Хулара
![]() jutaza.tatarstan.ru сайтри сӑн Ваттисен кунӗнче тивӗҫлӗ канури ҫынсем валли ҫулсерен акци йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал та ку йӑлана пӑрахӑҫламӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал та ваттисен ҫӳҫне йӳнӗ хакпа касма май пулӗ. Ку 60 ҫултан аслӑраххисене пырса тивет. Администраци пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал акци икӗ куна тӑсӑлӗ. 60 ҫултан аслӑраххисем парикмахерские маларах ҫырӑнса ҫӳҫне йӳнӗ хакпа – 150 тенкӗпе – кастарма пултараҫҫӗ. Акцие Шупашкарти 24 парикмахерски хутшӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче икӗ троллейбус ҫапӑннӑ. Паян «Руль умӗнче» форумра инкек сӑлтавне кӑтартса паракан видео вырнаҫтарнӑ. Инкек Максим Горький проспекчӗпе Кривов урамӗ хӗресленнӗ вырӑнта пулса иртнӗ. Ҫул ҫинче пӗр ҫӑмӑл машина тата икӗ троллейбус ҫапӑннӑ. Видео тӑрӑх хакласан, «Сузуки» автомобиль ҫул хӗресленнӗ вырӑна светофорӑн симӗс ҫути ҫуннӑ чухне сиксе тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл пӗр 15 ҫеккунтлӑха чарӑнса ларать (машина сӳнсе ларнӑ-ши?), унтан вӑл пӑрӑнма тӑрать те троллейбуспа ҫапӑнать. Хайхи троллейбус теприн ҫине пырса кӗрет. Инкекре, Турра шӗкӗр, никам та шар курман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта вӑрттӑн ӗҫлекен вӑйӑ салонне тупса палӑртнӑ. Ӑна Кривов урамӗнче уҫнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пурӗ 16 система блокне туртса илнӗ. Вӑйӑ салонне йӗрке хуралҫисем авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пырса кӗнӗ. Салон «хӑйӗн ҫыннисем» валли ҫеҫ ӗҫленӗ. Унта видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ. Йӗрке хуралҫисем пырса кӗнӗ вӑхӑтра салонта 12 ҫын пулнӑ, вӗсем компьютерпа азартлӑ вӑйӑсем вылянӑ. Полицейскисем 16 система блокӗ тата 42 пин ытла укҫа туртса илнӗ. Тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() productcenter.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан ҫын ют ҫӗршыв ҫыннине хӑйӗн хӗрӗн хваттерӗнче пропискӑна тӑратнӑ. Ҫакна вӑл укҫалла мар, арпуспа дыньӑшӑн тунӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. 62 ҫулти арҫын хӗрӗн пӗр пӳлӗмлӗ хваттерӗнче ют ҫӗршывран килнӗ тӑватӑ ҫынна пропискӑна тӑратнӑ. Лешӗ вара кун пирки пӗлмен те. Ют ҫӗршыв ҫыннисем арҫынна куншӑн арпуссемпе дыньӑсем панӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӑй вара айӑпне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, хулари лавккасенчен пӗрне тавар туянма пынӑ ҫынсене урама кӑларса тӑратнӑ. Сӑмах «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ пирки пырать. Унтан урама 300-е яхӑн ҫынна кӑларса тӑратнӑ. Ҫакӑн сӑлтавӗ суту-илӳ центрӗнчи туалетра шанчӑксӑр икӗ курупка асӑрханипе ҫыхӑннӑ. Пӑтӑрмах пирки паян Шупашкар хулин администрацийӗнче иртнӗ ирхи планеркӑра Пӗрлехи дежурствӑпа диспетчер службин пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Герасимов пӗлтернӗ. Скотчпа чӗркенӗ курупкӑсене тӗрӗслеме йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ. Курупкӑсенче сирпенмелли хатӗр пулман, сарӑ тӗслӗ шӗвек выртнӑ. Вӗсене экспертизӑна илсе кайнӑ. |
Хулара
![]() pxhere.com сайтри сӑн Шупашкар районӗнчи Ленин районӗн ЗАГС пайӗнче кун пек ята пилӗк ҫул регистрацилемен. Ашшӗ амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗр пӗрчине панӑ ят «илемлӗ» тенине пӗлтерет. Сӑмах – Кассандра ят пирки. ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл питӗ сайра тӗл пулакан ятсен йышне кӗрет. Кунашкалли Ленин районӗнче пилӗк ҫул пулман. Палӑртмалла: Кассандра ят Авалхи Грецире пулса кайнӑ. Сӑмах май, Шупашкарта Космос ятлӗ арҫын ача та пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() wallpaperscraft.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти офиса чӗртсе янӑ. Пӑтӑрмах паян, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Хулан Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче ирхи 3 сехет тӗлӗнче патрульпе пост службин ӗҫченӗсем Эльгер урамӗнчи ҫуртсенчен пӗрин патӗнчен чупса тухакан арҫынна асӑрханӑ. Ҫав вӑхӑтра асӑннӑ ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнчи офисран тӗтӗм йӑсӑрланса тухнӑ. Йӗрке хуралҫисем вырӑна пушар сӳнтерекенсене чӗнсе илнӗ, хӑйсем вара шанчӑксӑр арҫынна тытса чарнӑ. Арҫыннӑн вут чӗртсе ямалли шӗвек, икӗ зажигалка, бита пулнӑ. Пушара часах сӳнтернӗ, тӑкак виҫине специалистсем палӑртӗҫ. 45 ҫулти арҫын унччен судпа айӑпланнӑскер пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулин администрацийӗ икӗ электроавтомобиль туяннӑ. Асӑннӑ транспорт хула тӑрӑх патруле тухӗ. Хулан сити-менеджерӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, машинӑсем Хӗрлӗ тӳрем, залив тата Мускав ҫыранӗ тӑрӑх тӗрӗслесе ҫӳрӗҫ. Вӗсен тӗп тӗллевӗ – вандалсене тытса чарасси. Транспорта туянма Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн автоинспекцийӗ ыйтнӑ имӗш. Ҫавна кура хула администрацийӗ укҫа-тенкӗ уйӑрса панӑ. Патруль транспорчӗсем – Таиландри «Voltus» маркӑллӑ машинӑсем. «Voltus LP41B» гольфкар пӗр сехетре 25–30 километр каяйрать. Ҫутӑ заправки машинӑна 100 километр каймалӑх ҫитмелле. Электромобильсене Шупашкара кӳрсе килнӗ ӗнтӗ. Вӗсене тивӗҫлипе йышӑннӑ хыҫҫӑн ҫула кӑларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарти тӗп пасар умӗнче ларакан скульптурӑна – хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри сутакан карчӑка – илсе пӑрахасшӑн. Хула администрацийӗ унӑн шӑпине татса парас тесе «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерет. Аса илтерер: 300 килограмм таякан пӑхӑр скульптурӑна 2016 ҫул вӗҫӗнче лартнӑ. Анчах кайран ӑна илсе пӑрахнӑ, 2017 ҫулта каллех вырнаҫтарнӑ. Халӑхра ҫӳрекен сас-хура те тӗрӗсех: иртнӗ ӗмӗрте ҫак вырӑнта пӗр карчӑк хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри сутнӑ. Ҫавӑнпа скульптурӑна шӑпах унта лартма шутланӑ-мӗн. Анчах хула администрацийӗн каллех ыйту сиксе тухнӑ: ҫак карчӑк пасар умӗнче кирлех-и? Эсир мӗнле шухӑшлатӑр? Сасӑлава хутшӑнӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Амазони» паркра аван уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ретро-машинӑсен фестивалӗ иртет. Вӑл хӗлле каток пулакан вырӑнта уҫӑлӗ. Уяв 10 сехетре пуҫланать, 11 сехетре – концерт, 14 сехетре – фаер-шоу. Фестивальте ГАЗ-АА, ГАЗ-05-193, ГАЗ-С1, М-20 «Победа», ГАЗ-21 «Волга», ГАЗ-24 «Волга», ГАЗ-12 «ЗИМ», ГАЗ-14 «Чайка», тӗрлӗ ҫулти «Москвич», ГАЗ-69, ГАЗ-69А, ВАЗ-2101, ҫавӑн пекех DODGe-WC51 1941, ИЖ-49 тата JAWA-350 ретромотоциклсем курма пулать. Курава Тутарстан, Мари Эл, Пушкӑртстан, Чулхула, Чӗмпӗр, Челепи, Ярославль, Киров, Самар облаҫӗнчен хӑнасем килмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ. | ||
| Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |