Хулара
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Шупашкарта кунӗпе тенӗ пек ҫумӑр ҫуса тӑчӗ. Ыран вара пирӗн республикӑра ҫанталӑк сивӗтмелле. Апла пулсан ҫул-йӗр пӑрлакланасси каламасӑрах паллӑ. Гидрометцентр хыпарланӑ тӑрӑх, ыран, раштавӑн 25-мӗшӗнче, сывлӑшри температура -3...-8 градус сивӗ пулӗ. Юр, йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ. Сӑмах май каласан, паян та Шупашкарти троллейбуссене ҫӳреме кансӗр пулнӑ. Вӗсем чарӑнса ларасран хулари авари тытӑмӗсем ҫине тӑрсах ӗҫлеҫҫӗ. Аварипе кӗрешес енӗпе тӑрӑшакансем ҫутӑ пӑралукӗсем пӑрланнине тасатассипе те яваплӑ. Шупашкарти ҫул-йӗр пӑрлакланса ларасран урамсене ятарлӑ хатӗрсем сапас енӗпе 53 машина ӗҫленӗ. Ыран та, ҫитес кунсенче те ҫул ҫинче асӑрхануллӑ ҫӳремелле. Транспортӑн та, ҫуран ҫӳрекенсен те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() domsovet.tv сайтри сӑн Шупашкарта виҫӗ ача валли ҫемье шыраҫҫӗ. Вӗсем 3-7 ҫулсенче. Кун пирки Калинин район администрацийӗ пӗлтерет. 7 ҫулти ача асламӑшӗпе (е кукамӑшӗ) пӗрле пурӑннӑ. Пепке амӑшӗсӗр юлсан вӑл ӑна воспитани панӑ. Анчах кайран ватӑ хӗрарӑмпа арҫын ача пӗр чӗлхе тупайман, ҫавна май ватӑскере ку тивӗҫрен хӑтарнӑ. Ку эрнере икӗ мӑшӑра ашшӗ-амӑшӗн прависемсӗр хӑварнӑ. Ҫапла майпа 6-ри тата 2 ҫулти ачасем ҫемьесӗр тӑрса юлнӑ. Халӗ вӗсем валли опекунсем шыраҫҫӗ. Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, кӑҫал ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 40 ачаран 3-шне ача ҫуртне ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cityreporter.ru сайтри сӑн Шупашкарта ҫулсем пӑрлакланнӑ май таксистсем ытларах ӗҫлесе илме тытӑннӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ӗнер кӑна 100 тенкӗпе кайма май пулнӑ тӑк паян куншӑн 300 тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Шуҫлак пулнӑран ҫынсем ӗҫе, вӗренӗве кая юлса ҫитеҫҫӗ. Ҫутҫанталӑк «парни» пирки хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра та сӳтсе явнӑ. Ҫулсем ҫине тӑварпа хӑйӑр хутӑшӗ сапнӑ, кун тӗлӗшпе 25 бригада ӗҫленӗ. Пӗтӗмпе 150 тонна ытла тӑварпа хӑйӑр хутӑшӗ сапнӑ. Анчах ку ытлах пулӑшайман – тӑвар ҫумӑр ҫунӑ май ирӗлсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер каҫхине Чӑваш Енре ҫанталӑк япӑхланчӗ – ҫил вӑйланчӗ. Ҫил ҫеккунтра 16 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Ҫӗр ҫийӗнчен 700 метр ҫӳллӗшӗнче ҫеккунтра 45 сантиметр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Ку самолетсене самай чӑрмав кӳнӗ. Ӗнер каҫхине Шупашкар ҫийӗн «Победа» самолет вӗҫсе ҫӳренӗ, аэропорта анса ларайман. Ӗҫ-пуҫ йӗркеллех вӗҫленнӗ. Пӗр сехет те 15 минут кая юлса вӑл аэропорта анса ларнӑ. Сӑмах май, синоптиксем ҫитес эрнере ҫанталӑк каллех ашӑтасса, ҫумӑр ҫӑвасса пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, раштавӑн 19-мӗшӗнче, Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗ чӗрӗк ӗмӗрхине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявларӗ. Ҫав ятпа ирттернӗ пухӑва Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн хӑтлӑ залне пуҫтарӑнчӗҫ. Тухса калаҫакансем тӗрлӗ созывра депутат пулнисем вӑл е ку енӗпе тунӑ ӗҫсене палӑртрӗҫ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Альбина Егорова та, РФ Паташлӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов та, Шупашкар хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков та депутатсене ырларӗҫ. Кирек епле уяври пекех наградӑсем те пулчӗҫ. Шупашкар хула пуҫлӑхне — Депутатсен пухӑвӗн председательне Евгений Кадышева Михаил Игнатьев орден медалӗпех чысларӗ. Республика ертӳҫи ӗнер алӑ пуснӑ хушупа килӗшӳллӗн Евгений Кадышев «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ. |
Хулара
![]() Шупашкар хулинче тарӑнлатнӑ контейнерсем вырнаҫтарнӑ. Пур ҫӗрте те мар. «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта. «Ҫӗнӗ хула» микрорайона чи технологилле район тесе хаклани ытахальтен мар. Ҫапларах пӗтӗмлетнӗ ҫӗнӗ йышши контейнерсем лартнине Шупашкар хула администрацийӗн Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче. Ҫӗнӗ йышши контейнер вырнаҫтармалли лаптӑксене «ИСКО-Ч» строительство компанийӗ йӗркеленӗ. «Новый город» (чӑв. Ҫӗнӗ хула) управляющи компанире унчченхи контейнер лапамӗсем илемсӗртерех тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Йӑлари каяш ҫилпе айккинелле сапаланать. Финсен Molok компанийӗн технологийӗ ку енчен вара лайӑх тесе хакланӑ. Ӑна суйличчен управляющи компани ытти ҫӗршыври опыта тишкернӗ. Контейнерсенчен пӗрине «йӗпе» каяша пӑрахмалла тӑвӗҫ, теприне — типӗ япаласене (хут, кантӑк, пластик тата ытти те). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн «Элара» савут Ҫӗнӗ ҫул умӗн каллех парне хатӗрленӗ: Юр кӗлетке тата Упа савут умӗнче вырӑн тупнӑ. Арт-объектсене пӗр пек технологисемпе хатӗрленӗ. Юр кӗлеткен тӗпӗ – тимӗр каркас, ӑна мишурапа тата гирляндӑпа капӑрлатнӑ. Аллинче – самолет. Предприяти шӑпах ҫак енӗпе ӗҫлет. Куҫӗпе сӑмсине полимерлӗ тӑмран ӑсталанӑ. Скульптурӑна тумашкӑн 120 метра яхӑн гирлянда, 370 метра яхӑн мишура тӑкакланӑ. Упана хурӑн турачӗсенчен ӑсталанӑ, вӗсене тимӗр каркас ҫумне ҫирӗплетнӗ. Упапа Юр кӗлетке савут умӗнче хӗл вӗҫлениччен ларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара троллейбус ярасси пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ку ыйтӑва «Советская Чувашия» журналисчӗсем ЧР премьер-министрне Иван Моторина панӑ. Кун валли РФ Промышленноҫ тата суту-илӳ министерстви 625 миллион тенкӗ уйӑрӗ. Ку укҫапа автономлӑ майпа ҫӳрекен троллейбуссем туянӗҫ. Сӑмах май, нумаях пулмасть Чӑваш Ен кая юлса аталанакан вунӑ регионсен йышне кӗнӗ. Ҫак регионсене федераци правительстви пулӑшӗ. Пирӗн республика ҫивӗч ыйтусене татса пама 10 миллиард тенке тивӗҫме пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗнче Уйрӑлма чаракан кун пулӗ. Анчах ялан мар. «День без разводов» (чӑв. Уйрӑлусемсӗр кун) акцие раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, юнкун, ирттерме палӑртнӑ. Ҫав кун тӗллевӗ — уйрӑлакансен йышне чакарасси тата ҫемье статусне ҫирӗплетесси. Ҫапла палӑртнӑ акцие йӗркелекенсем. Уйрӑлма чаракан кун ЗАГС органӗсенче ӗҫлекенсен кунӗпе пӗр килӗ. Тепӗр майлӑ каласан, Мускав район администрацийӗнче юри ҫапла йышӑннӑ. Раҫҫейре ЗАГС органӗсем 1917 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнченпе ӗҫлеҫҫӗ теме юрать. Мӗншӗн тесен шӑпах ҫав кун «О гражданском браке, о детях и о ведении книг актов состояния» (чӑв. Гражданла мӑшӑрлану, ачасем тата тӑрӑм акчӗсен кӗнекине йӗркелесси ҫинчен) йышӑну кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр хӗрарӑм пӗчӗк хӗрӗпе лавккаран таврӑннӑ. Унччен те пулман – вӗсем патне палламан арҫын пынӑ та пистолет тӗллесе укҫа пуррипе ҫуккине ыйтнӑ. Хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм ачана ярса тытнӑ та часрах килелле утнӑ, унта полицие шӑнкӑравланӑ. Пакунлисем арҫынна тытас тесе района ҫавӑрса илнӗ, иртен-ҫӳренрен ыйтса пӗлнӗ. Ҫынсем ҫав каҫ аллейӑра икӗ ӳсӗр арҫын пневматика пӑшалӗнчен плафонсене пенине курнӑ-мӗн. Каярахпа ҫак арҫынсем видеокамерӑна лекнӗ. Ҫапла майпа вӗсене тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ. | ||
| Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |