Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Сывлӑх

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер ирхине Улатӑрти пульницӑна васкавлӑ медпулӑшупа 65 ҫулти арҫынна илсе ҫитернӗ. Унӑн каллех инфаркт пулнине палӑртнӑ.

Тухтӑрсем Шупашкарти специалистсемпе канашланӑ хыҫҫӑн пациента Республикӑри кардиологи диспансерне илсе кайма калаҫса татӑлнӑ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн арҫынна санавиаци вертолечӗпе Шупашкара ӑсатнӑ.

Палӑртмалла: кӑҫал санавиаци вертолечӗпе ытларах чӗре чирӗпе аптӑранӑ пациентсене илсе ҫӳренӗ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан 70 ҫулти арҫынна санавиаци вертолечӗпе Шупашкара илсе ҫитернӗ.

Ӑна округри пульницӑна ӗнер каҫхине илсе ҫитернӗ. Вӑл кӑкӑр тӗлӗнчен ыратнине пӗлтернӗ. Ӑна кардиологсем, анестезиолог-реаниматологсем пӑхнӑ, сывлӑхӗ йывӑрланнине палӑртса пульницӑна вырттарнӑ.

Паян ирхине арҫыннӑн миокард инфаркчӗ пулнине палӑртнӑ. Ӑна часрах Шупашкара куҫарма йышӑннӑ. Санавиаци вертолечӗпе илсе кайнӑ чухне унӑн сывлӑхӗ йывӑрах пулман.

 

Сывлӑх
mirtesen.ru сайтри сӑн
mirtesen.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре юлашки эрнере 2 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Кун пирки объясняем.рф сайт пӗлтерет. Раҫҫейӗпе вара ку чире 76 ҫын парӑнтарайман.

Чӑваш Енре чӳкӗн 6-12-мӗшӗсенче 434 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. 42 ҫынна стационара илсе ҫитернӗ. Танлаштарма: чӳк пуҫламашӗнче 48 ҫын тухтӑрсем патне лекнӗ.

Палӑртмалла: пӗр эрнере икӗ пациент кӑшӑлвирусран вилни ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнченпе пулман.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Етӗрне районӗнчи пӗр ялта арҫын иккӗмӗш хута хӑпармалли картлашкаран ӳкнӗ те пуҫне амантнӑ. Юн кӳлленчӗкӗнче выртаканскере тӑванӗсем асӑрханӑ та часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.

Арҫын тӑнпах пулнӑ, анчах юн нумай ҫухатнӑ, ҫавна май юн пусӑмӗ те анса ларнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн шок пулнӑ.

Тухтӑрсем юн циркуляцине йӗркене кӗртес тесе тӑрӑшнӑ, анчах венӑна шыраса тупайман. Ҫапла вӗсем шӑмӑ ӑшӗнчи инфузие тума шутланӑ. Пациент сывлӑхӗ кӑшт лайӑхлансан вӗсем ӑна пульницӑна тӗрӗс-тӗкел илсе ҫитернӗ.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхине Пӑрачкаври пульницӑна 65 ҫулти хӗрарӑм пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ыратнине туйнӑ.

Тухтӑрсем ӑна пӑхсан унӑн миокард инфаркчӗ пулнине палӑртнӑ. Сывлӑхӗ йывӑр пулнине кура ӑна реанимацие вырттарнӑ.

Хӗрарӑмӑн сывлӑхне йӗркене кӗртсен тухтӑрсем йышӑну тунӑ: пациента Республикӑри клиника пульницине илсе ҫитермелле. Ҫапла санавиаци вертолетне чӗнсе илнӗ. Шупашкарта хӗрарӑма операци тунӑ. Халӗ унӑн сывлӑхӗ йӗркеллех.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/91025
 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Нумаях пулмасть Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницине хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм пынӑ. Вӑл йӗп ҫӑтса янӑ-мӗн.

Хайхискер ҫӗленӗ чухне йӗппе ҫӑвара хыпнӑ та ӑнсӑртран ҫӑтса янӑ. Унӑн хырӑмлӑхӗпе апат ҫулне эндоскопи тӗпчевӗ тунӑ. Анчах унта йӗп курӑнман. Вӑл пӗвер таранах ҫитме ӗлкӗрнӗ иккен.

Хӗрарӑма часрах операци тума йышӑннӑ. Йӗп пӗвере тӑрӑнса ларнӑ.

 

Сывлӑх

Пирӗн республикӑра ҫурла-авӑн уйӑхӗсенче кӑшӑлвирусран вилекен пулман. Утӑ уйӑхӗнче ку чире пӗр пациент парӑнтарайман. Юпа уйӑхӗнче вара 3 ҫын кӑшӑлвируса пура пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Иртнӗ эрнере 28 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Унчченхи эрнере унашкаллисем 25 ҫын пулнӑ.

Иртнӗ эрнере 291 ҫын кӑшӑлвирусран сывалнӑ. Чирлекенсем вара 285-ӗн пулнӑ.

 

Сывлӑх
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Улатӑр хулинче Мордва Республикинчи тухтӑр ӗҫлеме тытӑннӑ.

Асӑннӑ тӑрӑхри Наталия Панина педиатр ҫав ӗҫе ачасене юратнипе суйласа илнӗ. Халӗ Вӑл Улатӑрти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн бригадинче ӗҫлет.

Ҫамрӑк хӗрарӑм ют региона «Земство тухтӑрӗ» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн килнӗ май ӑна патшалӑх миллион тенкӗлӗх пулӑшу панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/9550
 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑр районӗн пульницине 1955 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна илсе килнӗ. Вӑл монтаж кӑпӑкӗ ҫунма тытӑнсан шар курнӑ. Унӑн пичӗ, аллисем пиҫсе кайнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн шок пулнӑ.

Улатӑрти тухтӑрсем шока ирттерсе ярсан, сывлӑхне кӑшт лайӑхлатсан пациента Республикӑри клиника пульницине илсе кайма шутланӑ. Санавиаци вертолечӗ ӑна часах Шупашкара илсе ҫитернӗ.

 

Сывлӑх
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑн ача-пӑча клиника пульницинчи оториноларингологи тата янах шӑммипе пит хирургийӗн уйрӑмне сӑмсана пирсинг ҫӑтса янӑ хӗрачана илсе пынӑ. Пӗчӗк хӑлха ҫаккине вӑл сывланӑ чухне сӑмсипе туртса илнӗ.

Ачан ашшӗ-амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, хӗрача аппӑшӗ пек сӑмси ҫине пирсинг лартса ҫӳреме ӗмӗтленнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл ӑна ӑнсӑртран сӑмсана туртса илнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, ...178
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.07.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере тӑшмансем ура хурасран асӑрханмалла, сирӗн тавра элек сарма пултараҫҫӗ. Сӑмах пама асӑрханӑр. Вӑхӑта ӗҫре ытлашши нумай ирттермелле мар. Чылай ӗҫ пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ эрне. Ӗҫ хыҫҫӑн киле ҫемье патне васкамалла,пӗччен пулмалла мар.

Утӑ, 03

1950
75
Ильин Станислав Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2004
21
Николаев Андриян Григорьевич, чӑваш космонавчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем