
Ку эрнере те юр ҫӑвӗ. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта пӗлтернӗ.
Юр ыран кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫума тытӑнӗ те кӗҫнерникун кӑна чарӑнӗ. Анчах хальхинче вӑйлах ҫумӗ – виҫӗ кунта 5-10 см таран ҫуса лартӗ.
Сывлӑш температури 4-9 градуспа танлашӗ.
Канмалли кунсенче ӑшӑтӗ. Вырсарникун, татах юр ҫӑвӗ.

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӑварнин юлашки кунӗнче ҫанталӑк сивӗ пулӗ.
Шӑматкун ҫӗрлех сивӗтме тытӑнӗ: термометр 10-15 градус кӑтартӗ, хӑш-пӗр тӑрӑхра – 20 градус таранах. Вырсарникун уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Тунтикун республикӑн ҫурҫӗр-анӑҫ енче, ҫав шутра Шупашкарта та, кӑштах юр ҫукалӗ, ҫил-тӑман вӗҫтеркелӗ. Ытти тӑрӑхра юр пулмӗ. Термометр 1-6 градус сивӗ кӑтартӗ, анчах ҫил вӑйланнине пула сивӗрех пек туйӑнӗ. Ытларикун юр ҫумӗ. Кайран вара каллех ҫума тытӑнӗ, нарӑс вӗҫлениччех чарӑнмӗ. Анчах унчченхи пек вӑйлах ҫумӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе ҫуркуннехи ӑшӑ туйӑнмӗ. Ҫитес икӗ эрнере хӗллехи пек ҫанталӑк пулӗ-ха, термометр 2-7 градус сивӗ кӑтартӗ. Пуш уйӑхӗн варринче кӑна ӑшӑтас шанчӑк пур.

Паян каллех юр ҫума пуҫлӗ. Ҫапла пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт.
Шупашкарта 15 сехетре юр ҫума пуҫлӗ те каҫхи 10 сехетчен вӑйлах ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Ҫак вӑхӑтра, 6 сехет хушшинче, 10 см хулӑнӑш юр ҫуса лартӗ. Пӗр талӑкра юр хулӑнӑшӗ тепӗр 15-20 см таран ӳсӗ.
Ҫӗрле ҫил лӑпланӗ, республикӑн кӑнтӑр-анӑҫ енче палӑрмаллах ӑшӑтӗ. Анчах ыран ирхине сивӗ сывлӑш ҫывхарӗ те ҫил каллех вӑйланӗ. Ытларикун кӑнтӑрла хыҫҫӑн юр ҫума чарӑнӗ, уяртма пуҫлӗ. Юнкун уяр ҫанталӑк пулӗ, анчах 20-25 градус таран сивӗтӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫнерникун Мускавра юр вӑйлах ҫӑвӗ, анчах вӑл Чӑваш Ене ҫитмӗ.

Прогноз кӑштах улшӑннӑ. Ҫитес вӑхӑтра пӑрлӑ ҫумӑр мар, юр ҫӑвӗ. Ҫапла пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт. Ыранччен юр ҫӑвӗ, кӑнтӑрла ӑшӑтӗ, каҫхине 0-5 градус сивӗтӗ, ҫил-тӑман тухӗ. Шӑматкун каҫхине ҫумӑр ҫӑвӗ, анчах темиҫе сехетренех йӗпе тата типӗ юр ӳкме пуҫлӗ. Вырсарникун ирхине кӑна ҫума чарӑнӗ – кӑнтӑрла кӑштах уяртӗ, 2-4 градус ӑшӑ пулӗ.
Тунтикун каллех юр ҫума пуҫлӗ, 4-9 градус сивӗтӗ. Ҫитес эрне варринче вара ҫӗрлесерен 20-25 градус таран сивӗтӗ. Кӑнтӑрласерен уяртӗ. Юнкун ҫил лӑпланӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, эрне вӗҫӗнче каллех юр ҫума пуҫлӗ.

Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗрпӳел ялӗнче пурӑнакан кинемей юр вӑйлӑ ҫуса лартнӑ хыҫҫӑн пӳртрен тухайман. Ватӑ ҫын ҫухалса кайман — 02 номерпа шӑнкӑравласа пулӑшу ыйтнӑ.
Ун патне йӗрке хуралҫисем пырса ҫитнӗ. Участковӑйпа ҫул-йӗр инспекторӗ кинемей пӳрчӗ патне пыракан ҫула ҫур сехетре тасатса панӑ, ватӑ ҫын урама тухма пултарнӑ.

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, республикра кӗҫех йӗпе юр, пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвӗ.
Эрнекун кӑнтӑрлаччен йӗпе юр ҫӑвӗ, унтан – ҫумӑр. Шӑматкун ҫӗрле тата вырсарникун кӑнтӑрлаччен вӑйлӑрах ҫума пуҫлӗ: республикӑн анӑҫ енче – ҫумӑр, тухӑҫ енче – пӑрлӑ ҫумӑр. Ҫулсем кӑна мар, йывӑҫсемпе пралуксем те пӑрлакланӗҫ.
Вырсарникун термометр 1-3 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Тунтикун тата ытларикун йӗпе юр ҫӑвӗ. Паян каҫ енне ҫил вӑйланӗ, темиҫе кун лӑпланмӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере каллех сивӗтӗ.

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере юр нумай ҫумӗ, ҫанталак сивӗтӗ.
Каҫсерен 15-20 градус сивӗ пулӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте вара — 25 градус таранах. Ҫил лӑпланнӑ май паян каҫхине тӗтре карса илӗ.
Юнкунранпа вара каллех ҫил вӑйланӗ. Эрнекун кӑштах юр ҫӑвӗ, ӑшӑтӗ: 0 градус пулӗ. Канмалли кунсенче вара термометр «плюс» кӑтартӗ, ҫавӑнпа йӗпе юр тата ҫумӑр ҫӑвӗ. Юр кӑштах ирӗлӗ, ҫурт тӑррисенчен юр анма пултарӗ – асӑрханӑр.
Ҫанталӑк ӑшӑтать пулсан та хальлӗхе ҫуркунне ҫывхарать теме ҫук-ха. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес эрнере каллех сивӗтӗ.

Канмалли кунсенче республикӑра каллех юр ҫӑвассине пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт.
Икӗ кунра юр хулӑнӑшӗ республикӑн ҫурҫӗр енче 5-10 см таран ӳсӗ, кӑнтӑр енче вара 10-15 см таран. Анчах ку – метеостанцин малтанлӑха палӑртнӑ официаллӑ даннӑйӗсем кӑна. Чӑннипе вара иртнинче пек юр ытларах ҫума пултарӗ – ҫил-тӑман вӗҫтернине пула вырӑнӑн-вырӑнӑн кӗрт хӳсе лартӗ.
Юр кӗҫӗр, ҫур ҫӗр иртсен, ҫума тытӑнӗ. Ыран кӑнтӑрла тата вӑйлӑрах ҫӑвӗ, каҫхине тата ҫӗрле пушшех те вӑйланӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илме пултарать, ҫавӑнпа водительсене асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ.
Юр вырсарникун ҫӗрле ҫума чарӑнӗ, вара ҫанталӑк каллех сивӗтме пуҫлӗ: хӑш-пӗр ҫӗрте термометр 20 градус сивӗ кӑтартӗ. Тунтикун кӑнтӑрла уяртӗ, ҫил ҫурҫӗр-анӑҫ енчен вӗрнӗ май 21-26 градус сивӗ пек туйӑнӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес эрне вӗҫнелле каллех юр ҫӑвӗ, унтан ӑшӑтӗ.

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫӗр республикӑра 25-30 градус сивӗ пулӗ, айлӑмлӑ вырӑнсенче 35 градус таранах сивӗ пулӗ.
Нарӑсӑн 3-4-мӗшӗсенче ирхине Шупашкарта термометр 27-29 градус кӑтартӗ — хӗл пуҫланнӑранпа хулара кун пек сивӗ ҫанталӑк пулман. Кӑнтӑрла 20-25 градус сивӗ пулӗ. Уяр ҫанталӑк тӑрӗ, юнкун вара ҫил вӑйланӗ, ҫавна май тата сивӗрех пек туйӑнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, эрнен иккӗмӗш ҫурринче ӑшӑтӗ, 10-15 градус кӑна сивӗ пулӗ. Анчах ӑшӑтсан татах юр ҫума тытӑнӗ. Ҫапах та хальхинчи пек вӑйлах ҫуса-вӗҫтерсе лартмӗ, канмалли кунсенче юр хулӑнӑшӗ 5-10 см хулӑнӑш таран ӳсме пултарӗ.
Кайран вара каллех ҫанталӑк сивӗтӗ.

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗ юрлӑ килӗ. Юр ытларах уйӑх пуҫламӑшӗнче тата вӗҫӗнче ҫӑвӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, вӑтам температура климат норминчен пысӑкрах пулӗ. Ҫанталӑк пӗрремӗш тата иккӗмӗш декадӑра самай сивӗтӗ. Нарӑс уйӑхӗнче 25 градус сивӗ пулас шанчӑк 60 процентпа танлашать.
Хушӑран ҫанталӑк самай ӑшӑтӗ: пӗрремӗш тата иккӗмӗш декадӑсен пуҫламӑшӗнче тата уйӑхӑн юлашки эрнинче ӑшӑ хуҫаланӗ.
