Тӗнчере
![]() Модель агентствин сӑнӳкерчӗкӗ Турцире Пӗтӗм тӗнчери «Miss Apollon 2018» илемӗх конкурсӗ иртет. Унта Чӑваш Енри чиперуксем те хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем ытти ҫӗршыв пикисемпе ҫак ята тата коронӑна тивӗҫессишӗн тупӑшӗҫ. Тӗнче шайӗнчи конкурс кастингӗ витӗр Чӑваш Енри темиҫе пике тухнӑ. Финал Турцири Дидим хулинче ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче иртӗ. Пирӗн модельсем унта ҫитсе отеле вырнаҫнӑ ӗнтӗ, финала хӗрсех хатӗрленеҫҫӗ. Палӑртмалла: Турцие Александра Николаева, Евгения Матвеева, Ванесса Васильева тата Марина Панова кайнӑ. Вӗсем Шупашкарти «Волга Моделис» модель агентствинче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Пикесем Турцие хӑйсем тӗллӗн кӑна кайман, педагогӗсем те пӗрле пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Китайри Китайри Гуйчжоу провинцийӗнчи университетӑн ют ҫӗршыв студенчӗсен колледжӗ Шупашкарти студенткӑна пуҫлӑх пуканне шаннӑ. Ку хыпара И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлтернӗ. Шупашкарти аслӑ шкулӑн журналистика уйрӑмӗн тӑваттӑмӗш курс студенткипе ҫыхӑннӑ ырӑ пулӑм ӗнер пулса иртнӗ. Татьяна Кучерова университетӑн Халӑхсем хушшинчи студентсен пӗрлешӗвӗн реклама пайӗн пуҫлӑх пулса тимлӗ. Шупашкарта вӗренекен хӗр Китайри Гуйчжоу провинцийӗнче 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе стажировка тухать. Ҫӗнӗ тивӗҫе Татьяна пуҫӑннӑ та. Вӑл университетра пулса иртекен мероприятисем пирки акӑлчанла тата китайла пӗлтерсе тӑрать, университет сайчӗ валли хыпарсем хатӗрлет. Хӗре Китайри ҫав аслӑ шкулӑн хаҫатне кӑларма та хутшӑнтараҫҫӗ. Унта вӑл ют ҫӗршыври студентсемпе паллаштаракан ярӑма хатӗрлеме пулӑшать. Пулас журналистка малтан корея чӗлхине вӗренмелле Кӑнтӑр Корейӑра 3 эрне пурӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Тӗнле тетелӗнче анлӑ сарӑлнӑ «Травиан» браузерти вӑйӑра нумай пулмасть икӗ ҫӗнӗ халӑха кӗртнӗ — египтянсене тата хунсене. Аса илтеретпӗр — хунсем пирӗн халӑхӑн мӑн аслашшӗсем шутланаҫҫӗ. Вӗсен майлӑ выляс тесен «Travian: Fire and Sand» текен сервера суйласа илес пулать. Хун халӑхӗн вӑйӑри уйрӑмлӑхӗсем: вӗсен юланутҫисем тата ухӑҫисем вӑйлӑ аталаннӑ, лаптӑка тӗпчес енӗпе те хунсем уйрӑмах палӑраҫҫӗ. «Травиан» вӑйӑ браузерта вылямаллискер. Жанр тӗлӗшӗнчен вӑл стратеги шутланать — ялсене аталантармалла, суту-илӳ тумалла, ыттисемпе ҫапӑҫмалла. Унӑн пӗрремӗш версийӗ 2004 ҫулта тухнӑ. Вӑйӑна авалхи историпе ҫыхӑнтарса хатӗрленӗ. Малтанхи версинче галсем, германсем, римлянсем тата натарсем (шухӑшласа кӑларнӑ халӑх) пулнӑ. Вӑйӑ тӗнче тӗлӗнтермӗшне туса лартнипе вӗҫленет. Хунсене тӗрлӗ стратегиллӗ вӑйӑсене кӗртесси анлӑ сарӑлса пырать. Унччен, аса илтерер, пирӗн мӑн аслашшӗсене Civilization вӑййа хушнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Хальхи хӑтлӑ хваттер малтан ҫапла пулнӑ Халӑх тула тухмалли вырӑнтан Лондонра хӑтлӑ хваттер хатӗрленӗ. Кун пирки нумай пулмасть Чӗрӗ журналти пӗр блогер пӗлтернӗ. Лора Джейн Кларк архитектор ҫӗр айӗнче вырнаҫнӑ ишӗлчӗк туалета туяннӑ та ӑна хӑт кӗртнӗ — унччен сӑнсӑр пулнӑскер халь ӑмсанмалла хитре. Хваттерте ҫывӑрмалли пӳлӗм те хӑнасене йышӑнмалли те илемлӗ. Ваннӑй та пур. Ҫӗр айӗнче вырнаҫнӑран чӳречисем мачча тӑрринче. Livejournal сайтҫисем ку хваттере кӑмӑлпах йышӑнман — тула каймалли вырӑнта пурӑнма килӗшмен пулӑттӑм тесе пӗлтернӗ. Сӑмах май, чӑвашсен ӗненӗвӗпе те туалет пулнӑ вырӑнта ҫурт лартма юраман. Теприсен шухӑшӗпе архитектор хӑй кунта пурӑнмӗ, вӑл ӑна сутса ярӗ, ҫапла май укҫа тӑвӗ. Туалетран хваттер тума хистенӗ сӑлтавсенчен пӗри Лондонра ҫурт-йӗр хакӗ пысӑк пулни пирки ӑнлантарма тӑрӑшакан та тупӑннӑ. Хваттерӗн малтанхи сӑнӗсемпе тата хальхисемпе кунта паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Tiangong-1 космос станцийӗ Пуш уйӑхӗн 29-мӗшпе акан 9-мӗшӗ хушшинче Ҫӗр ҫине Китай патшалӑхӗ вӗҫтерсе янӑ космос станцийӗ персе анмалла. Тӗнче уҫлӑхне китайсем ӑна 2011 ҫулта кӑна хӑпартнӑ-ха. Ытла ҫӳле вӗҫтерсе яманран унпа вӗсем икӗ ҫул ҫеҫ усӑ курма пултарнӑ. Ҫапла май 2013 ҫулта Tiangong-1 (кит. 天宫一号, чӑв. Тӳпе керменӗ) космос станципе усӑ курма пӑрахнӑ. 2016 ҫулта вара пач ҫыхӑну ҫухатнӑ — лешӗ хӑй ирӗкӗпе вӗҫме пуҫланӑ. Хӑш вырӑнта персе анасси пирки хальлӗхе ӑсчахсем тӗплӗ калама пултараймаҫҫӗ. Европа космос агентстви вӑл вырӑна ӳкес умӗн талӑк юлсан ҫеҫ калама пултарать. Атмосферӑна ытла чӑнкӑ тайлӑмпа кӗнӗрен ӑсчахсем унӑн пайӗсем ҫунса пӗтеймеҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне станци вакланса пӗтни те пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратать — унӑн тӗпренчӗкӗсем ӳкме пултаракан лаптӑк ҫапла май самай анлӑ пулӗ. Паян куна палӑртнӑ тӑрӑх станци ванчӑкӗсем ҫурҫӗр анлӑхӗн 43° пуҫласа кӑнтӑр анлӑхӗн 43° таран ӳкме пултараҫҫӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн чи кӑнтӑр чикки ҫурҫӗр анлӑхӗн 54° ҫурҫӗреллерех вырнаҫнӑ, ҫапла май ҫунса пӗтмен тӗпренчӗксем пирӗн республика ҫине ӳкес хӑрушлӑх ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Америкӑри Апат-ҫимӗҫпе эмел таврашне тӗрӗслекен управлени эксперчӗсем ҫыннӑн пуҫ мими чӗтреннине палӑртмашкӑн малашне юн илсе анализ тӑвассине пӗлтернӗ. Кун пирки «Вырӑс планети» (выр. «Русская планета») портал хыпарлать. Паллӑ ӗнтӗ, темӗнле пулсан та, компьютерла томографи йышши тӗрӗслевсем этем организмӗшӗн сиенсӗр мар. Юна ҫӗнӗ меслетпе тӗрӗслени вара хӑш-пӗр чухне ҫителӗклӗ пулӗ, ҫавӑнпа радиоактивлӑ пайӑркасем органсене лекмӗҫ. Ӑсчахсем нумаях пулмасть шухӑшласа кӑларнӑ анализ Banyan Brain Trauma Indicator (BTI) ятлӑ. Юна ҫак меслетпе тӗрӗсленӗ чухне икӗ белок шайне пӑхаҫҫӗ: пуҫ амансан вӗсем мимерен юна куҫаҫҫӗ иккен. Анализ пӗтӗмлетӗвӗ виҫ-тӑват сехетрен хатӗр пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Юр нумай ҫуса лартнӑран Японире иртнӗ эрне хушшинче ҫичӗ ҫын таран вилнӗ, 70 яхӑн аманнӑ. Аманнисен ытларах пайӗ — ҫурт тӑрринчи юра тасатнӑ чухне ӳкнӗскерсем. Фукуи префектурӑра ҫынсене уйрӑмах йывӑр лекнӗ. Кунта юр икӗ метр ҫурӑ хулӑнӑш таранах ҫуса лартнӑ. Виҫӗ ҫын хӑйсен машининче сӗрӗм тивнипе вилнӗ — тӗтӗм тухмалли пӑрӑха юр хупласа лартнӑ пулнӑ. Тепӗр ҫын юр тасатнӑ чухне ҫурт тӑрринчен ӳксе пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Тепӗр ҫын виллине юр тасатакан машинӑра тупнӑ. Вӑл мӗнле сӑлтава пула пурнӑҫран уйрӑлнине халь тӗпчеҫҫӗ. Ниигата префектурӑри тепӗр ҫын юр айӗнче курӑнман шӑк-пӑх пӑрӑхне кӗрсе ӳкнӗ. Ҫиччӗмӗшӗ почта валеҫнӗ май мотоциклпа пынӑскер шуса каса йывӑр тиевлӗ машина айне кӗрсе кайнӑ. Японире кунашкал ҫанталӑк икӗ эрне тӑрать ӗнтӗ. Яппун тинӗсӗ хӗрринчи ҫӗрсем ҫине уйӑхра ҫумалли юр ӳкнӗ. Ҫакна пула самолётсем вӗҫеймеҫҫӗ, пуйӑссем ҫула тухаймаҫҫӗ. Шкулсем те пушӑ лараҫҫӗ — ачасем пӗлӳ илме каяймаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Юлашки пилӗк ҫул хушшинче Китай халӑх республикинче 68,53 миллион ҫынна чухӑнлӑхран кӑларма пултарнӑ. Кун пирки Синьхуа агентство пӗлтерет. Пӗтӗмӗшле чухӑнлӑх коэффициенчӗ патшалӑхра 3,1% таран чакнӑ. 2012 ҫулта ку кӑтарту 10,2% танлашнӑ пулнӑ. Китай патшалӑхӗн статистика управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра чухӑнсен йышӗнче пурӗ 30 млн ҫын шутланать. Вӗсенчен 10 млн ҫынна чухӑнлӑхран кӑҫал кӑларасшӑн. Ҫавӑн пекех 2018 ҫулта 100 уесра чухӑнлӑх ыйтӑвне татса пӗтересшӗн. Сӑмах май, уесра чухӑнсем ҫук тесе ҫулталӑк хушшинче 2300 юаньрен (20 430 тенкӗ) сахалрах ӗҫлесе илекенсен йышӗ 2%-ран чаксан йышӑнаҫҫӗ. Чухӑнрах пурӑнакан анӑҫри тӑрӑхсенче вара ку чикӗ 3 процентпа танлашать. Чухӑнлӑха патшалӑхра 2020 ҫул тӗлне пӗтересшӗн. Вӑтамран Китайра уйӑхне 750 доллар (43 782 тенкӗ) ӗҫлесе илеҫҫӗ. Ял хуҫалӑхӗнче ку кӑтарту 150 долларпа танлашать, хуласенче — пысӑкрах. Раҫҫейре вӑтамран уйӑхне 39355 тенкӗ (690 доллар) ӗҫлесе илеҫҫӗ. Чи пысӑк кӑтартусем АПШ-ра, Норвегинче. Кунти халӑхӑн уйӑхри тупӑшӗ 4500 долларпа танлашать. Юнашар патшалӑхсенчи кӑтарту: Япони — 4100$, Польша — 1440$, Эстони — 1280$, Турци — 1040$, Грузи — 480$, Казахстан — 340$, Украина — 240$, Таджикистан — 120$. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Францире ҫул-йӗр йӗркине тепӗр хут ҫирӗплетнӗ. Ҫакна ҫул ҫинчи пӑтӑрмахсем ӳснине шута илсе кӗртнӗ. Унччен темиҫе теҫетке ҫул хушши ҫул-йӗр инкекӗнче вилекенсен йышӗ чакса пынӑ. Халь вара вӑл каллех ӳсме пуҫланӑ. Сӑлтавне руль умӗнче телефонпа калаҫнинче кураҫҫӗ. Ҫавна май Францире ҫул-йӗр правилине татах та ҫирӗплетнӗ. Руль умӗнче калаҫма унччен те юраман. Халь вара калаҫас тесе ҫул хӗррине чарӑнса ларсан та водителе штрафлама пултарӗҫ. Мотора сӳнтерни те хӑтармӗ. Калаҫас тесен вӗсен машинран тухма тивӗ. Штрафӗ вара пӗчӗк мар — 135 евро. Тенкӗ ҫине куҫарсан паянхи курспа вӑл 9 567 тенкӗпе танлашӗ. Сӑмах май икӗ йӑрӑмлӑ ҫулсенчи чи пысӑк хӑвӑртлӑха та 90-ран 80 таран чакарнӑ. Ку пӗтӗм ҫӗнӗлӗхсем ҫул-йӗрти пӑтӑрмахсен йышне чакарасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Елчӗк районӗнчи Лащ Таяпари Дмитрийпе Денис Борисовсем Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Давай поженимся» телекӑларӑма хутшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче эфира тухнӑччӗ вӑл. Анчах темшӗн вӗсене Патӑрьелтен евӗр паллаштарчӗҫ. Пӗлменнисене пӗлтерер: 26-ри йӗкӗрешсем Мускав облаҫӗнчи Люблино хулинче хваттер тара илсе пурӑнаҫҫӗ. Унта вӗсем электрон техникӑн интернет-лавккисен сетьне йӗркелесе янӑ. Ҫак кунсенче вӗсем — Хӗвел тухӑҫ Африкӑра. Йӗкӗрешсем — унти Танзани ҫӗршывӗнче ҫулҫӳревре. Унта вӗсем Килиманджаро тӑвӗ ҫине хӑйсен ял ялавӗпе улӑхас шутпа тухса кайнӑ. Ту ҫине хӑпариччен каччӑсем Моши хулипе паллашнӑ, вырӑнти шкула кӗрсе тухнӑ. Чӑваш каччисем Африкӑри вырӑнти ҫамрӑксемпе асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ. Ӗнер 5895 метр ҫуллӗшӗнчи тӑва каччӑсем хӑйcен ял ялавӗпе хӑпарса ҫитнӗ. Мускавра вӗсем кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.08.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левтина Марье, чӑваш сӑвӑҫи, драматург, публицист ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |