Юлашки вӑхӑтра Шупашкарта ӑнланмалла мар шӑршӑ тӑнӑран Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ те тӗрӗслев ирттернӗччӗ. Чӑн та, тислӗк тес, тислӗк шӑрши мар. Пӗр-пӗр савутран тухакан тӗтӗм-сӗрӗм теме те йывӑр. Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗ «Юрма» агрохолдинг ҫывӑхӗнчи (хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ун пек шӑршӑ сапалать тесе пӗтӗмлетнӗччӗ) сывлӑша тӗрӗсленӗччӗ. Анчах сиенлӗ япаласем нормативран иртменнине палӑртнӑччӗ ун чух.
Ун хыҫҫӑн «Юрма» тӗлӗшпе тепӗр хутчен тӗрӗслев ирттернӗ те сиенлӗ япаласем виҫерен пысӑккине асӑрханӑ. Ҫавна май предприятире планпа пӑхман тӗрӗслев йӗркелӗҫ. Вӑл мӗнпе вӗҫленнине Роспотребнадзор управленийӗ каярах пӗлтерме шантарать.
Шупашкар районӗнчи Питтукасси ялӗ патӗнчи йӑлари хытӑ каяшсен свалкине хупнӑ хыҫҫӑн ӑна рекультивацилесе ҫӗре йӗркене кӗртмеллине унччентерехех калаҫма пуҫларӗҫ. Республикӑн тӗп хулин шутланнӑ май ҫав ӗҫшӗн явапли — Шупашкар. Ӗҫе пурнӑҫлакан подряд организацине палӑртма икӗ хутчен конкурс ирттерни те ӑнӑҫсӑр вӗҫленнӗччӗ. Нумаях пулмасть уҫӑ аукционта «Автодор» предприятие суйланӑ. Ҫак эрнери тунти кун Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттерекен канашлура Питтукассинчи йӑлари хытӑ каяшсен свалкине рекультивацилессине те хускатнӑччӗ. Унта Михаил Игнатьев ку подряд организацине шанмасӑр калаҫнӑ. Паян Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков кануран тухсах свалка ыйтӑвӗпе хулари тӳре-шарапа канашлу ирттернӗ. Унта «Автодорах» ӗҫе кӳлӗнтермелли пирки калаҫса кайнӑ.
Ҫакна та пӗлтерер: рекультиваци валли федераци хыснинчен 113 миллион тенкӗ ытла уйӑрнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унпа авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен усӑ курмасан тупрана туртса илӗҫ, республикӑна 11 миллион тенкӗ ытла штраф тӳлеттерӗҫ.
Пушкӑртстанри чӑваш ялӗсенчен пӗринчи пурнӑҫпа вӑл тӑрӑхри «Proufu.ru» интернет-хаҫатра Зухра Буракаева журналист ҫырса кӑтартнӑ. Калем ӑсти республикӑри право хуралҫипе,чӑваш чӗлхине упраса хӑварасшӑн ҫунакан хастарпа, Чӑвашсен наципе культура автономийӗн вӗрентӳ енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн ертӳҫипе Николай Игнатьевпа Кармаскалӑ районӗнчи Николаевка ялне ҫул тытнӑ.
Анлӑ материалта журналист чӑваш ялӗн чун ыратӑвне пур енлӗ ҫутатма тӑрӑшнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, ялта аслисем ҫеҫ чӑвашла калаҫни. Ҫамрӑксем тата ачасем вырӑсла пупленине асӑрханӑ вӑл. Иккӗмӗшӗнчен, ялта ӗҫ ҫукран ҫынсем урӑх ҫӗре ҫӳреҫҫӗ. Ача пахчи те ҫук. Ферма юхӑнса ларать, ҫӳп-ҫап купи пысӑкланса пырать, тислӗк хирте купаланса выртать.
Журналист пынӑ кун чӑваш ялӗнче туй пынӑ. Унта чӑвашла тумланса пынӑ туй арӑмӗсем Николаевка ялӗнче юрласа савӑнма пиллӗк хыҫҫӑн ҫеҫ юранине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енре Шупашкар хулин йӑлари хытӑ каяшсене нумай ҫул турттарнӑ Питтукасси ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнне рекультивацилес ыйтупа ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ.
Республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн тата федераци ведомствисен территорири органӗсен ертӳҫисемпе паян ирттернӗ канашлура хускатнӑ.
Йӑлари хытӑ каяшсен вырӑнне рекультивацилеме подряд организацине палӑртас тӗллевпе хула влаҫӗсем икӗ хутчен те электрон аукцион ирттернӗ. Анчах кӑлтӑкпа ирттернӗ тесе ӑна кашнинчех пӑрахӑҫланӑ. Хальхинче уҫӑ аукцион йӗркелесе «Автодор» предприятие ҫӗнтерӳҫӗ тесе йышӑннӑ. Анчах республика ертӳҫисем вӑл предприятие шанмаҫҫӗ. Устав капиталӗ те унӑн пӗчӗк, ӑна нумаях пулмасть уҫнӑ. Ҫав вӑхӑтрах федераци хыснинчен уйӑракан 113 миллион тенке авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен усӑ курмасан ӑна каялла илме пултараҫҫӗ.
Шупашкарти Ленин районӗнче пурӑнакансем Журналистсен скверне улӑштарас ыйтупа халӑх итлевне пуҫтарӑннӑ. «Чӑвашгражданпроект» акционерсен обществи сквера сукмаксемпе пуянлатасшӑн. Ҫутӑ хунарӗсем вырнаҫтармалла, кану вырӑнне лайӑхлатмалла: шыв ӗҫмелли фонтан, биотуалет, юмахри сӑнарсене лартмалла. Йытӑ уҫӑлтарса ҫӳреме уйрӑм вырӑн йӗркелемелле.
Скверта тренажерсем пуртан ҫывӑхри ҫуртсенче пурӑнакансем вӗҫӗмех тухаҫҫӗ. Вӗсем вӑл вырӑнта пӗчӗккисем валли тренажерсем ҫук тенӗ. Ятне кура скверта журналист ӗҫне кӑтартакан элем кирлине сӗнекен те пулнӑ. Ачасем валли сцена тумалла тенӗ.
Хулари пуҫлӑхсем тата халӑх итлевне хутшӑннисем скверти йывӑҫсене упраса хӑварма сӗннӗ. Вӗсен шучӗпе паркра симӗс зона кирлех.
Шупашкарта пурӑнакан Анатолий Ярченков нумаях пулмасть хӑйӗн дачинче, хулари аэропортран инҫех мар вырнаҫнӑ «Авиатор» юлташлӑхра, пулнӑ. Вӑл посадкӑна кӑмпа шырама кайнӑ та ҫӳп-ҫап купи ҫине пырса тӑрӑннӑ.
Купаран сӑмсана ҫуракан шӑршӑ кӗнӗ. Унта тимӗр контейнерсем йӑваланнӑ, порошок евӗр япала сапаланса выртнӑ. Вӗсенчен лайӑх мар шӑршӑ кӗнӗ.
Анатолий Ярченков шухӑшӗпе, ку — сиенлӗ хими. Ҫав вырӑна ҫынсем кӑмпа татма ҫӳреҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗнче кӑна унта нимӗнле ҫӳп-ҫап та пулман.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви вырӑна тухса тӗрӗслеме шантарнӑ. ШӖМӗн ҫав ҫӳп-ҫап купи ӑҫтан тупӑннине палӑртма тивӗ.
Юлашки вӑхӑтра Шупашкарта тата ун ҫывӑхӗнче ӑнланмалла мар шӑршӑ тӑнине кашниех сисрӗ-тӗр. Тислӗк тес, тислӗк шӑрши мар. Пӗр-пӗр савутран тухакан тӗтӗм-сӗрӗм теме те йывӑр. Хулара ырӑ мар шӑршӑпа «киленсе» ывӑннӑ ҫынсем Роспотребнадзора пӗлтернӗ, шӑршӑ саракан предприятие шыраса тупма ыйтнӑ.
Ӗнер Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗ «Юрма» агрохолдинг ҫывӑхӗнчи (хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ун пек шӑршӑ сапалать тесе пӗтӗмлетнӗччӗ) сывлӑша тӗрӗсленӗ. Лапсара ҫитнӗ. Ӑҫта мӗн чухлӗ сероводород, аммиак, азот диоксичӗ пулнине палӑртма кашни тӑваткал метр пуҫне миҫе миллиграмм тивнине виҫнӗ. Роспотребнадзорта «Юрма» предприятин кайӑк-кӗшӗк тислӗкӗ упранакан Ассакасси ҫывӑхӗнчи территорие эрнесерен тӗрӗсленине пӗлтернӗ. Хальхинче шӑршӑшӑн «Юрма» айӑплӑ маррине палӑртнӑ.
Асӑрханӑр! РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ республикӑра ҫанталӑк пӑсӑласса пӗлтерет. Гидрометцентр хыпарланӑ тӑрӑх, ҫитес икӗ кунра Чӑваш Енре аслати пулӗ, ҫил вӑйланӗ. Кун пирки ҫынсене телефон ҫине те СМС-ҫыру янӑ.
Утӑ уйӑхӗн 28–29-мӗшӗсенче республикӑра ҫумӑр ҫукалӗ, хӑш-пӗр вырӑнта аслати кӗмсӗртетӗ, пӑр ҫума пултарӗ. Ҫил пӗр ҫеккунтра 17–22 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫавна май электролинисем татӑлма пултарӗҫ, вӗсенчен аяккарах пӑрӑнса ҫӳремелле.
МЧС ӗҫченӗсем асӑрхануллӑрах пулма ыйтаҫҫӗ.
Метеостанци ҫутҫанталӑкшӑн хӑрушӑ пулӑм асӑрханӑ. Кун пирки ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет.
Юлашки вӑхӑтра республикӑра ҫумӑр нумай ҫурӗ. Ҫавна май уй-хирти ӗҫ кая юлса пырать. Чӑваш гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ял хуҫалӑх культурисене ӳсмешкӗн тата аталанмашкӑн агреметеорологи условийӗсем япӑх пулнӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, уй-хирти ӗҫ 10–14 куна юлса пырать. Агрометеорологин Ҫӗрпӳри посчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 1–21-мӗшӗсенче тӑпрара нӳрӗк ытлашши нумай пулнӑ. Ҫакӑ выльӑх-чӗрлӗх апатне хатӗрлеме чӑрмантарать.
Нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнче ачана хура ҫӗлен сӑхни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ҫулла пуҫланнӑранпа 11 ҫын шар курнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ — ачасем.
Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗ тӗлне ҫичӗ ҫын — Сӗнтӗрвӑрри, Красноармейски, Вӑрнар, Шупашкар районӗсенче пурӑнаканскерсем — пульницӑра сипленет. Ҫӗнӗ Шупашкарти ача та, вӑл 12 ҫулта, пульницӑра выртать. Ӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнче асламӑшӗ патӗнче каннӑ чухне ҫӗлен сӑхнӑ.
Палӑртмалла: Чӑваш Енре наркӑмӑшлӑ ҫӗленсен пӗр тӗсӗ ҫеҫ — хура ҫӗлен — анлӑ сарӑлнӑ. Ҫавӑнпа питӗ асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |