Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӑмӑртусем

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкарти кӳлмекре ҫурма марафон иртнӗ. Кунашкалли пӗрремӗш хут пулнӑ. Ку ӑмӑртӑва виҫӗмҫулах ирттерме палӑртнӑ, анчах кӑшӑлвирус сарӑлнине пула май килмен.

Ҫурма марафона ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Хутшӑннӑ кӑна мар, вӑл 21,1 ҫухрӑм тӑршшӗ дистанцие парӑнтарнӑ. Ҫурма марафона пӗтӗмпе 650 ҫын чупнӑ.

Олег Николаев ҫакнашкал ӑмӑрту авӑн уйӑхӗн пӗрремӗш декадинче кашни ҫулах иртессине, ӑна Андриян Николаев космонавт-летчике халаллассине пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81394
 

Спорт
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

«Советская Чувашия» хаҫат каллех эстафетӑна чӗнет. Ӑмӑрту ку шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, иртӗ.

Эстафетӑра 14 комплект медальшӗн спортмсенсем 11 ӳсӗм ушкӑнӗнче тупӑшӗҫ. Унта кирек кам та хутшӑнма пултарать: ачасем те, аслисем те.

Старта 10 сехетре тухӗҫ. Хаҫат журналисчӗн Александр Егоровӑн кубокне те выляттарӗҫ. Вӑл спорт журналистикин кубокӗ пулӗ.

Палӑртмалла: ӑмӑртура вакцинаци тумалли мобильлӗ пункт та ӗҫлӗ.

 

Спорт

Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта ҫурмамарафон иртӗ. Спортсменсем кӳлмекре тата Мускав ҫыранӗнче чупӗҫ.

Ку ҫурмарафона 2020 ҫултах ирттерме палӑртнӑ. Анчах кӑшӑлвирус сарӑлнине пула урӑх вӑхӑта куҫарма тивнӗ. Акӑ тинех иртӗ вӑл.

Спортсменсем 3 дистанцие парӑнтарӗҫ: 5, 10 тата 21,1 ҫухрӑма. Ӑмӑртӑва хутшӑнма тӳлевлӗ. Хальхи вӑхӑтра кирлӗ чухлӗ спортсмен пухнӑ: 500 ҫын. Авӑнӑн 3-мӗшӗнче заявкӑсене татах йышӑнӗҫ, анчах пушӑ вырӑнсем тупӑнсан кӑна.

 

Спорт
sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти А.И. Тихонов ячӗллӗ спорт шкулӗн воспитанникӗ, Раҫҫейӗн спорт мастерӗ Егор Селиванов Раҫҫейӗн триатлон чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ, унта вӑл ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Челепи облаҫӗнче вырсарникун вӗҫленнӗ.

Ӑмӑртӑва ҫӗршыври 200-е яхӑн спортсмен хутшӑннӑ.

Егор 1,5 километра ишессипе, 30 километра велосипедпа (маунтинбайк енӗпе) ӑмӑртассипе тата 10 километра чупассипе пуринчен маттур пулнӑ.

 

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Омск хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри ял спорчӗн ҫуллахи вӑййисем иртнӗ. Унта 46 регионти 1200-е яхӑн спортсмен хутшӑннӑ: ӗне сӑвакансем, утӑ ҫулакансем, механизаторсем тата ыттисем ӑмӑртнӑ.

Утӑ ҫулакансем 5х5 метр лаптӑк ҫинче ӑмӑртнӑ. Вӗсен унти утта ҫулма тивнӗ. Жюри пайташӗсем вӗсем тирпейлӗ ҫулнине, курӑка ҫӗр ҫийӗн мӗн тӑршшӗ хӑварнине хакланӑ. Ку енӗпе Чӑваш Ен спортсменӗсене ҫитекенни пулман.

Пӗтӗмӗшле зачетра вара республикӑри команда 6-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

Спорт
Таисия Ташней сӑнӳкерчӗкӗ
Таисия Ташней сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен пики Виктория Максимова Раҫҫейӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен чемпионатӗнче ылтӑн медале тивӗҫрӗ. 200 метра чупассипе паян ӑмӑртрӗҫ. 18 ҫулти хӗр – В. Егорова ячӗллӗ 1-мӗш Олимп резервӗн спорт шкулӗн спортсменки.

Нарӑс уйӑхӗнче вӑл Раҫҫей шайӗнчи ӑмартура 200 метра чупассипе Чӑваш Ен рекордне ҫӗнетнӗччӗ. Ун чухне вӑл 200 метра 23,73 ҫеккунт чупнӑ. Асӑннӑ инҫӗше вӑл паян 23,13 ҫеккунтра чупса тухрӗ.

 

Персона

Ҫӗнӗ Шупашкарти 14-мӗш шкулта ӑс пухакан Анастасия Жукова Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пушарпа ҫӑлав спорчӗ енӗпе ирттернӗ Пӗтӗм Раҫҫейри турнирта ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Тупӑшу Ӗренпурта ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Пирӗн ентеш 17-18 ҫулсенчи ҫамрӑксен йышӗнче ӑмӑртнӑ, штурм пусмипе хӑпарнӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Настя юлашки 5 ҫулта кунашкал ӑмӑртусенче пӗрре мар ҫӗнтернӗ.

Сӑмах май, Пӗтӗм Раҫҫейри турнира 23 регионти чи вӑйлӑ атлетсем хутшӑннӑ.

 

Спорт
Википедия архивӗнчи сӑн
Википедия архивӗнчи сӑн

Ӗнер Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ пуҫланнӑ. Пӗрремӗш ҫитӗнӳсем пур.

Анжелика Сидорова ҫӳллӗшне шӑчӑпа сиксе Елена Исинбаева 2016 ҫулта лартнӑ рекорда ҫӗнетнӗ. Ун чухне ку кӑтарту 4,90 метр пулнӑ тӑк Анжелика 4,91 метра парӑнтарнӑ.

Хальлӗхе тӗнчери абсолютлӑ рекорд Елена Исинбаевӑнах. Вӑл уҫӑ сывлӑшра - 5,06, пӳлӗмре 5,01 метра парӑнтарнӑ. Сидоровӑн вара ку кӑтартусем 5,01-пе тата 4,95-пе танлашаҫҫӗ.

Аса илтерер: чемпионат ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӗҫленет.

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 2-5-мӗшӗсенче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри чемпионат иртет. Ӑна ыран саванӑҫлӑ лару-тӑрура 15 сехет ҫурӑра уҫӗҫ.

Ӑмӑртусем 15 пин ҫын вырнаҫакан «Олимпийский» стадионта иртӗҫ. Чемпионата курмашкӑн лекеймесен те кулянмалла мар. Ӑна федераци спорт каналӗсемпе онлайн мелпе кӑтартсах тӑрӗҫ.

Сӑмах май, кун пек чемпионат Шупашкарта 2016 ҫулта иртнӗ. Ун чухне ӑмӑртусене Олимп чемпионки Елена Исимбаева килнӗччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/80437
 

Культура
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче

️Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрмере Уяв иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Чӑвашлӑх уявӗн мероприятийӗ пуян пулнӑ. Сӑмахран, «Уяв пики» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ.

Ӑмӑртӑва 16 пике хутшӑннӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — Чӑваш Республикинчен, ыттисем – Тутарстанӑн тӗрлӗ районӗнчен.

Конкурса хутшӑнма кӑмӑл тунӑ хӗрсем хӑйсемпе паллаштарнӑ, тӳресене чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланӑ, юрласа та ташласа кӑтартнӑ.

Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ятне Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырмари Кристина Данилова тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/1744
 

Страницӑсем: 1 ... 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, [22], 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, ... 84
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй-хал саппасӗ нумай, анчах ӑна ҫӑмӑллӑнах вак-тӗвекленсе пӗтерме пулать. Эрне варринче тавлашусем тухма пултарӗҫ — эсир тӗрӗссине ҫине тӑрса ӗнентермесен те, хӑвӑрӑн позицие лӑпкӑ палӑртӑр.

Юпа, 11

1892
134
Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен ҫуралнӑ.
1896
130
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1942
84
Ершов-Янкер Николай Гаврилович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1954
72
Ксенофонтов Олег Иванович, керамикӑпа ӗҫлекен ӳнерҫӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ