|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Паян ЧР спорт министрӗ Василий Петрова ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Вӑл ку должноҫре 6 ҫул ҫурӑ ӗҫленӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ алӑ пуснӑ. Ҫавӑн пекех спорт министрӗн пӗрремӗш ҫумне те Татьяна Рябининӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Вӑл та ку должноҫре 6 ҫул ҫурӗ вӑй хунӑ. Василий Петров Новосибирскра 1963 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн машиностроени факультетӗнче вӗреннӗ. 1980 ҫулсен вӗҫӗнче кёкусинкай каратэпе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Спорт министрне Василий Петров 2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ларнӑ. 2023 ҫулта ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ырантан спорт министрӗн пуканне Татьяна Рябинина йышӑнма пултарӗ. Василий Петров вара вице-премьер креслине йышӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Андрей Попов архивӗнчи сӑн Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗнче ӗҫленӗ Андрей Попов паянтан ЧР культура министрӗн ҫумӗнче вӑй хума тытӑнӗ. Хушӑва ЧР правительствин председателӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ. Андрей Попов Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне 4 ҫул ҫурӑ ертсе пынӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне театр «Атӑл Опера» ята илнӗ. Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вӑл директортан кайнӑ, Пермьри академи Театр-Театрӗнче аталану директорӗнче вӑй хума тытӑннӑ. Вӑл хӑй те – Пермь тӑрӑхӗнчен, карьерине унта пуҫланӑ. Нумаях пулмасть, юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Андрей Попов халӑх тетелӗнчи страницинче Пермьри театртан каяссине пӗлтернӗ. Чӑваш Ене ӗҫлеме килнӗ вӑл ав. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн ЧР культура министрӗн ҫумне Надежда Павловӑна ӗҫрен кӑларни пирки тин кӑна пӗлтертӗмӗр. Вӑл ӑҫта ӗҫлесси паллӑ. Ӑна паян Элтепер администрацине шалти политикӑпа ӗҫлекен управлени пуҫлӑхне лартнӑ. Унччен ку должноҫе Владимир Степанов йышӑннӑ пулнӑ. Аса илтерер: Надежда Павлова – 52 ҫулта. Вӑл Тӑвай районӗнчи Мучар ялӗнче ҫуралнӑ. Ку таранччен вӑл ЧР Вӗренӳ министерствинче, Патшалӑх Канашӗн аппаратӗнче ӗҫленӗ. Унтан ЧР Культура министерствине куҫнӑ. Малтан пай пуҫлӑхӗ пулнӑ, кайран ӑна министр ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Хальхи вӑхӑтра ЧР Культура министерствинче министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Татьяна Казакова тата унӑн ҫумӗ Георгий Богуславский тӑрса юлнӑ. Ҫакна та аса илтерсе хӑварар: министр пулнӑ Светлана Каликова юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Кун хыҫҫӑн министр тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Надежда Павловӑна шаннӑ. Анчах тепӗр 7 кунранах ку должноҫе Татьяна Казаковӑна панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Ӗнер, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ЧР культура министрӗн ҫумне Надежда Павловӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва правительство председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Андрей Макушев алӑ пуснӑ. Надежда Павлова – 52 ҫулта. Ку таранччен вӑл ЧР Вӗренӳ министерствинче, Патшалӑх Канашӗн аппаратӗнче ӗҫленӗ. Унтан ЧР Культура министерствине куҫнӑ. Малтан пай пуҫлӑхӗ пулнӑ, кайран ӑна министр ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Хальхи вӑхӑтра ЧР Культура министерствинче министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Татьяна Казакова тата унӑн ҫумӗ Георгий Богуславский тӑрса юлнӑ. Аса илтерер: министр пулнӑ Светлана Каликова юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Кун хыҫҫӑн министр тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Надежда Павловӑна шаннӑ. Анчах тепӗр 7 кунранах ку должноҫе Татьяна Казаковӑна панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче республика Элтеперӗ Олег Николаев тӗрлӗ отрасльте тӑрӑшакансене професси уявӗпе саламласси йӑлана кӗнӗ. Салама Элтепер икӗ чӗлхепе хатӗрлекенччӗ: вырӑсла тата чӑвашла. Анчах автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн ӗҫченӗсене Олег Николаев вырӑсла ҫеҫ саламлас тенӗ. Паянхи кун пирӗн республикӑра пассажирсене турттаракан 400 маршрут иккен, ҫула кунсерен 1100 ытла автобус тухать, вӗсем ял-хулана ҫыхӑнтараҫҫӗ. Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта вара 190-а яхӑн троллейбус хутлать. Элтепер хӑйӗн саламӗнче ветерансене те аса илнӗ. Шӑпах вӗсем паян отрасльте тӑрӑшакан водительсене, диспетчерсене тата юсавҫӑсене хӑйсен опытне парса хӑварнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев ЧР Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухассине пӗлтернӗ. Ку Ҫыру республикӑра пурӑнакансене те пырса тивӗ. Олег Николаев ЧР Патшалӑх Канашне кӑҫалхипе улттӑмӗш хутчен Ҫырупа тухӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра текста хатӗрлесе пӗтернӗпе пӗрех. Олег Алексеевич палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫыру республикӑра пурӑнакансемпе уҫӑ калаҫу пулӗ, вӑл унта кашниех пӑшӑрхантаракан ыйтусен хуравне тупасса шанать. Трансляцие Наци телекуравӗпе тата ЮТВ телеканалпа кӑтартӗҫ. Ҫавӑн пекех Наци радиовӗпе итлеме май пулӗ. Текст версийӗпе вара «Чӑвашинформӑн» (вырӑсла) тата «Хыпарӑн» Макс-каналӗсенче паллашма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ҫӗнӗ йышне суйланнӑ депутатсенчен хӑшӗсем укҫалла ӗҫлесси паллӑ. Парламентӑн спикерӗ шалупа тӗрлӗ хавхалантару укҫине премьер-министрпа тан илет-мӗн, унӑн пӗрремӗш ҫумӗ — пӗрремӗш вице-премьер шайӗнче, ытти ҫумсем — вице-премьер шайӗнче, комитет председателӗсем — министрсен шайӗнче, вӗсен ҫумӗсем — министрӑн 2/3-мӗш шайӗнче, депутатсем — министрӑн 1/-мӗш шайӗнче. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Председателӗ пулса Леонид Черкесов ӗҫлет, Виктор Горбунов — парламент председателӗн ҫумӗ тата экономика политикин комитечӗн председателӗ; Александр Кузнецов парламент председателӗн ҫумӗ тата патшалӑх строительствин комитечӗн председателӗ; Владимир Викторов — парламент председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ тата социаллӑ политика комитечӗн председателӗ; Роман Алексеев — аграри ыйтӑвӗсен комитечӗн председателӗ; Юрий Богданов — граждан оборонин комитечӗн председателӗ; Андрей Васильев — ҫурт-йӗр политикин председателӗ; Юрий Попов — аграри ыйтӑвӗсен комитечӗн председателӗн ҫумӗ. Асӑннӑ ҫынсем пурте — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти членӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн пулӑшуҫи пулнӑ хӗрарӑм республика Правительствин вице-премьерӗ пулса тӑнӑ. Кунта сӑмах Наталия Воскресенская пирки пырать. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Наталия Воскресенская 2026 ҫулхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнченпе Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пулӑшуҫи пулса ӗҫленӗ. Вӑл кадрсене хатӗрлессишӗн яваплӑ пулнӑ, республикӑра «Кадрсем» наци проектне пурнӑҫа кӗртес енӗпе тимленӗ. Унччен ҫак хӗрарӑм И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче хушма пӗлӳ паракан пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Паян, ав, ӑна Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫре вӑл ӑслӑлӑх енӗшӗн яваплӑ пулӗ. Наталия Валерьевна ЧПУран 2002 ҫулта экономист пулма вӗренсе тухнӑ. Экономика наукисен кандидачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне тытса тӑма хакланӗ. Тепӗр 28 процент, е укҫа ҫине куҫарсан ку вӑл 173 миллион тенкӗрен ытларах пулӗ. Республика парламентне тытса тӑма кирлӗ тӑкак кӑҫалхи 135,9 миллион тенкӗрен 173.8 миллион тенке ҫитӗ. Ку цифрӑсене республика хыснин проектӗнче палӑртса хӑварнӑ. Паян, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, «халӑх тарҫисем» республика хыснине улшӑну кӗртмессине пӑхса тухӗҫ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ валли уйӑракан укҫа-тенкӗ виҫи хальхинчен 37,9 миллион тенкӗ ӳсӗ. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав шутран ытларах пайӗ, пурӗ 35,4 миллион тенкӗ, персонала тытса тӑма кайӗ. 2024 ҫулта республикӑн Патшалӑх Канашӗ валли 113,3 миллион тенкӗ уйӑрнӑ, 2025 ҫулта - 135,9 миллион тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн Правительствинче юлашки вӑхӑтра кадрсемпе ҫыхӑннӑ улшӑнусем пӗрмай пулса иртеҫҫӗ. Пӗрне ӗҫрен кӑлараҫҫӗ, тепри хӑйӗн кӑмӑлӗпе ӗҫлеме пӑрахать... Халӗ тата Чӑваш Енӗн Ҫурт-йӗр инспекцийӗн ертӳҫин ҫумне Александр Юркина ӗҫрен кӑларнӑ. Кун пирки калакан йышӑнӑва республикӑн Праивтельствин прежседателӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Марков алӑ пуснӑ. Юркин ку должноҫра 10 ҫул ӗҫленӗ. Унта пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулма ӑна 2016 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ҫирӗплетнӗ. Унччен вӑл Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Вӑл Сергей Артамонов ертӳҫӗпе пӗр вӑхӑтра тӑрӑшнӑ. Кайран вӑл республика Элтеперӗн Администрацийӗнче те тӑрӑшнӑ. Ҫурт-йӗр инспекцийӗн ертӳҫин Виктор Кочетковӑн халӗ пӗр ҫум, Надежда Иванова, юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
