Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫул умӗн Шупашкарта уяв паллине вырнаҫтарасси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал тӗп урамра Шӑши королева пулӗ. Яланхи пекех вӑл «Ростелеком» ҫурчӗ умӗнче вырнаҫӗ. 2020 ҫул – тимӗр шӑши ҫулталӑкӗ. Ҫавна май Шупашкарта Шӑши королевӑн кӳлепине вырнаҫтарӗҫ. Ӑна папье-машерен хатӗрлӗҫ. Ку ӗнӗпе Александр Жигарев ӳнерҫӗ тӑрӑшӗ. Кӳлепене урамра раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вырнаҫтарӗҫ. Палӑртмалла: раштав пуҫланиччен Шупашкарти урамсене илемлетсе пӗтермелле. Тепӗр уйӑх пуҫламӑшӗнче Ҫӗнӗ ҫулӑн тӗп чӑрӑшӗ йӑлтӑртатма тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() good-tips.pro сайтри сӑн Шупашкарти пӗр усламҫӑ паллӑ мар ҫӗртен кӳрсе килнӗ мӑйӑр сутнӑ. Ҫакна Атӑл тӑрӑхӗнчи транспорт прокуратури тупса палӑртнӑ. Усламҫа административлӑ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Усламҫӑ мӑйӑра Шупашкарти Калинин районӗнчи пӗр суту-илӳ комплексӗнче сутнӑ. Прокуратура ӗҫченӗсем тӗрӗсленӗ вӑхӑтра 120 килограмм мӑйӑр туртса илнӗ. Ҫимӗҫӗн документсем пулман, сутуҫӑ мӑйӑра саккуна пӑсмасӑр кӳрсе килнине ӗнентереймен. Мӑйӑра туртса илнӗ хыҫҫӑн тӗп тунӑ. Усламҫӑн вара 20 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() dom-i-zakon.ru сайтри сӑн Ҫамрӑк амӑшӗ ача ҫуратсан пепкине регистрацилеме ЗАГС пайне пынӑ. Хайхискер хӑйӗн хушаматне парасшӑн пулман. Администраци ӗҫченӗсем ҫак хӗрарӑмпа калаҫу ирттернӗ. Ара, саккунпа килӗшӳллӗн ачана ашшӗ-амӑшӗн хушаматне памалла. Ку хӗрарӑм вара ачине упӑшкасӑр ҫуратнӑ. Амӑшӗ пепкине хӑйӗн хушаматне ниепле те парасшӑн пулман. Мӗншӗнне те ӑнлантарнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл хӑйӗн хушаматне те улӑштарасшӑн имӗш. Саккунпа килӗшӳллӗн ачана урӑх хушамат пама юраманнине кура хӗрарӑмӑн пепкене хӑйӗн ҫинех ҫыртарма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() tvi.ua сайтри сӑн Шупашкарти пульницӑна 6 ҫулти хӗрачана илсе килнӗ. Унӑн ӳт температури хӑпарнӑ. Ҫав вӑхӑтра вара амӑшӗ ӳсӗр пулнӑ. Ҫемьене ӑнӑҫсӑррисен йышне шута илнӗ. Ача килте пулнӑ, унӑн ӳт температури хӑпарнӑ, амӑшӗ ӳсӗр пулнӑ. Полицин ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен пай инспекторӗ ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Амӑшӗ тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн, ачине тивӗҫлипе пӑхманшӑн протокол ҫырнӑ. Ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комисси ҫемьене шута тӑратма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Вӑл килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Смелова Александра Дмитриевна – икӗ ача амӑшӗ. Хӗрарӑм чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 18-21 сехетсенче килтен тухса кайнӑ. Унтанпа ун пирки хыпар ҫук. Ӑна вара килте 1,5 ҫулти хӗрӗ тата 17-ри ывӑлӗ кӗтеҫҫӗ. Упӑшки арӑмӗ ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Александра ниҫта та ӗҫлемест, унччен вӑл кун пек ҫухалман. Вӑл 160 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫутӑ, кӗске, куҫӗ хӑмӑр. Икӗ ача амӑшӗ пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк полицие шӑнкӑравлӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Иван Яковлев проспектӗнчи юсав. Gov.cap.ru сӑнӳкерчӗк Шупашкарти тӳре-шара килес ҫул хӑш ҫула юсассине палӑртнӑ. Йышӑнӑва тӑвиччен вӗсем халӑх сӗнӗвне шута илнӗ. Ун валли кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче ятарласа ыйтӑм ирттернӗ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче сӗнсе ҫырнисене те шута илнӗ. Ҫакӑн пирки паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра Ҫурт-йӗпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх управленийӗн пуҫлӑхӗ Олег Белов пӗлтернӗ. Иван Яковлев проспектӗнчи автоҫула юсассин 3-мӗш тапхӑрне 2020 ҫулта вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ. Сӑкӑт кӗперне те килес ҫул юсаса пӗтересшӗн. Килес ҫул Граждан урамне, И. Яковлев проспектӗнчен Канаш шосси таран ҫӗнетесшӗн, Лапсар проездне юсаса ҫӗнетесшӗн. 1-мӗш Кӑнтӑр урамне тума палӑртнӑ, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи кӗпере тӗплӗн юсасшӑн. Тукташ, Илпек, Ленин (Николаев урамӗнчен тытӑнса Вокзалҫум урам таран), Воробьев композиторсен, Кооператив, Игнатьев, Яноушек урамӗсене, Мусков проспекчӗ патне пыракан ҫула, Вӑрнар шоссине, Бабушкин тӑкӑрлӑкне, База проездне, Н. Никольский проспектне юсама шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Следстви комитечӗн сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан 58 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна 11 ҫулти арҫын ачана самокатпа пенӗшӗн айӑпласшӑн. Следстви версийӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫак арҫын килӗнчен, Мир проспектӗнчи пӗр ҫуртран, тухнӑ та подъезд умӗнче сӑлтавсӑрах арҫын ачана самокатпа пенӗ. Япала лешӗн пуҫӗнчен лекнӗ. Ача кӳршӗ подъездра пурӑнать. Арҫын хӑйӗн ӗҫӗшӗн ӳкӗннӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, судпа медицина экспертизи ирттернӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() КПРФӑн Чӑваш Енри рескомӗ Шупашкарта Иосиф Виссарионович Сталинӑн барельефне лартасшӑн. Ку тӗллевпе укҫа-тенкӗ пухма тытӑннӑ. Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Сталин ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитет. Барельефа шӑпах ҫак пулӑма халалласа вырнаҫтарасшӑн. Палӑк макетне ӳнерҫӗ хатӗрленӗ ӗнтӗ. Барельефа пӑхӑртан тӑвӗҫ. Кун валли 250 пин тенкӗ кирлӗ. Чӑваш коммунисчӗсем 100 пин тенкӗ пухнӑ. Районсемпе хуласенче вырӑнти парти уйрӑмӗсен пӗрремӗш секретарӗсем ку ӗҫе малалла пурнӑҫлӗҫ. Палӑртмалла: Сталина халалланӑ палӑк Мари Элти Звенигово районӗнчи Шелангер поселокӗнче пур. Ӑна 2015 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнче уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче автомашинӑсен хуҫисене хӗллехи йӗрке ҫине куҫарнӑ. Ҫакна эпир республикӑн тӗп хулин администрацийӗн пресс-служби хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Хӑш-пӗр урамра ҫул-йӗр правилисене ҫӗннисене вырнаҫтарнӑ. Вӗсем автомашинӑсен чарӑнма тата транспорта лартса хума юраманнине кӑтартаҫҫӗ. Эвакуаторсем ӗҫленине асӑрхаттараканнисем те пур. Тепӗр майлӑ каласан, автомобиле ҫул айккине лартма юрамӗ. Юр тасатакан машинӑна кансӗрлекен транспорта штраф стоянкине тиесе кайӗҫ. Асӑрхаттару паллисене пурӗ 99 вырӑнта вырнаҫтарнӑ. Ятарлӑ парковка ҫук тӗлте машинӑсене ирхи 9 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен лартса хӑварма юрамӗ. Шупашкарти кӗперсем ҫинче машинӑсен сехетре 40 километр хӑвӑртлӑхпа каҫмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb.ru сайтри сӑн Шупашкарти «Питомник» чарӑнӑва «Чӑвашкино» ят парас ыйтӑва хускатни пирки пӗлтернӗччӗ. Ку тӗллевпе «Уҫӑ хула» порталта ятарласа сасӑлав ирттернӗ. Пӗтӗмлетӳ мӗнлерех-ха? Ҫынсем хирӗҫ иккен. Чылайӑшӗ, 1795 ҫын, чарӑну ятне ӗлӗкхиллех хӑварассишӗн сасаланӑ (76,84%). Сасӑлава хутшӑннисен 14,68 проценчӗ, 343 ҫын, «Чӑвашкино» ят парассине хирӗҫ мар. 198 ҫын ку ыйтӑва специалистсен татса памалла тесе шухӑшлать. Ҫапла майпа «Питмник» чарӑну ятне ҫаплипех хӑварма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Мирон Ефимович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Казанов Аркадий Петрович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӑтак ял ятне улӑштарнӑ — Первомайски пулса тӑнӑ. | ||
| Абрамова Нина Михайловна, психиатр-тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |