Тӗнчере
![]() Британи ҫыравҫи Терри Пратчетт Британи ҫыравҫи Терри Пратчетт вилсе кайнӑ. Кун пирки паян Би-би-си пӗлтернӗ. Пратчет вилни пирки ӑна пичетлекен издательство пӗлтернӗ. Вӑл 66 ҫулта пулнӑ. 2007 ҫултанпа ҫыравҫӑ Альцгеймер чирӗпе аптӑранӑ. Ҫыравҫӑн халӑхра уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ тата вулакансем кӑмӑллакан хайлавӗсен шутне «Плоский мир» сатира фэнтези ярӑмне кӗртеҫҫӗ. Пратчетт кӗнекисен пӗтӗмӗшле тиражӗ 50 миллиона яхӑн экземпляра ҫитнӗ. Пӗтӗмпе вӑл хӑй ӗмӗрӗнче 70 ытла кӗнеке кун ҫути кӑтартма ӗлкӗрнӗ. 2009 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Пратчетта Англи патши II Елизавета рыцарь-бакалавр шутне кӗртнӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫыравҫӑ Британи империйӗн орденӗн офицерӗ шутланнӑ. Пратчетт 1948 ҫулхи ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Пурнӑҫран вӑл паян, хӑйӗн килӗнче, уйрӑлса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Китайра темӗн те туса кӑларнине пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Spring Forward меропияти (унта Apple Watch сехете хӑтланӑ) иртнӗренпе 2 кун ҫитрӗ кӑна Китайра унӑн копийӗсене сутма та пуҫланӑ. Тухӑҫри патшалӑхра Apple фирмӑн ӑслӑ сехечӗ евӗрлисем самай йӳнӗрех. Чи пуҫламӑш шайри сехет 259 юань тӑрать (е 40 доллар). Лайӑхрах пахалӑхри вара хаклӑрах ларӗ — 3000 юане е 480 доллара. Китайсен таварне тутӑхман корпуса вырнаҫтарнӑ. Хура тӗсе кӑмӑллакансем валли ятарлӑ вариант пур. Спорт версин корпусне алюминирен ӑсталанӑ, циферблатне Ion-X кантӑкпа хӳтӗленӗ. Китайра ӑслӑ сехетӗн ылтӑн версине те сутаҫҫӗ, анчах унӑн хакӗ Apple фирмӑнни пекех — 10 000 доллар. Ку сехете вара питӗ ҫирӗп сапфирлӑ кантӑр хӳтӗлет. Китайсен копийӗсенче мӗнле операци системи ӗҫлени пирки сехет хатӗрлесе кӑларакансем каламан. Чӑн-чӑн Apple Watch сехете вара сутлӑха ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кӑларӗҫ. Пурӗ 3 верси хатӗрленӗ: Apple Watch Sport, Apple Watch тата Apple Watch Edition. Чи йӳннине, спорт валли тунӑскерне, 349 долларпа туянма пулать, чи хаклине — Apple Watch Edition ятлине — 17 пин долларпа. Ку сехетсем пӗрре авӑрласан 18 сехет хушши ӗҫлейреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Турци правительстви Раҫҫей ҫыннисене хӑйсен ҫӗршывне ҫӑмӑллӑн пырса ҫӳремелле туса парасшӑн. Шалти паспортсемпе ҫула тухмалли йӗркене унти влаҫ ҫыннисем ҫывӑх вӑхӑтра ҫирӗплетесшӗн. Ку шухӑша Турцин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Мевлют Чавушоглу Аланьян Суту-илӳпе промышленноҫ палатин консультаци канашлӑвӗнче каланӑ. Унта правительство мар организацисем, туризм индустрийӗн пайташӗсем, влаҫра ӗҫлекенсем пуҫтарӑннӑ. Унта ҫитес 2,5–3 ҫул хушшинче Турцинчен Шенген килӗшӗвӗ тунӑ ҫӗршывсене те визӑсӑр каймалла май туса парасси пирки сӑмах хускатнӑ. Хальлӗхе визӑна электрон тытӑмпа пама тытӑннӑ. Паянхи кун 6,5 миллион ҫын визӑллӑ пулса тӑнӑ та. «Эпир аэропортри черетсене те пӗтертӗмӗр. Ттыӑма ҫынсем килтен те, ӗҫрен те, кафере ларнӑ чух та кӗрееҫҫӗ. 3 минутра вӗсем электрон виза илеҫҫӗ», – тенӗ Турцин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Кирек мӗнле патшалӑхра пурӑнсан та ҫыннӑн тӑван чӗлхине пӗлмелле. Регион пуҫлӑхӗн уйрӑмах тӑван чӗлхепе калаҫмалла. Казахстанра вара акӑ мӗн сиксе тухнӑ: хӑйӗн кандидатурине президент постне сӗннӗ Канат Журман патшалӑх чӗлхипе ирӗклӗн калаҫаймасть-мӗн. Тӗп суйлав комиссийӗн пресс-центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапла экзамен комиссийӗ йышӑннӑ. Кандидат «Манӑн ҫӗршыв — манӑн ҫӗр» темӑна уҫса парайман. Унта вӑл пӗтӗмпе 31 стилистика тата пунктуаци йӑнӑшӗ тунӑ. Абай Кунанбаев поэзине вуланӑ чухне Жуман орфоэпика йӑнӑшӗсем тунӑ. Вӑл казахла пӗр сӑвӑ та пӑхмасӑр калайман. Халӑх умне тухса калаҫнӑ чухне вӑл 15 минут вырӑнне 5 ҫеҫ калаҫнӑ. Литература калаҫӑвӗпе словарь саппасӗ начар пулни тӳрех сисӗннӗ. Лингвистика комиссийӗн пӗр саслӑн йышӑну тунӑ: кандидат патшалӑх казах чӗлхипе лайӑх калаҫма пӗлмест. Президент постне йышӑнас пулсан вара казах чӗлхине пӗлмелле. Унччен те кун пек тӗслӗх пулнӑ-мӗн. Хӑйӗн кандидатурине тӑратнӑ Аскар Сыргабаев патшалӑх чӗлхипе экзамен тытайман-мӗн. Сӑмах май, пирӗн республикӑра та тӳре-шара пуканне йышӑниччен ҫакнашкал экзамен тыттарсан аванччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче ҫурҫӗрти шурӑ носорогӑн аҫи вилнӗ. Ӑсчахсем каланӑ тӑрӑх, ку вӑл — ҫак чӗрчунӑн юлашки аҫи. Ҫӗр ҫинче халӗ тепӗр пилӗк ҫурҫӗр шурӑ носорогӗ юлнӑ-ха, анчах пурте вӗсем — амасем. Юлнӑ носорогсенчен пӗри те ирӗкре пурӑнмасть. Ҫутҫанталӑкра вӗсене этем кансӗрлет. Тӗрӗсрех, носорогӑн хаклӑ та усӑллӑ мӑйракишӗн ӑна браконьерсем тытса пӗтернӗ. 1960 ҫулта хайхи чӗрчун йышӗ 2250-па танлашнӑ пулсан, халӗ, ав, тӑрса юлманпа пӗрех. Носорогӑн юлашки аҫине Америкӑна 1980 ҫулта илсе пынӑ. Вӑл 44 ҫул пурӑннӑ. Унпа патне ама та ярса панӑ, ҫапах та йыш хутшӑнтарма май килмен. Ученӑйсем ҫакна чӗрчунсем читлӗхре пурӑннипе сӑлтавлаҫҫӗ. Ҫапах та аҫан вӑрлӑхне илсе хӑварнӑ, унпа амасене пӗтӗлентерме шухӑшлаҫҫӗ. Анчах усси пирки иккӗленеҫҫӗ. Ҫурҫӗр носорогӗ кӑнтӑр носорогӗнчен кӳлепипе уйрӑлса тӑрать. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан пысӑк чӗрчунсенчен вӑл слон хыҫҫӑн иккӗмӗш пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Халӑх тетелӗнче Франци юрӑҫин Жан-Марк Леклеркӑн «Cheboksaro» юррине нумай ҫын итлет-мӗн. 1998 ҫулта JoMo kaj Liberecanoj альбомра тухнӑ юрӑ Атӑл ҫинчи Шупашкар хитрелӗхӗ пирки. Халӑх тетелӗпе усӑ куракансем юрра итлеҫҫӗ те репост тӑваҫҫӗ, хӑйсен страницисене вырнаҫтараҫҫӗ, Франци юрӑҫисем Шупашкар пирки пӗлнинчен тӗлӗнеҫҫӗ. Жан-Марк Шупашкарта иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсен варринче пулса курнӑ-мӗн. Лингвист тата эсперантист хулара иртнӗ чӗлхе фестивалӗсене килсе курнӑ. Жан-Марк Шупашкара хаклӑ чулпа танлаштарать, вырӑнти халӑх тараватлӑхне палӑртать. Вӑл 1977 ҫулта юрлама тытӑннӑ, 1988 ҫулта эсперантист пулса тӑнӑ. Хӑй Лионра ҫуралнӑ, анчах Тулузра пурӑнать. Унӑн кӗвви хӑйне евӗрлӗхӗпе уйрӑлса тӑрать. Вӑл халӑх юррисене тата композицийӗсене рок стильпе шӑрантарать. Пӗтӗмпе 22 чӗлхепе юрлать: ҫав йышра — эсперанто тата чӑваш чӗлхисем. Ҫавна пулах унӑн ятне Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() АПШри Теннесси штатра электроэнерги расхутлас тӗлӗшпе хӑйне евӗр сӑнав тунӑ. Виҫӗ ҫуртра ултӑ ҫул роботсем пурӑннӑ. Вӗсем ҫыннӑн кулленхи пурнӑҫне сӑнланӑ. Ку 2009–2014 ҫулсенче пулнӑ. Ҫуртсенче куллен йӑла техники, телевизор, ытти электроприбор ӗҫленӗ, пӑрӑхсем ӑшӑннӑ. Ҫавӑн пекех темиҫе ҫын пурнӑҫне сӑнарламашкӑн сывлӑша ӑшӑ тата нӳрӗк кӑларакан ятарлӑ машина ӗҫленӗ. Сӑнава мӗн тӗллевпе ирттернӗ-ха? Ҫуртсенчен пӗри ресурссене перекетлемен ҫемье пулнӑ. Иккӗмӗшӗ, хирӗҫ лараканни, пачах тепӗр майлӑ — йӑлтах перекетленӗ. Виҫҫӗмӗшӗ перекетлемен те, ытлашши расхутламан та — хӑйне май пурӑннӑ. «Транжирсемпе» «экономистсен» коммуналлӑ счечӗсене танлаштарсан ҫакӑ паллӑ пулнӑ: иккӗмӗшӗсен, АПШри кил хуҫалӑхӗпе танлаштарсан, тӑкак 4 хут сахалрах. Сӑнава ҫынсене хутшӑнтарман. Вӗсем вырӑнне роботсем пулнӑ, мӗншӗн тесен тӗпчевҫӗсем ҫуртсене кирек хӑш вӑхӑтра та кӗрсе пӑхасшӑн пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Оксфорд словарӗ Акӑлчан чӗлхин тӗнчери чи хисеплӗ словарӗсенчен пӗри Оксфорд словарӗ кӑҫалхи ҫулталӑк сӑмахне палӑртнӑ. Вӑл сӑмах — «vape». Акӑлчанран куҫарсан ку ӑнлав электрон пируспа ҫыхӑннӑ. Вӑл ӑна туртнине те, электрон пируса хӑйне те пӗлтерет. Асӑннӑ сӑмаха усӑ курасси ҫулталӑкра икӗ хут ӳснӗ иккен. Уншӑн, тен, питӗ савӑнмаллах мар-тӑр. Оксфорд словарьне хатӗрлекенсем ҫулталӑк словарьне лекнӗ ҫав сӑмах электрон пируса туртакансем йышланнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Ҫулталӑкри сӑмаха лекес шанчӑк ҫавӑн пекех «normcore» (ку вӑл модӑри ӑнлав — ансат курӑнас тесе ӑнтӑлнине пӗлтерет), «bae» (ҫывӑх ҫынна ҫепӗҫҫӗн каланине уҫӑмлатакан япала ячӗ), «contactless» (ҫыхӑнусӑр тени пулать), «slacktivism» (политика тата социаллӑ темӑпа интернет-акцисене хутшӑнни). Пӗлтӗр ҫулталӑк сӑмахӗ «selfie» пулса тӑнӑ, вӑл ҫын хӑйне хӑй ӳкернине палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Килес ҫулхи ҫу уйӑхӗнче 3D-принтерпа пичетленнӗ пӗрремӗш ноутбук сутлӑха тухӗ. Кун пирки The Telegraph Британи хаҫачӗ пӗлтернӗ. Халӗ кашни ҫын килти условире хӑйӗн компьютерне пичетлеме пултарать тесе ӗнентереҫҫӗ. Пӗрремӗш ноутбука пичетленӗ те иккен. Ӑна Pi-Top ят панӑ. Малтанхи саккассен пӗтӗмӗшле хакӗ 120 пин доллара ларнӑ. 340 доллара яхӑн тӑракан 3D-принтера туяннисем валли Pi-Top ятарлӑ комплект кӑларнӑ. Унта кӗрекен хатӗрӗн хуппин шаблонӗ 284 доллара яхӑн тӑрать иккен. Pi-Top текенскере ахаль ноутбукӑн мӗнпур функцийӗпе пуянлатнӑ-мӗн. Ноутбука тем тӗслӗ те хатӗрлеме пулать иккен, корпус ҫине унӑн хуҫин ятне те вырнаҫтарма пулать. Ҫӗнӗ йышши ноутбука шухӑшласа кӑларакансем вӑл ачасен компьютер ӑсталӑхне вӗрентме те меллӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн, мӗншӗн ӑна вӗсем хӑйсем тӗллӗн пухма та, сӳтме те пултараҫҫӗ-ҫке. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Калле Книивиля журналист Финн тымарӗллӗ швед журналисчӗ Калле Книивиля кӑларнӑ Putins Folk («Народ Путина») кӗнекене Чӑваш Енре пурӑнакансемпе хатӗрленӗ интервью кӗни хӑй вӑхӑтӗнче пирӗн сайт хыпарланӑччӗ-ха. Ҫав пичет кӑларӑмӗ Финляндире халӗ сумлӑ премие тивӗҫнӗ иккен. Кӗнеке авторӗ пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче пирӗн ҫӗршыри пилӗк хулана ҫитсе ҫаврӑннӑ, ҫав шутра Шупашкарпа Ҫӗмӗрлере те пулнӑ. Ҫак хуласенче вӑл Путина хапӑл тӑвакан Раҫҫей ҫыннисен шӑпӑрт пурӑнакан пысӑк пайӗпе паллашас тӗллев лартнӑ иккен. Книивиля «Раҫҫей ҫыннисен самай пайне мӗншӗн ватӑ КГБшник ҫав тери килӗшнине» пӗлесшӗн пулнӑ-мӗн. «Эпӗ Владимир Путина хӗрсе кайса сума сӑвакансене тӗл пулатӑп тесе шухӑшланӑччӗ. Ун пеккисем те пулчӗҫ. Анчах чылайӑшӗ ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳленипе тата хӑйне тӗкӗнменнипе те ҫырлахать», — тенӗ журналист. Асӑннӑ кӗнеке авторӗ хӑйӗн тепӗр ӗҫне Крымри пулӑмсене халалласшӑн иккен. Ӑна та вӑл ҫурутрав ҫинче пурӑнакан ахаль ҫынсемпе калаҫни тӑрӑх хатӗрлесшӗн-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.08.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левтина Марье, чӑваш сӑвӑҫи, драматург, публицист ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |