Хулара
![]() razvodprof.ru сайтри сӑн Амӑшӗ эрех-сӑра ӗҫет, ачисене воспитании памасть пулсан ӑна амӑшӗн прависӗр хӑвараҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм кунашкаллисен йышне чутах лекмен. Ҫемье шутра тӑрать. Халӗ хӗрарӑм тӳрӗ ҫул ҫине тӑма хӑтланать. Ҫак хӗрарӑм эрехпе айкашнӑ, ниҫта та ӗҫлемен. Вӑл икӗ ачине тивӗҫлӗ воспитани паман. Нумаях пулмасть ун патӗнче тӗрӗслевпе пулнӑ. Хӗрарӑм тӳрӗ ҫул ҫине тӑрасшӑн: ӗҫе вырнаҫнӑ, эрех ӗҫмест, хваттерте таса, ачасем валли ҫывӑрмалли, вылямалли, урок тумалли вырӑнсем пур. Шӑпӑрлансене тӑхӑнмалли те туянса панӑ, апат-ҫимӗҫ ҫителӗклӗ. Халӗ ҫемьене шутран илес ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарта тӳре-шара тата полицейскисем саккуна пӑсса суту тӑвакан вырӑнсене тӗрӗсленӗ. Кунашкаллисем Ленин проспектӗнчи 47-мӗш ҫурт умӗнче пуррине тупса палӑртнӑ. Унта сутма тухса тӑнӑ ҫынсен суту тума документсем те, сертификат та пулман. Йӗркене пӑснӑ ҫынсен тӗлӗшпе протоколсем ҫырнӑ. Вӗсене районти административлӑ комиссие пӑхса тухма панӑ. Палӑртмалла: кунашкал административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн граждансене 1-2 пин тенкӗ, должноҫри ҫынсене 3-7 пин тенкӗ, юридици сӑпачӗсене 30-50 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче ӗнер упа чупса ҫӳренӗ. Малтан ӑна Соляной проездра асӑрханӑ, кайран вӑл ытти ҫӗре ҫитнӗ. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, специалистсем ӑна ҫывӑратса ямалли укол тунӑ. Ӑна Хевеш урамӗнче асӑрханӑ. Упана тытма Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин специалисчӗсем тата полицейскисен темиҫе экипажӗ хутшӑннӑ. Шупашкарта упа чупнине ӗнер, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, каҫхине асӑрханӑ. Ӑна Соляной проездра, Мир проспектӗнче, Кабель проездӗнче курнӑ. МИХсенчен пӗри шапито-цирк промоакцийӗ пуль тесе пӗлтернӗ иккен. Анчах ку хыпар тӳрре тухман. Упана специалистсем ҫӗрӗпе шыранӑ. Ӑна ир енне ҫеҫ тупнӑ. Вӑл Хевеш урамӗнче пулнӑ. Упа — ҫулталӑкра. Вӑл Мари Элтан, унти сунарҫӑсенчен тарнӑ пулӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна вӑрмана кайса ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Михаил Михайлов тунӑ сӑн Нумаях пулмасть, юпан 9-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта килсӗр-ҫуртсӑр йытӑ ачана тапӑннӑ. Чӗрчун ӑна ҫыртма хӑтланнӑ, телее, 11 ҫулти арҫын ача тарма пултарнӑ. Богдан каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, йытӑ нимӗҫ овчарки евӗрскер пулнӑ. Вӑл киле каҫхи 7 сехетре тренировкӑран таврӑннӑ. Ӑнсӑртан йытӑ вӗрме пуҫланӑ. Вӑл ачана уринчен ҫыртма хӑланнӑ, юрать, шӑлаварне ҫеҫ лектернӗ. Йытӑ шӑлавартан ҫаклансан ача ӳкнӗ. Йытӑ татах тапӑннӑ: ҫурӑм ҫине йӑвантарнӑ та питӗнчен ҫыртма тӑнӑ. Арҫын ача ӑна пӗтӗм вӑйран тӗксе янӑ. Ҫав вӑхӑтра арҫынпа хӗрарӑм иртсе пынӑ, вӗсем ачана йытӑран хӑтӑлма пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Елизавета Петрова тунӑ сӑн Шупашкарта «Чукун ҫул хуҫалӑхӗн пӗрлешӗвӗ» производство предприятийӗн территорийӗнче уҫӑ тӳпе айӗнчи музей тӑваҫҫӗ. Чукун ҫул ҫывӑхӗнче пӑравуссем, вакунсем, архитектура скульптурисем вырнаҫтарнӑ ӗнтӗ. Унтах Парижри евӗр Эйфель башни те пур. Ӑна пӗлтӗр ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. Нумаях пулмасть Останкино телебашни евӗр контрукци илсе килнӗ. Вӑл 31 метр ҫӳллӗш. Ӑна вырнаҫтарнӑ ӗнтӗ. Вӑл Эйфель башнинчен 3 метр ҫӳллӗрех. Останкино башни тӑррине Раҫҫей ялавне ҫирӗплетнӗ. Башня каҫхине тата уявсенче ҫутатӗ. Уҫӑ тӳпе айӗнчи музей Шупашкарти Мир проспектӗнчи 1-мӗш «Д» ҫурт умӗнче вырнаҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Следстви комитечӗн видео скринӗ Кӑҫал ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 18 сехет ҫурӑра Ҫӗнӗ Шупашкара васкавлӑ медпулӑшу килни пирки, унта тухтӑрсене ҫамрӑксем тапӑнни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Ҫак кунсенче ӑна суд пӑхса тухнӑ. Суд 26-ри арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 9 уйӑхлӑха, 19 ҫулти каччӑна колони-поселение 11 уйӑх та 20 кунлӑха яма йышӑннӑ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав кун васкавлӑ медпулӑшу шӑнкӑрав йышӑннӑ хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет урамӗнчи 14-мӗш ҫурт картишне килнӗ. Каччӑсем ун чухне ӳсӗр пулнӑ, машинӑран тухнӑ санитара тапӑннӑ. Хайхискерсем ӑна ачасен, ытти ҫынсен умӗнчех хӗненӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти икӗ ҫула тӑвакан организацисене палӑртнӑ. «Университетски-2» микрорайонти ҫула «ТУС», «Хӗвеллӗ» микрорайонтине «Дорэкс» строительство организацийӗсем тӑвӗҫ. Контрактсен хакӗсем — 243 тата 52 миллион тенкӗшер. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Университетски-2» микрорайонти ҫула саракана палӑртмалли аукциона «ТУС» акционерсен обществи кӑна хутшӑннӑ. Контракт хакӗ унччен палӑртнинчен чакман, вӑл — 243 миллион тенкӗ. «Хӗвеллӗ» микрорайонти ҫула тума «Дорэкс» акционерсен обществине суйланӑ. Унти ҫула «Старатель» строительство компанийӗ те сарас тенӗ. Вӑл аукционта ҫӗнтереймен. «Дорэкс»-па 52 миллион тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ. Аукционсем тӗлӗшпе Барнаулти «КС-Строй» организаци кӑмӑлсӑрланнӑ. Вӑл Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленине ҫӑхавланӑ. Монополипе кӗрешекенсем кӑлтӑк асӑрхаман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарти Хӗрлӗ лапама юсанипе пуҫлӑхсем вырӑна тухса паллашнӑ. Хӗрлӗ лапама тата Шупашкарти кӳлмеке «Чувашия – сердце Волги» (чӑв. Чӑваш Ен — Атӑл чӗри) кластера тунӑ май юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Вырӑна тухса ирттернӗ канашлӑва Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Елена Чернова, Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ, сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов, подряд организацийӗсемпе структура подразделенийӗсен пайташӗсем пуҫтарӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра подрядчик ҫул сарать. Асфальт вырӑнне гранит плитки хуртарнӑ. Лапамра ҫывӑх вӑхӑтра ҫутӑ музыка фонтанӗ тата велосипедпа ҫӳремелли меллӗ ҫулсем пулӗҫ. Ачасемпе аслисене канмалли вырӑнсем йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра Алексей Ладыков канмалли кунсенче троллейбуссен шутне чакарма сӗннӗ. Унӑн шухӑшӗпе, шӑматкунпа вырсарникун предприяти тӑкак курать. Иртнӗ ҫул вырсарникун 20 троллейбус чакарнӑ (100 пулнӑ, 80 тӑрса юлнӑ). Анчах халӗ предприяти канмалли икӗ кун та троллейбуссен йышне пӗр пек ҫӳреттерет. Планеркӑра палӑртнӑ тӑрӑх, троллейбуссем «сывлӑш» турттараҫҫӗ. Аса илтерер: 2017 ҫулта Шупашкарти троллейбус управленийӗ электричествӑшӑн пысӑк парӑм пулнине кура троллейбуссен шутне чакарма пуҫланӑ. Ун чухне предприяти панкрута тухма пуҫланӑ. Хыснаран субсиди уйӑрнипе кунран пӑрӑнма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Пӗтӗм тӗнчери ваттисен уявӗ ҫывхарнӑ май Шупашкар хула администрацийӗ акци ирттерет. Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тата юпан 1-мӗшӗнче хулари хӑш-пӗр парикмахерскире 100 тенкӗпе ҫӳҫ кастарма май пулӗ. Анчах унта 60 ҫултан аслӑрах ҫынсене ҫеҫ йышӑнӗҫ. Акцие хулари 22 парикмахерски хутшӑнма хатӗр. 100 тенкӗпе ҫӳҫ касас килсен «Алла» парикмахерские ҫитмелле. Унашкаллисем темиҫе адреспа вырнаҫнӑ. Ытти парикмахерски те ваттисен ҫӳҫне 100 тенкӗпе касӗ. Вӗсен списокӗпе сӑнӳкерчӗкре паллашма пултаратӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.