|
Тӗн
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарти Ҫветтуй Троица арҫынсен мӑнастирӗнче Африкӑри семинаристсем практикӑра пулнӑ. Вӗсем Чӑваш Енри тӗрлӗ храмра пулса курнӑ. Ҫавӑн пекех мӑнастирти ӗҫ-хӗле хутшӑннӑ: территорире ӗҫленӗ, чечексемпе газонсене шӑварнӑ. Ют ҫӗршывран килнӗ хӑнасене Атӑл тӑрӑх уҫӑлма та илсе кайнӑ. Паруслӑ карап ҫинче вӗсем хӗвел аннине сӑнанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Тӗн
![]() Чӑваш Енре ачасене пӗр кунлӑха мӑнастире яма пулать. Ку – ҫӗнӗ проектпа килӗшӳллӗн. Чӑваш Енре «Пӗр кун – мӑнастирте» проект пуҫарнӑ. Унта республикӑри 500 яхӑн ача хутшӑнӗ. Шӑпӑрлансене Муркаш округӗнчи тата Шупашкарти арҫынсен, Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсен мӑнастирӗпе тата Улатӑрти мӑнастирпе паллаштарӗҫ, унти пурнӑҫ пирки каласа кӑтартӗҫ. Кунсӑр пуҫне чан ҫапма, чиркӳ тумӗсем ҫинче тӗрлеме вӗрентӗҫ. Ачасем кӗлӗсене те хутшӑнӗҫ, тропарь вулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Тӗн
![]() "Контактри" сӑн Канаш епархийӗнче Екатеринбургри «Союз» православи телеканалӗн ӳкерӳ ушкӑнӗ пулнӑ. Чӑваш Енре вӗсем икӗ кун ирттернӗ. Ҫав вӑхӑтра Шӑхасанти Турӑ Амӑшӗн Хусан турӑшӗн чиркӗвӗнче, вырӑнти сӑваплӑ ҫӑлкуҫ патӗнче сюжетсем ӳкернӗ. Ӳкерӳ ӗҫне Шӑхасанти 6-мӗш «Б» православи класӗн ачисем те хутшӑннӑ. Турӑ Амӑшӗн Хусан турӑшӗн чиркӗвне халалланӑ кӑларӑм ҫулла эфира тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Тӗн
![]() "Контактри" сӑн Кӑшарни ҫитет. Кӑҫал Чӑваш Енре вакра шыва кӗмелли 118 вырӑн хатӗрлеме палӑртнӑ. Вӗсенчен 96-шӗ чиркӳсен ҫывӑхӗнче пулӗ. Шупашкарта шыва кӗмелли вырӑнсене Сосновка тата Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ патӗнче хатӗрлӗҫ. 7-мӗш маршрут ҫур ҫӗр иртни 2 сехетчен ҫӳрӗ. Ҫав вырӑнсенче трапсем тӑвӗҫ, ӑшӑ палаткӑсем лартӗҫ. Вӗри чейпе, кукӑльпе сӑйланма та май пулӗ. Ҫӑлавҫӑсем асӑрхаттараҫҫӗ: кӑҫал ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑран пӑр ҫӳхе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Тӗн
![]() "Про Город" архивӗнчи сӑн Шупашкара каллех Ҫветтуй Матрона турӑшне илсе килӗҫ. Пирӗн пата вӑл ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫитӗ. Кунта авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗччен пулӗ. Ҫветтуй Матрона Московская пирӗн республикӑна унччен те килнӗ. Православи тӗнне ӗненекенсем вара ӑна каллех илсе килме ыйтнӑ. Ковчега ҫветтуйӑн тӑвӑн тӑрӑхӗнчен Шупашкар епархине ҫитерӗҫ. Матрона Московская Тула облаҫӗнче 1881 ҫулта хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл мӗн пӗчӗкрен суккӑр пулнӑ, анчах пӗрмай кӗлтунӑ пуласлӑха каланӑ, чирлисене сыватнӑ. Ковчега ҫурлан 26-мӗшӗнче Введени кафедра соборӗнче кӗтсе илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Тӗн
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар округӗн тӗп пульницинче, Кӳкеҫ поселокӗнче, часавай туса лартнӑ. Ӑна Лука ҫветтуйӑн, Симферополь тата Крым архиепископӗн, ятне панӑ. Ахальтен мар. Крымри Керчь хулинче 1877 ҫулта ҫуралнӑ Лука Киеври медицина унивеситетӗнчен вӗренсе тухсан чухӑнсене сиплеме пулӑшнӑ. Вӑл медицинӑра ҫӗнӗ енсем шутласа кӑларнӑ. 1923 ҫулта Лука ятпа манаха тухнӑ. 1946 ҫулта ӑна Симферополь тата Крым архиепископне лартнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вӑл йывӑр аманнӑ салтаксене пулӑшнӑ. |
|
Тӗн
![]() cheb-eparhia.ru сайтри сӑн Чӑваш митрополийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑр епархине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Ку тивӗҫе Шупашкар епархийӗн клирикне Феодосий (Шитов) игумена шаннӑ. Феодосий 2011 ҫултанпа арҫынсен Александр Невский православи мӑнастирне ертсе пынӑ. Вӑл (Антон Михайлович Шитов) 1968 ҫулта Шупашкарта служащисен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1994 ҫулта Феодосий Киево-Печорский ятпа манаха тухнӑ. 10 ҫултан ӑна игумен санне панӑ. Ҫав ҫулах вӑл Чулхулари тӗн семинарине пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Тӗн
![]() Чӑваш митрополийӗн сайтӗнчи сӑн Ӗнер каҫхине Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫветтуй Николай храмӗн клирикӗн, Чӑваш митрополийӗ кӑларса тӑракан «Турӑ тата ҫын» журналӑн редакторӗн, Геннадий Поляков иерейӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Геннадий атте 70 ҫулта пулнӑ, вӑл чылай вӑхӑт чирленӗ. Вӑл журнал пуҫарса ярса ӑна 10 ытла ертсе пынӑ, Куславккари тата Шупашкарти храмсенче служба ирттернӗ. Геннадий аттепе ыран, ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Владимир кнеҫӗн соборӗнче ирхи кӗлӗ хыҫҫӑн (вӑл 7 сехет те 40 минутра пуҫланать) сывпуллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Тӗн
![]() pravsarov.ru сайтри сӑн Ҫитес вӑхӑтра Чӑваш Ене Калмӑк Республикинчи тӗн еткерлӗхне илсе килӗҫ. Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пирӗн пата Элистан епархийӗн ҫветтуйӗсем ҫитӗҫ. Вӗсем - Риза Господня пайне упракан хӗрес-мощевик тата Матрона Московскаян ковчегӗ. Вӗсене Шупашкарти Введени кафедра соборӗнче кӗтсе илӗҫ. Унта кӗлле Савватий митрополит ертсе пырӗ. Ҫветтуйсем соборта пушӑн 31-мӗшӗччен пулӗҫ. Кайран вӗсене республикӑри чиркӳсене илсе кайӗҫ. Ҫветтуйсем Чӑваш Енре ака уйӑхӗн 28-мӗшӗччен пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Тӗн
![]() "Союз" каналти видео скринӗ Паян Комсомольскинчи чиркӳре служба тӑнӑ протоиерей Николай Спиридонов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Канаш епархийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл вӑрах вӑхӑт чирленӗ хыҫҫӑн вилнӗ. Унӑн сахӑр диабечӗ пулнӑ, пӗр урине татнӑ. Николай атте 59-та пулнӑ. Николай Спиридонов 1989 ҫулта священнике тухнӑ. Унччен Ҫӗмӗрлери тата Хӗрлӗ Чутайри чиркӳсенче служба тӑнӑ. Николай аттепе нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Комсомольскинчи чиркӳре сывпуллашӗҫ. Сӑмах май, пӗлтӗр «Союз» телеканал «Вторая половина» кӑларӑмра Николай аттепе Ираида матӑшкӑ пирки кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
