Республикӑра
![]() Канаш районӗнче пыл квасӗ туса кӑларакан лини ӗҫлесе кайнӑ. Ӑна Ҫӗнӗ Шелттӗм ялӗнчи «Мелилотус» тирпейлекен кооператив уҫнӑ. Продукцие «Чӑваш пылӗ» ятпа сутӗҫ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграмра ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, республика Правительстви ял хуҫалӑхӗ енӗпе ӗҫлекен предприятисене пулӑшать. Канаш районӗнчи потребитель кооперативӗ грантпа 40 миллион тенкӗллӗ пулса тӑнӑ. Вӑл укҫапа пурлӑхпа техника базине аталантарма, ҫӗнӗ производство корпусӗ хӑпартса лартма, хальхи вӑхӑтри оборудовани туянма май килнӗ. Ял ҫыннисемшӗн те лайӑх. Вӗсем валли ӗҫ вырӑнӗсем уҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗ Оксана Комиссарова концертмейстер пурнӑҫран уйрӑлни пирки хурланса пӗлтернӗ. Хурлӑхлӑ хыпара Фейсбукра ӗнер вырнаҫтарнӑ. Оксана Юрьевна — аслӑ квалификаци категориллӗ концертмейстер, пӗтӗм ҫӗршыври тата халӑхсем хушшинчи конкурссен лауреачӗ тата дипломанчӗ. Культура тата ӳнер институтӗнче Оксана Комиссарова 2009 ҫултанпа ӗҫленӗ. Малтанах хор дирижирӗсемпе халӑх юррин кафедринче тӑрӑщнӑ, тепӗр ҫулхине вокал ӳнерӗн кафедрине куҫнӑ. Ректорат, профессорсемпе преподавательсем ӗҫтешӗ пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлнӑшӑн хурланнине пӗлтереҫҫӗ. Оксана Комиссаровӑпа ыран, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 10 сехетре сывпуллашӗҫ. Прощание состоится 5 мая в 10:00. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gap.archives21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ колледжра «Никольский вулавӗсем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Ӑна педагогсем валли йӗркелӗҫ. Конференцие Николай Никольский профессор, вӑл «Хыпар» хаҫат никӗслевҫи пулнӑ, ҫуралнӑранпа 143 ҫул ҫитнине тата ҫӗршыври Ӑслӑлӑхпа технологи ҫулталӑкне халалланӑ. Докладсене хальхи вӗрентӳпе воспитани темине тӗпе хурса хатӗрле сӗннӗ. Конференцие хутшӑнма аслӑ, пӗтӗмӗшле, профессиллӗ, хушма пӗлӳ паракан шкулсемпе организацисен, ача пахчисен педагогӗсене йыхравлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() v-pravda.ru сайтри сӑн Нумаях пулмасть Хусанта пурӑнакан 79 ҫулти арҫын Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмар ялне масар ҫине килсен ҫухални пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл арӑмӗн вилтӑпри ҫине пынӑ. Вӑл таврӑнманнине кура тӑванӗсем полицие пӗлтернӗ. Ватӑ арҫынна нимеҫӗсем те шыранӑ. Вӑл сипленмен чирсемпе нушаланни, кӑштах ывӑнсан та хӑйне япӑх туйма пултарни тата вӑйлӑрах хӑратнӑ. Полицейскисем тата нимеҫӗсем районта йӑлтах шырасан арҫын киле электричкӑпа ларса кайнине уҫӑмлатнӑ. Хусанта ӑна пӗр станцире ҫынсем курнӑ-мӗн. Ҫавӑн чухне арҫынна чӑнах та япӑх пулса кайнӑ иккен. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу машинипе пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Иртнӗ канмалли кунсенче Ҫӗрпӳ районӗнче ҫӗр ишӗлсе аннӑ. Ку Туҫи ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Хыпара «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Унччен ҫак вырӑн питӗ хитре курӑннӑ, вӑл ҫынсене илӗртнӗ. Ҫӳллӗ вырӑнтан ялсем алӑ тупанӗ ҫинчи пек курӑннӑ. Ҫав вырӑнта саксем те лартнӑ. Халӗ вӗсем ҫӗр айне пулнӑ. Юрать-ха, никам та шар курман. Туҫи ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем вырӑна ҫитнӗ. Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ сӑрт 20-25 метр ҫӳллӗш. Администраци пуҫлӑхӗ Людмила Атманова ҫав вырӑнта ҫитес вӑхӑтра асӑрхаттару паллисем лартассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗлтӗр кӑшӑлвируса пула Ҫӗнтерӳ парачӗ онлайн мелпе иртнӗччӗ. Кӑҫал уяв пулӗ, анчах ветерансемсӗр. Кун пири пӗлтернӗччӗ. Мероприятие хутшӑнакансене пурне те анализ партарӗҫ, кӑшӑлвирус пуррипе ҫуккине тӗрӗслӗҫ. Анчах 65 ҫултан аслӑрах ҫынсене, вӑрҫӑ ветеранӗсене, тыл ӗҫченӗсене унта чӗнмӗҫ. Вӗсен парада телевизорпа курма тивӗ. Кӑҫал вӑл Республика лапамӗнче иртӗ. Кӑшӑлвируса пула уяв салючӗ те ямӗҫ. Аса илтерер: вӑл пӗлтӗр те пулманччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() yantik-press.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре кӑҫал ҫулла «Шупашкар-Хусан» юханшыв маршручӗ уҫма палӑртнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫавӑн пирки Олег Николаев Элтепер республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн программине пурнӑҫа кӗртессипе Раҫҫей Федерацийӗн сенаторӗсем хутшӑннипе ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирттернӗ канашлура каланӑ. Халӗ «Валдай 45Р» катерсемпе усӑ курса турист маршручӗсене йӗркелессишӗн яваплисене палӑртса ӗҫ ушкӑнӗ туса хунӑ. Йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне паян вырнаҫтарнӑ. Ӗҫе республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви йӗркелесе пырӗ. Ушкӑна Куславкка тата Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене те кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑр хулинче прокуратурӑн ҫӗнӗ ҫуртне тума тытӑннӑ. Эрнекун ҫуртӑн никӗсне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хывнӑ. Унта республика прокуратуринчен те Андрей Фомин прокурорпа унӑн ҫумӗ Александр Кондратьев пырса ҫитнӗ. Улатӑр хулин администрацийӗн ӗҫченӗсем, Улатӑр тата Пӑрачкав епископ Феодор та унта пулнӑ. Андрей Фомин пӗлтернӗ тӑрӑх, СССРӑн пӗрремӗш генпрокурорӗ Константин Горшенин Улатӑртан пулнӑ. Республика прокурорӗ Улатӑрти прокуратурӑра хальхи вӑхӑтра ӗҫлекен коллектива ырласа каланӑ. Строительство ӗҫӗсене кӑҫалхи раштав уйӑхӗ валли вӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Федерацин медицина страхованийӗн фончӗн территорири уйрӑмӗ машина туянӗ. Ӑна вӑл 2,4 миллион тенкӗпе туянма палӑртса хунӑ. Медицина страхованийӗн фончӗ «Toyota Camry» автомобиль пирки ӗмӗтленет. Техника заданийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, инҫетрине тата ҫывӑхрине кӑтартакан ҫутӑ диочӗллӗ хунарсем пулмалла, айккинчи кантӑка ӑшӑтмалли тытӑмпа тивӗҫтернине, ларкӑчсене ӑшӑтма май пуррине тата ыттине шута илӗҫ. Аукцион пӗтӗмлетӗвӗ ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче паллӑ пулӗ. Машинӑпа фондӑн уйрӑмне ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тивӗҫтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gongmedia.ru сайтри сӑн Паянтан пуҫласа республикӑра пушара хирӗҫ ятарлӑ режим вӑя кӗнӗ. Ятарлӑ хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Вӑрманта шашлӑк ӑшалама юраманни пирки вӑл Инстаграмри страницинче те аса илтернӗ. «Типӗ курӑк, ҫӳп-ҫап ҫунтарни ҫулсерен пысӑк тӑкаксем кӳрет, ҫав шутра – ҫын вилесси те», - тесе ҫырнӑ Олег Алексеевич. Йӗркене пӑсакансен явап тытмалла пулӗ, штраф тӳлеме тивӗ. Ятарлӑ режим вӑйра чухне унӑн виҫисем тата пысӑкланӗҫ. Ахаль ҫынсен – 4-5 пин, должноҫри ҫынсен – 12-30 пин, услампа ӗҫлекен юридици сӑпачӗсен – 40-60 пин, юридици сӑпачӗсен 300-400 пин тенкӗ тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |