Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.4 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Сывлӑх

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарти тухтӑрсем пӗр ҫул аш-какай, пулӑ ҫимесӗр пурӑннӑ 24 ҫулти каччӑна ҫӑлнӑ.

Унӑн сывлӑхӗ чӑннипех те хӑрушлӑхра пулнӑ. Каччӑ питӗ вӑйлӑ начарлансан, вӑйсӑрлансан, япӑх ҫывӑрма тытӑнсан тӑванӗсем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Пульницӑра анализ илнӗ те гемоглобин шайӗ икӗ хут пӗчӗк пулни палӑрнӑ. Ҫакна пула органсене кислород япӑх ҫитет, чӗре те хӑрушлӑхра. Каччӑ пӗр ҫул пахча-ҫимӗҫпе кӑна пурӑннӑ иккен.

Тухтӑрсем каччӑна рациона белоклӑ апат-ҫимӗҫ кӗртме сӗннӗ.

 

Сывлӑх
ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан 36 ҫулти арҫын пӗр кун ирхине пысӑк температурӑпа тата ӳслӗкпе вӑранса кайнӑ. Хайхисен килӗнче антибиотик пулнӑ, унпа вӑл мӑшӑрне укол туса яма ыйтнӑ. Хӗрарӑм хирӗҫлемен.

Унччен те пулман — арҫын ӳчӗ ҫине шатра тапса тухнӑ, тути шыҫса ларнӑ, сывлӑш пулӗнме пуҫланӑ.

Вырӑна пырса ҫитнӗ васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем ку япала анафилактика шокӗ пулнине палӑртнӑ. Арҫын тӑнне ҫухатса ӗлкӗреймен, юн пусӑмӗ вара унӑн чакса кайнӑ. Арҫынна тухтӑрсем Шупашкарти тӗп пульницӑн реанимаци уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Унта ӑна ҫӑлса хӑварма май килнӗ.

 

Сывлӑх
Чӑваш Енӗн Сывлах сыхлав министерствин ТГ-каналӗнчи сӑнӳкерчӗк
Чӑваш Енӗн Сывлах сыхлав министерствин ТГ-каналӗнчи сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре пурӑнакансем больница хутне МАХ мессенджер урлӑ та хуптарма пултараҫҫӗ.

Тухтӑр патӗнче йышӑнура пӗрремӗш хут пулнӑ хыҫҫӑн врач телемедицина консультацине ирттерме палӑртма пултарать. Ятарлӑ чат-ботра палӑртнӑ вӑхӑтра ҫыхӑнма пулать.

Онлайн-консультацие палӑртнӑ хыҫҫӑн тухтӑрпа https://max.ru/tmkchuv_bot бот урлӑ ҫыхӑнмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/minzdrav21/5958
 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Машинӑпа пынӑ чухне пӑшие ҫапса кайсан 22 ҫулти каччӑн пичӗ вӑйлах аманнӑ. Тухтӑрсем ҫав каҫах ӑна операци тунӑ.

Хальхи йышши оборудовани пулӑшнипе вӗсем каччӑн питне ҫӗнӗрен пуҫтарнӑ темелле, унчченхи сӑнне упраса хӑварма тӑрӑшнӑ.

Халӗ каччӑ сипленет, ҫӗввисем ӳт илеҫҫӗ, пичӗ шыҫӑнмасть. Темиҫе кунран вӑл киле таврӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-191629825_82284
 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарти тухтӑрсем икӗ пациента операци туса вӗсен пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӗсен хырӑмлӑхӗпе пыршӑлӑхӗнчен шӑл коронки тата алӑк уҫҫи кӑларнӑ.

Хулари 1-мӗш клиника больницин эндоскопи уйрӑмне пӗр кунра 2 арҫынна илсе килнӗ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӗсен организмӗнче ют япаласем пуррине палӑртнӑ. Иккӗшне те ҫийӗнчех операци тунӑ. Пӗрин хырӑмлӑхӗнчен тимӗр уҫӑ кӑларнӑ, тепри хулӑн пыршӑлӑхӗнче шӑл коронки пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/minzdrav21
 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан арҫын юр тасатнӑ хыҫҫӑн кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ыратнине туйнӑ. Иртсе каясса шаннӑ вӑл. Анчах 2 сехетрен васкавлӑ медпулӑшу чӗнме тивнӗ.

Ун патне Марина Рындина, Ольга Суханкина фельдшерсем тата Сергей Шабалкин водитель килнӗ. ЭКГ тусан пациентӑн инфаркт пулнине палӑртнӑ.

Фельдшерсем арҫыннӑн сывлӑхне йӗркене кӗртсен ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пиччӗшӗпе шӑллӗ магнит ҫаврашкасем ҫӑтса янӑ, иккӗшне те операци тума тивнӗ.

Малтан больницӑна 8-ти арҫын ачана илсе килнӗ: вӑл хӑснӑ, унӑн хырӑмӗ ыратнӑ. Тухтӑрсем унӑн хырӑмӗнче темӗнле япаласем пуррине палӑртнӑ, операци тусан 44 магнит ҫаврашка кӑларнӑ.

Тепӗртакран ашшӗ-амӑшӗ 4-ри шӑллӗне те больницӑна илсе килнӗ. Операци тусан унӑн хырӑмӗнчен те магнит ҫаврашкасем кӑларнӑ, пӗтӗмпе – 10.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта арҫын ача пахчинче юр тасатнӑ чухне тӑрук тӑнне ҫухатнӑ. Ун патне ҫийӗнчех васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ: Ф.Клементьев тухтӑр тата С.Никитинпа В.Матюшкин медбратсем.

Вӗсем ҫитнӗ чухне те арҫын тӑнсӑр выртнӑ, чӗри ӗҫлемен. Медиксем реанимаци тума пуҫланӑ. 13-мӗш минутра пациентӑн чӗри тапма пуҫланӑ. Васкавлӑ медпулӑшу ӑна стационара илсе ҫитернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/skoraya21
 

Сывлӑх
ЧР ШӖМ сӑнӳкерчӗкӗ
ЧР ШӖМ сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑр хулинче пӗр водитель машинӑпа ача ури ҫине пырса кӗнӗ. 69 ҫулти водитель йӗрке хуралҫисене ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл машина умӗнче шуҫса ӳкнӗ ачана асӑрхаман имӗш.

Инкек ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Улатӑрта пулса иртнӗ. 15 ҫулти яш «Chevrolet» машина урапи айне пулнӑ. Ҫул хӗрринче тӑнӑ чухне ача шуҫса ӳкнӗ, машина вара ун ури урлӑ каҫса кайнӑ та чарӑнса та тӑман.

 

Сывлӑх
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Инсульт тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн килтен тухайман ҫынсене Шупашкарта киле пырса та пулӑшаҫҫӗ. Хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта пӗлтернӗ тӑрӑх, депрессие кӗрсе кайнисене хӑйсен вӑйне шанма пулӑшас тӗллевпе Лира Саминова психолог киле кайса та пулӑшать.

Акӑ, сӑмахран, 46 ҫулти Анастасия (ятне ылмаштарнӑ) инсульт хыҫҫӑн чунтан хуҫӑлнӑ. Лира Александровна хӗрарӑм патне килне кайса ҫӳрет, ӑна лӑпланма пулӑшать тата малашлӑха ҫирӗппӗн пӑхма шанчӑк кӳрет.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ...189
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

2 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тӗлпулусемпе пуян эрне. Инҫе ҫула тухакансене, лавккасем тӑрӑх ҫӳреме палӑртнисене ӑнӑҫу кӗтет. Пултарулӑх профессийӗнчи ҫынсене те ҫӑлтӑрсем пулӑшӗҫ. Эрне тухӑҫлӑ пулсан та лӑпкӑлӑх, юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 04

1932
94
«Колхоз хаҫачӗн» (халӗ «Пурнӑҫ ҫулӗпе») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1934
92
Шупашкарта Чӑваш вӗрентекенӗсен институчӗ уҫӑлнӑ.
1973
53
Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи