Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара

Ҫитес ҫул федераци хысни Чӑваш Ен валли транспорт ыйтӑвӗсене татса пама 625 миллион тенкӗ уйӑрса парӗ. Ку укҫапа троллейбуссем туянӗҫ. Кун пирки влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтерет.

Ҫак укҫпа автономлӑ мелпе ҫӳрекен тата ахаль троллейбуссем – пӗтӗмпе 100 ытла – туянма палӑртнӑ. Чи малтанах вӗсем Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара маршрут яма кирлӗ. Ҫавӑн пекех 10-мӗш маршрута татах троллейбуссем ярӗҫ, мӗншӗн тесен маршрута Алькеш таран тӑсӗҫ.

Ахаль троллейбуссем валли те вырӑн пулӗ: кивелнӗ транспорта улӑштарӗҫ. Палӑртмалла: Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта 300 яхӑн троллейбус ҫӳрет.

 

Хулара

Кӑҫал Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫула виҫӗ лапамра кӗтсе илме май пур: «Шупашкар» универмаг умӗнче, Дорисс-паркра, «Амазони» паркра. Ҫавна май троллейбуссем ирхи 3 сехетчен ӗҫлӗҫ.

Ҫӗнӗ ҫулхи каҫ троллейбуссем 13 маршрутпа ҫӳрӗҫ. Пӗтӗмӗшле вӗсем 101 рейс тӑвӗҫ. Тепӗр 11 маршрутпа автобуссем ҫӳрӗҫ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче те транспорт ҫӳрӗ.

Уяв мероприятийӗсем 23 сехетре пуҫланӗҫ. Фейерверксене виҫӗ лапамра ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре ярӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/61763
 

Хулара

Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарта Хӗл Мучисен кайтсёрф-парачӗ иртӗ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта ку мероприяти йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ытти ҫулсенче унта Хӗл Мучисем ҫеҫ хутшӑннӑ пулсан, кӑҫал Юрпикесем те, юмахсемпе мультфильмсенчи тӗрлӗ сӑнар та хутшӑнӗ. Ӑмӑрту 12 сехетре Шупашкарӑн Мускав ҫыранӗнче пуҫланмалла.

Кайтпа (акӑлчанларан чӑвашла куҫарсан ку сӑмах сывлӑшри ҫӗлен тенине пӗлтерет. Унпа шыва тата юр ҫине сиксе тӗрлӗ хускану тума пулать) ярӑнакансем ӑмӑртӑва темиҫешер уйӑх хатӗрленеҫҫӗ.

Ӑмӑртӑва Шупашкар хула администрацийӗ, Чӑваш Енри Парӑс спорчӗ федерацийӗ тата «Ветер Волги» (чӑв. Атӑл ҫилӗ) кайт-клуб йӗркелеҫҫӗ. Кайтсёрф-парад ҫанталӑк хитре пулсан ҫеҫ иртейӗ.

 

Хулара

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков 84 ҫамрӑка ятран стипенди пама йышӑннӑ. Кун пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче паян ҫырнӑ. Стипендие илме тивӗҫ ҫамрӑксене суйласа илни ҫинчен Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче ӗнерех хыпарланӑ.

Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн хавхалантарӑвне пултаруллӑ та талантлӑ ҫамрӑксем тивӗҫеҫҫӗ. Ятран паракан стипендие илсе тӑрас тесе кӑҫал 300 ытла яшпа хӗр заявка тӑратнӑ. Вӗсен хушшинче — пултаруллӑ ачасем, олимпиадӑсенче, конференцисенче ҫӗнтернӗ ҫамрӑксем, спортсменсем, студентсем, коммерцилле мар общество организацийӗсен хастарӗсем.

Вӗсенчен 84-шне стипенди пама суйласа илнӗ. Вӗсене категорине кура килес ҫул уйӑхсерен кашнине 1000 тенкӗрен пуҫласа 1500 тенкӗ таран парса тӑрӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/B6nCGJfK1Qw/
 

Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк (alexey)
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк (alexey)

Раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта Хаяр Йӑванӑн мини-палӑкне вырнаҫтарни пирки сайтра хыпарланӑччӗ.

Паян «Ҫыхӑнура» форума ҫырса тӑракан пӗр ҫын Константин Иванов скверӗнче (палӑк шӑпах унта вырнаҫнӑ) уҫӑлса ҫӳренӗ чухне мини-палӑка сӑн ӳкерме пынӑ. Акӑ мӗн асӑрханӑ вӑл: палӑка вырнаҫтарнӑ «аквариум» ҫине «Чӑваш халӑхне вӗлерекен» тесе ҫырнӑ хут ҫыпӑҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех юнашар хӑма ҫине Хаяр Йӑван тискерлӗхӗ пирки ҫырнӑ листовкӑсене ҫыпӑҫтарнӑ.

Аса илтерер: Хаяр Йӑван палӑкне Шупашкарта вырнаҫтарассине чылайӑшӗ хирӗҫ пулнӑччӗ.

 

Хулара

Шупашкарти Иван Яковлев проспекчӗпе машинӑсене ҫӳретме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫулччен ҫав ҫула уҫассине республикӑн тӗп хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков ҫак эрнере журналистсене пӗлтернӗччӗ-ха. Каланӑ сӑмаха тытнине халӗ, ав, хамӑр курса ӗнентӗмӗр.

Сӑмахӑмӑр — Иван Яковлев проспекчӗн 9-мӗш пилӗкҫуллӑх урамне пӑрӑнакан ҫул ҫавринчен тытӑнса Кӑнтӑр поселокне пӑрӑнмалли вырӑн патне ҫитичченхи лаптӑк ҫинчен.

Асӑннӑ урамри ҫав лаптӑка кӑҫал кӗркунне юсама тытӑннӑччӗ. Тӳррипе каласан, халӗ вӑл ҫула пӗтӗмпех туса пӗтереймен-ха. Асфальтӑн ҫиелти сийне ҫуркунне сарӗҫ. Ҫакӑн пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Чӑн та, паян 11 сехет тӗлӗнче вӑл ҫула уҫманччӗ, халӗ унтан машинӑсене ҫеҫ мар, троллейбуссене те янӑ.

 

Хулара

Шупашкарта Хаяр Йӑван палӑкне уҫнӑ. Ӑна Константин Иванов чӑваш поэчӗн скверӗнче вырнаҫтарнӑ.

Палӑка Шупашкар хулинчи тӳре-шара паян, раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Вӑл унччен крепоҫ пулнӑ вырӑнта ларать.

Палӑка уҫма Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, унӑн ҫумӗ Алла Салаева, Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Варнава, Чӑваш патшалӑх университечӗн истори факультечӗн деканӗ Олег Широков хутшӑннӑ. Декан палӑка Шупашкарта вырнаҫтарни тӗрӗс, 1555 ҫулта вырӑс патши хушнипе кунта крепоҫ тунӑ тесе палӑртнӑ. Вӑл Хаяр Йӑван хӑватлӑ империе йӗркеенине, Мускав патшалӑхе анӑҫ енне сарнине ырласа сӑмах каланӑ.

Улатӑрсем Хаяр Иван палӑкне лартма хирӗҫ пулнӑччӗ. Чӑвашлӑхшӑн ҫунакансем, ҫав шутра архитектурӑпа декораци пластикин скульпторӗ, искусствоведени кандидачӗ, Шупашкарти историк Дмитрий Мадуров Хаяр Йӑван палӑкне хапӑлламаннине пӗлтернӗччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.idelreal.org/a/30345502.html
 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул уявне хатӗрленес ӗҫ хӗрсех пырать. Юр кӑна ҫитмест ӗнтӗ.

Акӑ «Ростелеком» ҫурчӗ умне ҫитес ҫул паллине – шӑшие – вырнаҫтарнӑ. Каласа хӑварар: 2020 ҫул – тимӗр йӗкехӳре ҫулталӑкӗ.

Шӑшие папье-машерен хатӗрленӗ, вӑл 3 метр ҫӳллӗш. «Шӑши кӳлепи пурне те килӗшессе, фотосесси тумалли вырӑн пуласса шанатпӑр», - ҫапла ҫырнӑ влаҫ органӗсен порталӗнче.

Сӑмах май, «Ростелеком» умне кашни Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫитес ҫул паллине вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫынсем ҫав кӳлепесен умӗнче хаваспах сӑн ӳкерӗнеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61687
 

Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫӗнӗ Шупашкарти Шевницын ячӗллӗ паркра хӗл варринче фонтан ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл шыв пӗрӗхтермест, ҫутӑпа ӗҫлет.

Ҫӗнӗ парка «Альянсгрупп» тулли мар яваплӑ общество 10,1 миллион тенкӗпе хӑтлӑлатнӑ. Парк кӑҫал кӗркуннех уҫӑлнӑ-ха, анчах фонтан ӗҫлемен. Тинех ҫутӑ фонтанӗ ҫынсене савӑнтарать, Ҫӗнӗ ҫул умӗн кӑмӑла ҫӗклет.

Ҫак хӗллехи фонтанӑн светодинамикӑллӑ конструкцие пластик пӑрӑхсенчен тунӑ. Вӗсем тӗрлӗ тӗспе ҫутӑлаҫҫӗ. Фонтан ҫур миллиона яхӑн тӑрать.

 

Хулара
moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн
moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн

Шупашкарти аэропорта ҫитес ҫул реконструкцилеме палӑртнӑ. Вӑл мӗнлерех пулӗ-ха? Проект организацийӗ тӑватӑ вариант сӗннӗ. Хӑшне суйлӗҫ? Халӑхран килет - халӗ шӑпах сасӑлав пырать. Унта хутшӑнас тесен ҫак каҫӑпа каймалла: http://aerocheb.ru/golosovanie_fasad/?pid=120.

Хальхи аэропортӑн зданийӗ ҫумне тепӗр 2 пине яхӑн тӑваткал метр лаптӑк хушӗҫ. Ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн иккӗмӗш хут та уҫӑлӗ, хальлӗхе вӑл ӗҫлемест. Инвесторсем аэропорта ҫӗнетес ӗҫе 500 миллион тенке яхӑн хывӗҫ.

Пӗрремӗш хутра регистраци, багаж илмелли-памалли вырӑн, амӑшӗпе ачин пӳлӗмӗ, полици пӳлӗмӗ тата ытти пулӗҫ. Иккӗмӗш хут икӗ гейтран вӗҫмелли вырӑн пулӗ. Ҫӗнелнӗ аэропорт пӗр сехетре 200 пассажир таран йышӑнма пултарӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 142, 143, 144, 145, 146, 147, 148, 149, 150, 151, [152], 153, 154, 155, 156, 157, 158, 159, 160, 161, 162, ...321
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑр сахал мар пӑшӑрхану илсе килӗ, кӑштах йӑнӑшма пултаратӑр. Тен, ҫывӑх ҫын умӗнче айӑпа туятӑр. Ӑнланманлӑх сирӗлтӗр тесен халӗ шӑпах чуна уҫса калаҫмалли вӑхӑт. Ӗҫре йӑнӑшсан яваплӑхран пӑрӑнма ан тӑрӑшӑр. Йӑнӑша йышӑнӑр, вара ҫивӗч ыйтӑва татса паратӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та