Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк
pxhere.com сайтри сӑн
pxhere.com сайтри сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫӗр республикӑра 25-30 градус сивӗ пулӗ, айлӑмлӑ вырӑнсенче 35 градус таранах сивӗ пулӗ.

Нарӑсӑн 3-4-мӗшӗсенче ирхине Шупашкарта термометр 27-29 градус кӑтартӗ — хӗл пуҫланнӑранпа хулара кун пек сивӗ ҫанталӑк пулман. Кӑнтӑрла 20-25 градус сивӗ пулӗ. Уяр ҫанталӑк тӑрӗ, юнкун вара ҫил вӑйланӗ, ҫавна май тата сивӗрех пек туйӑнӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, эрнен иккӗмӗш ҫурринче ӑшӑтӗ, 10-15 градус кӑна сивӗ пулӗ. Анчах ӑшӑтсан татах юр ҫума тытӑнӗ. Ҫапах та хальхинчи пек вӑйлах ҫуса-вӗҫтерсе лартмӗ, канмалли кунсенче юр хулӑнӑшӗ 5-10 см хулӑнӑш таран ӳсме пултарӗ.

Кайран вара каллех ҫанталӑк сивӗтӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗ юрлӑ килӗ. Юр ытларах уйӑх пуҫламӑшӗнче тата вӗҫӗнче ҫӑвӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, вӑтам температура климат норминчен пысӑкрах пулӗ. Ҫанталӑк пӗрремӗш тата иккӗмӗш декадӑра самай сивӗтӗ. Нарӑс уйӑхӗнче 25 градус сивӗ пулас шанчӑк 60 процентпа танлашать.

Хушӑран ҫанталӑк самай ӑшӑтӗ: пӗрремӗш тата иккӗмӗш декадӑсен пуҫламӑшӗнче тата уйӑхӑн юлашки эрнинче ӑшӑ хуҫаланӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн

Республикӑра 30 градуслӑ шартлама сивӗ 2023 ҫулхи кӑрлачранпа пулман. Айлӑмлӑ вырӑнсенче машина датчикӗсем 35-38 градус сивӗ кӑтартнӑ. Ҫапла пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт.

Ку эрнере мӗнле ҫанталӑк пулӗ-ха? Сивӗ ҫанталӑк парӑнӗ, ҫапах паян ҫӗрле самай сивӗ пулӗ-ха, хӑш-пӗр ҫӗрте 25-30 градус пулӗ.

Ыран кӑнтӑрла термометр 8-13 градус сивӗ кӑтартӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ, ҫавӑнпа 19-24 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май юр ҫума пуҫлӗ. Унӑн хулӑнӑшӗ 4 кунра 15-20 сантиметр таран ӳсӗ.

Ытларикун ытларах республикӑн ҫурҫӗр енче юр ҫӑвӗ. Юнкун кӑштах сахалрах ҫӑвӗ, анчах – чылай округра. Кӗҫнерникун вара каллех юр вӑйлӑрах ҫума пуҫлӗ, ҫӗрле термометр 0 градус кӑтартӗ.

Шӑматкун каллех сивӗ ҫанталӑк таврӑнӗ. Хальлӗхе «Ҫанталӑк 21» сайт кун пирки прогноз хатӗрлемен.

 

Ҫутҫанталӑк
 forum.na-svyazi.ru форумра вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru форумра вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Вӑрнар районӗнчи Нурӑсра тасатмалли сооружени ӗҫлеменрен таса мар шыв Ҫавала ҫаплипех юхса выртать. Ку ҫивӗч ыйтӑва ялти пӗр хастар арҫын хускатнӑ, вӑл Халӑх фронтӗнчен пулӑшу ыйтнӑ.

Халӗ вара ку пӑтӑрмаха РФ Следстви комитечӗн пуҫлӑхӗ Александр Бастрыкин таранах пӗлеҫҫӗ. Асӑннӑ комитетӑн Чӑваш Енри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, кун пек тума Александр Бастрыкин хушнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк
goodfon.ru сайтри сӑн
goodfon.ru сайтри сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере шартлама сивӗ таврӑнӗ. Эрне пуҫламӑшӗнче циклон хуҫаланӗ, 2-5 сантиметр хулӑнӑш юр ҫӑвӗ. Хальлӗхе ҫанталӑк ӑшӑ тӑрӗ. Ыран 4-9 градус сивӗ пулӗ.

Кӗҫнерникун юр ҫума чарӑнӗ, сивӗтме пуҫлӗ: термометр 10-15 градус сивӗ кӑтартӗ. Ҫӗрле шартлама сивӗ пулӗ. Канмалли кунсенче Шупашкарта термометр 25-30 градус сивӗ кӑтартӗ, округсенче – 35 градус сивӗ.

Анчах хӗвел кунсерен ҫӳлерех хӑпарса пырӗ, ҫавна май унӑн ӑшши ытларах туйӑнӗ: ҫӗрле 30 градус сивӗ пулӗ, кӑнтӑрла вара – 20.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, шартлама сивӗ тунтикунччен пулӗ, кайран вара юр ҫума пуҫлӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
culture.ru сайтри сӑн
culture.ru сайтри сӑн

«Ҫанталӑк 21» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ каҫ республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа чи сивви пулнӑ. Патӑрьелте термометр 20 градусран сивӗрех кӑтартнӑ. Кӗҫӗр те шартлама сивӗ пулӗ: термометр 21-26 градус кӑтартӗ.

Вырсарникун ӑшӑтма тытӑнӗ, анчах ҫил вӑйланӗ, ҫавна май сивӗрех пек туйӑнӗ. Тунтикун тата ӑшӑтӗ, юр ҫукалӗ, ҫил-тӑман та вӗҫтеркелӗ.

Кӑшарнире питех сивӗ пулмӗ: ҫӗрле термометр – 8-13, кӑнтӑрла 5-10 градус сивӗ кӑтартӗ. Ытларикун та ӑшӑ пулӗ.

Юнкунран вара сивӗтме пуҫлӗ. Ҫитес эрнере канмалли кунсем тӗлне 25-30 градус таран сивӗтӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта тата сивӗрех пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ун пек ҫанталӑк уйӑх вӗҫленичченех тӑрӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре тискер чӗрчунсене шутлаҫҫӗ. Ку ӗҫе пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пурнӑҫлӗҫ.

Ҫутҫанталӑк министерствин инспекторӗсем унччен палӑртнӑ 516 ҫулпа 5094 километр тӑршшӗ иртсе 12,5 пин гектар лаптӑка пӑхса ҫаврӑнӗҫ.

Черчунсен йышне инспекторсем вӗсен йӗрне кура шутлаҫҫӗ. Пӗлтӗр, сӑмахран, 2 260 пӑши, 1 700 хир качаки, 7 пине яхӑн ӑсан, 4 пин сӑрӑ хир чӑххи асӑрханӑ.

 

Ҫутҫанталӑк
in.pinterest.com сайтри сӑн
in.pinterest.com сайтри сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере ҫанталӑк сивӗтме пуҫлӗ – Кӑшарни сивви ҫывхарӗ.

Паян тата ыран юр ҫӑвӗ-ха, ыран – тата вӑйлӑрах, ҫил-тӑман та вӗҫтеркелӗ. Икӗ талӑкра пӗтӗмпе 3-6 сантиметр таран хулӑнӑш юр ҫӑвӗ. Юнкун республикӑн ҫурҫӗр-хӗвел тухӑҫ енчи округсенче уяртӗ, кӑнтӑр-хӗвел анӑҫ енчи округсенче кӑштах юр ҫукалӗ-ха. Кӗҫнерникун вара республикипех уяр ҫанталӑк пулӗ, сивӗтме пуҫлӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче термеометр кӑнтӑрласерен – 10-15, ҫӗрлесерен 20-25 градус сивӗ кӑтартӗ.

«Ҫанталӑк 21» сайт малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере те Кӑшарни сивви пулӗ.

 

Ҫул-йӗр
«Ҫыхӑнура» форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Ҫыхӑнура» форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер хуҫаланнӑ «Фрэнсис» циклона пула Мускавра юр тасатса ӗлкӗреймен. Ҫавна май авиатранспорт та йӗркеллӗ ҫӳреймен. Тӗрӗссипе, ку циклон Калининградран пуҫласа Камчатка таранах витӗм кӳнӗ.

Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи аэропортсенче авиарейссен вӑхӑчӗ те улшӑнса пӗтнӗ.

Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускавран Шупашкара килмелли «Победа» самолечӗ ҫула тухайман. Вӑл рейспа Мускава ҫитме палӑртнисем те ҫавна май каяйман.

«Победа» авиакомпанин Шупашкара 19 сехет те 15 минутра килмелли самолечӗ те вӑхӑтра ҫитеймен, вӑл 23 сехет те 23 минутра ҫеҫ Чӑваш Ен тӗп хулине ҫитнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

«Ҫанталӑк 21» сайт кӑҫал ҫанталӑк мӗнле пулассине палӑртнӑ. Паллах, ку – прогноз кӑна.

Пӗтӗмӗшле илсен, ҫулталӑк нӳрӗ килмелле. Нарӑсӑн пӗрремӗш ҫурринче сивӗ пулӗ, иккӗмӗш ҫурринче вара — ӑшӑ. Пуш уйӑхӗнче ӑшӑ кӗтмелле мар, ун пек ҫанталӑк питех савӑнтармӗ. Ака уйӑхӗн пӗрремӗш ҫурринче те юр ҫӑвӗ-ха. Ҫу уйӑхӗ вара типӗ килӗ, иккӗмӗш ҫурринче вара шӑрӑх ҫанталӑк тӑрӗ.

Ҫулла, ҫӗртме уйӑхӗ, сивӗрен пуҫланӗ. Ҫурла уйӑхӗ климат норминчен ӑшӑрах килӗ, ҫумӑр та сахалрах пулӗ Чӳк уйӑхӗнче ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ, раштав вара сивӗ тата юрлӑ килӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, ... 124
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи