Персона
![]() Сулахай енче лараканни Марина Петрова Ӗнер Федерацин налук службин республикӑри управленине кам ертсе пырассине ҫирӗплетнӗ. Ҫӗршывӑн Финанс минситерствин хушӑвӗпе ҫак должноҫе Марина Петрована шаннӑ. Ҫак ятпа управленире канашлу иртнӗ. Канашлӑва тӗрлӗ шайри пуҫлӑх пухӑннӑ: Федерацин налук службин Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсем хушшинчи пуҫлӑхӗ В.Н. Губанов, федерацин Чӑваш енри инспекторӗ Г.С. Федоров, ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи И.Б. Моторин, Чӑваш Енӗн премьер-министрӗн ҫумӗ — финанс министрӗ С.А. Енилина, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ертӳҫи А.П. Мигушов, ЧР шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ А.В. Тимофеев, республика прокурорӗн ҫумӗ И.Г. Сахаров, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Л.И. Черкесов. Налукҫӑсене ҫӗнӗ пуҫлӑхпа паллаштарнӑ май Губановпа Федоров Петрован ӗҫлес пултарулӑхӗ пысӑк тесе ырланӑ. Управленин ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Ольга Никинӑна та ӗҫшӗн тав тунӑ. Марина Валерьяновна 1970 ҫулта Вӑрнарта ҫуралнӑ. Бухгалтер учечӗпе аудичӗ енӗпе специальноҫ алла илнӗскер налук службине 1995 ҫулта ӗҫлеме пынӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти инспекцире вӑл пай пуҫлӑхӗн ҫумӗнче, инспекцин пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() «Шанель пике» спектакльти самант Паян, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче вылякан Василиса Петрова 55 ҫул тултарать. Юбилей ячӗпе ӑна ӗҫтешӗсем ыран «Шанель пике» спектакль умӗн саламлӗҫ. Василиса Петрова Етӗрне районӗнчи Ванькушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ӗҫлеме килнӗ. Унтанпа Василиса Петрова чылай сӑнара калӑпланӑ. Ҫав шутра Н. Терентьевӑн «Пушар лашинче» — Ливадине, А. Заридзен «Вунсарккӑрта чухӗнче» — Маринӑна, Ф. Достоевский «Юрату мар ку — чирӗнче» — Аделаидӑна тата ытти асра юлмалли самай роле те вӑл ӗнентерӳллӗ вылянӑ. Ыранхи «Шанель пикере» 55-ри артистка Нина Андреевна пулса сцена ҫине тухӗ. Василиса Петрован хӑйне евӗрлӗхӗ шутне унӑн хаваслӑхне, шӳтлес ӑсталӑхне, чеченлӗхне кӗртеҫҫӗ. Вӑл психологи тӗлӗшӗнчен кӑткӑс сӑнарсене те, кулӑшлисене те пӗр пек ӗнентерӳллӗ вылять. Вӑл эпизодла сӑнарпа та асра юлма пултарни те ку енпе театрсем хушшинчи конкурса ҫӗнтерни те ҫавнах ҫирӗплетет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Сергей Легостаев Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарта ЧР Патшалӑх канашӗн черетсӗр сессийӗ иртмелле. Депутатсен республикӑн ҫӗнӗ прокурорӗн кадидатурине пӑхса тухмалла. Ку должноҫе ҫӗршывӑн Тӗп прокуратури Рязань облаҫӗн прокурорне, 51 ҫулти Сергей Легостаева, сӗннӗ. Регион прокурорне РФ тӗп прокурорӗ сӗннипе ҫӗршыв Президенчӗ ҫирӗплетет. Прокурорта чи нумаййи 10 ҫул ӗҫлеме юрать. Маларахри ларура ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем прокурор пирки сӑмах пуҫарнӑ. Ун чух вӗсенчен ытларахӑшӗ ку должноҫе ютри ҫынна памасан лайӑхраххине палӑртнӑ иккен. Чӑваш Ен прокурорӗ пулмалли кандидатсен хушшинче маларах Тутарстанпа Мордва Республикин прокурорӗсем пирки те калаҫкаланӑ иккен. Сергей Легостаев 1963 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Орлов облаҫӗнчи Колпнянск районӗнче ҫуралнӑ. 1989 ҫулта пиллӗк паллӑсемпе Харьковри юридици облаҫне вӗренсе пӗтернӗ. Тепӗр ҫулхине Орел хулинче прокуратурӑра ӗҫлеме тытӑннӑ. Тепӗр икӗ ҫултан Орлов облаҫӗнче прокуратурӑра аслӑ следовательте тӑрӑшма пуҫланӑ. Ҫав должноҫрен вӑл регион прокурорӗн ҫумӗ таран ҫитнӗ. 2007 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӑна Рязань облаҫӗн прокурорне лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫӗмӗрле районӗнчи Якуртушкӑнь ялӗнче пурӑнакан Дмитрий Герасимовичпа Зинаида Яковлевна Даниловсем пӗрле пурӑнса хыҫа 60 ҫул хӑварнӑ. Ҫак тапхӑра вӗсем шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, пӗр-пӗрне хисеплесе ирттернӗ. Даниловсем кевер туя ҫемйипе уявланӑ. Дмитрий Герасимович чылай ҫул Ҫӗмӗрлери автобазӑра водительте, хими савутӗнче ӗҫленӗ. Зинаида Яковлевна автоҫул тунӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Даниловсем пурӑна-киле Якуртушкӑнь ялне куҫса килнӗ. Кун хыҫҫӑн Дмитрий Герасимович «Большевик» колхозра ӗҫленӗ, Зинаида Яковлевна – шкулта. Вӗсем иккӗшӗ те ӗҫ ветеранӗн ятне тивӗҫнӗ. Мӑшӑр ывӑлӗпе хӗрне тивӗҫлӗ воспитани панӑран хӑйсене телейлӗ туяҫҫӗ. Вӗсем халӗ 5 мӑнукпа, вӗсен 4 ачипе киленеҫҫӗ. Даниловсем — ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх. Вӗсене кура ӳсекен ӑрун вӗренмелли пурах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Галина Кузнецова 55 ҫул тултарнине халалласа пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ун чухнех Александр Пӑррта пьеси тӑрӑх лартнӑ «Килех килчӗ Тур ҫырни» спектакле те кӑтартнӑ. Арсений Димитриев хӑнасене Галина Кузнецовӑн пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ. Юбиляра ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов та саламлама пынӑ. Галина Юлиановнӑна театрта нумай ҫул вӑй хунӑшӑн Тав хучӗпе чысланӑ. Театр артисчӗсем те ӑшшӑн саламласа автор юррине шӑрантарнӑ. Ҫак кун Галина Кузнецова йӑл кулӑпа ҫиҫнӗ, ӑна чечек ҫыххисем парнеленӗ. Театрта, фойере, Галина Кузнецовӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне ҫутатакан курав йӗркеленӗ. Унӑн сӑнӳкерчӗкӗсемпе кашниех киленме пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Владимир Свешников Ҫакна ырӑ тӗслӗх вырӑнне хума пулать. Тӗнче ырӑ ҫынсемсӗр мар теҫҫӗ ҫав. Мӗн пытармалли: вулавӑшсем ҫӗнӗ кӗнекесемпе ҫав тери пуянах мар. Уйрӑмах – ялтисем. Вулавӑшсемшӗн чи пысӑк парне – кӗнеке. Йӗпреҫ районӗнчи вулавӑшсем ҫак кунсенче питӗ савӑннӑ. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, пӗр фирма филиалӗн директорӗ Владимир Свешников кӗнекесем парнеленӗ. Вӑл темиҫе ҫул ӗнтӗ вулавӑшсен фондне ҫӗнетмешкӗн укҫа уйӑрать. Кӗнекесенче юрату романӗсем нумай. Ара, хӗрарӑмсем вӗсене ҫав тери юратаҫҫӗ-ҫке-ха. Пӗтӗмпе 180 экземпляр, 35 пин тенкӗлӗх, туяннӑ. Вӗсен йышӗнче Н.Козлов публицистӑн, психологӑн кӗнекисем те пур. Ачасем вара вулавӑшра Т.Крюковӑн, Е.Усачевӑн, Л.Чарскаян «Тӗнчене пӗл» серинчи кӗнекесем пурришӗн савӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Таисия Михайловнӑпа Михаил Андрианович Назаровсем Пӗрле нумай пурӑнакан мӑшӑрсем ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче. Килӗштерсе пурнӑҫ ҫулне пӗрле парӑнтаракан упӑшкипе арӑмӗнчен тӗслӗх илмелли пурах ҫав. Ҫак сӑмахсене Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Туппай Сӗмӗл ялӗнче пурӑнакан Таисия Михайловнӑпа Михаил Андрианович Назаровсем пирки калама пулать. Вӗсем нумаях пулмасть, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 60 ҫул пӗрле пурӑннине уявланӑ. Таисия Михайловна Октябрьскинчи 2-мӗш пульницӑра ӗҫленӗ. Михаил Андрианович вара Октябрьскинчи совхозра выльӑх пӑхаканра тӑрӑшнӑ. Назаровсем 3 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӗсем 7 мӑнукпа, вӗсен 11 ачипе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Юбилярсене Октябрьски ял тӑрӑхӗн администрацийӗ саламланӑ, нумай ҫул пурӑнма сывлӑх, телей суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Алексей Тонышев Пӗтӗм Раҫҫейри ирӗклӗ пушар хуралӗн обществин Пӑрачкав районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи Алексей Тонышев ҫӗршывра палӑрнӑ. 2003 ҫултанпа ҫав тивӗҫе пурнӑҫлакан Алексей ҫавӑн йышши конкурса унччен хутшӑнман-мӗн. Кӑҫал хӑйӗн вӑйне тӗрӗслесе пӑхнӑ та маттурлӑхпа палӑрнӑ. Регионсенчи уйрӑмсенчи производство персоналӗ хушшинче ирттерекен конкурса виҫӗ ҫулта пӗрре йӗркелеҫҫӗ иккен. Пӑрачкав арҫынни республика тапхӑрӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Унтан вӑл Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенчи ӗҫтешӗсемпе ӑмӑртнӑ. Ҫавӑнта ним мар пӗрремӗшне тухайнӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура Тонышев тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑмӑртӑва Мускав облаҫӗнчи Дедовск хулинче ирттернӗ. Конкурса Алексей «Кӑмакаҫӑ» номинацире хутшӑннӑ. Унӑн кӑмакасемпе мӑрьесене юсас тата техника тӗлӗшӗнчен тытса тӑрассине кӑтартма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Патӑрьелти шкул директорӗ Наталия Андреева Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Патӑрьел район хаҫачӗ «Авангард» 84 ҫул тултарнӑ. Унччен вара «2014 ҫул ҫынни» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫалхи конкурса тӗрлӗ отрасльте тӑрӑшакан вунӑ хастар хутшӑннӑ. Конкурсантсем хушшинче культура ӗҫченӗ те, тухтӑр та, шкул директорӗ те, суту-илỹ филиалӗн директорӗпе ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ тата ытти те пулнӑ. «Хаҫат вулакансем те ҫак конкурса кӗтнӗ курӑнать, редакцине шӑнкӑравларӗҫ те, ҫырчӗҫ те», — пӗлтереҫҫӗ хаҫатҫӑсем. Чи нумай сасӑ пуҫтараканни «Ҫулталӑк ҫынни — 2014» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Хальхинче ҫак чыса Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкул ертỹҫи Н. Андреева ҫӗнсе илнӗ. Наталия Борисовна шкул директорӗн ӗҫӗпе пултарулӑхне 1910 ҫын хак панӑ. Иккӗмӗш вырӑна Ф. Уфуков, виҫҫӗмӗшне В. Фролов тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Феликс тата унӑн юратӑвӗ" фильмри самант Океан леш енчен Мускава ырӑран та ырӑ хыпар килнӗ. Халӗ Андрей Звягинцӑвӑн «Левифанӗ» ҫеҫ мар кинофестивальсене тыткӑнлать иккен. Чӑваш ҫӗрӗнен тухнӑ ҫынсем те чаплӑ кино ӳкерме пултараҫҫӗ. Вӗсем те пӗтӗм тӗнчери конкурссенче ҫӗнтереҫҫӗ. Кӑрлачӑн 23-25-мӗшесенче АПШри Полсон хулинче пӗтӗм тӗнчери Flathead Lake International Cinemafest кинофестиваль иртнӗ. Унта тӗрлӗ жанрпа ӳкернӗ фильмсем хутшӑннӑ. Кӑҫал фестивале 13 ҫӗршыври 82 картина хутшӑннӑ. Фестиваль триумфаторӗсенчен пӗри Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Евгений Корчагин пулнӑ. Халӗ вӑл Мускавра парӑнать. Евгений икӗ номинацире ҫӗнтернӗ: «Чи лайӑх ӳнер фильмӗ» тата «Чи лайӑх режиссер». «Чи лайӑх ӳнер фильмӗ» номинацире унӑн «Феликс тата унӑн юратӑвӗ» фильм ҫӗнтернӗ. Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков ырӑ хыпара илтсенех Евгений Корчагина саламланӑ. «Феликс тата унӑн юратӑвӗ» фильм — аслӑ ару ҫыннисен юратӑвӗ пирки. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ. | ||
| Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |