Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӑмӑртусем

Спорт

Чӑваш Ен спортсменки Полина Андреева Тула хулинче чӳкӗн 12-20-мӗшӗсенче йывӑр атлетика енӗпе иртекен Раҫҫей первенствине хутшӑнать.

Пӗрремӗш кунхинех пирӗн спортсменка 49 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче тупӑшса Раҫҫей рекордне ҫӗнетнӗ. Вӑл Раҫҫей первенствинче 3 ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Тулӑрах иртнӗ пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртура та вӑл малта пулнӑ: ылтӑн медале тивӗҫнӗ.

Палӑртмалла: Полина Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре спорт гимнастики енӗпе республика ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Спортӑн ҫак енӗпе туслисем тата спорт гимнастикине юратакансем Шупашкарти Олимп резервӗн 6-мӗш спорт шкулне пуҫтарӑннӑ.

Раҫҫей спорт мастерӗсен икӗ кунхи ӑмӑртӑвӗнче Никита Леснов пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Спорт мастерӗсен кандидачӗсенчен Антон Антонова ҫитекен пулман. Асӑннӑ категорире кӗмӗл медале Андрей Кривошеев, бронзӑна Даниил Лисицын ьивӗҫнӗ.

1-мӗш спорт разрячӗн программинче ылтӑн медале Дмитрий Максимов ҫӗнсе илнӗ. кӗмӗле — Александр Пузырев, бронзӑна — Максим Замахов.

2-мӗш спорт разрячӗн программинче Иван Щербаков ҫӗнтернӗ. Сергей Раськин иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — Илья Лавров.

 

Республикӑра

Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Енре пулӑ тытма юратакансем ӑмартӗҫ. Вӗсем катушкӑллӑ вӑлтапа пулӑ тытассинче тупӑшӗҫ.

Кӑҫал унта чи вӑйлӑ спортсменсем хутшӑнассине пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем Атӑл юханшывӗнче пулӑ тытӗҫ. Пӗр кунра икӗ тур иртӗ, кашни 4 сехете тӑсӑлӗ. Апла пӗтӗмпе – 8 сехет.

Ӑмӑртӑва 18 ҫултан аслӑраххисен хутшӑнма ирӗк пур. Регистраци ирхи 5 сехетре пуҫланӗ. Ҫур сехетрен ӑмӑрту савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ. Пӗрремӗш тур 6-ра пуҫланать, 10-ра ӑна пӗтӗмлетӗҫ. Иккӗмӗш тур 11-те пуҫланать. 15 сехетре ҫӗнтерӳҫӗсене чыслӗҫ.

 

Спорт

Чӑваш Ен спортсменки Полина Андреева Беларуҫре ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 49 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче мала тухнӑ.

Беларуҫри Минск хулинче йывӑр атлетика енӗпе пӗтӗм тӗнчери турнир иртет. Полина икӗ енлӗ кӗрешӳре пӗтӗмӗшле 166 килограмм ҫӗкленӗ. Ӑна ҫитекенни пулман. Спортсменка Геннадий Иванов тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать.

Полинӑн ку пӗрремӗш награди мар. Кӑҫал ҫулла вӑл йывӑр атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче 23 ҫула ҫитменнисен йышӗнче ылтӑн медаль илнӗ, сакӑр рекорд лартнӑ.

 

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Кӑҫал «Наци кросӗ» авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртӗ. Унта кашни ҫулах спорта юратакансем, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансем пухӑнаҫҫӗ.

Унта хутшӑнакансен 1-12 ҫухрӑма чупма май пур. Старта тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем тухӗҫ. Шупашкарта старт Мускав ҫыранӗ хӗрринче пулӗ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, «Наци кросӗнче» ҫӗнтернисене медальпе, дипломпа, парнепе чыслӗҫ. Вӗсем – РФ Спорт министерствинчен.

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкарти кӳлмекре ҫурма марафон иртнӗ. Кунашкалли пӗрремӗш хут пулнӑ. Ку ӑмӑртӑва виҫӗмҫулах ирттерме палӑртнӑ, анчах кӑшӑлвирус сарӑлнине пула май килмен.

Ҫурма марафона ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Хутшӑннӑ кӑна мар, вӑл 21,1 ҫухрӑм тӑршшӗ дистанцие парӑнтарнӑ. Ҫурма марафона пӗтӗмпе 650 ҫын чупнӑ.

Олег Николаев ҫакнашкал ӑмӑрту авӑн уйӑхӗн пӗрремӗш декадинче кашни ҫулах иртессине, ӑна Андриян Николаев космонавт-летчике халаллассине пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81394
 

Спорт
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

«Советская Чувашия» хаҫат каллех эстафетӑна чӗнет. Ӑмӑрту ку шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, иртӗ.

Эстафетӑра 14 комплект медальшӗн спортмсенсем 11 ӳсӗм ушкӑнӗнче тупӑшӗҫ. Унта кирек кам та хутшӑнма пултарать: ачасем те, аслисем те.

Старта 10 сехетре тухӗҫ. Хаҫат журналисчӗн Александр Егоровӑн кубокне те выляттарӗҫ. Вӑл спорт журналистикин кубокӗ пулӗ.

Палӑртмалла: ӑмӑртура вакцинаци тумалли мобильлӗ пункт та ӗҫлӗ.

 

Спорт

Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта ҫурмамарафон иртӗ. Спортсменсем кӳлмекре тата Мускав ҫыранӗнче чупӗҫ.

Ку ҫурмарафона 2020 ҫултах ирттерме палӑртнӑ. Анчах кӑшӑлвирус сарӑлнине пула урӑх вӑхӑта куҫарма тивнӗ. Акӑ тинех иртӗ вӑл.

Спортсменсем 3 дистанцие парӑнтарӗҫ: 5, 10 тата 21,1 ҫухрӑма. Ӑмӑртӑва хутшӑнма тӳлевлӗ. Хальхи вӑхӑтра кирлӗ чухлӗ спортсмен пухнӑ: 500 ҫын. Авӑнӑн 3-мӗшӗнче заявкӑсене татах йышӑнӗҫ, анчах пушӑ вырӑнсем тупӑнсан кӑна.

 

Спорт
sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти А.И. Тихонов ячӗллӗ спорт шкулӗн воспитанникӗ, Раҫҫейӗн спорт мастерӗ Егор Селиванов Раҫҫейӗн триатлон чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ, унта вӑл ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Челепи облаҫӗнче вырсарникун вӗҫленнӗ.

Ӑмӑртӑва ҫӗршыври 200-е яхӑн спортсмен хутшӑннӑ.

Егор 1,5 километра ишессипе, 30 километра велосипедпа (маунтинбайк енӗпе) ӑмӑртассипе тата 10 километра чупассипе пуринчен маттур пулнӑ.

 

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Омск хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри ял спорчӗн ҫуллахи вӑййисем иртнӗ. Унта 46 регионти 1200-е яхӑн спортсмен хутшӑннӑ: ӗне сӑвакансем, утӑ ҫулакансем, механизаторсем тата ыттисем ӑмӑртнӑ.

Утӑ ҫулакансем 5х5 метр лаптӑк ҫинче ӑмӑртнӑ. Вӗсен унти утта ҫулма тивнӗ. Жюри пайташӗсем вӗсем тирпейлӗ ҫулнине, курӑка ҫӗр ҫийӗн мӗн тӑршшӗ хӑварнине хакланӑ. Ку енӗпе Чӑваш Ен спортсменӗсене ҫитекенни пулман.

Пӗтӗмӗшле зачетра вара республикӑри команда 6-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, ... 75
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та