Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара

Шупашкарти «Солнечный» (чӑв. Хӗвеллӗ) микрорайон республика тӗп хулинчи ҫӗнӗ районсенчен пӗри. Кӑҫал унта ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлчӗ. Асӑннӑ микрорайона общество транспортне те ҫӳретмелле турӗҫ. Ҫапах та унта туса пӗтерейменнисем те пур-ха. Трактор тӑвакансен проспектӗнчен ҫитес тесен ҫырма урлӑ каҫмалла. Унта хӗлле кайнӑччӗ те ҫав тӑрӑхрисем: «Асӑрханӑр, кунтан ан анӑр. Чӑнкӑ тата питӗ пӑрлак», – тесе ҫул кӑтартнӑччӗ.

Ҫуркунне ҫитсен асӑннӑ микрорайонтисем ҫул ишӗлме тытӑннипе аптӑранӑ. Ҫавӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне ҫырнӑ. Ыйтӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тунтикунсерен ирттерекен планеркӑра та сӳтсе явнӑ.

Микрорайон ҫырмаллӑ вырӑнта. Строительство организацийӗ ӗҫе васкаса пурнӑҫланӑ. Ҫапларах ӑнлантарчӗҫ яваплисем.

Асламас урамӗнчи тата Хӗвеллӗ микрорайонти ҫулсене тата тротуарсене халӗ юсама тытӑннӑ. Ӗҫе ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пӗтермелле. Ун валли хула хыснинчен пӗр пус та уйӑрмӗҫ. Ӗҫе строительство организацийӗ хӑй шучӗпе пурнӑҫлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CA94b-rgs_N/
 

Хулара

Шупашкарта ҫӑлавҫӑ-матроссем ӗҫе кӳлӗннӗ. Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, вӗсем пӗрле пухӑннӑ. Тӳрех палӑртар: ятарлӑ хушу тухиччен Шупашкарти пляжсем ӗҫлемӗҫ. Кӑшӑлвирусран шикленнипе шыва кӗме те чараҫҫӗ. Тепӗр тесен, шыва кӗме ҫанталӑк та май паман-ха. Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ хула администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, пляжа пыракансен маска тата перчетке тӑхӑнмалла, социаллӑ инҫӗше пӑхӑнмалла.

Шыва кӗмелли тапхӑр валли Шупашкарта тӑватӑ пляж хатӗрленӗ: тӗп пляжа, Афанасьев урамӗнчине, Ҫӗнӗ саларине тата Атӑлӑн сулахай ҫыранӗ енчине. Пляжсене тирпейлесе тасатнӑ. Шыв тӗпне ҫӑлавҫӑсем тӗрӗсленӗ.

 

Хулара

Шупашкара хӑтлӑлатма кӑҫал 502 миллион ытла тенкӗ уйӑрӗҫ. Вӑл укҫа халӑх ҫӳрекен вырӑнсене, картишсене тата территорисене илемлетме кайӗ.

Максим Горький проспектӗнчи сквера хӑтлӑлатма 41,87 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. Ӗҫсене ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Ҫӗнтерӳ лапамӗнчи парка илемлетме 32,98 млн тенкӗ тухса кайӗ. Ӑна та ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне хӑтлӑлатса пӗтермелле. Мускав ҫыранне 59,49 млн тенкӗ хывӗҫ. Ӗҫе юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле.

Тата тепӗр икӗ объекта – «Салют» культура керменӗ патӗнчи сквера тата «Юманлӑх рашчине» – ҫитес ҫул хӑтлӑлатса пӗтерме палӑртаҫҫӗ.

Кӑҫал пурнӑҫламалли ӗҫсен списокне 35 картиш кӗнӗ.

Спорт тата вӑйӑ лапамӗсене ҫӗнӗ йышши технологисене усӑ курса сарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CA5NygVAaPF/
 

Хулара
altai-republic.ru саййтри сӑн
altai-republic.ru саййтри сӑн

Ыран – Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун. Паллах, кӑшӑлвируса пула массӑллӑ мероприятисем иртмӗҫ. Ҫапах уявра лавккасенче эрех-сӑра сутма чарӗҫ.

Ку чару Шупашкара пырса тивет. Хулара ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче эрех-сӑра сутма юраманни пирки ЧР Министрсен Кабинечӗ йышӑну тунӑ.

Сӑмах май, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, юлашки шӑнкӑрав уявӗнче те лавккасенче эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Кӑҫал шкул ачисен уяв онлайн мелпе кӑна пулнӑ пулин те лавккасенче «ҫуттине» туянма чарнӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/64701
 

Хулара
sm-news.ru сайтри сӑн
sm-news.ru сайтри сӑн

Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта ӑс-тӑн енчен чирлӗ арҫын килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Тӑванӗсем ӑна шырама тытӑннӑ, пулӑшу ыйтнӑ.

Вӗсем ҫухалнӑ арҫынна пульницӑсене шӑнкӑравласан тупнӑ. Тӑванӗсем ӑна илме пульницӑна кайнӑ, анчах вӗсем ҫитнӗ тӗле лешӗ каллех ҫухалнӑ. Арҫын йышӑну уйрӑмӗнчен тухса кайнӑ, ӑна никам та чарман.

Хайхискер ҫӳхе тӑхӑннӑ пулнӑ, урамра вара каҫхине 3 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑнӑ. Ӑна ҫур ҫӗр иртсен ҫеҫ тупнӑ. Вӑл Шупашкарти пӗр картишре кӗтесе йӑпшӑнса ларнӑ. Сивӗ ҫанталӑкра ҫӳхе тӑхӑннӑскер шӑнса кайнӑ, хӑй вара ӑҫталла каймаллине пӗлмен.

 

Хулара
yandex.ru сайтри сӑн
yandex.ru сайтри сӑн

Кӑҫал кӑшӑлвируса пула шкул ачисен юлашки шӑнкӑравӗ те онлайн мелпе иртет. Уяв ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулӗ.

Шкул директорӗсем монитор урлӑ ачасене саламлӗҫ, ырӑ сӑмах каласа пурнӑҫӑн аслӑ ҫулӗ ҫинче утма ӑнӑҫу сунӗҫ.

Ытти чухне юлашки шӑнкӑрав уявӗне лавккасенче эрех-сӑра сутма чаратчӗҫ. Хальхинче те, уяв онлайн-мелпе иртет пулсан та, лавккасенче «ҫуттине» туянма май пулмӗ. Ку документа Шупашкар хула администрацийӗ пуҫлӑхӗн экномика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Владимир Яковлев ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/64507
 

Хулара
orenburzhie.ru сайтри сӑн
orenburzhie.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 26 ҫулти хӗрарӑм тин кӑна паллашнӑ арҫынна ҫаратнӑ. Халӗ вӑл кӳнӗ тӑкака саплаштарнӑ ӗнтӗ.

Ҫак арҫын унпа паллашу сайтӗнче паллашнӑ. Хайхискер хӗрарӑма хӑнана чӗннӗ. Часах кил хуҫи ҫывӑрса кайнӑ. Ҫакӑнпа хӗрарӑм усӑ курнӑ та: 15 пин тенкӗ тӑракан телефонне йӑтса тухса кайнӑ. Арҫын кун пирки полицие пӗлтернӗ.

Оперативниксем ҫав хӗрарӑма лартса кайнӑ таксиста шыраса тупнӑ. Ун хыҫҫӑн хӑйне те тытса чарнӑ. Арҫынна кӳнӗ такакшӑн вӑл укҫа тӳленӗ ӗнтӗ.

Ҫак хӗрарӑм – нумай ачалӑ амӑшӗ, унччен судпа айӑпланман. Калинин районӗн сучӗ ӑна 5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.

 

Хулара
Андрей Андреев тунӑ сӑн
Андрей Андреев тунӑ сӑн

Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан тыл ӗҫченне Пелагея Солдаткинӑна ҫар оркестрӗ чӳрече умӗнче Ҫӗнтерӳ уявӗпе саламланӑ. Ватӑ хӗрарӑм вӗсене балконран пӑхса тӑнӑ.

Урамри концерта ҫывӑхра пурӑнакан ҫынсем те чӳречесенчен сӑнанӑ. Ертӳҫӗ те пулнӑ. Вӑл юлашкинчен сӑмах каланӑ, пире тӑнӑҫ пурнӑҫ парнелекенсен умӗнчи эпир ӗмӗр парӑмра пулнине палӑртнӑ.

Пелагея Солдатова кӳршӗ республикӑра – Тутарстанра – ҫуралса ӳснӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл 13-ре кӑна пулнӑ. Ҫапах ача тесе тӑман – колхоза ӗҫлеме ҫӳренӗ, трактор бригадинче тӑрӑшнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкара вӑл 1971 ҫулта куҫса килнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/64263
 

Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Кӑҫал Ҫӗнтерӳ кунӗнче массӑллӑ мероприятисем иртмеҫҫӗ пулин те Шупашарти Ҫӗнтерӳ паркне илем кӗртнӗ. Коммуналлӑ служба ӗҫченӗсем парка ҫӳп-ҫапран тасатнӑ, саксем вырнаҫтарнӑ.

Ҫар Мухтавӗн монументне ҫунӑ, ҫырнисене ҫӗнетнӗ. Нихӑҫан сӳнми ҫулӑма та тасатнӑ, сӑрланӑ. Паркра ларакан ҫар техникине те ҫуса тасатнӑ. Унта халӗ чечексем лартнӑ, ҫулла вӗсем ешӗрме пуҫлӗҫ.

Паркра ҫӗнӗ арт-объектсем те вырӑн тупнӑ. Вӗсенчен пӗри – самолет, ун ҫине Шупашкартан фронта кайнӑ салтаксен ҫырӑвӗсем.

 

Хулара
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн

Шупашкарта мотосезон уҫӑлнӑ. Анчах кунашкаллине курманах пулӗ – хула урамӗсем тӑрӑх мотоцикл ҫине труҫҫи вӗҫҫӗн ларнӑ хӗрсем ярӑнса ҫӳренӗ.

Ку ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, паян, пулнӑ. Икӗ хӗр, пилӗкӗ таран хывӑннӑскерсем, труҫҫипе ҫеҫ юлнӑскерсем, мотоцикл ҫине каччӑсемпе пӗрле ларнӑ. Ҫак ӳкерчӗке курнӑ ҫынсем телефон туртса кӑларса видео ӳкерме пуҫланӑ, вӗсене халӑх тетелӗсене вырнаҫтарнӑ.

ШӖМ халӗ ҫав водительсене шырать. Инспекторсем палӑртнӑ тӑрӑх, мотоцикл водителӗсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳренӗ, регистраци паллисем пулман. Труҫҫи вӗҫҫӗн ярӑннӑ пассажирсене вара административлӑ майпа явап тытарма пултарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/64226
 

Страницӑсем: 1 ... 132, 133, 134, 135, 136, 137, 138, 139, 140, 141, [142], 143, 144, 145, 146, 147, 148, 149, 150, 151, 152, ...321
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑр сахал мар пӑшӑрхану илсе килӗ, кӑштах йӑнӑшма пултаратӑр. Тен, ҫывӑх ҫын умӗнче айӑпа туятӑр. Ӑнланманлӑх сирӗлтӗр тесен халӗ шӑпах чуна уҫса калаҫмалли вӑхӑт. Ӗҫре йӑнӑшсан яваплӑхран пӑрӑнма ан тӑрӑшӑр. Йӑнӑша йышӑнӑр, вара ҫивӗч ыйтӑва татса паратӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть