Статистика
cheb.mk.ru сайтри сӑн Экспертсем Раҫҫей регионӗсен пуҫлӑхӗсем Инстаграмра мӗн чухлӗ «лайк» пуҫтарнине тишкернӗ. РБК пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем ботсен шучӗ мӗн чухлӗ пулнине те шута илнӗ. «Лайксем» пухас енӗпе ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев 34-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑтамран унӑн сӑнӳкерчӗкӗсене 1100 ҫын килӗшнине кӑтартса «лайк» пуснӑ. Палӑртса хӑварар: тепчев ирттернӗ чухне Элтепер страницине 21900 яхӑн ҫын пӑхса тӑнӑ. Танлаштарӑмра малти вырӑна Чечня Республикин пуҫлӑхӗ йышӑннӑ, юлашки йӗркере – Архангельск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ. Ботсем пирки калас тӑк, Михаил Игнатьевӑн Инстаграмри страницинче вӗсен шучӗ – 30 процент. Эппин, ку 6570 ҫынпа танлашать. Ку енӗпе ытларах Тува Республикин пуҫлӑхӗ, Мускав мэрӗ, Ҫурҫӗр Осети ертӳҫи «палӑрнӑ». Чи «таса» аккаунт – Чукотка автономи округӗн кӗпӗрнаттӑрӗн. Унӑн страницине 2 пине яхӑн ҫын пӑхса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
ria.ru сайтри сӑн Раҫҫейри регионсенче шалу мӗнле ӳснӗ? Специалистсем ҫакна тишкернӗ. Тӗпчев палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра пур регионта та шалу ӳснӗ. Анчах вӑл мӗнле хӑвӑртлӑхпа ӳсни кашни тӑрӑхра уйрӑлса тӑрать. Чӑваш Ен танлаштарӑмра ку енӗпе 18-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн регионта вӑтам шалу 25 пин тенкӗпе танлашнӑ. Шалу ӳснипе Кострома облаҫӗ мухтанма пултарать. Вӑл танлаштарӑмра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Тыва Республики. Чи аялти йӗркесенче - Питӗр тата Ямал-Ненецк автономи округӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
gazeta1931.ru сайтри сӑн Раҫҫейри регионсен ертӳҫисен ҫурла уйӑхӗнчи медиатанлаштарӑмне хатӗрленӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ унта самаях чакнӑ. Унчченхи медиатанлаштарӑма илес тӗк, Михаил Игнатьев 17 йӗрке аннӑ. Хальхинче вӑл 85 йӗркерен 76-мӗшне йышӑннӑ. Иртнӗ уйӑхра Михаил Игнатьева массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче 2111 хутчен асӑннӑ. Хальхи медиатанлаштарӑмра пӗрремӗш йӗркесене Мускав, Питӗр тата Челепи облаҫӗн ертӳҫисем йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
youtube.com сайтри сӑн Юлашки ҫулсенче Чӑваш Енре хура ҫӗлен нумайланни вӑрттӑнлӑх мар. Ара, ҫулман лаптӑксем сахал мар, хуҫасӑр дачӑсем те пур вӑрмансенче те чӑтлӑх… Кӑҫал 25 ҫынна ҫӗлен сӑхнӑ. Кун пирки Гигиена тата эпидемиологи центрӗ пӗлтерет. Ҫак 25 ҫынран 2-шӗ – ачасем. Ытларах чухне ҫынсем асӑрханмасӑр ҫӗлен ҫине пуснӑ чухне шар кураҫҫӗ. Юрать-ха, кӑҫал ҫӗлен сӑхнӑран ҫын вилмен. Ҫӗлен сӑхнӑ хыҫҫӑн пуҫ ҫаврӑннине, хӑсас килнине, вӑй пӗтнине туятӑр пулсан пӗр тӑхтамасӑр васкавлӑ медпулӑшу чӗнмелле. Суранланнӑ вырӑнти наркӑмӑша ҫӑварпа ӗмсе кӑларма юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
donnews.ru сайтран илнӗ сӑн Ӗнер Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура инкеклӗ лару-тӑру министрӗ Вениамин Петров тухса калаҫнӑ. Вӑл каҫалхи шыва кӗмелли сезон пирки доклад тунӑ. Кӑҫал ҫулла республикӑра 14 ҫын путса вилнӗ, вӗсенчен иккӗшӗ – ачасем. Пӗлтӗрхи сезонпа танлаштарсан, кӑҫал 9 ҫын сахалрах путса вилнӗ. Пӗлтӗр шывра 5 ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Шыва кӗнӗ чухне путма пуҫланӑ икӗ ҫынна ҫӑлнӑ. Ҫӗртмен 19-мӗшӗнче Шупашкарти Тӗп пляжра 4 ачана ҫӑлнӑ. Ку официаллӑ статистикӑна кӗмен. Ҫулла республикӑра 150 рейд ирртернӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, витӗмӗ пулнӑ, путса вилекенсен йышӗ чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн пурте укҫа тӳлеме тытӑннӑ. Кашнин патне ятарлӑ квитанци килет. Ҫӳп-ҫапа илсе тухассишӗн «МВК «Экоцентр» яваплӑ. Регионти оператор пӗлтернӗ тӑрӑх, 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кӑҫалхи утӑ уйӑхӗччен квитанци илекенсен 87 проценчӗ ӑна тӳлесе пырать. Тепӗр 13 проценчӗ вара тӳлесшӗн мар. Палӑртмалла: ҫӗнӗ саккун вӑя кӗнӗ май кашни ялтах ҫӳп-ҫап пухмалли контейнерсем пулмалла. Ку кӑна мар, вӗсем валли ятарлӑ вырӑн хатӗрлемелле: контейнерсем ларакан вырӑна бетон сармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Кӑҫал ҫӗлен сӑхнӑ 11 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Тӳрех палӑртмалла: Чӑваш Енре ҫынна ҫӗлен тапӑннӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Ара, шӑпах ҫырла пиҫнӗ вӑхӑт – ҫынсем ӑна пуҫтарма вӑрмана, уй-хире, ҫырма-ҫатрана каяҫҫӗ. Шел те, наркӑмашлӑскер сӑхни яланах лайӑхпа вӗҫленмест. Юлашки икӗ эрнере темиҫе ҫын пульницӑна тухтӑрсем патне пынӑ. Тӗслӗхрен, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пӗр ҫын мунча валли милӗк хуҫма вӑрмана кайнӑ. Пӗр хурӑн патӗнче ӑна хура ҫӗлен тапӑннӑ. Пӗр хӗрарӑм ҫул хӗрринче ҫӗлен курнӑ. Шупашкарта «Акконд» лавккана хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен килни пирки те хыпарланӑччӗ. Ытларах чухне ҫӗлен сӑхнӑ хыҫҫӑн пульницӑна Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Улатӑр, Пӑрачкав районӗсенчи ҫынсем пыраҫҫӗ. Ҫак чӗрчун нӳрӗке юратать: вӗсем шыв хӗрринче нумай. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Ҫулла пуҫланнӑрнпа 1 уйӑх иртрӗ. Шел те, ҫак кунсем шыв хӗрринче пӑтӑрмахсемсӗр иртмен. Ҫак пӗр уйӑхра Чӑваш Енре 8 ҫын шывра путса вилнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ – ачасем. Ҫӑлавҫӑсем аслисене тепӗр хутчен асӑрхаттараҫҫӗ: ачасене шыв хӗррине пӗччен ямалла мар. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, пляжа килекен ачасен 80 проценчӗ ишме пӗлмест. Ҫакӑ та япӑх: шӑпӑрлансем те, аслисем те хӑрушсӑрлӑх правилисене пӗлмеҫҫӗ. Палӑртмалла: кӑҫал ҫынсем 13 пляжра канма пултараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне республикӑра канмалли тата шыва кӗмелли 120 вырӑн пур. Пӑтӑрмахсем вара шыва кӗме юраман вырӑнсенче пулса иртеҫҫӗ. Тата ҫакна астӑвӑр: ӳсер чухне шыва кӗме юрамасть! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑваш Ен каллех чухӑн ҫемьесемпе палӑрнӑ. 2018 ҫула пӗтӗмлетсе танлаштарӑм хатӗрленӗ, ӑна РИА Рейтинг пичетленӗ. Чӑваш Енри икӗ ачаллӑ ҫемьесен ӗҫлесе илнӗ шалуран чи кирлине кӑна туянсан 18214 тенкӗ юлать. Пӗр ачаллисен вара кӑштах нумайрах – 26960 тенкӗ. Палӑртмалла: ҫулталӑк каялла Чӑваш Ен кунашкал танлаштарӑмра 60-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Халӗ вара – 61-мӗш вырӑнта. Псков, Иваново облаҫӗсенчи, Кабарда-Балкарти ҫемьесем вара пирӗнтен те япӑхрах пурӑнаҫҫӗ-мӗн. Унта икӗ ачаллӑ ҫемьесен тупӑш укҫинчен чи кирлине туянсан 6-9 пин тенкӗ ҫеҫ юлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче Чӑваш Енре халӑх йышӗ 951 ҫын чакнӑ. Ача ҫураласси — 11,7 процент, ҫын вилесси 3,9 процент сахалланнӑ. Кун пирки Чӑвашстат кӑтартӑвӗсене тӗпе хурса «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарланӑ. Ҫулталӑкӑн пирвайхи виҫӗ уйӑхӗнче ҫуралакансен шучӗ вилекенсенчен 34 процент ытларах пулнӑ-ха. Апла пулин те ача ҫураласси, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе пӑхсан, самай чакнӑ. Унчченхи ҫулсенчи пекех, чӗре тата юн тымарӗсен чирӗсенчен вилекен ытларах (пӗтӗмӗшле йышӑн 39 проценчӗ). Каларӑмӑр ӗнтӗ: республикӑра пурӑнакансен йышӗ 951 ҫын чакнӑ. Ку та, иртнӗ ҫулхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсемпе пӑхсан, 218 ҫын ытларах. Ҫын чакнин енӗпе Улатӑр хулипе районӗ, Ҫӗмӗрле хули палӑрнӑ. Шупашкарта вара ку енӗпе лару-тӑру ҫуллен лайӑхланать, кӑҫал та ҫаплах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сидоров Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |