Тӗнчере
![]() Калифорни ӑсчахӗсем пӗҫернӗ ҫӑмартана чӗрӗ тума пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑншӑн вӗсене Шнобель премийӗпе чысланӑ. Тӗрлӗ ӑслӑлӑхри ҫӗнӗлӗхсемшӗн паракан премие Гарвардра йӗркеленӗ. Хальхинче ун пек церемони 25-мӗш хут иртнӗ. Шнобель премине тивӗҫекен ӑслӑлӑхри ҫӗнӗлӗхсене хӑшӗсем малтанласа кулса, кайран вӗсенче тӗшши пур евӗр йышӑнаҫҫӗ. Джорджи университечӗн физикӗсем, акӑ, ҫурисене сӗтпе ӳстерекен чӗрчунсен «ҫӑмӑл ӗҫпе» тула кайма вӑтамран 21 ҫеккунт иртнине шутласа кӑларнӑ. Ҫак тӗпчев вӗсен шучӗпе питех те кирлӗ. Вӑл чӗрчунсен тула каяс енпе йывӑрлӑх сиксе тухсан ӑна диагностлама пулӑшмалла тесе шанаҫҫӗ. Чилинчи биологсем чӑхсене... хӳреллӗ тунӑ. Ҫапла хӑтланса вӗсем ҫунатлӑ хӑш-пӗр динозаврсем хальхи кайӑксене ҫаврӑннине кӑтартас тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Геннадий Падалка YouTube-ри официаллӑ каналта Федерацин космос агентстви Геннадий Падалкӑпа Михаил Корниенко Раҫҫей космонавчӗсем тӗнче уҫлӑхне тухнине сӑнлакан видео вырнаҫтарнӑ. Вӑл авӑнӑн 10-мӗшӗнче пулнӑ, тӗнче уҫлӑхӗнче космонавтсем 5 сехет ҫурӑ ытла пулнӑ. Паллах, ахаль тухман. Вӗсем МКС-а ҫиелтен сӑн ӳкерсе тухнӑ, «Звезда» (чӑв. «Ҫӑлтӑр») модулӗн кантӑкӗсене (космос карапӗн вӗсем иллюминатор ятлӑ) тасатнӑ, караппа станцие ҫыхӑнма пулӑшакан ҫӗнӗ антенна вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май, Геннадий Падалка ҫывӑх вӑхӑтра Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫине таврӑнмалла. Тӗнче уҫлӑхӗнче вӑл ыттисенчен ытларах вӑхӑт ирттернине те палӑртас пулать. 5 хут МКС-а ҫитсе вӑл пурӗ 878 кун ытла унта ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() «АквАйСпорт» федерацийӗн президенчӗ Татьяна Александрова Авӑн уйӑхӗн 2–4-мӗшӗсенче Ҫӗнтерӗвӗн Камчаткӑпа Курильск эстафети иртнӗ. Экстремал-ишевҫӗсем пырлӑ шыва 12 километр ҫӗнсе Камчаткӑн кӑнтӑр районӗнчи Лопатка сӑмсахӗнчен пуҫласа Ҫурҫӗр Курил утравӗн ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ Шумшу утравӗн Пономарев сӑмсахӗ патне ишсе тухнӑ. Ҫак ҫула 1945 ҫулта Курил десанчӗ тунӑ. Ишеве халь тухнисем шӑпах ҫавна аса илсе сивӗ шыва парӑнтарнӑ та. Тӗнчерен пухӑннӑ 22 ишевҫӗ хушшинче Чӑваш Енӗн «АквАйСпорт» федерацийӗн президенчӗ Татьяна Александрова пулнӑ. Унсӑр пуҫне Раҫҫейри, Китайри, Великобританири, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи, Чилинчи, Австралинчи тата Кӑнтӑр Африкӑри Республикӑри спортсменсем 8 градусран ӑшӑ мар шыври ҫула тухнӑ. Тинӗс хумӗсем океан еннелле тӗке-тӗке янӑ. Спортсменсем эстафетӑпа ишнӗ. Пӗрне пӗри вӗсем кашни 15 минутран ылмаштарса пынӑ. Апла пулин те спортсменсем йывӑрлӑха парӑнман, палӑртнӑ вырӑна ишсе тухнӑ-тухнах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Ҫӗнӗ Зеландинре вырнаҫнӑ Туапо вулканлӑхӗнчи вӗри шывӗнче ылтӑнпа кӗмӗл пӗрчисем чылай пулнине палӑртнӑ. Кӑна АПШ-па Ҫӗнӗ Зеландин ӑҫчахӗсем геотермаллӑ шӑтӑксенчи тӑпрана тӗпчесе пӗлнӗ. Ҫавӑн пекех шыври хаклӑ металсен концентрацине виҫнӗ. Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх ылтӑнпа кӗмӗл пӗрчисен шайӗ питӗ пысӑк пулнӑ — миллиардра ылтӑнӑн 20 пӗрчӗ тупӑннӑ, кӗмӗлӗн вара — 2000 пӗрчӗ. Хаклӑ металсене пуҫтарма пуҫлас пулсан ылттӑнне илсен кӑна ку ҫулталӑк хушшинче 2,7 миллион доллар тупӑш кӳме пултарать иккен. Ӑсчахсем каланӑ тӑрӑх геотермаллӑ шывран ылтӑна кӑларасси ҫӑмӑл ӗҫ мар. Паянхи кун тӗлне хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнакан унашкал технологисем те ҫук. Ҫавах та мелне тупайсан ку Ҫӗнӗ Зеландие пуйма пулӑшӗ. Ӑсчахсем вӗри шывпа ылттӑна пӗрӗхтерекен пурӗ 6 шӑтӑк тупса палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Китай Халӑх Республикинче ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗччен ҫамрӑксен канашлӑвӗ иртет. Унта Чӑваш Енри тата Сычуань ялӗнчи ҫамрӑксем хутшӑнаҫҫӗ. Унта пирӗн республикӑран 11 студент кайнӑ. Вӗсем вӗренӳре, общество ӗҫӗнче, пултарулӑхра палӑрнӑ. Делегаци йышне ҫамрӑк специалистсем те кӗнӗ. Вӗсем пурте китайла е акӑлчанла лайӑх пӗлеҫҫӗ. Чэнду хулинче иртекен канашлура ҫамрӑксем Сычуань наци культурипе тата историйӗпе паллашӗҫ, музейсене ҫитӗҫ, лекцисене тата лаборатори занятийӗсене хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Раҫҫее ҫывӑх вӑхӑтра вӑрҫӑ хӑратмалла маррине ҫӗршывӑн хӳтӗлев министерствинчи пысӑк ҫар пуҫлӑхӗ «Российская газета» хаҫата пӗлтернӗ. Ҫар ҫыннин шучӗпе вӑрҫӑ тухас хӑрушлӑх кирек хӑш саманара та пур. Вӑрҫӑллӑ хирӗҫтӑрӑва кӗртсе яма тӑрӑшакансем тупӑнассине те ятне палӑртма ыйтман ҫав тӳре-шара каланӑ. Анчах яваплисем лару-тӑрӑва тӗрӗслесе, пӗлсе тӑнине ӗнентернӗ май вӑл ун пекки хӑҫан пулассине тата пирӗннисем ҫавна хирӗҫ епле тӑмаллине те пӗлнине палӑртнӑ. Чикӗ ҫумӗнчи хӑш вырӑнта ун пек хӑрушлӑх пурри пирки Хӳтӗлев министерствинче ӗҫлекен ҫын калама килӗшмен. Маларах каланӑ пичет кӑларӑмӗ сӑмах 2020 ҫулчченхи тапхӑр пирки пынине палӑртать. Европӑра ракетӑна хирӗҫле Америка хӳтӗлев хатӗрӗсем вырнаҫтарнине Хӳтӗлев министерстви лӑпкӑн йышӑнать, мӗншӗн тесен Раҫҫей ҫапах та вӑл енпе вӑйлӑрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Windows 10 операци тытӑмӗ Microsoft компани Windows 10 операци тытӑмне ӗҫлеттерсе янӑ. Ӑна компьютера кӑна мар, планшетсемпе смартфонсене те вырнаҫтарма пулассине хыпаралҫҫӗ. Маларах Windows 7 тата Windows 8.1 тытӑмсене вырнаҫтарнисем ҫӗнӗ версие тӳлевсӗрех уҫласа илме пултарасси пирки компанин официаллӑ блогӗнче пӗлтернӗ. Ку майпа унчченхи версисен лицензилле варианчӗсемпе усӑ куракансем кӑна мар, пиратлисен те май пуррине ӗнентереҫҫӗ. Ҫӗнӗ операци тытӑмӗнче Windows 8 тытӑмра пулман «Пуҫла» (Пуск) менюна кӗртнӗ. Cortana сасӑ пулӑшуҫи те пур. Хӑнӑхнӑ Internet Explorer браузера Microsoft Edge ятлипе ылмаштарнӑ. Ҫӗнӗрен ҫӗнӗ технологисене кӑмӑллакансем Microsoft компани сӗнекен операци тытӑмне хаваспах тӗрӗслесе пӑхасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Крымри Шурту (Белогорск) районӗнче вырнаҫнӑ «Тайган» сафари-паркра виҫӗ арӑслан ами хаклӑ йышши крокодила ҫисе янӑ. Кун пирки «Крым. Реалии» пӗлтерет. Парка курма килнӗ ҫынсем каласа панӑ тӑрӑх крокодилсем арӑслансемпе юнашарах пӗвере пурӑнаҫҫӗ. Пӗр крокодилӗ шывран тухсан ун ҫине виҫӗ арӑслан ами тапӑннӑ. Пысӑк кушаксем шыв чӗрчунне хӑвӑрт кӑна кӑнтнӑ хыҫҫӑн апат патне ытти арӑслансем те ҫитнӗ. Сафари-паркӑн директорӗ Олег Зубков ку пӑтӑрмах чӑн та пулса иртни пирки каласа панӑ. Крокодилӗ вара 3 пин доллар таранах (хальхи курспа ку вӑл 180 пин тенке яхӑн шутланать) тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Владимир Слуцкер экс-сенатор Лондонти Аслӑ суд Раҫҫей журналистӗнчен Ольга Романоваран Чӑваш Енӗн сенаторӗ пулнӑ Владимир Слуцкер валли 110 пин фунт шыраса илмелле тунӑ. Сенатор пулнӑ ҫын журналиста вӑл ун пирки суя сӑмах сарнӑ тесе кӳреннӗ иккен. Суда тавӑҫпа Слуцкер 2012 ҫултах тухнӑ. Журналист шухӑшланӑ тӑрӑх, унӑн мӑшӑрӗ Алексей Козлов улталанӑ тенипе ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе Слуцкер улталаса пуҫаттарнӑ пулать. Слуцкерпа Козлов пӗрле ӗҫленӗ-мӗн. Слуцкерӑн пресс-ҫыруҫи Екатерина Шаталина экс-сенатор Лондона ятарласа, тӳрене Слуцкер хӑй майлӑ ҫавӑрнӑ тесрен ҫитнине пӗлтернӗ. Лондонри суд Владимир Слуцкера майлӑ пулнӑ, Романова суя сӑмах сарнӑ тесе палӑртнӑ. Журналист суя сӑмаха массӑллӑ информаци хатӗрӗнче пичетленӗ май ку сӑмаха нумай ҫын илтме пултарнӑ, тавӑҫпа тухакана самай шар кӑтартма пултарнӑ тесе шухӑшланӑ иккен Лондонри суд. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Мускав апат-ҫимӗҫ эмбаргине тата тепӗр ҫур ҫуллӑха тӑсассине пӗлтернӗ. Кун пирки ҫӗршывӑн Раҫҫей Правительствин пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев вице-премьерсене пӗлтернӗ. Ку утӑма Евросоюз Раҫҫей тӗлӗшпе санкцие тӑснине кура тунӑ иккен. Дмитрий Медведев премьер-министр правительство аппарачӗн пуҫлӑхне Сергей Приходькона ҫӗршыв Президенчӗ ячӗпе кун пирки ыйтса ҫырма хушнӑ. Тунтикун Евросоюзӑн ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствисен ертӳҫисем Раҫҫее хирӗҫле санкци вӑхӑтне тӑсма йышӑннӑ. Вӑл тата тепӗр ҫур ҫул ытла пымалла: 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗччен тӑсӑлмалла. Асӑннӑ пӗрлешӗвӗн тулаш политика службин официаллӑ элчи Майя Косьянчич санкци вӑхӑтне тӑснине Раҫҫей «Минскри килӗшӳсене пурнӑҫлатӑр» тенипе сӑлтавланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.08.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левтина Марье, чӑваш сӑвӑҫи, драматург, публицист ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |