Хулара
![]() «Ярмарка» суту-илӳ комплексӗ «Юрма» агрохолдингӑн харпӑрлӑхне кӗрекен «Ярмарка» суту-илӳ комплексне аукциона тӑратнӑ. Панкрута тухнӑ организацийӗн ытти пурлӑхӗпе пӗрле ӑна пӗр лотпа сутаҫҫӗ. Туянакансене суту-илӳ комплексӗ кӑна мар, вокзал ҫумӗнчи «Елена» супермаркет ҫурчӗ, «Фаворит» ресторан, ҫӗр лаптӑкӗсем, хатӗр-хӗтӗр тата ытти япалана туянма сӗнеҫҫӗ. Лотра ҫавӑн пекех тракторсем, автобуссем тата ытти тӗрлӗ пурлӑх пур. Лот хакӗ 1 млрд 199 млн танлашать. Аукциона хутшӑнма кӑмӑл пуррисенчен заявкӑсене раштавӑн 18-мӗшӗччен йышӑннӑ. «РАД» электронлӑ суту-илӳ площадкинче вырнаҫтарнӑ информаци тӑрӑх лотпа иккӗн кӑсӑкланнӑ. Ӑмӑртмалла суту хӑй эрнекун, раштавӑн 24-мӗшӗнче, иртӗ. Аса илтеретпӗр, унччен маларах «Юрма» пурлӑхне 3,2 млрд тенкӗлӗх сутнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян 7 сехет те 50 минутра Шупашкарти аэропорта шанкӑрав ҫитнӗ. Унта мина хунӑ-мӗн. Кун хыҫҫӑн пассажирсене эвакуациленӗ. Кунашкал хыпар паян ирхине ҫӗршыври чылай аэропорта ҫитнӗ-мӗн. Шупашкарта аэропортра ҫынсене – пӗтӗмпе – 10 яхӑн - урама илсе тухнӑ. Вӗсен йышӗнче ачасем пулман. Вырӑна кинологсем ҫитсе тӗрӗсленӗ. Нимӗнле мина та тупман. Аэропорт унчченхи йӗркепех ӗҫлесе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ҪҪХПИ архивӗнчи сӑн ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Шупашкарта Николаев урамӗнче 12 ҫулти арҫын ача машина айне лекнӗ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Паян 15 сехет те 15 минутра арҫын ача светофор хӗрлӗ ҫутнӑ вӑхӑтра ҫул ҫине чупса тухнӑ. Ӑна ҫӑмӑл машина ҫапса кайнӑ. Вырӑна ҫитнӗ васкавлӑ медпулӑшу ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Авари саманчӗ видеокамера ҫине лекнӗ. Ӑна пӑхсан ача чӑнах та ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухни курӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() agregator.pro сайтри сӑн Паян, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ирхи 6 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнчи 29-мӗш ҫурт патӗнче пӗр хӗрарӑм арҫын ачана тупнӑ. Ача ҫиелти тумсӑр пулнӑ. Пӗчӗкскере пульницӑна илсе кайнӑ. Мессенджерсенче Винокуров урамӗнче ачана тупни пирки, унӑн сӑнне сарма тытӑннӑ. Ашшӗ-амӑшӗ тупӑннӑ. Мӗн пулса иртнӗ-ха? Ашшӗ-амӑшӗ ӗҫе кайнӑ. Арҫын ачана 14 ҫулти аппашӗн ача пахчине илсе каймалла пулнӑ. Пӗчӗкскер ашшӗ-амӑшӗ хыҫҫӑн урама тухса кайнӑ. Ҫакна аппӑшӗ сиссе юлман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштавӑн 12-мӗшӗнче Шупашкарти полици уйрӑмне Тула облаҫӗнче пурӑнакан хӗрарӑм пулӑшу ыйтма пынӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл Шупашкар курма килнӗ, хостелта чарӑннӑ. Ҫӗрле вара сумки тата енчӗке таҫта «ураланнине» асӑрханӑ. Енчӗкре 10 пин тенкӗ пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем видеокамерӑсене пӑхнӑ та ҫав арҫынна палласа илнӗ. Икӗ кун каялла вӑл телефон вӑрланӑ-мӗн, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын Мускав облаҫӗнчен, хостела темиҫе уйӑх каялла вырнаҫнӑ. Полицейскисем ӑна савӑнмалли пӗр заведенире тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта икӗ ача пӳремечпе ярӑнса суранланнӑ. Иккӗшӗ те пульницӑра выртаҫҫӗ. Шкул ачисем «Солнечный» микрорайонта тата Богдан Хмельницкий урамӗнче пӳремечпе ярӑннӑ. Шӑпах хӑш вырӑнта ярӑннине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ. Чылай чухне пӳремечпе ятарлӑ вырӑнта ярӑнман чухне пӑтӑрмах сиксе тухать. Нумайӑшӗ алли-урине хуҫать, пуҫне сурнлатать. Иртнӗ эрнере пӳремечпе ярӑнса суранланнӑ ачасен мӗн аманни пирки хальлӗхе ыттисене пӗлтермен. Ытти чухне Шупашкарта Анне палӑкӗ патӗнче те ярӑнатчӗҫ. Халӗ ку вырӑна хупнӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Чи хӑрушсӑр вырӑн – «Амазони» паркра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта ҫуралнӑ арҫын ачана планета тата Рим туррин ятне панӑ. Ӑна хулари Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче регистрациленӗ. Ашшӗ-амӑшӗ арҫын ачана Юпитер ят панӑ. Ку планета ячӗ кӑна мар. Рим мифологийӗнче кун пек ятлӑ турӑ пулнӑ. Сӑмах май, нумаях пулмасть Шупашкарта хӗрачана Жасмин тесе ҫыртарнӑ. «Дисней» юмахра унашкал ятлӑ принцесса пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Арҫын Ҫӗнӗ Шупашкарта машина тапратса тарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавна май ӑна тытса чарнӑ. Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 13 сехет ҫурӑра Энгельс урамӗнчи 14-мӗш ҫурт патӗнче ВАЗ-2111 машина «Ниссан» ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ҫакна уголовлӑ шырав уйрӑмӗн опреуполномоченнӑйӗ асӑрханӑ. ВАЗ водителӗ пакунлине курсан машинӑн сӳнтермесӗрех тарма пуҫланӑ. Пакунли ӑна хӑвӑласа ҫитнӗ. Лешӗ ӳсӗр пек курӑннӑ. Вӑл – 29 ҫулти арҫын, ӑна шыраҫҫӗ иккен. Унччен вӑл вӑрланӑшӑн, ҫынна хӗненӗшӗн тата ыттишӗн уголовлӑ майпа явап тытнӑ. Хальхинче те вӑл тапратса тарнӑ машинӑпа пынӑ иккен. Кӑшт маларах Ҫӗнӗ Шупашкарта машина вӑрласа тарни пирки полицие пӗлтернӗ пулнӑ. Картишре ларакан, алӑкне питӗрмен машинӑна ҫак арҫын тапратса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() m.progorod62.ru сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӳп-ҫап уйӑракан комплексра ӗҫлекенсем хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан япала тупнӑ. Вӑл – мина. Вырӑна экстреннӑй служба ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Комплексри хатӗр-хӗтӗре ӗҫлеме чарнӑ. «Чӑваш Ен» Патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗрке хуралҫисем лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Сӑмах май, кӑҫал ҫулла шӑрӑх ҫанталӑка пула ҫӳп-ҫап куписем ҫуннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Евгения Фёдорова Фейсбукра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксем Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пурӑнакан хӑш-пӗр ҫынна стена ҫине ӳкерни килӗшмен. Ку хыпара унта тӗпленнӗ Евгения Фёдорова Фейсбукра пӗлтернӗ. Асӑннӑ микрорайонта Гарри Поттер ҫинчен ҫырнӑ хайлава тӗпе хурса граффити йӗркеленӗ. Анчах халӗ вӑл ҫук. Кӗтмен-туман ҫӗртен ҫухалнӑ. Сӑнӳкерчӗке сӑрӑ тӗслӗ сӑрӑпа хупласа хунӑ. «Тискер сӑнарсем» тӗлӗшпе ушкӑнпа ҫӑхавлакансем пулнӑ имӗш. Миҫе ҫынна килӗшменни пирки паллӑ мар. «Пирӗн компанире ҫӑхава куракан пулман. Граффти хатӗрлессине шӑпах эпир пуҫарнӑ тата укҫа тӳленӗ», — тесе ҫырнӑ маларах асӑннӑ Евгения. 65-мӗш шкул патӗнчи подстанци ҫинчи граффитие Александр Назаретский художник ӳкернӗ. Сӑмах май, вӑл тата Покрас Лампас Мускав облаҫӗнчи Королёв хулинче те ҫавӑн пек мелпе хитрелетнӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |