Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Нумаях пулмасть тӗнче тетелӗнче, «Про Город» хаҫатӑн халӑх тетелӗнчи ушкӑнӗнче, сӑнӳкерчӗк сарӑлчӗ: унта пӗр шкулта ачасене пӗчӗк порци салат хурса панине ӳкернӗ. Ку Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкулта пулнӑ.

Ачасене турилккене темиҫе татӑк пахча ҫимӗҫ хурса панӑ. Ҫакӑ салат пулнӑ та. Шкул сайтӗнче унӑн йывӑрӑшӗ 31 грамм тесе палӑртнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи тӳре-шара тӳрех тӗрӗслевпе тухнӑ. Анчах ун хыҫҫӑн ачасем апатлану вӗсене килӗшнине палӑртнӑ. Анчах салат мӗншӗн ҫавӑн пек сахал пулнӑ-ши?

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/76844
 

Хулара
cheb.ru сайтри сӑн
cheb.ru сайтри сӑн

Шупашкарти Граждан урамӗнчи 58/1-мӗш ҫуртра пурӑнакан ҫемье сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Пӗтӗмпе – 4 ҫын: икӗ хӗрарӑм тата 18 ҫул тултарман арҫын ачасем. Пурне те пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ачасен сывлӑхӗ йӗркеленнӗ, хӗрарӑмсем вара йывӑртарах.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, форточка хупӑ чухне вентиляци каналӗ ӗҫлемен. Вырӑна ҫитне газовиксем газ колонки ҫине заглушка лартнӑ.

Астӑвӑр: килте газ шӑршине туйсанах 04 номерпе шӑнкӑравламалла. Газ хатӗр-хӗтӗрне вара кашни ҫулах специалистсене тӗрӗслеттермелле.

 

Хулара
zabrab75.ru сайтри сӑн
zabrab75.ru сайтри сӑн

Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти полици уйрӑмне 26 ҫулти хӗр пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӑл хӑйӗн укҫине упраса хӑварас тенӗ те тата нумайрах нухрат ҫухатнӑ.

Хӗр каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл банкра ӗҫлекен ҫын имӗш. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, такам хӗрӗн паспорт даннӑйӗсемпе усӑ курса кредит карточки ҫинчи укҫана илесшӗн. "Банк ӗҫченӗ" карточкӑна хӗр нумаях пулмасть илнине, унта мӗн чухлӗ укҫа пулнине тӗрӗс каланӑ.

Палламан ҫын укҫана сыхласа хӑвармалли мел пуррине пӗлтернӗ - ӑна резерв счет ҫине куҫармалла. Ҫапла вӑл 97 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Банка шӑнкӑралама вара кайран тин ӑс ҫитернӗ. Унти ӗҫченсем банкра нимӗнле резерв счет та ҫуккине пӗлтернӗ. Хӗр ултавҫасен аллине лекнине тинех ӑнланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://m.pg21.ru/news/76787
 

Хулара

Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти каччӑна нимеҫӗсем, полицейскисем, тӑванӗсем шыраҫҫӗ. Вӑл килтен тухса кайнӑ,унтанпа унран сас-хура ҫук.

"Лиза Алерт" шырав отрячӗ тата ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ килтен кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл таврӑнман, тӑванӗсене те хӑйӗн пирки нимӗн те пӗлтермен.

Ҫамрӑка 4 кун шыранӑ. Телее, ӑна тупнӑ. Вӑл чӗрӗ-сывах. Каччӑна тупни пирки паян пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://m.pg21.ru/news/76790
 

Хулара
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 11 сехет те 50 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарта "Дубрава" чарӑну патӗнче 101-мӗш "с" автобус хӗрарӑма ҫапса хӑварни пирки тӗнче тетелӗнче хыпар сарӑлнӑччӗ. Вӑл светофор хӗрлӗ ҫутнӑ вӑхӑтра ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ.

Шел те, ҫав хӗрарӑм, 72 ҫултискер, кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пульницӑра вилнӗ.

Кунсӑр пуҫне ҫав кунах Шупашкарти База проездӗнче васкавлӑ медпалӑшу машини, ачана Республика клиника пульницине илсе каяканскер, аварие лекни пирки пӗлтернӗччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://m.pg21.ru/auto/76775
 

Хулара

Пӗлтӗр Шупашкарти юра Промтрактор ҫывӑхӗнчи лапама илсе тухнӑччӗ. Ҫав купа ҫуллачченех ирӗлчӗ. Кӑҫал унта пӗр купа та ҫук. Мӗншӗн? Реагентлӑ юр ирӗлсе унти пӗчӗк юханшыва лекнӗ-мӗн. Тавралла курӑк та ӳсмен. Ҫавна май "Дорэкса" штрафланӑ.

СанПинпа килӗшӳллӗн, халӗ юра шыв витмен япала сарнӑ ятарлӑ вырӑна ҫеҫ илсе тухма юрать. Шупашкарта вара унашкалли хальлӗхе ҫук. Ку ыйтӑва юр ирӗлтерекен ятарлӑ япала вырнаҫтарса татса парасшӑн. Ӑна" Дорэкс" туяннӑ, ӑна вырнаҫтарма пуҫланӑ. Вӑл 1 сехетре 60 кубла метр юр ирӗлтерӗ.

Малтан тӳре-шара хулари юра Ҫӗнӗ Шупашкарти полигона илсе тухасси пирки шухӑшланӑ. Анчах ку хака ларнине кура кун пек йышӑну туман.

Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хуларан юр илсе тухассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва кӑрлач уйӑхӗн вӗҫҫӗччен татса парасшӑн.

 

Хулара
fotobus.msk.ru сайтри сӑн
fotobus.msk.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта маршруткӑсем ҫинче билет хакне ӳстересшӗн. Хальхи вӑхӑтра укҫапа тӳлесен 24 тенкӗ кӑларса памалла. Карттӑпа тӑк – 22 тенкӗ.

Хаксем хӑпарсан билет хакӗ 24 тата 26 тенкӗ пулӗ. Ку улшӑну 12-мӗш, 14-мӗш, 15-мӗш, 17-мӗш, 20-мӗш, 20-мӗш «к», 21-мӗш маршруткӑсене пырса тивет. Тӳре-шара ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хаксем хӑпарни топливо, шина хакӗсем, ӗҫ тӳлевӗн фончӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ.

Тролейбуссенче мӗнле пулӗ? Ҫавӑн пекех пулӗ, билет хакланмӗ. Унта укҫан тӳлесен 20 тенкӗ памалла, карттӑпа – 18 тенкӗ.

 

Хулара

Шупашкарти кӳлмекре пулӑсем вилеҫҫӗ. Ҫакӑ ҫынсене пӑшӑрхантарать. Пулӑсем сывлӑш ҫитменнипе пӑрпа витӗнмен вырӑна пухӑнаҫҫӗ. Такамсем вара ҫакӑнпа усӑ курса вӗсене сачокпа тытаҫҫӗ.

Кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кӳлмеке ятарлӑ комисси тӗрӗсленӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта пӑрпа витӗнмен пӗчӗк вырӑнсем пулнӑ. Ҫав вырӑнсене кӑвакалсемпе ҫӑхансем пухӑнаҫҫӗ.

Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, шывра кислород питӗ сахал. Ҫавӑнпа пулӑсем уҫӑ вырӑн шыраҫҫӗ. Чӑннипе, кӳлмекре кашни ҫулах ҫавнашкал лару-тӑру пулать. Анчах кӑҫал пушшех те йывӑр, мӗншӗн тесен шыв шайӗ 30-40 сантиметр тарӑнӑш ҫеҫ юлнӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, пулӑ ан вилтӗр тесен ваксем касмалла. Пулӑҫсем ку тӗлӗшпе ырӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/76756
 

Хулара
Шупашкар хула администраци тунӑ сӑн
Шупашкар хула администраци тунӑ сӑн

Шупашкара Ижевскран юр ирӗлтерекен станцине илсе килнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн сайчӗ пӗлтерет. Ҫӗнӗ агрегатпа паян Чӑваш ен тӗп хулин мэрин пуҫлӑхӗ Денис Спирин паллашнӑ.

Сехетре 60 куб метр ирӗлтерме пултаракан юр ирӗлтермелли станци «Дорэкс» предприятире вырнаҫӗ. Кирлӗ пулсан, ӑна вырӑнтан вырӑна куҫарма пулать. Администраци пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, ҫак хатӗре Трактор Тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫтарма шутлаҫҫӗ.

Юр ирӗлтермелли станцире ҫӳп-ҫапран тасатакан ала та пур. Юртан пулнӑ шыва канализацине юхтарса ярӗҫ, ҫӳп-ҫапа вара каяш тӑкмалли вырӑна кайса тӑкӗҫ. Системӑна 3 кун хушшинче майлаштарса ҫитерӗҫ.

 

Хулара
kartinkin.net сайтри сӑн
kartinkin.net сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан арҫыншӑн 2022 ҫул питӗ ӑнӑҫлӑ пуҫланнӑ. Вӑл 4 миллион ытла тенкӗ выляса илни пирки «Спортлото» пресс-служби пӗлтерет.

Арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл лавккана кайнӑ. Черетре тӑнӑ чухне вӑл кассӑра лотерея билетне сутнине курнӑ. Пӗрремӗш билета вӑл тӗплӗн суйланӑ. Анчах сутуҫӑ ӑна васкама ыйтнӑ. Иккӗмӗш билета арҫын часрах илнӗ те лавккаран тухнӑ.

Тепӗр 8 минутран унӑн телефонӗ ҫине вӑл укҫа выляса илни пирки смс килнӗ. Унти хисепе курсан арҫын ҫӑвар карса пӑрахнӑ. Лайӑхрах пӑхас тесе вӑл лупа та илнӗ. Ҫийӗнчех Мускаври мӑшӑрӗпе ывӑлӗсем патне савӑнӑҫ пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Вӑл выляса илнӗ укҫа-тенке хваттер илнӗ ҫӗре хывасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/76718
 

Страницӑсем: 1 ... 91, 92, 93, 94, 95, 96, 97, 98, 99, 100, [101], 102, 103, 104, 105, 106, 107, 108, 109, 110, 111, ...329
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лару-тӑру лайӑх енне йӗркеленсе пырӗ. Ертӳлӗх сирӗнте пысӑк майсене асӑрхӗ, сирӗнпе урӑхларах хутшӑнма тытӑнӗ. Ӗҫпе, килӗшӳсемпе сӑмах пама ан васкӑр — ку тӗлӗшпе асӑрхануллӑрах пулӑр.

Ҫурла, 26

1901
124
Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ.
1930
95
Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1933
92
Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ.
1950
75
Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1973
52
Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ.
2009
16
Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи