
Пушкӑртстанри Ӗпхӳ хулинче «Салам» республикӑри ташӑпа юрӑ фестивалӗ иртнӗ. Асӑннӑ мероприятие Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн администрацийӗнче ӗҫлекен Гульчачак Мухамедьянова «Салам» фестивале республикӑри чи анлӑ мероприятисенчен пӗри тесе хакланӑ. Кӑҫалхи фестивале С.Т. Аксаков ячӗллӗ культурӑпа кану пахчинче иртнӗ.
Кӑҫал мероприятие республикӑри 24 районпа 4 хуларан пултарулӑх коллективӗсемпе уйрӑм ташӑҫӑсем тата юрӑҫӑсем, пурӗ 295 ҫын, килсе ҫитнӗ.
«Салам» ташӑпа юрӑ фестивалӗ Пушкӑртстанри чӑваш культура обществипе унӑн Ӗпхӳ хулинчи уйрӑмӗ (ертӳҫисем — Ю.П. Михайлов, Т.Е. Петрова), Ӗпхӳ хулинчи ЧНКА (В.Ф. Иванов), ПР Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ (А.А. Ибрагимов) йӗркеленипе иртнӗ тесе пӗлтернӗ Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫатра.

Пушкӑртстанӑн тӗп хулинчи П. Миронов ячӗллӗ чӑваш вырсарни шкулӗнчи чи маттур вӗренекенсене хавхалантарюнӑ. Асӑннӑ регионти «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳре хастаррисене Пушкӑртстанри чӑвашсен канашӗ Прасковья Коринӑн премийӗпе чысланӑ.
«Парнесене тивӗҫнисен хушшинче — талантлӑ вӗренекенсем. Мӗн вӑл пысӑк талант тени? Чӑн малтан вӑл — пӗлӳ тӗнчине (ӳкерес, вулас, ташлас, музыка енӗпе) ӑнкарни тата хушнӑ ӗҫе творчество туйӑмӗпе пурнӑҫлани, яваплӑ, тӳсӗмлӗ, хастар, ҫирӗп тӗллевлӗ пулни», — тенӗ шкул директорӗ Иван Тарасов.
Гран-прие Олег Федоров тивӗҫнӗ. Ӑна пӗлтӗр те ҫавӑн пек чысланӑ. 1-мӗш степеньлӗ диплома тата Прасковья Коринӑн премине Анна Михайлова, Агата Михайлова, Аделя Исалиева, Мария Погодина тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш степеньлине — Ксения Борисова, Вероника Никитина, Илья Никитин, Никита Кузьмин, Мария Новоселова, виҫҫӗмӗш степеньлине — Булат Ахмедьянов, Павел Егоров, Юлия Федорова, Анастасия Кузнецова, Алсу Шаехова. Кунсӑр пуҫне тепӗр 15 вӗренекене Тав ҫырӑвӗпе хавхалантарнӑ.

Пушкӑртстанри Ҫтерлӗри Абдулкадир Инан ячӗллӗ пушкӑртпа тутар литература центрӗнче йӑх-несӗл (Шежере) уявӗ иртнӗ. Унта Петровсен ҫемйи те хутшӑннӑ.
6-мӗш номероӗ вулавӑш ертӳҫи Валентина Зорина «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, Петровсен туслӑ ҫемйи 1986 ҫулта йӗркеленнӗ. Авӑркас районӗнчи Маньел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ каччӑ асӑннӑ районти Шланлӑ ялӗнчи Аленӑпа пӗрлешнӗ. Малтан вӗсем Ӗпхӳ хулинче пурӑнма тытӑннӑ. Часах мӑшӑрӑн пӗрин хыҫҫӑн тепӗр хӗр ҫуралать. Юра милицире ӗҫленӗ. 2002 ҫулта ҫамрӑк ҫемье Ҫтерлӗ хулине куҫнӑ. Халӗ хӗрӗсем ҫитӗнсе хӑйсем ҫемье ҫавӑрнӑ.
Юрий Анатольевич — отставкӑри милици капитанӗ, Пушкӑртстанри чӑвашсен наципе культура пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ, усламҫӑ. Алевтина Витальевна Ашкатарти шыв илмелли «Водоканал» предприятинче смена пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлет, хулари культура ҫурчӗн «Тавах» чӑваш эстрадӑпа фольклор ансамблӗн солистки.
Петровсен туслӑ ҫемйи — Ҫтерлӗри чӑвашсен наципе культура автономийӗн хастар членӗсем.
«Эпир чӑваш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, хамӑр чӗлхене, халӑха юрататпӑр. Ачасене, мӑнуксене те чӗлхене юратма, авалтан килекен йӑла-йӗркесене ӑша хывма вӗрентетпӗр.

Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнче чӑваш ачисемпе ҫамрӑкӗсен «Шур ҫӑл» фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал ӑна ҫиччӗмӗш хут йӗркеленӗ.
Асӑннӑ уяв Пушкӑртстанӑн 9 районӗпе (Ӗпхӳ, Пелепей, Шаран, Ермеккей, Федоровка, Мияки, Мелеуз, Пишпӳлек, Кармаскалӑ) Тутарстанри Анат Чаллӑ хулинчи ачасем пухӑннӑ. 7-18 ҫулхи 178 ача пуҫтарӑннӑ унта.
Ҫакӑн пирки Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль чӑваш халӑхӗн хӑйне евӗрлӗ культурине сыхласа хӑварса ӑна тата та паллӑрах тӑвас, тӑван чӗлхене аталантарас, ҫитӗнекен ӑрӑва наци культурине юратма, хисеплеме вӗрентес тӗллевсене пурнӑҫлать. «Шур ҫӑл» фестиваль учредителӗсем – Пушкӑртстанри Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ, Пишпӳлек район администрацийӗ тата «Родник» агрофирма (ертӳҫи – С.К. Михайлов).
Фестиваль ытти ҫулсенче Алексеевка ялӗнчи Панулми пахчинче иртнӗ. Кӑҫал ҫанталӑк сивӗ пулнине кура уява Пишпӳлекри культура керменне пухӑннӑ.

Пӗтӗм вырӑссен диктантне ҫыракансем авточупу йӗркеленӗ. Вӗсем ҫула пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухнӑ. 219 кунта 10 пин километра парӑнтарма, 27 хулана ҫитме палӑртнӑ. Проекта хутшӑнакансем ҫав вӑхӑтра Владивосток, Уссурийск, Хабаровск, Биробиджан, Благовещенск, Чита, Улан-Удэ, Иркутск, Красноярск, Кемӗр, Ҫӗнҫӗпӗр, Омск, Ялуторовск, Курган, Челябинск, Ӗпхӳ, Ижевск, Хусан, Шупашкар, Пенза, Саранск, Чулхула, Ярославль, Вологда, Питӗр, Нарва, Таллин хулисенче пулӗҫ.
Шупашкара ушкӑн пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 19 сехете ҫитмелле. Виҫӗ «ГАЗ» автомобильпе вӗсем «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ патӗнчи стоянкӑна пырса чарӑнӗҫ. Вӗсемпе тӗл пулма кашнинех май пур. Курма пыракансемпе проекта хутшӑнакансем тӗрлӗ акци ирттерӗҫ.

Шупашкарти ача Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче иртекен олимпиадӑна хутшӑнӗ. Унта хамӑр ҫӗршыври ӑслӑ ачасем, тата тӗрӗсрех каласан, химие лайӑх пӗлекенсем, пухӑнӗҫ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамраксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, паян, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен олимпиадин юлашки тапхӑрӗ хими предметӗнчен пуҫланать.
Хими предметне лайӑх пӗлекен ачасем малтан муниципалитет тата регионсем шайӗнчи ӑмӑртусенче тупӑшнӑ, кайран ҫӗршыв шайне тухма тивӗҫнӗ. Ӗпхеве Раҫҫейӗн 51 регионӗнчен 9-мӗш, 10-мӗш, 11-мӗш классенче вӗренекен 200 ытла ача пухӑнмалла.
Чӑваш Енрен Ӗпхӳри олимпиадӑна Шупашкарти 40-мӗш шкулта ӑс пухакан Артем Евдокимов (вӗрентекенӗ – Валентина Павлова) хутшӑнӗ.

Шупашкарта пуш уйӑхӗн 15-18-мӗшӗсенче хор музыкин черетлӗ уявӗ иртет. Ача-пӑчапа ҫамрӑксен пӗтӗм Раҫҫейри V (Пӗтӗм тӗнчери I) «Жавронок» (чӑв. Тӑри) хор конкурсӗ Ф.М. Лукин ячӗпе хисепленет. Ӑна хальхипе пиллӗкмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Икӗ ҫулта пӗрре пулакансксер вӑхӑтӗнче арҫын ачасен хорӗсем кӑҫал пуҫласа ӑмӑртӗҫ.
Конкурса паян 16 сехет те 30 минутра Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче уҫнӑ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне кӑҫал 50 ытла ушкӑн хутшӑнмалла. Вӗсен ӳсӗмӗ те тӗрлӗрен: 4 ҫултан пуҫласа 30 ҫулччен. Мускаври, Хусанти, Чӗмпӗрти, Ӗпхӳри, Ижевскри, Йошкар-Олари, Тольяттинчи, Кироври хорсем ҫитме шантарнӑ. Концерт программине Нигерипе Казахстанри артистсем пуянлатмалла.
Хор ушкӑнӗсене хак паракан тӳресен ертӳҫи — РФ искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин.

Ӗпхӳри П.М. Миронов ячӗллӗ Чӑваш вырсарни шкулӗнче Тӑван чӗлхе кунне ҫулсеренех уявлаҫҫӗ. Кӑҫал та ӑна ирттернӗ.
Хальхинче ачасене тӑван чӗлхе ҫынна мӗн тума кирлине хуравлама ыйтнӑ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсен хуравӗ уйрӑмах тӗлӗнтернӗ те , савӑнтарнӑ та.
Ыйтӑма хутшӑннӑ ултӑ ҫулхи хӗрача, акӑ, ҫапларах хуравланӑ: «Тӑван чӗлхе ҫынна ӑслӑ пулма кирлӗ!». Пилӗк ҫулти хӗрача вара: «Тӑван чӗлхе ҫынна киленӗҫ кӳрет», — тесе шухӑшлать. Тӑххӑрти хӗрача вара амӑшӗпе тата кукамӑшӗпе тӑван чӗлхепе калаҫнине пӗлтернӗ. «Эп вӗсене ӑнланнишӗн вӗсем савӑнаҫҫӗ, хамӑн вӑрттӑнлӑха уҫма май пур», — тенӗ хайхи. «Нумай халӑх чӗлхине пӗлекенӗн пуҫ мими пултаруллӑ, мӗншӗн тесен унӑн нейрон ҫыхӑнӑвӗ ытларах», — ҫавӑрттарса хунӑ 12-ри хӗрача.

Чӑваш Енӗн Финанс министерстви Шупашкарти аэропорта ҫулсерен субсиди уйӑрнине пӗлтерет. Унта ӗнентернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен 2,5 хут нумайрах пӑхса хӑварнӑ. Ҫапла майпа ун чух 5,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак кӗмӗл Шупашкартан Ӗпхӗве тата Шупашкартан Питӗре каякан авиарейссен хакне чакарма кайнӑ. Кӑҫал 22,2 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Ҫав вӑхӑтрах «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат кӑҫал Шупашкара Росавиаци субсиди уйӑрмассине пӗлтернӗ.
2019 ҫулта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хуласене ҫӳреме 60 ытла рейспа ҫӳреме субсиди парӗҫ. Списока Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 10 хула лекнӗ: Саранск (5 рейс), Хусан (18 рейс), Бугульма (5 рейс), Ӗпхӳ (9 рейс), Чулхула (6 рейс), Пермь (10 рейс), Ӗрӗнпур (3 рейс), Чӗмпӗр (1 рейс), Киров (1 рейс), Самара (10 рейс).

Пукшӑртстанри Владислав Юсупов блогер Аргентинӑпа Франци вылякан матча курма Мускавран Хусана кайма тухнӑ Бразили ҫыннисене пирӗн республика территорийӗнче тытса чарнӑ тесе хӑй вӑхӑтӗнче Фейсбукра пӗлтернӗччӗ. Ҫак сӑмах-юмах тухсанах Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пирӗн республикӑра Бразилинчен футбол курма килнӗ хӑнасене тытса чарманнине пӗлтернӗччӗ.
Халӗ вара Пушкӑртстанри Кушнаренково районӗн судӗнче Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин тавӑҫне пӑхса тухнӑ. Ӗпхӳри блогера ҫырнине суд суя тесе йышӑннӑ.
Владислав Юсуповӑн хӑй маларах ҫырса хунине хуратмалла, 4 пин тенкӗ укҫа тӳлемелле. Чӑваш Ен ШӖМӗ унран 40 пин тенкӗ шыраса илесшӗн пулнӑ, суд 4 пинпе ҫырлахма йышӑннӑ.
.
