Раҫҫейре чи лайӑх экологиллӗ регионсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Кун пирки greenpatrol.ru портал пӗлтерет.
Рейтинга хатӗрленӗ чухне 2015 ҫулти кӑтартусене шута илнӗ. Списока тунӑ чухне регионта ҫутҫанталӑка мӗнле сыхланине, промышленноҫ тата социаллӑ экологи мӗнлерех пулнине тишкернӗ.
Танлаштарӑма ӗненес тӗк, Тамбов облаҫӗ экологи тӗлӗшӗнчен чи лайӑх регион шутланать. Унтан Алтай списока тӑснӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Белгород облаҫӗ йышӑннӑ. Чӑваш Ен 8-мӗш йӗркене тивӗҫнӗ.
Рейтингра юлашки вырӑнсене Свердловск, Челябинск облаҫӗсем, Ҫурҫӗр Осети йышӑннӑ.
Сӑмах май, Чӑваш Ен экологи тӗлӗшӗнчен хатӗрленӗ танлаштарӑмсенче яланах малти вырӑнсене йышӑнать. 2013 ҫулта пирӗн республика малти вырӑна йышӑнса та курнӑччӗ.
Шупашкарта йывӑҫсене саккунсӑр майпа кам каснине тӑрӑ шыв ҫине кӑларасшӑн. Усал шухӑшлӑ ҫав ҫынсене пула ҫӗр ишӗлсе анас хӑрушлӑх тухса тӑнӑ.
«Гремячево» микрорайонта пурӑнакансем Шупашкар хулин экологи управленине ҫӑхавсем ҫитернӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫырмара такамсем йывӑҫсене каснӑ.
Кун хыҫҫӑн вырӑна специалистсем тухса тӗрӗсленӗ. Халӑх каланӑ пекех — ҫӗр ишӗлме пултарать. Халӗ ку йӗркесӗрлӗх пирки полицие пӗлтернӗ. Унта айӑплисене тупса явап тыттарӗҫ.
Чӑваш Енри Госохотрыбслужбӑна пӗтернӗ. Малашне сунарҫӑсен сунара тухма ирӗк илмешкӗн урӑх адреспа каймалла пулӗ.
Госохотрыбслужба раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫлеме пӑрахнӑ. Халӗ ку ыйтпу ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин специалисчӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Раштавӑн 4-мӗшӗнчен пуҫласа сунара тухмашкӑн ирӗк илме ҫак адреспа пымалла: Шупашкар хули, Мир проспекчӗ, 90\2. Ыйтса пӗлмелли телефон: (8352) 28-75-77, 62-68-49.
Ведомствӑна пӗтересси пирки авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче хушу тухнӑ. Анчах официаллӑ мелпе вӑл раштавӑн 1-мӗшӗнче ҫеҫ ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Сӑмах май, хӗллехи сунар малалла пырать. Кӑрлачӑн 10-мӗшӗччен — мулкач, нарӑсӑн 28-мӗшӗччен ытти чӗрчуна тытма юрать. Хир сыснипе пӑшисене ҫулталӑк вӗҫӗччен ҫеҫ пеме юрать.
Йӗпреҫ районӗнчи Туҫари вулавӑшра раштавӑн 5-мӗшӗнче «Кайӑксене хӗлле апат ҫитерӗр» ятпа калаҫу ирттернӗ.
Экологи темине халалланӑ мероприятие вулавӑш кӗҫӗн классенче вӗренекенсене пухнӑ. Чӗнме ыттисене те чӗннӗ-ха. Пӗчӗккисем уйрӑмах хастар пулнӑ. Вулавӑш ӗҫченӗсем чи малтанах вӗсене Чӑваш Енӗн кайӑк-кӗшӗкӗпе паллаштаракан слайд кӑтартнӑ. Ун тӑрӑх пӗчӗкскерсем чылай кайӑк хамӑр патрах хӗл каҫма юлнине пӗлнӗ. Мӗнле кайӑксем сивӗ хӗлтен хӑраманнине те пӗлнӗ ачасем. Сивӗрен хӑрамаҫҫӗ те вӗсем, анчах выҫлӑх самай шиклентерет. Ҫунатлӑ туссене хӗл каҫма ҫӑмӑл пултӑр тесен вӗсене апат памалла. Апат хурса пама сырӑш туса ҫакмалла. Сырӑшне ачасем ашшӗ-амӑшӗ пулӑшнипе туса та хатӗрленӗ.
Слайдсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн вулавӑш ӗҫченӗсемпе пӗрле вӗсем хӑйсен сырӑшӗсене ҫакма тухнӑ.
Вӑрнар районӗнче тилӗ тытса укҫаллӑ пулма май пур.
Пӗр пуҫшӑн район администрацийӗ 500 тенкӗ пама шантарать. Анчах сӑмахпа, «тытрӑм» тенипех, ӗненмӗҫ. Тытнӑ тилле полиэтилен хутаҫа ярса Патшалӑх ветеринари службин выльӑх-чӗрлӗх чир-чӗрӗпе кӗрешекен районти станцине кайса памалла.
Тилӗ тытакансене укҫан хавхалантарма йышӑннине тилӗсем урнӑ чирпе чирленин тӗслӗхӗ ӳссе кайнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Республикӑн патшалӑх ветеринари служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тилӗ шучӗ нумайланса кайнине кура чир аталанасси те сарӑлать. Урнӑ чир тӗслӗхӗ шӑп та лӑп уйӑх каяллах республикӑра 52-е ҫитнӗ. Ҫав шутра Вӑрнар районӗнче те ун пекки пулнӑ.
Тилӗ тытакан сунарҫӑсене Вӑрнар районӗнче ҫак уйӑхра укҫа тӳлеме тытӑннӑ. Ку йӗрке уйӑх вӗҫӗнче вӗҫленнӗ.
Шупашкарта ҫынсем тӗлӗнмелле чӗрчун асӑрханӑ. Ара, унашкаллине кашни кунах кураймастӑн вӗт.
Пӑши Королев академик урамӗнче ҫул хӗрринчех выртнӑ. Иртен-ҫӳрене асӑрхаман та тейӗн вӑл.
Альберт Ластухин зоолог каланӑ тӑрӑх, пӑши Атӑл урлӑ ишсе каҫсан канмашкӑн выртма пултарнӑ. Чӗрчун никамран та тарман, лӑпкӑн выртнӑ. Вӑл хулара мӗн ҫухатни иртен-ҫӳрене кӑсӑклантарнӑ.
Альберт Ластухин шухӑшӗпе, пӑши кӗтӳрен юлма пултарнӑ. Тен, вӑл Атӑл урлӑ ишсе каҫсан выртнӑ. Е юханшыв урлӑ каҫма хатӗрленсе вӑй пухмашкӑн выртнӑ. «Халӗ пӑши мӑйракине пӑрахнӑ, ҫавӑнпа ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть. Чи кирли — ӑна хӑратмалла мар. Тӗслӗхрен, патакпа тытма юрамасть. Ӑна ҫитермелле мар, вӑл йывӑҫ турачӗсемпе тӑранса пурӑнать», — тенӗ зоолог. Специалист палӑртнӑ тӑрӑх, пӑши вӑрмана хӑйех тухӗ. Вӑл урапа айне ан лектӗр ҫеҫ.
Чӑваш Енре краеведенипе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. "Водоемы Чувашии" ят панӑскере 2 пин тиражпа пичетленӗ.
Кӗнеке авторӗ - паллӑ таврапӗлӳҫӗ, Шупашкарти 38-мӗш шкулта географи вӗрентекен Иван Дубанов.
Чӑваш Енри юханшывсем, пӗве-кӳлӗсем, ҫӑлкуҫсем, шыв управҫисем пирки кӗнеке-альбом пирки пуҫласа кӗнеке-альбом кӑларнӑ.
Унта автор таврапӗлӳҫӗсем, ватӑ ҫынсем каласа панине те, картографи, архив материалӗсене те кӗртнӗ. Экспедицисене маларах асӑннӑ 38-мӗш шкулта вӗренекенсем те ҫӳренӗ, материал пухма пулӑшнӑ.
Автор экологи ыйтӑвӗсене те хускатнӑ.
Кӗнекере биологсен, таврапӗлӳҫӗсен, тӑван тавралӑха тӗпчекенсен сӑн ӳкерчӗкӗсене усӑ курнӑ. А.А. Ластухин тата А.А. Яковлев нумай фотопа пулӑшу кӳнӗ.
ЧР Ҫутҫанталӑк экс-министрӗнчен тата пай пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ ҫынран суд 260 миллион тенкӗ шыраса илмелле тунӑ.
Ку — Шупашкар районӗн сучӗн йышӑнӑвӗ. Приговорпа килӗшӳллӗн, 53-ри Иван Исаевӑн тата 59 ҫулти Геннадий Мусабировӑн 260 миллиона яхӑн тенкӗ тӳлеме тивӗ.
Аса илтерер: Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ 2015 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗнче Иван Исаева айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Вӑл 2010–2011 ҫулсенче аукцион хучӗсене тата патшалӑх контракчӗсене саккунсӑр майпа вӑрман касас ӗҫ пирки кӗртнӗ. 2011 ҫулхи кӑрлач-раштав уйӑхӗсенче 56 ытла кубла метр вӑрман каснӑ.
Ҫапла майпа Исаевпа Мусабиров патшалӑха 260 миллион тенкӗлӗх сиен кӳнӗ. Явап тытакансен пурлӑхне халӗ арестленӗ. Суд йышӑнӑвӗ вӑя кӗмен-ха.
Республикӑра ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа хӗллехи сунар уҫӑлнӑ. 2016 ҫулхи нарӑсӑн 29-мӗшӗччен тилӗ, енот, кашкӑр, хӑнтӑр, ондатр, сӑсар, пӑсара, юс тытма юрать. Ҫав вӑхӑтрах мулкачсене 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен кӑна тытма ирӗк панӑ. Хӑшӗ-пӗрне вара шутран ытла тытма юрамӗ. Сӑмахран, сунарҫӑн пӗр кунта виҫшер хӑнтӑрпа сӑсар, пӗрер мулкачпа юсран ытла тытма юрамасть. Ҫавӑн пекех 2015–2016 ҫулхи кӗрхи-хӗллехи сунар тапхӑрӗнче пурӑшпа карӑка тытма чарнӑ.
Сунара тухма ирӗк паракан хута районсенчи сунарҫӑсемпе пулӑҫсен пӗрлӗхӗнче ҫыртарса илмелле. Уншӑн укҫа тӳлемелле. Сунара каяканӑн хӑйӗнпе пӗрле сунар пӑшалӗпе усӑ курмалли тата ӑна упрамалли ирӗк, патшалӑх сунар билечӗ, вӑл е ку чӗрчуна е кайӑка тытмалли ирӗк паракан путевка пулмалла.
Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗччен Улатӑр тӑрӑхӗнчи «Сӑрҫум» заповедник ӗҫченӗсемпе нимеҫӗсем (волонтерсем) шыв-шурлӑ вырӑнсене пӑхса тухнӑ, хӑнтӑр, шашкӑ, ӑтӑр тата ондатра шутне палӑртнӑ. Шутлав ӗҫӗ ӑслӑлӑх тӗпчевӗсем валли кирлӗ тесе пӗлтереҫҫӗ ӑна пуҫаракансем. Чӗрчунсен йышне палӑртас тӗллевпе ҫулсеренех ирттереҫҫӗ ӑна.
Кӑҫал «Сӑрҫум» заповедник ӗҫченӗсене Мускавран, Чулхуларан, Йошкар-Оларан, Шупашкартан ҫитнӗ нимеҫӗсем пулӑшнӑ. 3–5 ҫынран тӑракан ушкӑнсем патшалӑх инспекторӗсемпе пӗрле вӑрманти пӗчӗк юханшывсен хӗррисене куллен тӗпченӗ. Волонтерсем рейд мероприятийӗсене те хутшӑннӑ, Алтышево шкулӗнче вӗренекенсем валли ятарлӑ заняти те ирттернӗ. Ҫапла вара «Сӑрҫум» заповедникӑн Улатӑр участокӗнче хӑнтӑрсем пурӑнакан 60 вырӑна шута илнӗ. Вӗсен шучӗ пӗрешкелех тытӑнса тӑнине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |