйӑх пулса тӑнӑ. Паян ирхине тӗтреллӗччӗ. Кӗҫӗр каллех тӗтре карса илӗ, ирхине вырӑнӑн-вырӑнӑн кӑштах ҫумӑр ҫума пултарать. Пӗтӗмӗшле илсен, ыран уяр пулӗ.

Вырсарникун 24-29 градус таран ӑшӑтӗ. Ҫӗрле те ӑшӑ пулӗ. Анчах тунтикну ир валли каллех ҫумӑр ҫума пултарать, кӑнтӑрла вара уяртӗ.

Ҫитес эрне тӑршшӗпех типӗ те ӑшӑ пулӗ. Шӑматкун кӑна ҫумӑр ҫӑвӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен республикӑра самаях сивӗтӗ. Кун пирки сайтра тӗплӗнрех ҫырса кӑтартма шантарнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк
photocentra.ru сайтри сӑн
photocentra.ru сайтри сӑн

Ҫурла уйӑхӗ мӗнле пулӗ? «Ҫанталӑк 21» сайт прогноз хатӗрленӗ. Унпа сире те паллаштаратпӑр.

Пӗтӗмӗшле илсен, климат норминчен 1-2 градус ӑшӑрах пулӗ. Уйӑх пуҫламӑшӗнче республикӑна шӑрӑх килӗ. Иккӗмӗш декадӑра вара ҫанталӑк сивӗтӗ, ҫумӑр самай ҫӑвӗ. Ҫавна май халех кӗркунне пуҫланнӑ пекех туйӑнӗ. Анчах кулянма тӑхтӑр. Виҫҫӗмӗш декадӑра пире хӗвеллӗ те шӑрӑх ҫанталӑк савӑнтарӗ-ха

Чи шӑрӑх кунсем ҫурлан 3-4-мӗшӗсенче пулӗҫ, чи сиввисем вара 13-16-мӗшӗсене лекӗҫ. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫурла уйӑхӗнче 5 кун аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере канмалли кунсенчи пек пӑчӑ пулмӗ, ҫанталӑк кӑшт уҫӑлтарӗ. Тинех ҫӑмӑллӑн сывласа яма пулать.

Паян хӑш-пӗр ҫӗрте аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫав вӑхӑтра ҫил вӑйланӗ. Ыран вара каллех уяртӗ, 22-27 градус таран ӑшӑ пулӗ. Юнкун кӑнтӑрла хыҫҫӑн вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ.

Кун хыҫҫӑн вара ҫанталак кӑштах сивӗтӗ. Кӗҫнерникун кунӗпе ҫумӑр ҫӑвӗ, термометр 20 градус кӑна кӑтартӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче, 1-2-мӗшӗсенче, уяртӗ, 23-28 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен вара сивӗтӗ. Кун пирки сайт тӗплӗнрех ҫырса кӑтартма шантарнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрах, ку эрнере ҫанталӑк шӑрӑх пулӗ. Ку эрне тӑршшӗпех термометр 26-31 градус ӑшӑ кӑтартӗ, каҫсерен те сивех пулмӗ: 14-19 градус ӑшӑ тӑрӗ. Юнкун каҫхине тата ҫӗрле ҫумӑр ҫума пултарать, анчах ҫанталӑк сивӗтмӗ, пушшех те — нӳрӗке пула тата пӑчӑлантарӗ. Кӗҫнерникун ҫӗрле те ҫумӑр ҫума пултарать.

Канмалли кунсенче вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Ун чухне пирӗн республикӑна Вӑтам Азирен тропика сывлӑшӗ килӗ, ҫавна май тӳпе кӑвак мар, сӑрӑрах тӗслӗ пулӗ. Пӗр енчен, ку хӗвеле сывлӑша хӗртме кансӗрлӗ, тепӗр енчен, тропика каҫӗсем пулӗҫ: ҫӗрле те 20 градусран ытларах ӑшӑ тӑрӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, чи шӑрӑх кун ҫитес эрнери тунтикуна лекӗ. Кайран вара ҫумӑр ытларах ҫунӑран ҫанталӑк кӑштах уҫӑлтарӗ, анчах пур-пӗрех климат норминчен ӑшӑрах пулӗ.

 

УТӐ
17

Тинех ӑшӑтӗ!
■ Софья Савнеш | 17.07.2026 10:59 |

Ҫутҫанталӑк
photoforum.ru сайтри сӑн
photoforum.ru сайтри сӑн

Сивӗ, ҫумӑр ҫӑвать. Ҫу варринче чӑн-чӑн кӗрхи ҫанталӑк хуҫаланать! Телее, кӗрхи ҫанталӑк республикӑна нумайлӑха килмен

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес талӑкра ҫумӑр ҫӑвӗ. Ыран вара ирхине уяртӗ, кӑнтӑрла ӑмӑрланӗ, анчах ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пӗчӗк. Ахӑртнех, сунчӑк кирлӗ пулмӗ. Ҫапах ӑшӑрах тӑхӑнӑр – ҫил ҫурҫӗр енчен самай вӑйлӑ вӗрӗ.

Вырсарникун тинех ӑшӑтӗ, термометр 24-29 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче вара 30 градус ытларах шӑрӑх пулӗ. Ҫил те лӑпланӑ. Ҫавна май хӗвел ҫинче пушшех те шӑрӑх пек туйӑнӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑрӑх ҫанталӑк сахалтан та ҫак уйӑх вӗҫлениччен тӑрӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
uk.pinterest.com сайтри сӑн
uk.pinterest.com сайтри сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере ҫанталӑк ҫумӑрлӑ пулӗ, ҫуллахи шӑрӑх савӑнтармӗ.

Чи ҫумӑрлӑ кун кӗҫнерникун пулӗ. Ун чухне термометр 20 градус та катартмӗ, ҫӗрле пушшех те сивӗ пулӗ – 10 градус кӑна. Тата ҫил те вӑйланӗ.

Телее, канмалли кунсенче ҫанталӑк лайӑхланма тытӑнӗ, ҫил лӑпланӗ. Вырсарникун урамра 26-28 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче вара тата шӑрӑхрах пулӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 24-25-мӗшӗсенче чи шӑрӑх кунсем пулӗҫ. Утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗччен вара ҫумӑр ҫумӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
ru.pngtree.com сайтри сӑн
ru.pngtree.com сайтри сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, вырсарникунран шӑрӑх вӗҫленӗ, пирӗн пата ҫумӑрлӑ ҫанталӑк килӗ.

Паян тата ыран 30 градус шӑрӑх пулӗ-ха: шыва кӗрсе савӑнӑр. Вырсарникун вара кӑнтӑрла аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫӗрле ҫумӑр пӗлӗчӗсем республикӑн ҫурҫӗр-анӑҫ еннелле куҫӗҫ. Ҫапла кӗҫнерникунччен ҫумӑр ҫума пултарӗ.

Ҫанталӑк питех сивӗ пулмӗ, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кӑна термометр 17-22 градус кӑтартӗ. Кайран ҫуллахи уҫӑ ҫанталӑк тӑрӗ, 22-24 градус пулӗ, ҫӗрлесерен – 15-16 градус.

Ҫитес эрне вӗҫӗнче пирӗн республикӑна антициклон килӗ, каллех чӑн-чӑн ҫулла таврӑнӗ — 23-28 градус таран ӑшӑ пулӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 45
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 26

1919
107
«Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ