Тӗнчере
![]() Юрий Энтинӑн пултарулӑх центрӗ, РФ Вӗренӳ министерстви, РФ Культура министерстви, Грецин Тӗп Македонин переферийӗн администрацийӗ пулӑшнипе ҫу уйӑхӗн 4–11-мӗшӗнче «Пӗчӗк кӑвакалсен ташши» Пӗтӗм тӗнче фестивалӗ иртӗ. Фестивале Раҫҫейри, Грецири тата 20 ытла ҫӗршыври ачасем хутшӑнӗҫ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Пӗтӗм тӗнче шайӗнче иртекен мероприятие Йӗпреҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекен, Кӗлӗмкасси шкулӗнче ӑс пухакан Татьяна Новикова хутшӑнӗ. Ертӳҫи — Наталья Рекунова. Таня концерт программине (тӗнчери халӑхсен юррисемпе ташшисен концерчӗ), Раҫҫейри тата Европӑри культура тата ӳнер ӗҫченӗсемпе иртекен тӗлпулусене, ӑсталӑх класӗсене хутшӑнӗ. Фестивале ҫитнисене Греци историпе, культурипе паллаштарӗҫ, вӗсемпе пултарулӑх вӑййисем, конкурссем, спорт ӑмӑртӑвӗсем (вӗсем спорт лапамӗсенче, тинӗс хӗрринче иртӗҫ) ирттерӗҫ. Ҫавӑн пекех Татьяна Новикова Грецире экскурсире пулӗ, Македоние, Солоникӑна, Халкидикӑна ҫитсе курӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Китая 30 кунлӑха визӑсӑр кайма ирӗк панӑ Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен Раҫҫейпе Китай ансатлатнӑ виза режимӗ ҫине куҫнӑ. Енсем тунӑ килӗшӳ ӑслӑлӑхра, культурӑра ӗҫлекенсен тата спортсменсен туслӑ ҫыхӑнӑвне аталантарма пулӑшмалла. Ӗҫ паспорчӗ пуррисем Раҫҫейрен Китая Тата Китайран Раҫҫее 30 кунлӑха нимӗнле визӑсӑрах килсе-кайса ҫӳреме пултарӗҫ. Патшалӑхсен хушшинчи проекта хутшӑнакансен вара чылай хутлӑха пырса ҫӳреме ирӗк паракан икӗ ҫуллӑх визӑсем илме юрӗ. Аса илтеретпӗр, визӑпа ҫыхӑннӑ ҫӑмӑллӑх унччен те пулнӑ. 2012 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен тытӑнса, сӑмахран, Раҫҫей ҫыннисене Китайӑн Макао административлӑ районне 30 кунлӑха кӗме пӗр чӑрмавсӑр ирӗк панӑ. 2009 ҫулта вара Гонконг административлӑ района икӗ эрнелӗхе кайма ҫул уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Илле Иванов (сылтӑмра) чыславра «Ирӗклӗ сӑмах» пӗлтернӗ тарӑх, чӑваш поэчӗ тата журналисчӗ Илле Иванов тӗрӗк культурине пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тӗнче премине тивӗҫнӗ. Тӗрӗссипе, чыслав пуш уйӑхӗн вӗсӗнчех иртнӗ-ха. Ун чухне Турцири Эскишехир хулинче, 2013 ҫулта тӗрӗк халӑхӗн культурин тӗп хулин ятне тивӗҫнӗскерте, уяв пулнӑ. Унта Чӑваш Енрен Илле Ивановсӑр пуҫне Олег Цыпленков тата Маргарита Ильина журналистсем, Праски Витти ӳнерҫӗ, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ те кайнӑ. Илле Иванова, ытти лауреат пекех, плакетпа (медаль тӗсӗ) чысланӑ, Эскишехир кӗпӗрнаттарӗн тав хутне панӑ. Чыслава ҫавӑн пекех Тӗрӗк культурин пӗтӗм тӗнчери организацийӗн тӗп секретарӗ Дюсен Касеинов, Турци вӗренӳ министрӗ Наби Авчи хутшӑннӑ. Эскишехир тӗрӗк халӑхӗн культурин тӗп хулин ятне Хусана панӑ. Илле Иванов — ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Митта Ваҫлейӗн фондне тата тӗрӗк тӗнчин культурин чӑваш центрне йӗркелекенӗ. 1993 ҫулта вӑл Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине тивӗҫнӗ. 2005 ҫулта Абдюльхак Хамид ячӗллӗ премине илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Акӑлчан чӗлхиллӗ пресса асӑнассипе Чӑваш ен пӗлтӗрхи ҫул рейтингӗнче 41-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Тӗпчеве «Смыслография» тӗпчев агентстви тата Dow Jones компани ирттернӗ. Рейтинга йӗркелекенсем акӑлчан чӗлхипе тухса тӑракан массӑлла информаци хатӗрӗсенчен уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ 100 МИХа сӑнанӑ. Рейтинга йӗркелекенсем лайӑхпа палӑртнӑ регионсене кӗртнӗ. Ют ҫӗршыври МИХсенче Раҫҫей регионӗсене икӗ тӗп самант енӗпе палӑртаҫҫӗ иккен: нефтьпе газ отрасльне тата ҫак секторти вӑйӑҫӑсем регион шайӗнче епле ӗҫленине каласа кӑтартаҫҫӗ-мӗн. Кунсӑр пуҫне спортри пулӑмсене те ҫутатаҫҫӗ. Уйрӑмах — Раҫҫей премьер-лигине кӗрекен Раҫҫей футбол клубӗсем пирки ҫырса кӑтартаҫҫӗ иккен. Ытти ҫулсенче патшалӑхӑн ертӳҫисем регионсене пырса кайнине те ҫырса кӑтартнӑ пулсан, акӑлчан чӗлхипе тухса тӑракан МИХсем пӗлтӗр ҫавна пӗлтерӗшлех тесе йышӑнман курӑнать — ун пирки каласа кӑтартсах аппаланман. Рейнтингра Сахалин, Томск облаҫӗсем, Ханты-Мансийск автономи округӗ, Калининград облаҫӗ, Краснодар, Пермь енӗсем, Чулхула облаҫӗ, Тутарстан, Самар облаҫӗ тата Тинӗсҫум енӗ малти вырӑна йышӑннӑ. Рейтингра Мускава шута илмен, мӗншӗн тесен ҫӗршывӑн тӗп хулине регионсемпе танлаштарни тӗрӗс мар тесе йышӑннӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен Европа тата Еврази енӗпе ӗҫлекен патшалӑх секретарӗ Виктория Нуланд Молдави чиккине ҫирӗплетме укҫа уйӑрса парассине пӗлтернӗ. Ку тӗллевпе АПШ 10 миллион доллар парать иккен. Молдавире «лару-тӑру ансат мар. Ҫавӑна эпир Молдавине малтан шантарнӑ укҫа ҫумне 10 миллион доллар хушса парас терӗмӗр», — тесе каланӑ Нуланд Кишиневра иртнӗ пресс-конференцире. Патшалӑх секретарӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен ҫапла утӑмӗ енсен стратегилле хутшӑнӑвӗпе килӗшсе тӑнине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Раҫҫее майлӑ хастарсем Донецк облаҫӗн статусне палӑртмалли референдум ирттерме ыйтаҫҫӗ. Харьковра Ирӗклӗх лапамӗнче вара Украина, Раҫҫей, Совет Союзӗн тата Георгиевски ялавӗсемлӗ ҫынсем митинга пухӑннӑ. Вӗсем Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ автономийӗ йӗркелеме ыйтнӑ. Донецкри митинг Ленин лапамӗнче пуҫланнӑ. Вӗсем «Раҫҫей», «Донецк — вырӑс хули» тесе харӑссӑн кӑшкӑрнӑ. Ленин лапамӗнчен халӑх Ленинла Комсомол паркӗ патӗнчи тӗп урам енне кайнӑ, Донбаса ирӗке кӑларнисене асӑнса лартнӑ палӑк умне чечек ҫыххи хунӑ. Акци чукун ҫул вокзалӗ патӗнче вӗҫленнӗ. Харьковри митинга пухӑннисем хальхи Кейӳ влаҫне хирӗҫ тӑмалли пирки чӗнсе каланӑ. Унта пухӑннисем вырӑс чӗлхине иккӗмӗш патшалӑх чӗлхи евӗр йышӑнмалли пирки те сӑмах хускатнӑ иккен. Митингра «Раҫҫей — пире ҫӑл», «Пирӗн чӗлхе — вырӑс», «Беркута — мухтав», «Сылтӑм сектор — ҫын вӗлеренсем», «Харьков референдум ыйтать», «Харьков Таможня Союзӗшӗн» йышши плакатсемпе тӑнӑ. Митинг Одессӑра та иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Кейӳ округри административлӑ суд Раҫҫейӗн хӑш-пӗр каналне кӑтарма чаракан йышӑну кӑларнӑ. Кун пек йышӑну телерадиовещани енӗпе ӗҫлекен наци канашӗн ретранслятор-канала хирӗҫле тавӑҫне пӑхса тухиччен пырӗ. Чару РТРа, «Раҫҫей–24»-на, Пӗрремӗш канала тата НТВна пырса тивӗ. Украинӑн Наци хӑрушсӑрлӑхӗпе хӳтӗлев комитечӗ ҫӗршывӑн генпрокуратурине тата Украинӑн хӑрушсӑрлӑх канашне Раҫҫей каналӗсем Украина саккунӗсене килӗшсе тӑнипе-тӑманнине, наци тӗлӗшпе хирӗҫ-тӑру чӗртсе тӑратнипе тӑратманнине, вӑрҫӑ пуҫлама, сепаратизмла чӗнӳсем пуррипе ҫуккине пӑхса тухма ыйтнӑ. Суд ҫак эрнере иртмелле. Унччен вара маларах асӑннӑ каналсене Украинӑра кӑтартма чарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Адольфо Суарес Адольфо Суарес Испанишӗн пӗрремӗш демократ премьер-министр шутланать. Вӑл франкист диктатуринчен ҫӗршыва демократилле управлени ҫине куҫарнӑ. Реформӑра Испанин хальхи патши Хуан Карлос та хӑйӗн тӳпине самай хывнӑ. Ҫавах та историксем, сӑмахран, Хавьер Тусель Суарес тӳпине пысӑка хурса палӑртаҫҫӗ. Ҫитменнине, шӑпах Суарес нумай партиллӗ тытӑма йӗркеленӗ, Испанин коммунистсен партине легализациленӗ, ҫӗршывӑн Конституцине йышӑннӑ. 1981 ҫулта Суарес отставкӑна кайнӑ хыҫҫӑн ҫар ҫыннисем ҫӗршывра пӑлхав пуҫланӑ-ха. Гражданла гвардеецсем парламента кӗске вӑхӑтлӑха тытса та илнӗ. Пӑлхавҫӑсен аллине лекнӗ Суареса урайне выртма хушсан та вӑл хушнине итлемен иккен. Премьер-министр пулнӑскер юлашки вӑхӑтра Альцгеймер чирӗпе асапланнӑ. Тунтикун ӑна Мадридри пульницӑна респиратор инфекцийӗпе хунӑ. Ӗнер, ав — ҫакӑн пек хыпар. Суарес 81 ҫулта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Каннӑра иртнӗ тӗнче форумӗнче Итали архитекторӗпе Микеланджело Лентинипе Шупашкар аталанӑвӗн концепцине сӳтсе явнӑ. Паллӑ архитектор тӗп хулари кану паркӗсен аталанӑвӗпе кӑсӑкланнине ӗҫлӗ тӗл пулусенчен пӗринче пӗлтернӗ. Унӑн паллӑ ӗҫӗсенчен пӗри — Мадридри парк проекчӗ. Рим архитекторӗ Шупашкарти Лакрей вӑрманӗн тата «Шупашкар: 500 ҫул» паркӑн малашлӑхӗ пуян пулассине палӑртнӑ. Вӑл ҫак кану вырӑнӗсен хӑйнеевӗрлӗхне, вӗсем ҫынсене илӗртнине палӑртнӑ. Микеланджело Лентини ыйтусене вырӑнта сӳтсе явмашкӑн Чӑваш Ене килме хатӗр. Шупашкар та аталанма талпӑнать. Куҫман пурлӑх тытӑмӗнче ертсе пыракан экспертсемпе ҫыхӑнусем йӗркелеҫҫӗ, строительствӑпа архитектурӑра ҫӗнӗ технологисем алла илеҫҫӗ. Шупашкар форумра хула инфратытӑмӗн аталанӑвӗн стратеги проекчӗсене, строительство, кану, хӑна ҫурчӗсен бизнесӗн сферисенчи ҫӗнӗлӗхсене кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Анӑҫри хӑш-пӗр журналист Крымри референдумра сӑтӑр тума тӑрӑшни пирки информаци агентствисенчен пӗрне, «Новости» РИАна, Финлянди сӑнавҫи Йохан Бекман пӗлтернӗ. «Кунта анӑҫри журналист питӗ нумай, анчах, шел те, вӗсем хӑшӗсем референдума хирӗҫле вӑрттӑн вӑйпа усӑ кураҫҫӗ. Эп асӑрханӑ тӑрӑх, вӗсенчен хӑшӗсем суйлав участокӗсен ӗҫченӗсене психологи тӗлӗшӗнчен пусараҫҫӗ», — тенӗ вӑл. Йохан Бекман шучӗпе ҫакӑ ятарлӑ операци те пулма пултарать. «Вӗсем суйлав комиссийӗсен пайташӗсене тӗлӗнмелле ыйтусем параҫҫӗ. Ҫакна эп, сӑмах май, Раҫҫейре дума тата Президент суйлавӗ иртнӗ чух та сиснӗччӗ», — пӗлтернӗ Финлянди сӑнавҫи. Крымри референдумра витӗр курӑнакан урнӑсем усӑ курнине анӑҫри хӑш-пӗр журналист суйлав вӑрттӑнлӑхне уҫӑмлатнипе танлаштарать-мӗн. «Тӗрӗссипе, витӗр курӑнакан урна суйлав уҫӑмлӑ пынине пӗлтерет», — тенӗ маларах асӑннӑ сӑнавҫӑ. Бекман унӑн ентешӗ, финн журналисчӗ, Бахчисарайри суйлав комиссийӗн пайташне, урна патӗнче тӑракан хӗре, «Сана кунта кам ирӗксӗр янӑ?» йышши ыйтупа тапӑннӑ. Хӗр ыйтусене хуравлама килӗшмен енне ун пирки вӑл хӑраса та шикленсе ӳкнӗскер тесе пӗтӗмлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.08.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левтина Марье, чӑваш сӑвӑҫи, драматург, публицист ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |