Республикӑра
![]() Муркашри фельдшер Алевтина Павлова Ҫанталӑк шӑрӑх тӑрать. Хӗвел ҫинче ҫынсем анранӑ тӗслӗхсем те нумайланнӑ. Юрать, унашкаллисене вӑхӑтра пулӑшу парса пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Муркашра 64 ҫулти хӗрарӑм хӗвел ҫинче чылай вӑхӑт пулнӑ та ӑна япӑх пулса кайнӑ, тӑнне ҫухатнӑ. Иртен-ҫӳрен ҫакна курсан васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем пӗрремӗш пулӑшу парсан пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнченпе республикӑра хӗвел ҫинче шар курнӑ тӑватӑ ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Астӑвӑр: ҫынна хӗвел ҫинче япӑх пулса кайсан ӑна сулхӑна илсе каймалла, шыв нумай ӗҫтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() pixabay.com сайтри сӑн Чӑваш Енре арҫын кимӗпе кайнӑ та утрав патӗнчен тухайман. Кимӗ чарӑнса ларнӑ та тапранман. Ку ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Смолкинск утравӗнче пулнӑ. Оперативлӑ дежурнӑй пулчӗ ҫине хыпар ҫитнӗ: арҫын утравран хӑй тӗллӗн тухаймасть, унӑн киммин моторӗ чарӑнса ларнӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӗсем кимме туртса килнӗ, арҫынна та хӑварман – вӑл та пӗрлех пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ok.ru сайтри сӑн РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енри икӗ ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа чысланӑ. Сумлӑ наградӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Степановсем тата Шупашкарти Терентьевсем тивӗҫнӗ. Степановсем 27 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем 7 ачана воспитани параҫҫӗ, вӗсенчен иккӗшӗ 18 ҫултан иртнӗ. Ҫемье пуҫӗ Эдаурд – харпӑр усламҫӑ, строительство тытӑмӗнче ӗҫлет. Мӑшӑрӗ Наталья та усламра тӑрӑшать, массаж тӑвать. Терентьевсем 24 ҫул пӗрле. Вӗсен 11 ача, виҫҫӗшӗ – 18 ҫул тултарнӑ. Упӑшки Владимир ачасене пӑхать, арӑмӗ ача садӗнче кӗҫӗн воспитательте тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑри пилӗк района ӗҫмелли таса шывпа тивӗҫтерӗҫ. Кунта сӑмах Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсем пирки пырать. Асӑннӑ тӑрӑхри ялсенче 33 километр тӑршшӗ шыв пӑрӑхӗ хурса тухӗҫ. Маларах ҫав ялсенче шыва ҫӑлран ӑсса пурӑннӑ. «Чувашинформ.рф» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пхушнипе шыв пӑрӑхӗсем хума тӑхӑр проектпа смета документацийӗ хатӗрленӗ. Ӑна хатӗрлеме укҫан пӗр пайне ҫынсем хӑйсем уйӑрнӑ. Шыв пӑрӑхсене хурассин пӗтӗмӗшле хакӗ 173 миллион тенкӗпе танлашӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() expert-content.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ тепӗр йӗркене ҫемҫетме йышӑннӑ. Халӗ шӑпах ача пахчисенче шкул ӳсӗмне ҫитнӗ шӑпӑрлансен уявӗсем иртеҫҫӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие ашшӗ-амӑшне те кӗртӗҫ. Анчах, паллах, йӗркене пӑхӑнмалла. Уявсем ача пахинче ушкӑнра иртӗҫ, ашшӗ-амӑшӗн унта кӗме юрать, анчах хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнмалла. Сӑн тата видео ӳкерекенсене, ытти ҫынна вара уява чӗнме юрамасть. Сӑмах май, ӗнрехи кун тӗлне республикӑри ача пахчисенче кӑшӑлвируспа чирленӗ 3 тӗслӗхе ҫеҫ шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви сӑнӳкерчӗкӗ 25 ҫул каялла ҫак кун Ҫӗмӗрле районӗнчи Мисчӗ поселокӗ ҫывӑхӗнче техногенлӑ пысӑк авари пулнӑ. Ҫулӑмпа кӗрешекенсем сывлӑхне шеллемесӗр аварипе кӗрешнӗ, ҫавӑнпа ку экологи катастрофине ҫаврӑнман. 1996 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Мисчӗ поселокӗ ҫывӑхӗнчи чукун ҫул ҫинче тиев турттаракан пуйӑс рельс ҫинчен тухса кайнӑ. Цистернӑсенчен вун-вун тонна дизтопливо тата фенол тӑкӑннӑ. Вӑл самантрах хыпса илнӗ. Пушарнӑйсем ҫитнӗ тӗле тӳпенелле тӗтӗм йӑсӑрланнӑ, йӑлтах ҫуннӑ. Пушар вӑрман ҫине куҫнӑ. Ҫулӑма сӳнтерме республикӑн пур кӗтесӗнчен те килнӗ. Фенол ҫунсан наркӑмӑшлӑ пӑс кӑларать. Ку лару-тӑрӑва тата йывӑрлатнӑ. Пушарнӑйсем ҫакна ӑнланнӑ пулин те каялла чакман, пушара сӳнтернӗ. Ун чухне ҫулӑмпа кӗрешнӗ 105 ҫын наркӑмашланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() bg.rbth.com сайтри сӑн Чӑваш Ен каллех кая юлса пыракан регион пек 1 миллиард тенкӗ пулӑшу илӗ. Аса илтерер: пӗлтӗр пирӗн республикӑна ҫавӑн чухлӗ укҫа уйӑрса панӑччӗ. Ӑна пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантарма янӑ. Кӑҫал та республикӑна 1 миллиард тенкӗ килӗ. 650 миллион тенки усламҫӑсене ҫӑмӑллӑхпа тивӗҫтерме, 200 миллион тенки ҫурт-йӗр строительствин инженери инфратытӑмне проект тата строительство тума кайӗ. 150 миллион тенки ипотека кредичӗсене субсидилеме юлӗ. Палӑртмалла: 2019 ҫулта Раҫҫей правительстви экономика тӗлӗшӗнчен йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ 10 региона палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче – Чӑваш Ен те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ҫӗнӗ учреждени туса хунӑ. Ку йышӑнӑва ӗнер, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, ЧР Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Артамонов алӑ пуснӑ. «Чӑваш Республикин закупкӑсен регионти центрӗ» хысна учрежденийӗн штачӗ 48 единицӑран тӑрӗ. Ҫӗнӗрен йӗркеленӗ предприятин тӗллевӗ — патшалӑх тата муниципалитет валли тавар туянма пулӑшасси, пулӑшу кӳрекенсемпе ӗҫ пурнӑҫлакансене шыраса тупасси. Тепӗр майлӑ каласан, контракт тытӑмӗ ҫинчен калакан федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн ӗҫлесе пырасси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр районӗнчи Атратьри психоневрологи интерначӗн ятне ылмаштарма йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Артамонов ӗнер, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Хысна учрежденийӗ шутланакан психоневрологи интерначӗ ӳлӗмрен интернат-ҫурт пулӗ. Ҫапла вара «психоневрологи» сӑмаха кӑларса пӑрахнӑ. Интернат-ҫуртра 55 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсемпе 60 ҫултан аслӑрах арҫынсем тата 18 ҫултан аслӑрах I тата II ушкӑнри инвалидсем пурӑнӗҫ. «Атратьри интернат-ҫурт» хысна учрежденийӗн учредителӗ — Чӑваш Ен Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта Ҫӗнтерӳ парачӗ иртнӗ. Паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра ҫакна сӳтсе явнӑ. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, парада хутшӑнма палӑртнӑ икӗ ҫыннӑн кӑшӑлвирус пулнӑ. Сӑмах май, унта 1027 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен кашниех вирус пуррипе ҫуккине палӑртакан анализ панӑ. Икӗ ҫыннӑн организмӗнче кӑшӑлвирус пурри палӑрнӑ. Телее, вӗсене вӑхӑтра изоляци тунӑ. Халӗ вӗсем сипленеҫҫӗ. Кун пирки сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех министр ҫу уйӑхӗнчи канмалли кунсенче пульницӑсем яланхи пекех ӗҫленине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |