Политика
![]() Анатолий Аксаков Телеграм-каналӗнчи сӑн РФ Патшалӑх Думини финанс рынокӗн ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитет председателӗ Анатолий Аксаков Тӗп банк пуҫлӑхне Эльвира Наибуллинӑна ҫуралнӑ кун ячӗпе «Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине» парнеленӗ. Кӗнекере – 328 страница, пӗлтӗр вӑл 1500 тенкӗ тӑнӑ. Сӑмах май, Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине 2022 ҫулта хӑтлӑлатнӑ. |
Политика
![]() "Чеб.медиа" сайтри сӑн ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш наци телерадиокомпанине интервью панӑ, авӑн уйӑхӗнчи ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ. Олег Алексеевичран вӑл хӗл валли пахча ҫимӗҫ консервлани пирки ыйтнӑ. Вӑл ку ӗҫпе мӑшӑрӗпе пӗрле аппаланнине каланӑ. Элтепер ялта тӑванӗсем патӗнче пахча ҫимӗҫ пуҫтарнине, хӑйсен килӗнче те йӑрансем пуррине каланӑ. Сӑмах май, ҫулталӑк ҫурӑ каялла тӳрӗ линире Олег Алексеевич чи юратнӑ апачӗ хуппипе пӗҫернӗ ҫӗрулми пулнине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Алла Салаева архивӗнчи сӑн РФ Патшалӑх Думин Председателӗ Вячеслав Володин Патшалӑх депутатне Алла Салаевӑна Тав хучӗпе чысланӑ. Палӑртмалла: Алла Салаева Патшалӑх Думин депутатӗнче 2021 ҫултанпа ӗҫлет. Ун умӗн вӑл ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ пулнӑ. Унсӑр пуҫне парламентӑн аялти палатинче Чӑваш Ен интересӗсене Алена Аршинова (ЕР), Анатолий Аксаков (СР) тата Ирина Филатова (КПРФ) хӳтӗлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра паянтан ҫӗнӗ ыын ертсе пыма тытӑннӑ. Яваплӑ ҫак тилхепене Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчисенчен пӗрин заведующийӗ пулса тӑрӑшнӑ Светлана Милкинӑна тыттарнӑ. Светлана Николаевна — пӗлӗвӗпе социаллӑ педагог. Коллектива ҫӗнӗ ертӳҫӗпе Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова паллаштарнӑ май центр пирки нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ, вӑл пултаруллине, ытти ҫавӑн пек учрежденишӗн тӗслӗх пулса тӑнине палӑртса хӑварнӑ. Министр центр директорӗн тивӗҫне явапӑхпа ҫулталӑк ытла ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ Аркадий Скворцова та (учрежденире вӑл — директор ҫумӗ) тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкарта тӗп архитектора суйланӑ. Ӑна иккӗмӗш хут конкурс ирттерсен палӑртнӑ. Ку вырӑна Сергей Стройков йышӑннӑ. Вӑл 2007-2012 ҫулсенче Шупашкар архитекторӗ пулнӑ. Ун чухне «Волгастройгрупп» организаципе шӑв-шав ҫӗкленнӗ. Вӑл «Финская долина» микрорйонта пая кӗрсе хваттерсем туяннӑ ҫынсене улталанӑ, «Сувар-отеле» туса пӗтермен. Юлашкинчен Сергей Александрович Чӑваш патшалӑх драма театрӗнгче директор ҫумӗнче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Андрей Чибис суйлавра ҫӗнтернӗ. ЦИК пӗлтернӗ тӑрӑх, суйлавҫӑсен 41 проценчӗ сасӑланӑ, 73,99 проценчӗ Андрей Чибисшӑн сасӑ панӑ. Сувлава «Пӗрлӗхле Раҫҫей» партирен хутшӑннӑ. Андрей Владимирович - Чӑваш Енрен. Вӑл 1979 ҫулта Шупшкарта ҫуралнӑ. 2019 ҫултанпа Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн должноҫне йышӑнать. Унччен вӑл РФ строительство тата ЖКХ министрӗн ҫумӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Правительствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртӗ. Патшалӑхӑн юстици енӗпе ӗҫлекен службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ Игорь Михайлова ӗҫрен кӑларнӑ. Документа республика ертӳҫи Олег Николоаев паян, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Игорь Викторович — юридици пӗлӗвӗллӗ ҫын. Вӑл 2004 ҫулта Мускаври Ҫар университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, унта вӑл юриспруденци енӗпе вӗреннӗ, специализацийӗ — «Прокурорпа тӗпчев ӗҫӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти «Фармаци» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятин пуҫлӑхне ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Асӑннӑ предприятие Евгений Куксов гендиректор пулс аертсе пынӑ. Ӑна ҫав пукана пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшнче шанса панӑ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшнченпе вӑл ку тивӗҫе пурнӑҫлама шаннӑ. «Фармаци» предприяти эмел тата медицина тӗллевӗллӗ изделисене ваккӑн сутать. Пӗрремӗш аптекӑна 1871 ҫултах уҫнӑ. Паян пердприятин – аптека бази, 130 аптека тата аптека пункчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев черетлӗ «тӳрӗ лини» ирттерме палӑртнӑ. Хальхинче вӑл ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 18 сехетре иртӗ. «Тӳрӗ линие» халӑхпа «Ковалев разберется» ятарлӑ проект формачӗ евӗр ирттерме палӑртнӑ. Ку программа Наци телекуравӗнче пур, унта автор ҫивӗч ыйтусене хускатать. Ыйтусене маларах Элтеперӗн халӑх тетелӗсенчи страницисене яма пулать. Ҫавӑн пекех ыйтӑва МФЦ сечӗн видеокамерисем ҫине ҫыртарма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксакова тепӗр награда панӑ. Физкультурниксен кунӗ ячӗпе иртнӗ уявра ӑна юбилейлӑ медаль панӑ. Вӑл – физкультура тата спорт тытӑмӗнче патшалӑх органӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑскер. Ҫак наградӑнах спорт министрӗ Василий Павлов та тивӗҫнӗ. Аса илтерер: ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Анатолий Аксакова «Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята панӑ. 2022 ҫулта вара вӑл «Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.