
Шупашкар хулинчи йӗрке хуралҫисем, ведомствӑн общество канашӗ, ирӗклӗ халӑх дружини пӗрле пулса «Ночной город» (чӑв. Каҫхи хула) рейд ирттернӗ. Хальхинче вӗсем тӗрӗслевпе ҫӗртме уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенчи каҫхине ҫӳренӗ.
Полицейскисемпе общество хастарӗсем яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ комендант сехетне пӑхӑннине тӗрӗсленӗ.
Рейд вӑхӑтӗнче 14 ачана тупса палӑртнӑ. Вӗсем ҫӗрле ашшӗ-амӑшӗсӗр хула тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӗсене полици уйрӑмне илсе кайнӑ, унтан вӗсене ашшӗ-амӑшӗ пырса киле илсе кайнӑ. 15 ҫулти шкул ачин ашшӗн ывӑлӗ патне Шупашкара Ҫӗрпӳрен килме тивнӗ. 15 ҫулти ӳсӗр яш патне амӑшӗ ирхи виҫҫӗре Куславккаран персе ҫитнӗ. Тепӗр виҫӗ ача патне ашшӗ-амӑшӗ Ҫӗнӗ Шупашкартан килнӗ.
Ашшӗ-амӑшӗ те йӗркене пӑсать. Шупашкарта 46 ҫулти хӗрарӑм ҫул ҫитмен ачисен умӗнчех общество вырӑнӗнче эрех ӗҫсе ларнӑ.

Ханты-Манси автономи округӗнчи Нягань Шупашкарти арҫынна тытса чарнӑ. 33 ҫулти водителе патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем сулахаялла пӑрӑнмалли ҫутта ҫутманран чарас тенӗ. Анчах водитель тимсӗр пулни вӑл ӳсӗр пулнипе те ҫыхӑннӑ иккен. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче вӑл эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн руль умне ларса тухни сиеле тухнӑ.
Явап тытас килменрен арҫын укҫа сӗнме пуҫланӑ. Малтан — 50 пин тенкӗ, кайран — 150 пин тенкӗ.
Халӗ вара арҫынна водитель прависӗр хӑварнипех ҫырлахмӗҫ, сӗтев пама тӑнӑшӑн та унӑн явап тытма тивӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан, унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ арҫын ӳсӗр хӗрӗн (вӑл унӑн пӗлӗшӗ пулнӑ) укҫине тата телефонне вӑрланӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарти Ленин районӗнчи хавасланмалли заведенисенчен пӗринче пулса иртнӗ. Хӑй пӗлекен хӗр ӳсӗрӗлсе кайнипе усӑ курса арҫын хайхин телефонӗнчи банк приложенийӗ урлӑ 150 пин тенкӗ укҫа куҫарнӑ. Унсӑр пуҫне 20 пин тенкӗ тӑракан телефона вӑрланӑ.
Тӗпчевҫӗсем тӗрӗслев пуҫарсан Ҫӗнӗ Шупашкар арҫынни хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, укҫана каялла куҫарса панӑ.
Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ прокуратура суда ярса панӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта ӳсӗр арҫын йӗрке хуралҫине хулӗнчен ҫапнӑ, унтан вӗсене ҫынсен умӗнче кӳрентермелле сӑмахсем каласа пӗтернӗ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн каҫхине хулари кафесенчен пӗринче пулса иртнӗ. Унта кӗнӗ патрульпе пост службин ӗҫченӗсем пӗр ӳсӗре асӑрханӑ. Пакунлисене курсан вӑл тухса тарма тӑнӑ. Лешсем унӑн докуменчӗсене тӗрӗслес тенӗ. 40 ҫулти арҫын унччен судпа айӑпланнӑскер пулнӑ, вӑрах вӑхӑт тӗрмере ларнӑ.
Йӗрке хуралҫисем тӗрӗслени килӗшменрен вӑл вӗсенчен пӗрине хулӗ тӗлӗнчен ҫапнӑ, унтан сӑмахпа кӳрентерме тапранса кайнӑ.
Урӑлсан тата пуҫиле ӗҫ пуҫарсан арҫын чунтан ӳкӗнме пуҫланӑ, вӑл каҫару та ыйтнӑ. Ҫавӑнпа суд ӑна хальхинче тӗрмене хупса хумалла туман — икӗ ҫуллӑха тӗрмене хупса хумасӑр ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.

Ҫуллахи вӑхӑтра ялсенче правасӑр ачасем скутерпа чупнине час-часах курма пулать. Хӑш чухне ку транспорта нимрен хӑрама пӗлмен яш-кӗрӗм ҫеҫ мар, ӳсӗрсем те ҫула тухаҫҫӗ.
Вӑрнар районӗнче ун пеккисенчен пӗри нумаях пулмасть Патшалӑхӑн автоинспекциӗн ӗҫченӗсен куҫӗ тӗлне лекнӗ. Мототранспортпа пыракан ҫын урах мар пек туйӑннӑран ӑна пакунлисем чарас тенӗ. Хайхи ҫын алкотестерпа тӗрӗсленме те, тухтӑрсем патне кайма та килӗшмен. Унтан та ытларах — хайхин водитель прави те пулман. Тытса чарнӑ чухне вӑл йӗрке хуралҫисене хирӗҫ тӑма хӑтланнӑ.
Халӗ скутера штрафстоянкӑна ӑсатнӑ, ӳсӗрле тата водитель прависӗр ҫула тухнӑ арҫын тӗлӗшпе вара РФ Пуҫиле кодексӗн 264.1-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Вӑрмар районӗнчи Кутеснер ялӗнче икӗ ҫамрӑк арҫын малтан пӗрле эрех ӗҫне, унтан пӗри теприне вӗлермелле хӗнесе пӗтернӗ.
Пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пулса иртнӗ, халӗ 33 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статьяпа ҫынна асӑрханмасӑр вӗлерсен явап тыттараҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, хӑйӗн килӗнче пӗлӗшӗпе эрех ӗҫсе ларнӑ. Кайран иккӗшӗн хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Ӑна вӑл йывӑҫ авӑрпа хӗнеме тапранса кайнӑ. Кайран урайне тӗксе янӑ.
Суранланса пӗтнӗ арҫын кӑштахран куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Халӗ икӗ киле те хуйхӑ пырса ҫапнӑ. Айӑпланакан арҫын тӑванӗсемшӗн те шухӑш, вилнин тӑванӗсен хуйхи тата та йывӑртарах, мӗншӗн тесен вӑл ҫак ҫӗр ҫинче текех утса ҫӳреймӗ.

Ҫӗмӗрле хулинче 60 ҫулти хӗрарӑма суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Унпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем тӗпчесе пӗтернӗ. Хӗрарӑма РФ Пуҫиле кодексӗн 105-меш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарасшӑн.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче хайхискер хӑй паллакан арҫын патӗнче хӑналаннӑ. Вӗсем иккӗшӗ эрех ӗҫнӗ, унтан вӑрҫӑнса кайнӑ. Урса кайнӑ хӗрарӑм алла ҫӗҫӗ ярса илсе пӗлӗшне ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ. Шар курнӑ арҫын кӑштахран куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Сӑмах май каласан, хӗрарӑм унччен те ҫынсемпе хирӗҫме, вӑрҫӑнма юратнӑ, уншӑн ӑна темиҫе хутчен те пуҫиле майпа явап тыттарнӑ иккен. Халӗ, ав, ватлӑхра та пулин лӑпланса пурӑнас вырӑнне кирпӗч шутлама кайма тивӗ.

Шупашкар муниципалитет округне кӗрекен Тутаркасси тӗлӗнче йӗрке хуралҫисем пӗр водителе хӑваланӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем «Лада Ларгус» ҫӑмӑл машинӑна асӑрханӑ. Пакунлисене машина ҫулпа епле пыни сисчӗвлентернӗ. Вӗсем машинӑна чарас тенӗ те водитель йӗрке хуралҫисем ыйтнине пӑхӑнман. Вӑл вӗсенчен тарса пытанма шухӑш тытнӑ.
Пакунлисенчен тарма хӑтланса ҫӑмӑл машина хирӗҫ килекен ҫул ҫине те тухса кайнӑ, светофорӑн хӗрлӗ ҫутине те пӑхӑнса тӑман.
Пакунлисем таркӑн-водителе пӗрех тытса чарнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ, салонта водительсӗр пуҫне пӗрле эрех ӗҫнӗ виҫӗ тусӗ ларса пынӑ. Кунсӑр пуҫне тата
унччен судпа айӑпланнӑ 45 ҫулти арҫыннӑн водитель правине унччен виҫӗ хутчен туртса илнӗ иккен.

Чӑваш Енре 36 ҫулти арҫынна нумаях пулмасть суд тенкелӗ ҫине лартнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫав этем, тӗпрен илсен, ача укҫипе пурӑннӑ. Ниҫта та ӗҫлеменскер, ӗҫме юратаканскер 9 тата 11 ҫулти тӑван мар ачасене пластик пӑрӑхпа хӗненӗ. Ачасене 5 минут кая юлса киле килнӗшӗн те, тӑван асламӑшӗпе (тен, кукамӑшӗ-тӗр. Вырӑсла хыпарта бабушка тенӗ) телефонпа калаҫнӑшӑн та алӑ ҫӗкленӗ.
Арӑмӗпе хӑйӗн 4 ҫулти тӑван ывӑлне те патак ҫитернӗ.
Арҫынна суд 5 ҫул ҫурӑлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатнӑ.

Шӑмӑршӑ районӗнчи Васан ялӗнче 63 ҫулти арҫын хӑйӗнчен икӗ ҫул кӗҫӗнрех арҫын ҫине пырса кӗнӗ.
«Киа Рио» водителӗ ҫул варрипе машинӑна хирӗҫ утса пыракан арҫынна таптанӑ. Лешӗ ӳсӗр пулнӑ.
Шар курнин пуҫ мими чӗтреннӗ. Аманнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.
